Çынна ума лартса тÿрех ÿкереет

Раштавăн 11-мĕшĕнче эпир 7-мĕш класра вĕренекенсемпе Ишекри халăха социаллă пулăшу паракан уйрăмра экскурсире пултăмăр. Унта Çатра Маркара çуралса ÿснĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ ÿнерçĕн Александр Ивановăн куравĕ ĕçлет. Тĕлĕнмелле илемлĕ ÿкернĕ-çке вĕсене!
Пай пуçлăхĕ Венера Васильева картинăсемпе паллаштарнине ачасем тимлĕн итлерĕç. Александр Валентинович çут çанталăка, уйрăмах чечексене, ÿкерме кăмăллать. Вазăри кĕлчечексемпе пионсем куçа шартараççĕ. Хăйĕн юратнă мăшăрне парнеленĕ чечек çыххисене асăнмалăх ÿкерсе юлать-мĕн вăл. «Çынна хăйĕн умне лартать те тÿрех ÿкерме пултарать», — каласа кăтартрĕ ун пирки çак пайра вăй хуракан Лариса Васильева.
Александр Иванов 5 ачаллă çемьере чи асли пулнă. Кĕçĕн классенче Çатра Маркара вĕреннĕ. Вĕсен 1-мĕш учителĕ Зинаида Захаровна пулнă. Арçын ача пĕчĕкренех ÿкерме юратнă. Унсăр пĕр стена хаçачĕ те тухман. 8-мĕш класс хыççăн вăл Шупашкарти ÿнер училищине çул тытнă. Анчах унта çитсен те алăкне уçса кĕме хăюлăх çитереймен. Хĕсметре пулнă вăхăтра та Çатра Марка каччисĕр пĕр стена хаçачĕ те тухман.
Мăшăрĕпе Еленăпа вĕсем 2 ывăла ура çине тăратнă. Тивĕçлĕ канури ÿнерçĕ халĕ те алла час-часах киçтĕк тытать.

www.hypar.ru

Екатерина ГРИГОРЬЕВА, класс ертÿçи.
Шупашкар районĕ, Ишек шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.