Çамрăксен хаçачĕ 14 (6613) № 16.04.2026
Ыттисене юн «парнелет»
ДОНОР ЮНĔ МЕДИЦИНĂРА ПИТĔ КИРЛĔ. ВĂЛ ÇЫН ПУРНĂÇНЕ ÇĂЛМА, ПАЦИЕНТСЕНЕ УРА ÇИНЕ ТĂРАТМА ПУЛĂШАТЬ. И.Н.УЛЬЯНОВ ЯЧĔЛЛĔ ЧĂВАШ ПАТШАЛĂХ УНИВЕРСИТЕТĔНЧЕ ВĔРЕНЕКЕН ЕКАТЕРИНА ЧУМАЗИНА ТА ÇАК ШУХĂША ТĔПЕ ХУРСА ЫРĂ ĔÇЕ ХУТШĂНАТЬ.
Амăшĕ тĕслĕх кăтартать
— Катя, вулакансене хăвăнпа паллаштар-ха.
— Эпĕ медицина факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕренетĕп. Ачаран шăл тухтăрĕ пулма ĕмĕтленеттĕм. Аттен аппăшĕ маншăн тĕслĕх пулнă. Ун патне больницăна кайни яланах уяв пекехчĕ. Каярах, 11-мĕш класра, медицинăна суйласа тĕрĕс тăватăп-ши тесе иккĕленме тытăнтăм. Шкул хыççăн колледжа вĕренме кĕтĕм, стоматолог-гигиенист профессине алла илтĕм. Вĕреннĕ хушăрах ĕçлерĕм. Çавăн чухнех тĕрĕс çул çине тăнине ăнлантăм. Колледж хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытрăм. Вĕрентӳ учрежденине çĕршыври чи вăйлă университетсенчен пĕри пулнипе суйласа илтĕм. Эпĕ Муромра çуралса ӳснĕ. Атте-анне килĕ кашни çыншăн хаклă. Аякра чухне тăван тăрăхсăр тунсăхлатăп. Уявсенче вĕсем патне çитсе килме тăрăшатăп.
— Волонтер ĕçне епле кĕрсе кайрăн?
— Пĕрремĕш курсра волонтер-медиксен координаторĕ пулса тăтăм. Эпĕ йĕркеленĕ пĕрремĕш мероприяти — «Донор эрни». Çавăн чухнех донор пулма шухăшларăм. Анне — маншăн тĕслĕх. Вăл сакăр çул юн парать.
— Волонтерсен центрĕнче мĕнле ĕçсем тăватăр?
— Университет пурнăçне хастар хутшăнатăп: студентсем валли донор акцийĕсем, лекцисем, ыр кăмăллăх проекчĕсем йĕркелетпĕр. Волонтерсен центрне ертсе пынă тапхăрта «Донор эрни», «Çамрăк донор кунĕсем» ирттертĕм.
— Пĕрремĕш хут юн пама мĕнле кăмăлпа кайрăн?
— Çакă пĕрремĕш курсра пулчĕ. Ку маншăн чи хумхануллă кун пек асра юлчĕ. Юн илес умĕн кăштах пăшăрхантăм. Антисептик шăрши сăмсана кăтăкларĕ. Медиксем кашни çынпа ырă кăмăллă пулчĕç. Хумхану каярах мăнаçлăх туйăмĕпе улшăнчĕ.
— Çак вăхăтра сăваплă ĕçе миçе хут пурнăçларăн?
— 9 хут. Çур çулта пĕрре юн пама тăрăшатăп.
— Çакнашкал мероприятисенче мĕнле шухăшсем çуралаççĕ?
— Донор юнĕ кама та пулин пулăшни, çын пурнăçне çăлни пĕлтерĕшлĕ. Юн аварисенче суранланнисене, пушарта шар курнисене, операци тунă чухне, усал шыçă чирĕсемпе нушаланакансене тата ыттисене кирлĕ. Пирĕнтен кашниех çакнашкал лару-тăрăва лекме пултарать.
— Пĕрремĕш хут юн пама шухăшлакансене донорăн мĕнле çăмăллăхсем пурри кăсăклантарать ахăртнех. Вĕсем çинчен каласа пар-ха.
— Укçа-тенкĕпе хавхалантараççĕ, медицина тĕрĕслевне тӳлевсĕр тухаççĕ. Юн пама кайнă кун ĕçрен е вĕренӳрен хăтараççĕ. Çавăн пекех Донор эрнинче тата Çамрăк донор кунĕнче тутлă апат çитереççĕ.
— Донорсен мĕнле те пулин диетăна пăхăнмалла-и?
— Юн парас умĕнхи кун лайăх çывăрмалла, çăмăл тата тутлă çимĕç ăша ямалла, эрех-сăраран тата çуллă та йывăр апатран пăрăнмалла. Юн панă кунхине лайăх çимелле, нумай шыв ĕçмелле, хусканусем туса ытлашши вăй пĕтерме тăрăшмалла мар. <...>
Юлия ИВАНОВА калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Эпир юрату кăвайчĕпе телейлĕ»
5 ача пăхса çитĕнтерме, çав вăхăтрах театр сцени çине вун-вун сăнар кăларма, республикăри халăх театрĕсемпе драма коллективĕсен хушшинче иртекен «Ахрăм — мухтав» конкурсра хаклавçă пулма, «Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театр — шкула», «Сывă пурнăç йĕркишĕн« акцисене хутшăнма кам пултарать тетĕр-и? Савăнсах паллаштаратпăр: вăл — Çамрăксен театрĕн артисчĕ Алевтина Семенова. Вăлах мăшăрĕпе, «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн режиссерĕпе Николай Семеновпа, республика чысне ВДНХра иртнĕ «Раççей» куравра çемьесен «Тăванăмсем — юратнисем» форумра та хӳтĕленĕ.
Çемье — хурçă карап, театр — тинĕс
— Санăн репертуарта вун-вун спектакль. Çав шутра чăвашсен паллă çыравçисен хайлавĕсемпе лартнă спектакльсенче те, вырăс, тĕнче классикĕсен ĕçĕсенче те рольсем калăплатăн. Сана ытларах мĕнле драматурги килĕшет? Тараса хăш еннелле тайăлать: трагеди-и, камит-и, трагикамит-и?
— Кашни жанрăн хăйĕн илемĕ, хăйĕн шухăшĕ, хăйĕн тĕллевĕ. Режиссерпа, ытти артистпа пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр шухăшлă пулса ĕçлесен кашни жанртах илемлĕ роль тума пулать. Ялан пĕр жанрта ĕçлени ывăнтарать те... Эпир театрта ачасем валли те спектакльсем хатĕрлетпĕр, аслисем валли те пур.
— Куракансене 25 çул савăнтаракан артистăн «шурă хут» текенни пулнă-и: сцена çине тухрăн та монолог пуçран тухса ӳкнĕ? Эсĕ çамрăк артистсемпе çанă тавăрсах ĕçленĕрен çак ыйту çуралчĕ. Мĕн тумалла çавăн пек чухне? Суфлера тилмĕрмелле-и?
— Тӳрех палăртмалла: эпĕ ĕçлеме пусланăранпа театрта суфлер пулман. Артист яланах пăхмасăр вĕренет — 40—50 страница пулсан та. Ку — санăн яваплăх, санăн ĕç. Паллах, кăлтăклă самантсем сцена çинче пулаççех: текста манса кайни те, тĕрĕс мар каласа яни те... Ун пек чухне санпа пĕрле юнашар тăраканни малалла кайма «ал парать« е эсĕ ролĕн тĕп шухăшне, унăн кăмăлне пĕлсе хăвах çав авăртан «ишсе тухатăн». Артист сцена çине нихăçан та ахаль тухмасть: унăн умĕнче яланах мĕнле те пулин тĕллев тăрать, çавна асра тытни те питĕ пулăшать.
— Пултарулăх кутамккинче интереслĕ рольсем пур санăн: Пакша, «Зорька» ĕне, Чĕрĕп. Чĕр чунсен сăнарне калăплама йывăр-и?
— Çапла, чĕр чунсене те вылятăп — хаваспах! Çамрăксен театрĕнче ача-пăча спектаклĕ нумай. Пакша, мулкач, кашаман та чĕрĕ чунсем-çке. Кашнин хăйĕн кăмăлĕ, хусканăвĕ, хитрелĕхĕ, чун ыратăвĕ. Тепĕр чухне вĕсем çынран та ăслăрах. Çав уйрăмлăхсене тупсан чĕр чун ролĕсене те çăмăллăнах выляма пулать. Çак самантра Юхма Мишшин «Шурçамка» хайлавĕпе Джек Лондонăн «Белый клык» романĕ аса килчĕç.
— Эсĕ Николай Угаринăн «Çăлтăрсем вăййа тухсан» спектакльте Улькка аппа рольне вылярăн. Людмила Сачковăн «Эс кайрăн та», Алексей Зайцевăн «Чунăм, савниçĕм, мăкăньăм» тата ытти спектакльте чиперук пулса çиçетĕн. Мĕнле рольсем чуна çывăхрах? Хăшне выляма çăмăлрах? Вăрттăнлăхĕ ăçта пытаннă?
— Манăн ĕç — чун ыйтни. Эпĕ пĕрне те çăмăл е йывăр тесе хаклама пултараймастăп, мĕншĕн тесен ансат ĕç çук пуль. Ĕçе юратса пурнăçласан нихăçан та йывăр пулмĕ.
— Чăваш сăвăçисемпе композиторĕсен юрри-сăввипе хатĕрленĕ «Хĕрарăм шăпи» постановкăна куракансем çав тери килĕштернĕччĕ. Республика конкурсĕнче эсĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕччĕ. Мĕнлерех вăл ĕнерхи, паянхи хĕрарăм шăпи?
— Ку ĕçпе Театр деятелĕсен пĕрлĕхĕ ирттерекен конкурса хутшăннăччĕ. Эпĕ вăл вăхăтра пĕрремĕш хут анне пулма хатĕрленеттĕм... Кам-ха вăл чăваш хĕрарăмĕ? Мĕнпе уйрăлса тăрать ыттисенчен? Мĕнле тĕллевпе пурăнать çутă тĕнчере? Çак тата ытти ыйту вăранчĕ ман пуçра... Чăваш халăх юрри-ташшине, поэзие эпĕ мĕн пĕчĕкренех юрататăп. Ыйтусен хуравĕсене те «Ăçта каян чĕкеç?» е Андриян Николаев космонавт кăмăллакан «Вĕç, вĕç куккук» юрăсенче тупрăм. Чăваш поэчĕсен сăввисемпе, халăх юррисемпе усă курса хĕрарăм шăпипе — хĕрачаран пуçласа асанне таранччен — çыхăннă композици хатĕрлерĕм. Сумлă жюри манăн ĕçе пысăк хак пани хавхалантарчĕ.
— Эсĕ калăпланă хам кăмăллакан сăнар çинчен те пĕлес килет. Сăмахăм — «Бремен музыканчĕсем» юмах çинчен. Унта эсĕ — Атаманша! Трубадурпа принцесса, ашакпа йытă, автанпа кушак ушкăнĕнче выляма еплерех?
— О, ку юмаха пĕлмен çын çуках пулĕ! Спектакле сцена çине театрăн тĕп режиссерĕ Дмитрий Михайлов кăларчĕ. Питĕ хитре юрă-кĕвĕллĕ пулса тухрĕ. Çĕнĕ çул умĕнхи парне пулчĕ куракансем валли. Чи пысăк çитĕнӳ — артистсем сцена çинче музыка инструменчĕсем калани! Атаманша сăнарĕ пирки çакна пĕлтерем: вăл — хăйне мĕн кирлине пĕлекен, нимĕнле йывăрлăхран та хăраман, чăрмавсен умĕнче пуç усман çын...
— Çӳлерех хĕрарăм шăпи çинчен ахаль мар сăмах хускатрăм. Театрта тĕрлĕ роль ăсталанипе пĕрлех эсĕ 5 ача амăшĕ. Санăн е мăшăрăн çавнашкал тăхăмсем? Е демографие лайăхлатасшăн-и? Е нумай ача çитĕнтерекен Мария Порошинăпа Глафира Тарханова киноçăлтăрсенчен тĕслĕх илетĕр-и?
— Демографи пирки нихăçан та шухăшламан. Мария Порошинăпа Глафира Тарханова кĕçĕннисене пирĕн хыççăн кăна çуратнă. Николай Элĕк районĕнчи Татмăш ялĕнче нумай ачаллă çемьере ӳснĕ. Вĕсен кил-йышĕ пысăк та туслă.Тен, çавăнпа эпир те нимĕн пирки шухăшламасăрах темиçе ачаллă пулса тăтăмăр. Пепке — арçынпа хĕрарăм юратăвĕн çимĕ- çĕ, Турă панă парне. Вăл нихăçан та ытлашши мар. Кашни ача çемьене çирĕплетсе пырать, пуянлатать. Кашни ачапах ашшĕ-амăшĕ çĕннине вĕренет. Пĕрремĕш хĕр Валентина — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки. Иккĕмĕшĕ Юлия кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухать, вăл — ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Семен 14 çул тултарчĕ, вăл та ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, волейболпа интересленет. Ваня инженер е космонавт пулать тесе шухăшлатпăр. Тĕрлĕ тимĕр-тăмăрпа ĕçлеме, техникăна юратать, яланах ашшĕпе юнашар. Анечка кăçал пĕрремĕш класа кайма хатĕрленет, ларма-тăма пĕлменскер пĕрмай вылять, вулать, мĕн те пулин ăсталать... Килте нихăçан та кичем мар.
— Уçар-ха ачалăхăн асамлă алăкне. Ăçта, мĕнле иртнĕ вăл пулас артистăн? Çав илемлĕ вăхăтри юлташсем, пурнăç капитанĕсем, юрату сукмакĕ çине йыхравлакансем?
— Эпĕ Шупашкар районĕнче Апаш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Эпир йăмăкпа иккĕн кăна. Ачалăх пуриншĕн те чи асамлă самант. Кашни — хаваслăх тĕнчин хуçи. Шкулта эпĕ лайăх вĕреннĕ, унта иртекен уявсене йĕркелесе ертсе пыма та шанатчĕç, театра юратасси те пĕлӳ çуртĕнче пуçланнă. Шăпаран иртеймĕн теççĕ. Анне мана çуратас умĕн Чăваш академи драма театрне спектакль курма кайнă /ун чухне театра автобуспа илсе çӳренĕ/. Унтан таврăнсан çур çĕр тĕлнелле аннене больницăна илсе кайнă, темиçе сехетрен шари! кăшкăрса çутă тĕнчене эпĕ килсе çитнĕ. Питĕ пĕлес килет: 1982 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче мĕнле спектакль кăтартнă-ши?
— Сирĕн çемье çинчен пĕр ӳстермесĕр «лайăх мăшăр — çирĕп тыл» теме пулать. Николай Семенов — çемье карапĕн харсăр капитанĕ, кинофильмсем ӳкерекен маттур чăваш. Пултарулăх лавĕнче кам лаши, кам тилхепи?
— Чăнах та, мăшăр пирки капитан тесе калама пулать, мĕншĕн тесен пирĕн çемье карапĕ хăш тинĕсре ишесси, мĕнле хăвăртлăхпа малалла куçасси пĕтĕмпех унран килет. Коля — пирĕн компас та, атлас та, кĕсмен те. Çула уçса, йĕркелесе пырать. Эпĕ унăн пулăшаканĕ — капитан боцманĕ, ăна канлĕхпе, юратупа тултараканĕ. Хĕрарăм вăл яланах хăйĕн «капитанне« шырать. Эпĕ телейлĕ: ман çумра тĕреклĕ те çирĕп çын.
— Чăваш патшалăх культура институтĕнче вĕрентнĕ Лидия Красова сан пултарулăху çинчен чылай ырă сăмах каларĕ. Мĕнле ушкăн вăл — Вячеслав Оринов курсĕ? Камсем вĕсем — сцена ăстисене çитĕнтерекен скульпторсем?
— 2000 çулта институт уçăлсан эпир пĕрремĕш вĕренекенсем пулса тăтăмăр. Пире, театра чунтан парăннă чăваш ывăл-хĕрне, Вячеслав Николаевич Çамрăксен театрĕ валли вĕрентсе кăларчĕ. Вăл каланă сăмахсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Виççĕмĕш курсра пире Станислав Васильев та вĕрентме пуçларĕ. Унăн та тавра курăмĕ çав тери анлăччĕ. Чăваш чĕлхипе литературине ăнланма Иосиф Дмитриев-Трер пулăшрĕ, ташă тĕнчине Юрий Свинцов илсе кĕчĕ, кĕвĕ-çемĕ хуçисем — Михаил Мокшановпа Людмила Яковлева. Питĕ сумлă, вăйлă вĕрентекенсем пулнă пирĕн. Чăваш халăх артисчĕсем Лидия Красова, Светлана Савельева, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Раиса Полякова мĕн чухлĕ ăшăлăх парнелерĕç, сцена вăрттăнлăхне уçса пачĕç. РФ тава тивĕçлĕ артисчĕпе Василий Павловпа, Чăваш халăх артисчĕсемпе Валентина Музыкантовăпа, Валентина Суриковăпа нумай спектакльте пĕрле вылярăмăр. Тĕрĕссипе калас тăк кашни артистран вĕренмелли пур... Кашни роль ăс парать. Паянхи кун пĕрле вĕреннисем пĕр театрта улттăн ĕçлетпĕр. Кашниех пысăк çитĕнӳсем турĕç: Дмитрий Михайлов — тĕп режиссер, Наталья Ахмед — директор çумĕ, Дмитрий Петров — артист та, режиссер та... Ку вăл чи малтанах пирĕн педагогсен тӳпи. Пысăк тав вĕсене! <...>
Анатолий АБРАМОВ.
♦ ♦ ♦
Çăлтăрлă тӳпе айĕнче çĕр каçать
«Тĕнчери чи çӳллĕ тусем çине хăпартăм, сивĕ çурçĕрте, шăрăх Африкăра пултăм. Непалăн тĕлĕнмелле илемлĕ çут çанталăкĕпе килентĕм: унта лалигурас ятлă чечек ӳсет, тăп-тăрă юхан шывсем шавласа выртаççĕ, сăртсем тӳпенелле кармашаççĕ… Кайăксем этем сассипе юрланăн туйăнать», — калаçăва пуçларĕ Шупашкарта пурăнакан Илья Степанов çул çӳревçĕ. Вăл çамрăкран ирĕклĕ пурнăçа кăмăллать, тăватă стена хушшинче ларни чăн-чăн тĕрĕслев пулнине палăртать. Фотограф ĕçне алла илнĕ арçын çул çӳревре тунă ӳкерчĕксемпе альбомсем, кĕнекесем кăларать, куравсем ирттерет.
Раççейри чылай вырăнта пулнă
«Юлташпа пĕрле велосипедпа Норвегири чылай вырăна çитсе куртăмăр, кунĕпе педаль тапса ура хытса каятчĕ. Египетра чиркӳсемпе пирамидăсене тĕпчерĕмĕр. Унта çĕр айне антăмăр, авалхи кăкшăмсем, эрешсем шырарăмăр, видео ӳкертĕмĕр. Çакнашкал самантсенче чĕре сиксе тухас пек тапать. Мароккăра тĕлĕнмелле хитре тавралăх тата хăйне евĕрлĕ тумтирлĕ, йăла-йĕркеллĕ халăхсем пур, Вьетнамра — хмонгсем. Лаосăн пĕр пайĕнче çынсем паянхи кун та çĕр пӳртсенче пурăнаççĕ, йĕке хӳре, хурт-кăпшанкă çиеççĕ. Пирĕншĕн ку тĕлĕнтермĕш, вĕсемшĕн — ахаль пурнăç. Унта тусем çинче террасăсем сарăлса выртаççĕ. Кăркăсстанра Навруз уявĕнче кок-бору ăмăртăвне сăнама май килчĕ: юлан утçăсем качака ашĕшĕн кĕрешеççĕ, ăна тупăшакансен хапхине ывăтма тăрăшаççĕ. Ку хăрушă та хĕрӳллĕ... Мана ураран тапса ӳкерчĕç. Кашни çĕршывра пулнă хыççăн кунта таврăнасчĕ тесе шухăшлатăп, анчах яланах çĕнĕ вырăнсем тупăнаççĕ. Мĕн ачаран çут çанталăк хăйĕн илемĕпе, ирĕклĕхĕпе илĕртетчĕ, вăрмансемпе уй-хирте уçăлса çӳреттĕм. Шкул хыççăн тусăм пĕрремĕш çул çӳреве — Кокшагăпа ишсе анма — чĕнчĕ. Чӳк уйăхĕччĕ, юхан шыв шăнса ларнăччĕ. Ку пире чармарĕ, байдаркăсемпе пăра ватса пытăмăр. Палаткăсенче çĕр каçрăмăр. Тумтир типсе çитейместчĕ, ирхине пăрланнă шăлаварсене тăхăнса яраттăмăр. Тăваттăн çак çула парăнтартăмăрах. Салтак атти тăхăничченхи çул çӳрев чылай вăхăт чуна ăшăтса пурăнчĕ. Çар ретне Хабаровскра тăтăм. Служба ӳт-пĕве те, кăмăла та пиçĕхтерчĕ. Киле таврăнсан походсене кайма тытăнтăм. Малтанхи вăхăтра ют çĕршывсене каясси пирки шухăшламан, тăван енри вырăнсене тĕпчеме тĕллев лартрăм. Ушкăнпа çӳреттĕмĕр, ашшĕпе ывăлĕ Герасимовсемпе туслашнăччĕ. Эпир пĕтĕм Раççее курса çаврăнтăмăр: Урал, Кола çур утравĕ, Вырăс çурçĕрĕ, Курил утравĕсем, Алтай, Кăркăсстан... Уйрăмах шыв туризмне кăмăллаттăм — ту юхан шывĕсемпе ишсе анаттăмăр. Çул çӳрев вăхăтĕнче темĕн те пулса иртетчĕ. Кирек мĕнле походра та хăрушлăх юнашарах: шуса ӳкме, татăлса анма, шыв çинче çаврăнса çапăнма пулать, çавăнпа пĕччен çӳреме сĕнмеççĕ. Тусем çинче е вăрманта йывăрлăхсем сиксе тухсан пулăшу кĕтмелли çук. Анчах шăпах çакăн пек çул çӳревсем чăн-чăн ирĕклĕх туйăмне парнелеççĕ. Маншăн кашни çул çӳрев кино пек, унта эпĕ — тĕп сăнар. Ача чухне фильмсенчи геройсене ăмсанаттăм, халĕ хамăн пурнăç унтан самай интереслĕрех пек туйăнать. Çамрăкранах сăн ӳкерме юрататăп, хура-шурă пленкăна тĕттĕм пӳлĕмре кăларнине сăнама уйрăмах интереслĕччĕ. Çарта та стена хаçачĕсем хатĕрлеттĕм. Каярах кинокамера туянтăм, 15 килограмлăскере пур çĕре те хампа пĕрле илеттĕм», — аса илĕве путрĕ Илья. Шупашкаршăн тунсăхлать «2008 çулта ют çĕршывсене çӳреме пуçларăмăр. Эпир, Шупашкарти тăватă фотограф, Индие çул тытрăмăр. Харидвар хулинче Кумбха Мела тĕн уявне сăнама май килчĕ: пин-пин çын пухăнса сăваплă вырăнсенче çӳреççĕ, юхан шыва кĕрсе çăвăнаççĕ, мантрăсем вулаççĕ... Ку пачах урăх тĕнче, ун пеккине курмасан куç умне кăларас та çук. Çак çул çӳрев хыççăн Индипе çыхăну йĕркеленчĕ, 40 ытла çĕршывра пулса та кун пеккине урăх туймарăм. Унта шавлă, таса мар, хăрушă, урăх каймастăп тетĕп, анчах кашнинчех таврăнатăп. Пĕрремĕш ют çĕршывран килсен Шупашкарта «Четыре взгляда на Индию» курав йĕркелерĕмĕр. Çавăнтанпа чун Раççей тулашне туртрĕ. Хам тĕллĕн маршрутсене палăртма, майсем шырама пуçларăм. Самолет, пуйăс, автобус, велосипед — мĕнле транспортпа кайни пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли — вырăна çитесси. Ярославльти тусăм Леша 15 çул каялла автостоп мелĕпе çӳреме вĕрентрĕ. Çапла майпа нумай вырăна çитсе куртăмăр. Пĕррехинче Азире çурçĕртен кăнтăралла 3 уйăх ытла куçрăмăр: Вьетнам, Лаос, Таиланд, Малайзи, Индонези... Каярах Балкан çур утравĕнче çӳрерĕмĕр, унтан Хура тинĕсĕн çурçĕр çыранĕ хĕррипе Трабзона çити кайрăмăр. Вун-вун машина улăштартăмăр, чылай халап илтрĕмĕр — кашнин хăйĕн пурнăçĕ, шăпи. Хăшĕ-пĕри чуна пырса тивет, нумайлăха асра юлать. Непалта хама юмаха лекнĕн туйрăм. Каярах Женя тусăмпа Египетра та сахал мар пултăмăр — пляжсемпе отельсемшĕн мар, чиркӳсемпе пирамидăсене тĕпчессишĕн. Унта çĕр айне анса авалхи эрешсем шырарăмăр. Икĕ эрне каялла Кăркăсстанран таврăнтăм. Ытти чухне пĕр вырăнта икĕ кунран ытла тытăнса тăмастăп, анчах хăш чухне каяс килмест. Сăмахран, Джеты-Огуз илемĕпе тăватă кун киленнĕччĕ. Билетсене малтанах туянманни çак енчен питĕ лайăх. Манăн яланах чунра çапла хирĕç тăру: Шупашкарта чухне чун таçта инçете талпăнать, çул çӳревре тăван хулашăн тунсăхлатăп. Хăй вăхăтĕнче эпĕ «Чĕрĕ журналта» блог тытса пыраттăм, унта 1000 ытла статья пухăннăччĕ. Çырăнакансен шучĕпе чи паллă блогерсенчен пĕриччĕ. Çакă хăш-пĕр çĕршывăн алăкне тӳлевсĕрех уçатчĕ: икĕ хутчен Финляндире пултăм, унти пурнăçа сăнларăм, туризм вырăнĕсем тата сăрт-ту курорчĕсем çинчен каласа патăм. Фотоконкурссемпе репортерсен ăмăртăвĕсенчен те юлмастăм, час-часах тӳлевсĕр путевкăсем çĕнсе илеттĕм. Сăмахран, 10 кунлăха Мексикăна кайса килме май пулнăччĕ», — сӳтрĕ сăмах çăмхине арçын. Ют çын та пулăшать «Çул çӳревре чĕлхене пĕлменни сисĕнет, анчах чăрмав пулса тăмасть. Çынсемпе яланах пĕр чĕлхе тупма май килет — алăпа кăтартса ăнлантаратпăр. Вырăнтисемпе паллашма уйрăмах кăмăллă: кĕтӳçсем, фермерсем патĕнче, мăнастирсенче çĕр каçма чарăнатăп. Яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ, апатлантараççĕ, хăш чухне апат-çимĕç парса яраççĕ. Тĕрлĕ халăх çыннипе курса калаçма май пулчĕ. Эпĕ пур культурăна та хисеплетĕп. Тĕнче — мул тултарнă пысăк «Тĕнчери чи çӳллĕ тусем çине хăпартăм, сивĕ çурçĕрте, шăрăх Африкăра пултăм. Непалăн тĕлĕнмелле илемлĕ çут çанталăкĕпе килентĕм: унта лалигурас ятлă чечек ӳсет, тăп-тăрă юхан шывсем шавласа выртаççĕ, сăртсем тӳпенелле кармашаççĕ… Кайăксем этем сассипе юрланăн туйăнать», — калаçăва пуçларĕ Шупашкарта пурăнакан Илья Степанов çул çӳревçĕ. Вăл çамрăкран ирĕклĕ пурнăçа кăмăллать, тăватă стена хушшинче ларни чăн-чăн тĕрĕслев пулнине палăртать. Фотограф ĕçне алла илнĕ арçын çул çӳревре тунă ӳкерчĕксемпе альбомсем, кĕнекесем кăларать, куравсем ирттерет. арча пек, ăна уçса пăхас, ыттисен пурнăçне кăшт та пулин ăнланас килет. Анчах вăхăт çав тери сахал: пурне те курса ĕлкĕрес çук. Тăватă стена хушшинче ирттерекенсене ăнланмастăп. Пирĕн кил пĕчĕк хваттер мар, пĕтĕм тĕнче. Ăна курса çаврăнмаллах. Çул çӳревсем савăнăç кăна мар, тĕрĕслев те. Инди евĕр çĕршывсенче психологи тĕлĕшĕнчен йывăр: шăв-шав, пылчăк, пĕр минут та канăç çук. Пăтăрмахсем те сиксе тухаççĕ: Таиландра мотоцикла ăнсăртран çĕмĕрнĕшĕн паспорта каялла илеймесĕр нушалантăм, пĕр эрне тинĕс хĕрринчи палаткăра çĕр каçма тиврĕ. Камчаткăра укçапа хаклă япаласене вăрларĕç. Киле вĕçсе каяйманни те пулнă — аэропортра пĕр эрне пурăннăччĕ. Малашне Лешăпа Кăнтăр Америкăна кайма, авалхи çынсен йĕрĕсемпе утма, храмсене тĕпчеме ĕмĕтленетпĕр. Юлташăм çут тĕнчен паллă тĕлĕнтермĕшĕсемпе кăсăкланать, манăн вара куçран пытаннă вырăнсене курас килет. Тĕслĕхрен, Индипе Мьянма чиккинчи Аракан штачĕ — чĕрĕ лианăсенчен тунă хăйне евĕрлĕ кĕперлĕ хупă район — пур. Унта лекме йывăр, анчах шăпах çакăн пек вырăнсем ытларах илĕртеççĕ. Кенипе Танзанире пулса курас килет — унта тискер чĕр чун чылай. Юратман çĕршывсем çук, кашнине ăшшăн йышăнатăп. Япала çине мĕнле пăхатăн, çапла пулса тухĕ. Пурнăçа юратмалла, вара пурте лайăх пулĕ. Çул çӳревсене нумай чухне палăртмастăп: йӳнĕ билетсем куратăп та тӳрех туянатăп, çурăм хыçне пĕчĕк кутамкка çакса тухса каятăп. Тепĕр чухне пысăк япаласем курма май килет. Тĕслĕхрен, Хусантан Армение вĕçме темиçе пин тенкĕ çеçчĕ, туйăмсем вара ĕмĕрлĕхе юлчĕç. Турцие Владикавказпа Грузи урлă лекме пулать, Вăтаçĕр тинĕсне велосипедпа та çитме май пур. Кăмăл пултăр çеç. Кашни çул çӳреврех çĕкленӳллĕ туйăм çуралать — çав вăхăтра нимĕнрен те хăрамастăн, хăвна шăпа аллине паратăн. Маншăн чи кирли — кĕтменлĕх: вăранатăн та малалла мĕн пулассине, ăçта апатланассине пĕлместĕн. Шупашкарта йытăпа уçăлса çӳренĕ чухне куç умне иртнĕ çул çӳревсенчи сăнарсем тухаççĕ: пĕр ялти кĕтӳç, Индири пысăк куçлă хĕрача. Çапла самантсем малалла пурăнма вăй-хал, хавхалану параççĕ», — чуна уçса калаçрĕ Илья. Пушă вăхăтра арçын фотокĕнекесем, альбомсем тăвать, куравсем йĕркелет, ывăлне çурт лартма пулăшать. Дачăра чухне йывăçран илемлĕ япаласем тăвать. Театрсене е кинона кăмăлламаннине пĕлтерет вăл, килте чухне те çут çанталăкра пулма тăрăшать. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











