Ял пурнăçĕ 13 (10397) № 09.04.2026
Иван АРХИПОВ: «Иккĕленмесĕр калатăп: эпĕ ял çынни!»
«Трак ен» ентешлĕх тăван тăрăх ырлăхĕшĕн, унăн ят-сумне çĕклессишĕн тăрăшакансене пĕрлештерет. Пĕрлĕхĕн юлашки вăхăтри ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçма редакцие унăн ертӳçине Иван Архипова йыхравларăмăр.
Ентешлĕхе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче йĕркеленĕ. Çак юхăма пуçаракансен йышĕнче Филипп Лукин композитор, Элли Юрьев художник, Юрий Сементер поэт, Виталий Петров юрăç, ытти хастар пулнă. Пĕрлĕхĕн пĕрремĕш председателĕ пулма Алексей Григорьева суйланă. Ун хыççăн Алексей Львов ертӳçĕре чылай çул тăрăшнă. «Мана ентешлĕх тилхепине 2022 çулта шанса пачĕç, — калаçăва пуçларĕ Иван Леонидович. — Красноармейски районĕнчен паллă çын нумай тухнă: тухтăрсем, педагогсем, патшалăх деятелĕсем, искусство çыннисем… Çуралса ӳснĕ тăрăхран аякра пурăнсан та вĕсем хăйĕн сĕткенĕпе вăй парса çунат сарма пулăшнă çĕре манмаççĕ, пур енлĕн тĕрев пама тăрăшаççĕ. Çакна пĕрлĕхе ертсе пыма пуçласан тата та вăйлăрах туйса илтĕм». Трак еншĕн 2026 çул хăйне евĕрлĕ паллă пулăмсемпе пуян. Акă Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер — 85 çулхи, Чăваш халăх художникĕ Николай Егоров 80 çулхи юбилейĕсене паллă турĕç, Чăваш халăх художникĕ, Чăваш Республикин гербĕн тата ялавĕн, Шупашкар хулин гербĕн авторĕ Элли Юрьев çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Çак çынсем Красноармейски çĕрĕн кăна мар, пĕтĕм чăваш тĕнчин мухтавĕпе мăнаçлăхĕ. Вĕсен ăсталăхĕ тата пултарулăхĕ чăваш ятне тĕнче илтмелле янăраттарнă. «Мухтавлă ентешсене чыс-хисеп тăвасси — пирĕн тӳрĕ тивĕç, — терĕ Иван Леонидович. — Николай Григорьевичăн юбилейне тăван тăрăхĕнче — Карайри кану центрĕнче — паллă турăмăр. Унăн ĕçĕсен куравне уçрăмăр, пысăк концерт кăтартрăмăр. Паллă художника хисеп туса халăх йышлă пухăнчĕ. Элли Михайлович çуралнă кун — пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче — вил тăпри çине кайса килтĕмĕр, чечек хутăмăр. Сăмах май, ку йăла паян кăна пуçланнăскер мар, аслă ăрусем чылай çул каялла пуçарнăскер.
Эпир вара ăна çирĕп пăхăнса малалла тăсатпăр. Çавăн пекех Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Элли Юрьевăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Юрий Семенович ячĕпе те Шупашкарта нумай мероприяти пулчĕ. Ентешĕсем ăна Красноармейски салин культура çуртĕнче пысăк уяв йĕркелесе саламларĕç». Палăртса хăварар: Иван Леонидович каласа кăтартнă çак тата ытти мероприятие ирттерессишĕн, паллах, ентешлĕх хастарĕсем нумай тăрăшнă. «Трак ен» ентешлĕх Красноармейски округĕн администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Иван Леонидович çирĕплетнĕ тăрăх, округра мĕнле мероприяти иртет — пĕрлĕх хастарĕсем унта пуçаруллă хутшăнаççĕ. «Вĕсене Шупашкарта пирĕн пуçарупа иртекен уявсене яланах чĕнетпĕр. Нихăçан та хирĕçле сăмах илтмен. Пĕрле вăй хунăран пысăк ĕçсем тума та çăмăлрах», — терĕ вăл. Округ администрацийĕн тата ентешлĕхĕн пĕрлехи проекчĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшли — ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас тĕллевпе йĕркелекен ыр кăмăллăх концерчĕсем. «Кăçал нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Красноармейски салинче ирттертĕмĕр. Унта пухăннă укçапа салтаксене кирлĕ япаласем илме усă куртăмăр. Малтанхи çул ыр кăмăллăх концертне Шупашкарта йĕркеленĕччĕ. Шел те, тĕп хулара пысăк уявсем ирттерме тăкаклăрах: зал тара илнĕшĕн пысăк укçа ыйтаççĕ. Çак пая упраса хăварма май пултăр тенĕрен кăçал салтаксене пулăшмалли мероприятие тăван тăрăхра йĕркелерĕмĕр», — каласа кăтартрĕ Иван Леонидович. Иван Архипов тĕрлĕ ĕç-хĕл йĕркелӳçи кăна мар. Вăл уявсене те хăй ертсе пырать, ытти юрăçпа пĕрле сцена çине те тухать, пултарулăхĕпе савăнтарать. — Юрлас ăсталăх çукран мана яланах пĕр ыйту кăсăклантарать. Иван, эсĕ юрлама мĕнле вĕреннĕ? — Пĕлместĕп /кулать/. Пирĕн çемьере юрлакан çынсем çук. Анчах эпĕ хама астăвассах юрлатăп. Хăлхана мĕнле кĕвĕ кĕнĕ —çавна ĕнĕрлесе е шăхăрса çӳреттĕм. Уйрăмах ĕне е хур кĕтĕвĕ кĕтнĕ чухне юрлама юрататтăм. Çавăнпа эпĕ выльăх çавăтса çӳренине таврара пурте пĕлетчĕç. «Паян Ваня патне черет çитнĕ иккен», — шӳтлетчĕç кӳршĕсем. Сăмах май, эпир ача чухне хальхи пек кĕтӳ çӳремен. Çынсем кашни уйрăммăн ĕневыльăха çырма-çатрана вĕренпе кăкарнă. Каçхине вара çул хĕррине çитерме кайнă.
— Пĕрремĕш хут сцена çине тухнине астăватăн-и?
— Пĕрремĕш вĕрентекен Анна Фоминична Çĕнтерӳ кунне халалланă концертра Упи шкулĕн сцени çине кăларчĕ. Ун чухне юрланă юрра халĕ те астăватăп: «Первым был Иван Иваныч, вторым был Иван Степаныч, третьим был Иван Кузьмич, а четвертым — Иван Ильич». Каярахпа районти конкурссене хутшăнма пуçларăм. Музыка учителĕ Галина Владимировна купăс калатчĕ, эпĕ юрлаттăм. Пултарулăх тупăшăвĕсенче икĕвиçĕ хутчен мала тухсан мана Заволжски клубĕн директорĕ сĕннипе Красноармейски шкулне вĕренме куçарчĕç. Çавăн хыççăн газ уç лакансен культура çурчĕ çумĕнчи «Шурăмпуç» фольклор ушкăнне çӳреме пуçларăм. Ку коллективпа Раççей тавра çаврăнтăмăр, çĕршыври тĕрлĕ конкурса хутшăнтăмăр. Турцие Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен фестивальне те кайрăмăр. Хам тĕллĕн те вокалистсен тупăшăвĕсене хутшăнтăм. Кĕскен каласан, ăçта май килнĕ — пур çĕре те кайнă. Час-часах малти вырăнсене тивĕçнĕ, гран-при те çĕнсе илнĕ. Ытларах чăваш юррисене тата романссене юрлаттăм. 2000 çулта Чулхулана Газпромăн юбилейне халалланă концерта илсе кайрĕç. Ун чухне чăвашла юрларăм. Ман умĕн Ефим Шифрин сцена çинче пулчĕ, хыççăн Надежда Бабкина тухрĕ. Çак самант манăн асра ĕмĕрлĕхе тăрса юлчĕ.
— Апла тăк шкултан вĕренсе тухнă хыççăн професси суйласси саншăн йывăрлăх пулман? Юрăç пулма çурални ачаран курăннă та…
— Иккĕленнĕ самантсем пулнă çав. Пĕчĕкрен тухтăрта ĕçлеме ĕмĕтленнĕ, 5-6-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех медицина кĕнекисене вулама пуçланă. Тепĕр чухне шухăша каяттăм: тухтăр е юрăç пулсан тĕрĕсрех-ши? Пирĕн ӳсĕмрисем сăнав шайĕнче патшалăхăн пĕрлехи экзаменне иккĕмĕш çул тытакансем пулчĕç. Шел те, биологипе сахал балл пухрăм. Мĕнле апла пулса тухрĕ? Халĕ те ăнланмастăп. Шкулта вĕреннĕ чухне ку предметпа районти, республикăри олимпиадăсене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Экзаменра та йывăррине туймарăм… Те шăпа пулчĕ ĕнтĕ çапла? Те тата темскер… Университетăн медицина факультетне кĕреймесрен шикленнĕрен документсене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеринари факультетне кайса патăм. Çынсене мар тăк, выльăх-чĕрлĕхе сиплес терĕм-ши? Кайран вара университетăн терапи уйрăмне вĕренме кĕнине пĕлтĕм. Анчах академирех юлтăм. Унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм. 2008-2011 çулсенче патшалăх служащине вĕрентĕм. Икĕ аслă пĕлӳ, анчах пĕринпе те хальлĕхе усă курман. Çемье çавăрсан суту-илӳ енĕпе ĕçлерĕм. Вăхăт иртнĕ май чун сцена енне туртăнни туйăнма пуçларĕ. Юрланă вăхăтрах уявсем ертсе пыратăп. Ачалăхри киленĕç професси пулса тăнăранпа кăçал вун иккĕмĕш çул çитрĕ.
— Сана кам юрăсем çырса парать?
— Хальхи вăхăтра Юрий Кашкăр çырнă юрăсем репертуарăн 60-70 процентне йышăнаççĕ. Юлашки çулсенче Юрий Сементерĕн сăввисемпе çырнă юрăсене юрлатăп. «Ваня, сан валли сăвă хатĕр», — çапла каласа савăнтарать мана сумлă ентешĕм. Хам та кĕвĕлетĕп. Юрий Семеновичпа эпĕ студент чухне «Трак ен» ентешлĕхĕн уявĕнче паллашнăччĕ. Концерт сценарине пĕрле çыртăмăр. Эпĕ ертсе пытăм. Çавăнтанпа эпир унпа çирĕп туслашнă. Ăçта мĕнле уяв, тĕлпулу — Юрий Семеновича яланах пĕрле илсе каятăп. «Сирĕнпе çӳресен çул ăнать», — тетĕп. Тĕрĕссипе, вăл мана тата чылай çул маларах асăрханă. «Сана районти конкурс хыççăн йывăç кашăк парнелерĕм. Астăватăн-и?» — час-часах ыйтать вăл. Эпĕ вара çав самант пирки йăлтах маннă.
— Чăваш Енри эстрада юрăçисем хăйсен концерчĕсене часчасах йĕркелеççĕ. Иван Архиповăн хăçан пулĕ-ши?
— Кун пирки манран çынсем часчасах ыйтаççĕ. «Çĕршыври ларутăру йывăр. Кун пек чухне мĕнле юрласа-ташламалла-ха?» — тетĕп. «Трак ен» ентешлĕх пуçарăвĕпе те юлашки тăватă çулта пĕр савăнăçлă концерт та ирттермен. Ыр кăмăллăх тĕллевĕпе кăна халăха пухнă. Хамăн пĕрремĕш пысăк концерта 2019 çулта йĕркеленĕччĕ. Самана улшăнсан, тен, иккĕмĕшĕ пирки шухăшлама юрать… Халăх умне кăларман çĕнĕ юрăсем те пур.
— Эсĕ ялта çуралса ӳснĕ, хулара пурăнатăн… Хăвăн пирки ял е хула çынни тесе шухăшлатăн?
— Иккĕленмесĕр калатăп: эпĕ ял çынни! Хулара чун выртмасть. Пушă вăхăт тупăнсанах тăван яла Пайсупина васкатăп. Аттепе анне сывă, чĕрĕ. Килте ăшă. Яланах кĕтеççĕ. Хуçалăхри ĕçсене тусан вăй пухăнать, кăмăл çĕкленет, чун уçăлса каять. Акă аттепе анне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хăпартнă çурта çĕнетрĕмĕр. Халĕ пăхатăп та — куç савăнса тăрать. Çемьере эпир пĕртăвансем виççĕн. Пĕр пичче Красноармейски салинче, тепри Шупашкарта пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те тăван ялта çĕр илсе çурт лартнă. Эпĕ кĕçĕнни, атте-анне килне тытса тăратăп.
— Иван, уçă калаçушăн пысăк тав.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











