Комментари хушас

12 Нарăс, 2015

Хÿтĕлевçĕсем эпир, хÿтĕлевçĕсем!

Пирĕн шкулти пуçламăш классем хушшинче «Профессисен парачĕ» конкурс иртрĕ. Кĕçĕннисем нумай-нумай професси пирки каласа пачĕç, сцена çинчен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. «Офицерсем» ятлă пĕр паллă кинофильм геройĕ - пограничниксен отрячĕн командирĕ: «Çакăн пек професси пур - Тăван çĕршыва хÿтĕлесси», - тет. Чăннипех те çапла. Салтак вăл - алла автомат тытнă çын кăна мар, офицера та салтаксем кăна пăхăнмаççĕ. Салтак е офицер пулас тесен тăрăшса вĕренмелле, илнĕ пĕлÿпе усă курма пĕлмелле. Пĕлÿпе усă курас тесен чи малтан туртăм, кăмăл пулмалла. Мĕн авалтан Тăван çĕршыва хÿтĕлекене хисепленĕ, унпа мухтаннă. Çар çыннипе пушшех те.

Шкул ачисем çар çыннисене халалланă юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем вуларĕç, куракансене сценкăпа савăнтарчĕç. Конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнине пĕлсен хĕпĕртĕвĕн виçи те пулмарĕ тейĕн.

Татьяна АРХИПОВА,

пуçламăш классен вĕрентекенĕ.

Çĕнĕ Шупашкар, 3-мĕш шкул.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: Эпир - пулас хÿтĕ-левçĕсем!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.