Чăваш хĕрарăмĕ 13 (1441) № 09.04.2026
«Юн ракĕнчен çăлакан эмел пирте кашнинчех пур»
Пысăк чĕреллĕ этем вăл. Çук, ӳстерсе калани мар ку, мĕншĕн тесен çак çамрăк хĕрарăмшăн çынна пулăшасси — тĕп ĕç. Паллах, чун туртăмĕ те. Сăмах — Пĕтĕм Раççейри «Хĕрлĕ хĕрес» организацин Шупашкарти уйрăмĕн ĕç тăвакан директорĕ Екатерина Муратова пирки.
Тĕрлĕ профессиллĕ специалистсем
Ку организацире тăрăшакансенчен кунсеренех вун-вун çын пулăшу ыйтать: сусăрсем, инкеклĕ лару-тăрăва лекнисем, килтен тухса çӳреймен ватăсем, ытти регионтан эвакуациленнисем, ятарлă çар операцине хутшăннисем тата вĕсен çемйисем, пушара пула нимсĕр юлнисем… Кашни çын хăйĕн ыратăвĕпе çитет кунта. «Хĕрлĕ хĕрес» ĕçченĕсем никама та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, пурне те май килнĕ таран пулăшаççĕ. Тепĕр чухне çынна итлени те паха. Хăшĕ-пĕри ыратăвĕ-пăшăрханăвĕ пирки каласа чунне çăмăллатать.
«Хĕрлĕ хĕресре» тăрăшма пуçличчен Куславккара çуралса çитĕннĕ пике, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра журналист профессине илнĕскер, хаçатра вăй хунă. 2022 çулта вара тĕп хулари «Хĕрлĕ хĕрес» организацие социаллă сетьсемпе ĕçлекен специалиста вырнаçнă. Паян вăл ĕç тăвакан директор çеç мар, донор юхăмне аталантарас енĕпе тăрăшакан координатор та.
— Социаллă тетелсемпе аппаланнă май организацири ытти ĕçе те явăçрăм. Халĕ пурнăçлакан тĕп тивĕçсен шутĕнче — халăха пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама вĕрентесси, донор юхăмне аталантарасси. Кунсăр пуçне ВИЧпа тата туберкулезпа чирлисене, йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшасси, çав шутра — психологи тĕлĕшĕнчен те, — каласа кăтартрĕ Екатерина Витальевна. — Нумайăшĕ «Хĕрлĕ хĕресре» медицина пĕлĕвĕллĕ çынсем тăрăшаççĕ тесе шухăшлать. Тĕрлĕ профессиллĕ специалистсем пур пирĕн ĕçтешсен йышĕнче: журналист, дизайнер, психолог... Медиксем те çук мар. Çавăн пекех ĕç хуралĕн тытăмĕнче тăрăшнă çынсем те пур. Вĕсем пĕрремĕш пулăшу пани епле пĕлтерĕшлĕ пулнине, çакă васкавлă медпулăшу çитиччен çын пурнăçне çăлса хăварма пултарассине аван пĕлеççĕ. Пирĕн пата тин килнисем малтан хăйсене волонтер пек тĕрĕслеççĕ. Медик тенĕрен… Ĕçтешĕмĕр Светлана Васильева, хулан клиника больницинче тăрăшаканскер, кунта — юмартлăх службин координаторĕ. Вăл çынсене аманнисене, вырăнпа выртакана, çул-йĕр çинчи аварире суранланнисене, ватăсене епле пăхмаллине, çăвăнтармаллине, апатлантармаллине, подгузник улăштармаллине вĕрентет. Йăлтах манекенсем çинче кăтартать. Кунсăр пуçне çавнашкал çынна пăхакана ывăннине сирмелли мелсемпе те паллаштарать, сĕнӳ- канаш парать. Светлана республикăри тĕрлĕ хулари социаллă центрсен ĕçченĕсене те вĕрентет. Вĕсем служащи профессине илеççĕ, çавна май вырăнпа выртакана пăхакан /сиделка/, чирлисене тимлеме пулăшакан, кĕçĕн медицина сестри тата няня тивĕçĕсене пурнăçлама пултараççĕ. Тĕп коллектив 20 çынран тăрать. Пĕрремĕш пулăшу паракан инструкторсем «Лиза Алерт» шыравпа çăлав службинче те тăрăшаççĕ. Эпир ку организаципе çыхăнса ĕçлетпĕр. Çухалнă çынна тупсан ăна çийĕнчех пулăшу кирлĕ-çке.
Пурте — донорсем
«Хĕрлĕ хĕрес» хастарĕсем вырăнта лармаççĕ, тăтăшах тĕрлĕ шкула, техникум-колледжа, предприятисене çитсе акцисем йĕркелеççĕ, вĕрентеççĕ, пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки каласа кăтартаççĕ. Екатерина Витальевна донор юхăмне аталантарас енĕпе ĕçленĕрен ăна тĕплĕнрех сӳтсе яврăмăр.
— Пирĕн ĕçтешсем пурте — юн донорĕсем, çав шутра эпĕ те. Ку кăна мар. Вĕсем шăмă мимин донорĕсен ятарлă регистрĕнче те тăраççĕ. Çапла майпа юн ракĕпе нушаланакан этем пурнăçне çăлса хăварма пултараççĕ. Лейкемипе чирлисемшĕн сывă çыннăн шăмă мимине яни çăлăнăç пулса тăрать. Унччен донорсене чикĕ леш енче шыранă. Халĕ Раççейре хамăрăн донорсен ятарлă регистрĕ пур, ăна 2022 çулта йĕркеленĕ. Çак регистра 18-41 çулсенчи çынсем кĕме пултараççĕ. Унăн туберкулез, ВИЧ, рак тата ытти йывăр амак пулмалла мар. Списока кĕрес кăмăллисен «Хĕрлĕ хĕрес», «Росплазма» организацисене е юн яракан станцие çитмелле. Вĕсем пурте Шупашкарта вырнаçнă. Нумайăшĕ шăмă мими пирки пĕлмест е йăнăш шухăшлать, ăна тепĕр çынна парасси сывлăха сиен кӳрет имĕш. Анчах ку процедурăра нимĕн хăрушши те çук. Вăл пĕр çыннăн юнне теприне янă евĕр пулса иртет. Донорăн клеткисем вара 1,5-2 эрнере çĕнелеççĕ, — ăнлантарчĕ вăл. — Асăннă регистра кĕнĕренпе вăхăт чылай иртме пултарать, çапах та кирлĕ самантра çав çын теприн пурнăçне çăлĕ. Акă Çĕнĕ Шупашкарти Андрей Антонов донорсен регистрĕнче 10 çул тăнă хыççăн унпа тухтăрсем çыхăннă. Унăн юнĕ Вăрнарти юн ракĕпе аптăракан хĕрачана пулăшма пултаратьмĕн. Çапла майпа пациентка сывă юлнă. Анчах шел, пурне те ун пек ăнмасть. 10000 донортан пĕрин юнĕ çеç чирлĕ çынна çăлас шанăç пур. Пĕлтĕр Шупашкара пирĕн çĕршывăн шăмă мимин донор юхăмĕн амбассадорĕ Артем Алискеров килсе кайрĕ. Вăл хăй те юн ракĕпе виçĕ çул нушаланнă, 31 химиотерапи курсĕ витĕр тухнă… Больницăран тухсан 11-мĕш кунхине вара Эльбрус тăвĕ çине хăпарнă! Вăл шăмă мимин трансплантацийĕ пулăшнипе çеç сывă паян. Халĕ Артем хăйĕн командипе тĕрлĕ акци йĕркелет, чупусемпе марафонсене хутшăнать. Çапла майпа тĕрлĕ хулана çитсе шăмă мимин донорлăхĕ çинчен, вăл мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пирки каласа кăтартать. Юн ракĕнчен çăлакан эмел пирте кашнинчех пур. Çулсеренех «Хĕрлĕ хĕресре» тăрăшакансем республикăра донор тĕлĕшĕпе çыхăннă 100-е яхăн мероприяти ирттереççĕ. Кашнинчех унта 5 пине яхăн çын хутшăнать. Пĕрремĕш пулăшу пама вара иртнĕ çулталăкра çеç 60 пин çын вĕреннĕ. Кăçал ку хисепе пысăклатас тĕллевлĕ ырă чĕреллĕ специалистсем. Çак статистикăпа мĕншĕн паллаштаратăп-ха? Мероприятисен витĕмне, кирлĕлĕхне палăртас килет. Çакна «Хĕрлĕ хĕресе» шăнкăравлакансем е çырса яракансем те çирĕплетеççĕ. Екатерина Витальевна каланă тăрăх, «Сирĕн ăсталăх класĕнче илнĕ пĕлӳ çынна çăлса хăварма пулăшрĕ. Тавтапуç», — çапла хыпарлакан сахал мар. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











