Элкер кашни çырăва тĕплĕ хуравлатчĕ

Çемен Элкерпе пуçласа 1957 çулта район хаçачĕн редакцийĕнче паллашнăччĕ. Унпа çыру çÿретме 1958 çулта пуçларăмăр.

Ку ĕç çапла тапранчĕ: Çемен Элкер çырнă "Вутпа тăвăл витĕр" роман-хроника тăрăх ялти библиотекăра вулакансен конференцине ирттерме хатĕрленеттĕмĕр. Çавна май Элкер патне çыру ятăм, хурав кĕтме пуçларăм. Хам иккĕленетĕп: ватлăх енне сулăннă, сывлăхĕпе хавшакрах поэт хурав яма вăхăт тупайĕ-ши? Иккĕленме кирлĕ пулман-мĕн... Конференцире Çемен Элкер пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен каласа кăтартнă чухне эпĕ унăн çырăвĕпе усă куртăм.

Çакăн хыççăн пĕр-пĕрин патне çыру çÿретрĕмĕр. Ĕçĕ темĕн чухлех пулин те ырă кăмăллă поэт кашни çырăва тĕплĕн хуравлатчĕ. Çакă, паллах, пире, çамрăк сăвăçсене, питĕ савăнтаратчĕ.

1959 çул. Эпир Шупашкара ĕçпе юрă уявне кайрăмăр. Уяв вĕçленсен юлташпа Семен Васильевич хваттерне шыраса тупрăмăр.

Вăл пире хваттерне илсе кĕчĕ. Кунта пурте хăй вырăнĕнче, кăмăллă. Пирĕн калаçу, паллах, ытларах литература пирки пулчĕ. Урăх мĕн çинчен пултăр-ха халăх поэчĕпе тинтерех çырма пуçланă çамрăк калаçăвĕ? Хамăрăн ентеше эпĕ район хаçатĕнче пичетленнĕ сăввăмсене вуласа патăм. Вăл питĕ тимлĕн итлесе ларчĕ, хăшпĕр вырăна икшер хут вулаттарчĕ, кирлĕ канашсем пачĕ.

Калаçу вĕçленес умĕн юратнă поэта ялти клуб умĕнчи волейбол лапамĕнче ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕкĕме хыçала алă пусса патăм /эпĕ клуб заведующийĕнче ĕçлеттĕм/. Çемен Элкер юлташпа иксĕмĕре хăйĕн анчахрах пичетленнĕ "Хĕрлĕ çăлтăр" кĕнекине çырса парнелерĕ. Алă пуснă чухне "Эль" саспаллисене çырнă хыççăн чарăнчĕ те: "Чăвашла çырам-ха", — терĕ. Вара çемçетекен паллăн çÿл енне кăшт туртса "к" саспалли турĕ. Ку кĕнеке маншăн хаклăран та хаклă парне пулчĕ. Вăл паян кунчченех килти библиотекăра упранать.

Эпĕ каллех Семен Васильевич патне çыру çыртăм, ялти библиотекăра унăн "Шурăмпуç килсен" романне сÿтсе явма хатĕрленни çинчен хыпарларăм. Хайлаври ĕçсем çинчен, иккĕмĕш кĕнеки еплерех пуласси пирки пĕлтерме ыйтрăм, мĕншĕн тесен манăн пĕрремĕш кĕнекине вуланă çынсене конференцире произведенири геройсен пурнăçĕ çинчен тĕплĕн каласа парас килчĕ.

Часах Семен Васильевичран çыру килчĕ. Акă маншăн хаклăран та хаклă çав çыру.

"Гаврил Луç юлташ! Эсир манăн "Шурăмпуç килсен" романа сÿтсе явни — лайăх ĕç, вăл мана савăнтарать. Сире уншăн чĕререн тав тăватăп. Романăн иккĕмĕш кĕнекине çырма хатĕрленни чылай пулать. Унăн планне туса хатĕрленĕччĕ, хăшпĕр сыпăка çырма та пуçланăччĕ, анчах обществăри тĕрлĕ ĕç "айне" пулнипе тата чĕрепе пуç чирĕсем аптратса çитернипе пуçланă ĕçе пăрахмалла пулчĕ: 8 çул РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулса пилĕк район тăрăх чылай çÿреме тиврĕ. Ку ĕç мана чылай вăхăта литература творчествинчен уйăрса тăчĕ, ĕçлеме памарĕ. Каярах больницăсенче те выртма тиврĕ. Халĕ тин общество ĕçĕсенчен те хăтăлса çитрĕм ĕнтĕ. Çырма та вăхăт тупăнать, анчах пурнăçăм ватă еннелле сулăнчĕ, нумай ĕçлеме май килмест. Сывлăхăм тепĕр вунă çул аптрамасăр пырсан, тен, пуçăнăп-и? Манăн çырма пуçланă урăх произведенисем те пур-ха, халĕ вакăраххисене çырса пĕтересшĕн. "Шурăмпуç килсен" романăн иккĕмĕш кĕнекине юлашки плана тăратса хăвартăм. Мĕншĕн тесен вăл пысăк пулмалла, ун валли вăй нумай кирлĕ. Анчах та çырса пĕтерейĕп-и ăна е çук-и — ку пĕтĕмпех малаллахи сывлăхăм нумай вăхăт çирĕп тăнинчен килмелле. Çырасси час пулмасть, мĕншĕн тесен вулама çăмăл та — çырма питĕ йывăр. Произведени пысăк художествăллă та тулли ăшчиклĕ, паха пултăр тесен ун пек ĕçленĕ чух пуç мими вĕресе кăна тăмалла.

Районти хаçата пысăклатни тата ăна чăвашлатни /1960 çулччен район хаçачĕ 2 страницăллă тата чăвашла та, вырăсла та тухса тăнă — Г.Л./ питĕ лайăх япала, уншăн савăнмалла анчах! Литстраницăна тинкеререх вуласа тухса тишкереймерĕм-ха, хĕрÿллĕ творчествăллă ĕçсем — чăрмантарчĕç.

Хисеплесе юлатăп, С.Элкер. Шупашкар, кăрлачăн 13-мĕшĕ. 1960 çул".

Çак çыру Чăваш халăх поэчĕ вулакансене чăннипех те юратнине, вĕсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшнине кăтартса парать.

...1964 çул. Çемен Элкер 70 çул тултарать. Эпир поэт юбилейне лайăх кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Литература каçĕ ирттерме палăртрăмăр. Литература каçĕнче поэт ĕçĕ-хĕлĕпе кун-çулĕ çинчен доклад тăвассине, Семен Васильевича çывăх пĕлнĕрен, каллех мана шанса пачĕç. Çакăн çинчен пĕлтерсе ентешĕмĕр патне çыру çырса ятăм. Халĕ ĕнтĕ литература каçĕ ирттерме поэтран хурав килессе кĕтрĕмĕр. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ ыран тенĕ чух, каçхине, поэт 70 çул тултарнă ятпа литература каçĕ ирттертĕмĕр. Малтан, çÿлте асăннă пек, доклад пулчĕ. Шкул ачисем поэт çырнă сăвăсене пăхмасăр каларĕç. Юлашкинчен драма кружокĕн членĕсем "Вунсаккăрмĕш çул" произведени сыпăкне сăнласа пачĕç. Лайăх иртрĕ литература каçĕ.

Темиçе кунран эпĕ Семен Васильевичран саламлă открытка илтĕм. Акă мĕн çырать вăл унта: "Гаврил Спиридонович! Каярах юлчĕ пулин те çутă çу уйăхĕн 1-мĕш кунĕ ячĕпе сывлăх сунатăп. Хуравне мĕншĕн час парайманнине хăвах чухлатăн пулĕ, хумханмалли, пăлханмалли кунсем пулчĕç. Сывлăх та çирĕпех марччĕ. Ман пурнăçăмпа творчество çинчен доклад туса пама шутланине ырă ĕç тетĕп. Эпĕ хамăн пурнăçăма чăваш халăхĕн искусствипе литературине хăпартассишĕн патăм. Общество ĕçĕнчен те пăрăнман. Докладне тăвăр, хăраса тăмалли çук. Пултаратăр. Хисеплесе С.Элкер".

Халĕ ĕнтĕ юратнă поэтăмăр пирĕн хушăра çук. Вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа кăçалхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче аллă çул çитрĕ, анчах эпĕ Семен Васильевич хама парнеленĕ кĕнекене çÿлĕк çинчен илетĕп те сасăпах çапла калатăп: Семен Васильевич Элкер чăваш литературине юратакансен кашнин килĕнчех, чĕринчех пурăнать. Вăл — вулакансен юратнă çыравçи.

Гаврил ЛУÇ.

Йĕпреç районĕ,

Хумри Ишек ялĕ.

Гаврил ЛУÇ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.