Комментари хушас

27 Раштав, 2014

Çĕнĕ çул парни - çĕнĕ хваттер уççи!

Çынсен пичĕ-куçĕ савăнăçпа çиçрĕ

Ĕнер Шупашкарти Сад микрорайонĕнчи Дементьев урамĕнчи 3-мĕш çурт умне çынсем йышлăн пухăнчĕç. Федерацин кивĕ тата ишĕлес патне çитнĕ пÿртсенчен çĕнĕ хваттере куçармалли программипе килĕшÿллĕн пурăнмалли вырăн илекенсем унта çăра уççи илме, хваттерĕсене кĕрсе пăхма ятарласа пынă. Кунта тĕпленекенсене малтан тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕ.

- Çĕнĕ çул пуçланиччен Шупашкарта савăнăç кÿрекенни тупăнсах тăрать, - терĕ Леонид Ильич. - «Пĕрлĕхлĕ Раççей - ачасем валли» программăна пурнăçласа çак эрнере - тăватă, кăçал пурĕ - пилĕк, иртнĕ 3 çулта вунвиçĕ ача сачĕ уçрăмăр. Республика ертÿлĕхĕ тĕп хула администрацине пулăшса пынипе 2017 çул вĕçлениччен Шупашкарта пурăнакан 10 пин ытла çын 2226 хваттере куçĕ. Ку тĕллеве вĕçне çитеретпĕрех.

- Çĕршывăн патшалăх политикине çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тытса пынине кашни курса ĕненет, - терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - Халĕ юхăнчăк çуртран çĕнĕ хваттере куçакансене çăра уççи паратпăр. Вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе иртнĕ çулсенче тунă пысăк калăпăшлă ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçа кĕртрĕмĕр. Строительсем хăйсен ĕç-хĕлне вăйлатсах пыраççĕ. Çакна Сад микрорайонĕнче çĕкленекен çуртсем лайăх çирĕплетеççĕ. Килес çул тата çĕр-çĕр çемьене савăнтарăпăр. Ачасене хăтлă хваттерсенче çитĕнтерме май пултăр. Вĕсенче хăйсене ашшĕ-амăшĕ çеç мар, ачасем те лайăх туйĕç. Федераци центрĕ кивĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçармалли программăна пурнăçа кĕртме республикăна укçа парсах тăчĕ, малашне те уйăрĕ. Чăваш Енĕн 2015 çулхи тата малашлăхри бюджечĕ çинчен калакан саккунне алă пусса ĕçе малалла тăсмашкăн укçа уйăрма палăртрăм. Иккĕмĕш тапхăрта пирĕн 13200 çын ыйтăвне татса памалла. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пире 2017 çул вĕçлениччен пурне те çĕнĕ хваттерсене куçарма хушрĕ. Ку тĕллев çăмăл мар. Пĕтĕм ĕç 5 млрд тенкĕлĕх. Тата 5 пин çемье çĕнĕ хваттер уççине илĕ.

Михаил Игнатьев пухăннисене юхăннă çуртсенчен куçакансене саламлама Шупашкара ятарласа килнĕ Константин Косачева РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн полномочийĕсене шанса панине пĕлтерчĕ, ăна халăхсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председательне çирĕплетнĕ ятпа саламларĕ. Ку хыпара çынсем алă çупса йышăнчĕç.

- 2007 çулта, федерацин çемьесене кивĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçармалли программине йышăнсан, нумайăшĕ вăл пурнăçланасса ĕненмерĕ. Тен, вăл тăсăларах кайрĕ. Çапах документа çирĕплетнĕренпе вăхăт нумаях иртмен-ха. Эпĕ Патшалăх Думин депутатне Чăваш Енрен икĕ хутчен суйланассишĕн Шупашкара килсен çак уйра тĕллевсем палăртса çÿренине астăватăп. Ун чухне кунта пĕр çурт та çукчĕ, эрĕм курăкĕ çеç ашкăратчĕ. Çичĕ çул каялла Сад микрорайонĕ çĕкленесси çинчен никамах та шухăшламан. Халĕ акă кунта - пурăнмалли çуртсем. Вĕсене çынсем хапăл тусах туянаççĕ, социаллă программăсемпе тÿлевсĕрех илеççĕ. Мĕн тери усăллă та ырă ĕç! Унта федераципе республика çеç мар, организацисем те укçа хываççĕ. Раççей Президенчĕ лартнă тĕллев 2017 çулта туллин пурнăçланĕ.

К.Косачев ку енĕпе Чăваш Ене çитес çулсенче те пулăшма пулчĕ. Çĕнĕ çурта пурăнма кĕрекенсене РФ Федераци Канашĕн членĕ Леонид Лебедев та саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.