Ăста шашкăçă тата шахматçă
Канаш районĕнчи Пайкилт шкулĕн-че 9-мĕш класра вĕренекен Елена Алексеева тĕрлĕрен ăмăртăва е конкурс-олимпиадăна хаваспах хутшăнать. Математиткăпа, литературăпа, физикăпа, химипе унăн пĕлĕвĕ уйрăмах çирĕп. Пуринчен ытларах вăл ÿкерме тата шашка-шахмат вăййине юратать, çав енчен районта та, республикăра та палăрать.
- Шашка-шахмат вăййине мана аттепе анне хăнăхтарнăччĕ, - аса илет Лена. - Пĕрремĕш класра хамăр класшăн выляса малти вырăна тухнăччĕ.
Хĕрачан пултарулăхне учительсем те асăрханă. Çапла вара Алексей Ильич тренер ăна шашкăпа шахмат ăсталăхне аталантарма пулăшнă. Район ăмăртăвĕ-сене тухсан чылай тус-юлташ тупнă Лена. Вĕсемпе çыхăну татăлмасса шанать-ха.
Иккĕмĕш класранпах вăл районта шкул чысне хÿтĕлет. Иртнĕ çул ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн «Тĕлĕнтермĕш шашка» турнир ăмăртăвне те хутшăннă, командăпа пĕрле иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
- Пирĕн командăра тăватă арçын ача тата пĕр хĕрача - эпĕ. Çав ăмăртура пире медаль, диплом тата сехет парса хавхалантарчĕç, - çĕкленÿллĕн калаçать Лена.
Çавăн пекех вăл шахматпа та пысăк çитĕнÿ тăвать. Хĕрлĕ Чутайра иртнĕ ăмăртуран медальпе тата дипломпа таврăннă.
- Район шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнса кашни çулах пĕрремĕш вырăна тухатпăр, кăçал та çĕнтерессе шанатпăр. Çак çитĕнÿсемшĕн тренерсене Алексей Ильич Ильина тата Валерий Николаевич Иванова пысăк тав!