Комментари хушас

25 Раштав, 2014

Çырура сан сĕнĕвÿ те пултăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн республикăн Патшалăх Канашне çуллен яракан Çырăвне хатĕрлес ĕç малалла пырать. Йăлана кĕнĕ тăрăх ку документа хатĕрлеме общество организацийĕсемпе граждансем те хутшăнаççĕ: вĕсенчен сĕнÿ нумай килет.

Çак сĕнÿсенче çемье пахалăхĕсене çирĕплетессипе, çамрăксене çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕ пулма тата çынна юратма хăнăхтарассипе çыхăннă темăсене тăтăшах хускатаççĕ.

Республикăри «Ашшĕ-амăшĕн аслă канашĕ» ашшĕ-амăш пухăвне хутшăнакансем Чăваш Республикин Правительстви çемьене тĕрĕс те сывă чун-хаваллă тăвассишĕн тытса пыракан социаллă политикăна ырлаççĕ. Вĕсем ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствине вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен студенчĕсем валли /вĕсем пулас ашшĕ-амăшĕ-çке/ О.Г.Волков профессор сĕннĕ программа проектне тĕпе хурса «Телейлĕ çемье менеджменчĕ» программа хатĕрлеме сĕнеççĕ. Чăваш Республикинчи аслă шкулсен ректорĕсен канашне, ЧР професси вĕренĕвĕн организацийĕсен ассоциацине çак программăна вĕренÿ планне уйрăм дисциплина пек кĕртме сĕнеççĕ.

Историпе ÿнер музей комплексĕн директорĕ, Çĕнĕ Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Александр Ильин культура учрежденийĕсем /музей, театр, библиотека/ шкул умĕнхи, шкул, ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли тытăма йĕркеленине курасшăн. Тĕллев - наука сотрудникĕсем, учительсем, ача сачĕсенче ĕçлекенсем, социаллă педагогсем ачасемпе çитĕннисене кăмăл-сипет, ăс-хакăл, эстетика пахалăхĕсене хаклама хăнăхтарас тĕлĕшпе пĕрле тăрăшса ĕçлессине вăйлатасси. Вăл çавăн пекех республика территорийĕнчи археологи еткерĕн пĕтĕм объекчĕн мониторингне ирттерме, вĕсен чиккине палăртма тата археологи палăкĕсене карттăна кĕртме сĕнет.

Çĕнĕ Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Иван Копейкин хулари ашшĕсен канашĕ /вăл - унăн председателĕ/ хальхи вăхăтра хулари хĕрарăмсен канашĕпе пĕрле шкулсенче тата ун умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсенче «Истоки» программăна анлăн ĕçе кĕртнине палăртать. Çак программăра унччен пирĕн патшалăхра ачасене çемьере мĕнле воспитани панине, вĕсене мĕнле йăла-йĕркене хăнăхтарнине, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме пурнăçăн аслă çулĕ çине тухмашкăн, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламашкăн еплерех хатĕрленине тĕплĕн çырса кăтартнă.

Çĕмĕрле хулинчи 3-мĕш шкул директорĕн заместителĕ Елена Голованова толерантлăха çынсен хушшинчи ăнланулăха ÿстернипе хăвăрт аталантарма пулать тесе шухăшлать. «Çак меслетсенчен пĕри - çамрăк ăрăва «Инвалидлăха ăнланмалли уроксем» урлă сусăрсемпе йĕркеллĕ хутшăнма хăнăхтарасси», - теççĕ вăл ĕçлекен шкулти педагогсем. «Эпир хамăр шкулта çав уроксене ирттерме пуçланă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра автор урокĕсен пуххине хатĕрлетпĕр», - çырать Елена Голованова.

Сĕнÿсен ытларах пайĕ йăлари тата социаллă ыйтусене татса парассипе çыхăннă. Акă, республикăри клиника больницин врачĕ Лариса Яковлева Лапсар ял тăрăхĕнче вырнаçнă «Нива» сад юлташлăхĕ патне çитмешкĕн çул кирли çинчен ыйту çĕклет. Етĕрне районĕнчи Анат Сăнар ялĕнчи Семен Давыдов ентешĕсен ячĕпе Етĕрне районĕнчи Советски тата Муркаш районĕнчи Уйкас Янасал ялĕсен хушшинче çул тума ыйтать.

Елена Долгова пĕччен юлнă амăшсене ытларах пулăшмаллине палăртать. Сергей Ерофеев физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссене пурте тÿлевсĕр çÿреме пултарччăр тесе сĕнет. Вадим Брагин пенсионер вырăнти хăйтытăмлăх реформин темине çĕклет. «Шешкарский» ТОС ертÿçи Марина Соколова Муркаш районĕнчи Мăн Шашкар ялне шывпа тивĕçтерме тата çул сарма пулăшма ыйтать.

Çĕрпÿри Оксана Семенова республика Пуçлăхĕ районсене тухса çÿренине ырлать, ăна ялсемпе хуласене тăтăшрах çитсе килме чĕнет. «Халăх вăл е ку ыйтăва татса парассишĕн темиçешер çул администрацирен пулăшу ыйтать, Эсир килессине пĕлсен вĕсене тÿрех татса параççĕ. Çĕрпÿ хулинчи тĕслĕхех илер. Эсир çĕнĕ стадион уçма килнĕшĕн пĕтĕм хула савăнчĕ. Уйрăмах - Маяковский урамĕпе хăш енчен те пулин çыхăннă çынсем, мĕншĕн тесен унăн пĕр лаптăкне, тĕп урампа пĕрлешнĕ тĕлтине, асфальт тĕпренчĕкĕпе те пулин витрĕç. Эпир вара çакнашкал косметика юсавне те пулин темиçе çул кĕтнĕ!» - ытарлăн çырать хĕрарăм.

Çырăва хатĕрлес ĕç малалла пырать, хăвăрăн сĕнĕвĕрсемпе асăрхаттарăвăрсене çак адреспа яма пултаратăр: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10 çурт; e-mail: pres0@cap.ru «Çырăва хатĕрлемешкĕн» тесе палăртса.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.