«Газпром» сăмаха тытать - Чăваш Ене пулăшать

Республика Правительствинче чи çамрăкки халь - Владимир Аврелькин. Чылай вăхăт çум, «тивĕçсене пурнăçлакан» пулса ĕçленĕскере экономика аталанăвĕн министрне уйăрса лартни çинчен ĕнер Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтерчĕ.

«35 çулта, техника наукисен докторĕ, экономика теорийĕ тата машиностроени технологийĕ енĕпе пĕлÿ илнĕ, РФ çамрăк ученăйсене паракан премийĕн лауреачĕ», - паллаштарчĕ унпа Михаил Васильевич. Вăл патшалăх служащийĕсен резервĕнчен пулнине палăртнă май çамрăксене шанни, çакă малалла талпăнмалли никĕс пулни çинчен каларĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличчен çĕкленĕ темăсем татах пулчĕç. Сăмахран, Чăваш Ен РФ Спорт министерстви йĕркеленĕ конкурсра спорт аталанăвне хывнă тÿпе номинацийĕнче мала тухнă - награда илме Мускава чĕнеççĕ.

Çапах тĕп калаçу газификаци тавра пулчĕ. М.Игнатьев «Газпром» тивĕçлĕ плана çирĕплетнĕ май унта Чăваш Енĕн тăватă объекчĕ кĕни пирки пĕлтерчĕ. Ку - Атăл леш енне газификацилессипе çыхăннă ĕçсемсĕр пуçне. Объекчĕсем - Шупашкарпа, Çĕнĕ Шупашкарпа çыхăннăскерсем. Пысăк пусăмлă газопроводсем тумалла. «Газпром» çакăн валли укçа уйăрать. Газ инфратытăмне аталантарни икĕ хулари объектсене, çурт-йĕре, Шупашкар районĕнчи потребительсене газпа тивĕçтерессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама май парĕ. 270 млн тенкĕ уйăрнă та ĕнтĕ. Пĕтĕмпе вара, «Газпром межрегионгаз Шупашкар» ООО гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов пĕлтернĕ тăрăх, компани асăннă объектсем валли 500 млн тенкĕ уйăрать, çурринчен ытларах пайĕпе кăçалах усă курмалла - ку енĕпе ĕçлеççĕ.

Çав вăхăтрах Чăваш Енĕн «тĕп газовикĕ» асăрхаттарма та манмарĕ: объектсене хатĕрлессипе çыхăннă çитменлĕхсене, газшăн тÿлемелли парăмсем пысăккине кура «Газпром» пирвайхи хут çирĕп йышăну тунă - Раççейĕн теçеткене яхăн регионне газификаци ĕçĕсене пурнăçламалли план-графикран кăларнă. «Пирĕн объектсен хатĕрлĕхĕ 99% танлашать. Тÿлевсем тĕлĕшпе те условисене тивĕçтеретпĕр», - палăртрĕ К.Мифтахутдинов. Апла пулин те çине тăрса ĕçлемелли куç кĕрет. Çакăн пирки М.Игнатьев та каларĕ:

- Ыйтăвĕ ансат мар. Килĕштерÿ процедури кăткăс пулчĕ. Алексей Миллер пирĕнпе килĕшрĕ, документсене алă пусрĕ. Вăл калаçса татăлнине туллин пурнăçлать, пирĕн те хамăрăн обязательствăсене çавăн пекех пурнăçламалла. Атăл леш енĕпе пĕрле шутласан «Газпром» республикăна 1 млрд тенкĕ ытла инвестици хывать. Пирĕн - пулăшмалла, çĕр хуçисемпе ыйтусене татса памалла, хутшăнусене çураçтармалла. Унччен çакнашкал объектсене республика тата муниципалитетсен бюджечĕсен шучĕпе тунă, халĕ вара ирĕк паракан документацие кăна хатĕрлетпĕр. Ыттине пĕтĕмпех вĕсем хываççĕ. Пирĕн те парăм виçи ÿссе пырать. Тĕллев - потребительсене усă курнă газшăн тÿлеме вĕрентесси. Эпир çак миллионсене çухатмашкăн ытла та пуян мар...

Юлашкинчен калани министрсене юнанăнах илтĕнчĕ: «... унсăрăн хăвăрăн укçа шырама тивĕ».

Кун йĕркинчи ыйтусенчен ЧР Юстици министерствин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тунă отчет тĕпре пулчĕ. Надежда Прокопьева министр явап тытрĕ. Пурнăçланă ĕçсен шутĕнче - пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕ çине куçарни, тĕрлĕ шайри йышăнусемпе норма акчĕсене тĕрĕслени, çав шутра вĕсенче коррупцие сăлтавлама пултаракан самантсем пуласран сыхланни тата ыт. те. Çав вăхăтрах министрăн ÿпкелешмелли те пулчĕ: министерствăран пăрахса каякан йышлă иккен - кăçал кăна йышăн 33% ĕçрен кайнă. Сăлтавĕ - ĕç калăпăшĕ пысăкки...

«Камăн ĕç сахал? - капла ÿпкелени килĕшмерĕ М.Игнатьева. - Министрсен апла калама юрамасть». Çапах çакнашкал сĕмлĕрех калаçу татах пулчĕ. Спорт министрĕ Сергей Мельников физкультурăпа спорт учрежденийĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен центр йĕркелесси пирки сăмах илчĕ. Вăл 13 учреждени бухгалтерийĕсене пĕрлештерĕ. Йыш чакать: 31,5 единицăран 25 юлать. Çулталăкри перекет - 1 млн тенкĕ ытла. ЧР Пуçлăхĕ бухгалтерсен йышĕ тĕлĕшпе кăмăлсăрланни маларах та пулнăччĕ - хальхинче те хивреленчĕ: «Мĕншĕн тÿрех ытларах чакармастăр? Паян ун чухлĕ бухгалтер кирлĕ мар!» Министр «виçеллĕ тесе шухăшлатпăр, текех чакарма çук» тесе тÿрре тухма тăчĕ-ха, анчах Михаил Васильевича çакă та тивĕçтермерĕ: «Сире ÿкĕтлеççĕ те - вĕсен хутне кĕретĕр...»

2014-2016 çулсем валли нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама хывмалли чи пĕчĕк виçене çирĕплетрĕç. Вăл кашни тăваткал метр пуçне 5,2 пин тенкĕпе танлашасси пирки эпир маларах пĕлтернĕччĕ. М.Игнатьев çак йышăнăва халăх мĕнлерех йышăнассипе кăсăкланчĕ те - тĕп хула мэрĕ Алексей Ладыков çынсемпе тĕл пулусем йĕркелени пирки каларĕ: çакă кирлине ăнланаççĕ... Ку укçа çурт-йĕре вăхăтра тата пахалăхпа юсама май парĕ.

Тасатакан биологи сооруженийĕсем валли çухатусене саплаштарма бюджетран субсиди парассин тишкерĕвĕ те ЧР Пуçлăхĕн комментарийĕсĕр иртмерĕ: «Вĕсен унта катерсем те пур. Кирлех-и? Кирек мĕнле пулсан та патшалăх укçипе усă курнă чух ытлашши тăкаксем пуласран сыхланмалла, çакна çирĕп сăнаса тăмалла».

Ашлăх выльăх ĕрчетес ĕç валли каякан тăкаксене саплаштарма республика бюджетĕнчен субсиди памалли правилăсемпе вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов паллаштарчĕ. Республика бюджетĕнче çак отрасле аталантарма 1,7 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Паллах, укçана çирĕп условисемпе уйăрĕç: тивĕçлĕ инфратытăм тума ямалла, хуçалăхсен выльăх шутне те пăхĕç.

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.