Ĕçлеме пĕлекен - йывăрлăха çĕнтерекен

10 Пуш, 2016

Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çурт çурма пушă урамра аякранах курăнса ларать. «Мĕн тăвăн, ялта çамрăксем тытăнса тăрасшăн мар. Пысăк шалу шыраса хуласене тухса каяççĕ, ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕ хупăнать, - терĕ пире кĕтме тухнă Людмила Бычкова. - Ÿркенмесен укçана кунтах ĕçлесе илме пулать».

Вăрнар районĕнчи Çăкаллă Явăшри Бычковсем тĕнче касса çÿремесĕр, хушма хуçалăхрах ĕçлесе тупăш илеççĕ. Мăшăр пĕчĕк ферма йĕркеленĕ.

- Унччен пахчаçимĕç туса илтĕмĕр, ача сачĕсемпе шкулсене тивĕçтертĕмĕр. Анчах самана улшăннă май унта çул хупăнчĕ. Аякка тухса каяс - ачасене вĕрентмелле, ватă атте-аннене пăхмалла. «Атя, выльăх усраса пăхар», - сĕнтĕм упăшкана. Çăмăллатнă кредит илсе вите-сарай турăмăр, ĕнесен йышне ÿстертĕмĕр, - каласа парать Людмила Ивановна хушма хуçалăхĕпе паллаштарнă май. Пысăк витере паян сакăр ĕне, виçĕ пăру. Ĕнесене кăкарнă. «Ирĕке ярсан пĕр-пĕрне тĕкеççĕ, çиме памаççĕ», - ăнлантарчĕ кил хуçи Михаил Гаврилович. - Капла хăйсене те лăпкă».

- Кăçал каллех кредит илсе хушма вите çĕклесшĕн. Пăрусене хупма вырăн юлмарĕ, - терĕ маттур хĕрарăм.

Витепе юнашарах - выльăх апачĕ хатĕрлемелли, шыв ăшăтмалли пÿлĕм. Анчах вĕри пăс витене те сарăлнăран ку ĕçе пахчара пурнăçлаççĕ. Шартлама сивĕре те уçă вырăнти кăмака кĕрлесе çунать. Пысăк хуранра фуражпа çăнăх хутăшĕ лăкăртатса вĕретчĕ.

Сак çинче тулли сĕт витрисем шăкăрин лараççĕ. Юриех шутларăм, вуннăран та иртрĕ. Хĕллехи вăхăтра каçхине кăна сĕт пуçтарма килеççĕ-мĕн.

- Сутнă хак тăкака саплаштарма çитет-и?

- Юлашки вăхăтра унăн хакĕ таканари шыв пек вылянса тăрать. Акă раштав-кăрлач уйăхĕсенче 1 литрĕ 16-17 тенке çитрĕ. Нумаях пулмасть 1 литрне 23 тенкĕпе йышăнчĕç, халĕ каллех 15-е чакрĕ те кăмăл хуçăлчĕ. Виççĕшĕ кăна пăруланипе кунне 70 литр кăна сутатпăр. Ĕне усрани тухăçлă, куллен укçа кĕрет. Эпир иртнĕ çул сĕт сутса 500 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Унсăр пуçне ял çынни те туянать.

- Сĕтшĕн тÿленĕ чухне пахалăхне кура татăлаççĕ-и?

- Уйăхра 2-3 хут сĕт пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Ветеринари тухтăрне тĕрĕслеттерме панăшăн уйăхсерен 57 тенкĕ тÿлетпĕр. Анчах темшĕн пурне те пĕр пек тÿлеççĕ. Укçа катса е хушса панине астумастăп. Апла кашнин чĕр таварĕ паха-ши, калама йывăр.

- Сĕт пуçтаракансем сирĕнпе килĕшÿсем тунă-и?

- Çук, кун пирки сăмах хускатнине илтмен. Пуçтаракансем çамрăксем, ăна-кăна ăнлансах каймаççĕ-тĕр. Пире субсиди илме справка кирлĕ пулсан туса параççĕ.

Шурă-хура, хĕрлĕ ĕнесем техĕмлĕ утта çинине сăнанă май каллех кил хуçисемпе сăмах пуçартăм:

- Мĕнле ăрат ку сирĕн?

- Хуняма темиçе çул каяллах таçтан туяннăскер, мĕнле ăратне хамăр та пĕлместпĕр. Пире килĕшет, йăваш, сĕтне те лайăх антараççĕ, талăкра 23-25 литр. Пĕлтĕр Чулхула облаçĕнчен ăратлă тына туянтăмăр. Ĕнесене искусствăллă мелпе пĕтĕлентернипе ăратлăх та лайăхланса пырать.

Хушма хуçалăхра ытларах хамăра шанмалла, выльăха лайăх пĕлнипе, куллен сăнаса тăнипе чир-чĕре шала ямастпăр. Кунта тухтăрĕ те, доярки те, механизаторĕ те хамăр. 3 гектар çĕр çинче выльăх апачĕ хатĕрлетпĕр. Мотоблокпа йывăррипе пĕчĕкрех трактор туянтăмăр.

- Ура çинче çирĕп тăнă май, тен, фермер хуçалăхĕ уçмалла?

- 10-15 çул çамрăкрах пулсан хăрамасăрах фермер хуçалăхĕ йĕркелесе грант илме конкурса хутшăнăттăмăр. Халĕ пире тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçлеме çителĕклех. Выльăх-чĕрлĕх укçипех çурт лартрăмăр, кредит тÿлетпĕр, ачасене пулăшатпăр, хушма хуçалăха аталантаратпăр.

- Ĕç кунĕ мĕнрен пуçланать сирĕн?

- Эпир ирхине 4 сехет иртсен тăратпăр, зарядка тăватпăр. Ку организма вăранма пулăшать, шăм-шак çемçелет. Унтан тăхăнса витене васкатпăр. Ĕнесем çак вăхăт тĕлне пурте ура çинче, пире кĕтеççĕ. Вĕсене кашнинех сывлăх сунатпăр. Михаил Гаврилович вите тасатать, эпĕ апат паратăп, сăватăп, пăрусене çитеретĕп. Сĕт сумалли аппаратпа усă курнипе сăвăм вăраха каймасть. Ĕçе вĕçлесен пÿрте кĕрсе апатланатпăр, канатпăр. Кăнтăрла каллех витере: шăваратпăр, кăшманпа çăнăх хутăшĕ паратпăр. Сăмах май, ĕнесене яланах шыв ăшăтса, çăнăх хушса ĕçтеретпĕр. Каçхине вара кунĕпе пуçтарăннă сĕте парса яратпăр. Халĕ хĕлле машина çурт умнех анать-ха. Кĕркунне-çуркунне чĕр тамăк. Пылчăк çăрăлнипе техника урама кĕреймест. Кам мĕнле пултарать - çапла ял вĕçне, асфальт хĕрне илсе тухаççĕ. Эпир тулли флягăсене мотоблокпа турттаратпăр. Питĕ нушаллă. Кăçал çул сарса пама шантарчĕç-ха. Пуçлăхсем сăмахне тытсан çав тери савăннă пулăттăмăр.

Бычковсен виçĕ ача. Дениспа Лена аслă шкултан вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Кĕçĕнни, Аня, кăçал аттестат илмелле. Канмалли кунсенче çамрăксем ашшĕ-амăшне пулăшма яла васкаççĕ. «Утă хатĕрленĕ чухне вĕсемсĕр кансĕр, - тет аслă ăру. Çу кунĕсенче ĕнесене кĕтĕве кăлараççĕ. Килтен киле черетпе çÿренĕ май пĕлтĕр Бычковсем 6 кун кĕтÿ кĕтнĕ. «Юрать, ачасем пур, пĕрле çÿретпĕр», - теççĕ вĕсем.

- Иртен пуçласа каçченех выльăх-чĕрлĕх патĕнчен уйрăлмастăр. Капла сирĕн канма та вăхăт юлмасть-тăр?

- Ĕç тесе хамăр пирки манма юрамасть. Мăшăрпа ялта, Вăрнарта иртекен уявсене, концерт-спектакльсене час-часах тухса çÿретпĕр. Ĕçсене иртерех вĕçлетпĕр те машинăпа çула тухатпăр. Нумай пулмасть «Надежда» санаторире канса килтĕм. Упăшкана та ярасшăн-ха, пахчари ĕçсем пуçланиччен канса вăй пухтăр. Халĕ ялта та вăхăта усăллă, хаваслă ирттерме май пур.

Çапла килĕштерсе, пĕр çăвартан тенĕн пурăнать мăшăр. Талăкĕпех пĕрле вĕсем: ĕçре те, канура та. «Пĕр-пĕрне ăнлансан, килĕштерсен нихăçан та йăлăхтармастăн», - тет телейлĕ мăшăр.

Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.