Çынсемпе куçа-куçăн

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Пĕрлехи информаци кунĕнче, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕнче тата «СМАК» фирмăра пулнă.

Тĕп хулара 2012 çултанпа «Хăрушлăхсăр хула» программа пурнăçланать. Урамсенче 136 видеокамера вырнаçтарнă. Кăçал программăна пурнăçлама тата 37 млн тенке яхăн уйăраççĕ, çав шутра - 1,3 пин видеокамера вырнаçтарса хута яма. М.Игнатьев видеофиксаци тытăмне йĕркелени пурлăх управлăхне, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме пулăшнине палăртнă. Сăмах май, хулара халĕ «Хăрушлăхсăр картиш» программăпа та ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ - нумай хветтерлĕ 80 çурта видеокамерăсемпе тивĕçтернĕ.

«СМАК» фирмăра республика Пуçлăхĕ цехсемпе паллашнă. Кунта туса кăларакан продукци ассортиментĕнче - 300 ытла ят. Фирма торчĕсене, ытти продукцине Раççейĕн 17 регионĕнче сутаççĕ. Тиесе ăсатнă тавар калăпăшĕ пĕлтĕр 11% ытла ÿснĕ.

М.Игнатьев продукци паха пулнине палăртнă, фирма аталанăва инвестици хывнине ырланă. Коллективпа тĕл пулнă май вăл кунта ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравланă, вĕсене татса парассине тĕрĕслесе тăма шантарнă.


К.АЛЕКСАНДРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.