Комментари хушас

16 Ака, 2026

Ял пурнăçĕ 14 (10398) № 16.04.2026

«Ачалăхри ĕмĕт пурнăçланнăшăн савăнса ташлатăп»

Вăл Раççейри пысăк театрсен сцени çинче «Лебединое озеро», «Спящая красавица», «Щелкунчик», «Золушка», «Жизель», «Дон-Кихот», «Кармен-сюита», «Баядерка» балетсенче тĕп партисене ташлать. Итали, Франци, Испани, Германи, Кăнтăр Африка, Америка, Австрали, Çĕнĕ Зеланди, Китай, Хорвати, Греци, ытти çĕршыв кураканĕсене пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Пирĕн паянхи хăна — Карай тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Надежда Илларионова прима балерина.

— Надежда, эпĕ санпа икĕ çул каялла Хусанта «Лебединое озеро» балетра киленнĕччĕ. Пирĕн ентеш çавăн пек пултаруллă пулнăшăн чун-чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ те вăраннăччĕ. Ăçтан-ха санра çакăн пек ăсталăх?

— Анне каласа кăтартнă тăрăх, утма пуç- ласанах алăпа хăлаçланса чĕрне вĕç çĕн çӳренĕ эпĕ. Ӳсерехпе «уруна ыраттаратăн» тесе асăрхаттарнине хам та астăватăп. Никам та курман чухне вара балерина пек ташлама тăрăшаттăм. Телевизорпа «Культура» канал пăхма юрататтăм. Экран çинчи ташăçăсене сывламасăр тенĕ пек куç илмесĕр пăхаттăм. Çак самантсенче, ахăртнех, балерина пулас шухăш çуралнă та… Карай шкулĕнче ăс пухма пуçласан манăн пултарулăха пĕрремĕш вĕрентекенĕм Тамара Ильинична асăрханă. Вăл сĕннипе анне мана кашни вырсарникун Шупашкара «Школа благородных девиц и гусаров» студие илсе çӳреме пуçларĕ. Унта француз чĕлхине тата ташлама вĕрентетчĕç. Çав студире пĕр çулталăк ăсталăха туптанă хыççăн Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев мана Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне кайма сĕнчĕ. Çапла вара виçĕ çул эрнере икĕ хутчен тĕп хулана çӳрерĕмĕр.

— Санăн аçупа аннӳ пултарулăхпа çыхăннă çынсем-тăр?

— Çук, вĕсем сцена ĕçĕпе çывăх мар. Анчах манăн ĕмĕте пурнăçа кĕртессишĕн нумай тăрăшрĕç. Анне Нина Федоровна Карай шкулĕнче ачасене пĕлӳ панă, халĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те килте лармасть, пĕр организацире вăй хурать. Атте Иван Михайлович — тухтăр, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшать, Карайри ФАП заведующийĕнче, Красноармейски районĕн тĕп больницинче ĕçлет, Пайсупин, Янмурçин, Тусай, Карай тăрăхĕнчи çынсен сывлăхне пăхса тăрать.

— Чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ хĕрача балет артисчĕ пулса тăни чăннипех те тĕлĕнтерет. Çак çул, манăн шухăшпа, пĕрре те çăмăл мар…

— Пĕр çулхине Ĕпхӳрен Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне пултаруллă ачасене шыракан педагогсем килнĕ. Вĕсем мана курсан: «Ку пирĕн валлиех çуралнă», — тесе каланă иккен. Чăваш Республикин Культура министерстви Пушкăртстанри Р.Нуреев ячĕллĕ хореографи училищине вĕренме ячĕ. Ку маншăн, тăваттăмĕш класс вĕренсе пĕтернĕскершĕн, тарăн кӳлле пăрахнă пекех пулчĕ. Ишетĕн пулсан — иш, çук тăк — пут. Çак тапхăр питĕ йывăр пулчĕ. Çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Атте-аннепе сайра хутра кăна тĕл пулнă. Асаннене те питĕ курас килетчĕ. Асатте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пулнăран тӳлевсĕр çӳреме май пуррипе, ман пата апат-çимĕç, кĕпе-тумтир леçме çӳретчĕ. Училищĕре йĕрке çирĕпчĕ, вĕренмелли нумайччĕ… Анчах та эпĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртессишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшаттăм. Вĕреннĕ чухне лартнă спектакльсенче мана тĕп партисене паратчĕç. Италие гастроле те илсе кайнăччĕ. Преподавательсем: «Надьăран тĕслĕх илĕр», — тетчĕç. Республика бюджетĕнчен укçа илме пăрахсан пушшех те пысăк нушана кĕрсе ӳкрĕм. Вĕреннĕшĕн тӳлеменрен вунă ачана училищĕрен кăларса яма йышăнчĕç. Çак йыша эпĕ те лекрĕм. Анчах тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Мана пулăшакансем тупăнчĕç: театра ĕçлеме вырнаçтарчĕç, вăхăтлăх прописка туса пачĕç. 2002 çулта диплом илсен Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлеме пуçларăм. Каярахпа Мускав патшалăх культура институтĕнче аслă пĕлӳ илтĕм. Мана, сăмах май, ăсталăха аталантарма Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Мария Былова педагог нумай пулăшрĕ. Унăн сĕнĕвĕсем мана пысăк сценăсене парăнтарма хăват параççĕ.

— Пысăк сцена çинче калăпланă пĕрремĕш роль асрах-ха ĕнтĕ…

— Пĕрремĕшĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнчи «Спящая красавица» пулчĕ. «Лебединое озеро» балетра ташласси — чи пысăк ĕмĕтчĕ. Вăл та пурнăçланчĕ. Петр Чайковский музыкипе лартнă балет — тĕнчери чи паллă произведенисенчен пĕри. Хореографи шедеврне 130 çул каялла çырнă. Апла пулин те вăл паян та ят-сумне çухатман. Ахăртнех, çакă Петр Ильич балетпа музыкăна шайлаштарса пĕрлĕх туса хума пултарнипе çыхăннă? Композитор çынсене ĕмĕр пăлхантаракан юратупа ултав темине суйланă. Спектакльте Хура тата Шурă акăш ролĕсене калăплатăп. Хура сăнара выляма питĕ кăткăс. Вăл — усал, шелсĕр, ултавçă. Хура тум тăхăнсан хам та улшăннă пек туйăнать… Анчах ырă усала çĕнтеретех.

— Мускаври Çĕнĕ классика балечĕн театрне епле лекрĕн?

— Ку труппăра эпĕ 2012 çултанпа ĕçлетĕп. Ăна Шупашкарта çуралса ӳснĕ Михаил Михайлов ертсе пырать. Коллективăн тĕп тĕллевĕ: вырăс классика балечĕн йăли-йĕркине упраса хăварасси, çав вăхăтрах Раççейри балета çĕнĕ мелсемпе пуянлатасси. Театрта çĕршыври чи лайăх хореографи шкулĕсенче пĕлӳ илнĕ специалистсене пуçтарнă. Ку таранччен вĕсем хăйсен пултарулăхне Раççейри 350 ытла хулара кăтартнă, Англире, Австралире, Китайра тата ытти çĕршывра гастрольте пулнă. Хăть ăçта та пире хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Спектакльсем хыççăн халăх тулли кăмăлпа залран тухать. Паллах, артистшăн куракан ура çине тăрса алă çупни чи пысăк хаклав шутланать.

— Кун-çула çакăн пек йывăр профессипе çыхăнтарнăшăн ӳкĕнместĕн-и?

— Пачах та. Балерина пуласси — ачалăхри чи çутă ĕмĕт. Вăл пурнăçланчĕ. Паян çакăншăн савăнса ташлатăп. Чăнах та, çăмăл мар. Гастрольсенче ĕç кунĕ 9-10 сехете тăсăлать. Балет лартас умĕн ултă сехет репетици тăватпăр. Унтан 3 сехет ытла — сцена çинче. Ĕçе юратнăран çак йывăрлăхсем кăмăла хуçмаççĕ. <...>

Мария РОМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.