Хыпар 20 (28435) № 27.03.2026
«Пирĕн тĕллев – çемьесене, ветерансене, хÿтлĕх кирлисене пулăшасси»
Пирĕн тĕпелте — Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова. Ведомство ертӳçи иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тишкерчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ.
Çулталăк çĕнĕлĕхсемпе те палăрчĕ
— Пирĕн ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕ — Тăван çĕршыва, унăн сыхлавçисене хӳтĕлесси, ветерансене пулăшасси, çемьесене, нушаллă çынсене пăхасси, — терĕ Алена Елизарова. — Çак енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ. Иртнĕ çул Раççейре Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен, Чăваш Енре Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкĕ пулнă май чи малтанах çĕршыв хӳтĕлевçисемшĕн тата вĕсен çемйисемшĕн тăрăшасси тĕп вырăнтаччĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе 12 млрд тенкĕ уйăрнă. Кунта пулăшăвăн çĕнĕ мелĕсене палăртмалла: тĕслĕхрен, Раççей Геройĕсем тата орденпа чысланă салтаксем валли çĕр лаптăкĕ вырăнне сертификат илме май пурри. Унсăр пуçне Чăваш Ен Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсен тӳлевĕсене икĕ хут ӳстернĕ. Вĕсене сусăрлăх ушкăнне кура кашни ветерана уйăхсерен параççĕ. Çавăн пекех республика Пуçлăхĕн Указĕ тăрăх суран йывăрлăхне кура тӳлев шайне пăхса хăварнă: 50 пинрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран. Патшалăх пулăшăвĕн çак формисене шута илсе республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе «Мирлĕ пурнăçа — утăм» проект хута кайрĕ. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене çеç мар, вĕсен çемйисене те пулăшать. Проект тĕрлĕ отрасльти специалистсене пĕрлештерчĕ: кунта адвокатсем, нотариуссем, строительство, вĕрентӳ представителĕсем, çар комиссариачĕн ĕçченĕсем тата ыт. те хутшăнаççĕ. Кăçал çак ĕçе прокуратура ĕçченĕсем те явăçрĕç. Вĕсене çакăн пек хастарлăхшăн тав тăвас килет. Мĕншĕн тесен проект чăнах та хăйĕн кирлĕлĕхне кăтартрĕ. Иртнĕ çул кăна унта 850 çын ытла хутшăнчĕ. Тĕл пулусем кашни муниципалитетрах иртрĕç. Асăннă проект кăçал малалла тăсăлать. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисене те пулăшу кирлине туйсах тăратпăр. Кашни муниципалитетри координаци центрĕсем çемьесене уйрăммăн тимлĕх уйăрас, социаллă хӳтлĕхĕн мĕн пур мерине илме пулăшас тĕллевпе ĕçлеççĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне асăнса хăварас килет: СВОна хутшăнакансен ачисене шкулта, колледжра, техникумра тӳлевсĕр апатлантараççĕ. Çавăн пекех вĕсене стипенди тӳлеççĕ /шкулсенче çеç мар, ытти вĕрентӳ заведенийĕнче те/. Пепкисем ача садне тӳлевсĕр çӳреме пултараççĕ. Ку енĕпе эпир малалла та ĕçлĕпĕр. Салтаксем вара хăйсен çемйишĕн лăпкă пулччăр. Çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парса çитĕнтермелле, ватă çынсене хисеплеме, çĕршыва юратма вĕрентмелле. Иртнĕ çул Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнĕ май республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе вăрçа хутшăннисене, çавăн пекех вăрçă инваличĕсене, концлагерьсенче, фашизм тĕрмисенче асапланнă, блокадăри Ленинградра пурăннă çынсене пĕр хутчен паракан тӳлевпе – 20 пинпе – тивĕçтернĕ, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисене вара 5-шер пин тенкĕ панă. Патшалăх çирĕплĕхĕ, çĕршыв пуласлăхĕ, паллах, çемьесенчен килет. Çăмăл мар çак вăхăтра вĕсене пулăшмалла. Иртнĕ çулхи кăтартăва пĕтĕмлетнĕ май çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарас килет: кашни муниципалитетрах прокат пункчĕсем ĕçлеме пуçларĕç, Шупашкарта вĕсем — 3. Пурĕ вара — 26. Пĕчĕк ача çуралсан кирлĕ япаласене унта тӳлевсĕрех параççĕ. Çак çăмăллăхпа нумай ачаллă, сахал тупăшлă, тулли мар çемьесем тата ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисем усă курма пултараççĕ. Çавăн пекех асăннă çемьесене социаллă няня пулăшу кӳрет. Хальхи вăхăтра пĕчĕк ачасем валли кĕске вăхăта пырса çӳремелли 11 ушкăн уçнă. Пепкесене социаллă няньăсемпе кунне 4 сехете хăварма юрать. Паянхи куна социаллă няня тата прокат пункчĕн çăмăллăхĕсемпе 1700 çемье усă курнă. Ку самантсем пирки республикăри Ĕçлев министерствин сайтĕнче тĕплĕнрех пĕлме пулать.
Сертификат, удостоверени, тӳлев
— Республикăра ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ: амăшĕн капиталĕ пур, çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕлĕх сертификатпа тивĕçтереççĕ, нумай ачаллисене удостоверени параççĕ…
— Республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ ӳссех пырать. Удостоверение Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е харпăр хăйĕн кабинечĕ урлă илме пулать. Унсăр пуçне MAX мессенджерпа та усă курма пулать. Пĕр сăмахпа каласан, ăна илме ниçта та каймалла мар. Нумай ачаллă çемьен статусне РФ Президенчĕ Указ кăларсах çирĕплетрĕ. Социаллă пулăшу мелĕсемпе усă курасси ачасен ӳсĕмĕнчен килет. Çăмăллăхсем виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пырса тивеççĕ: ывăл-хĕр 18 çултан аслă пулмалла мар е аслисем /23 çул тултарман пулсан/ куçăн майпа техникумра, аслă шкулта вĕренеççĕ тĕк. Республикăри культура учрежденийĕсем нумай ачаллă çемьесене театрсене, музейсене тата ытти учреждение çăмăллăх условийĕсемпе çӳреме ирĕк параççĕ.
— Çĕр лаптăкĕ вырăнне паракан 250 пин тенкĕлĕх сертификата епле тивĕçмелле?
— Пĕрремĕшĕнчен, çĕр лаптăкĕ илме черете тăмалла. Çавăн пекех çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн та. Ку черетсене вырăнти муниципалитет администрацийĕнче йĕркелеççĕ. Каярахпа 250 пин тенкĕлĕх сертификат илме заявка памалла. Аса илтеретĕп: çемье çак укçапа кил-çурт çавăрнă, ипотека тӳленĕ çĕрте усă курма пултарать. Çавăн пекех хăйне юрăхлă çĕр лаптăкĕ туянма та.
— «Çемье» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн 2025 çултан пуçласа патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшу кӳрес тĕллевпе ывăл-хĕрне аслă шкулсенче, техникумсенче тӳлевлĕ вĕрентмешкĕн 50 процент таран компенсаци парать. Ку пулăшу мелĕпе пурте усă курма пултараççĕ-и?
— 2026 çулта асăннă пулăшу мелĕ анлăланчĕ. Иртнĕ çул çак компенсацие пĕр ачашăн панă пулсан, халĕ ку çăмăллăхпа çемьери темиçе студент та усă курма пултарать. Тĕп йĕрке — çамрăкăн куçăн майпа пĕлӳ илмелле, вĕрентӳ заведенийĕ Чăваш Ен территорийĕнче пулмалла. Çаксем — чи кирлĕ критерисем. Кунта çемьери тупăш çителĕклĕ е çителĕксĕр пулнине пăхмаççĕ. Çакна та палăртмалла: çемье амăшĕн капиталне вĕренӳ валли янă пулсан икĕ хутчен çăмăллăх памаççĕ: е амăшĕн капиталĕпе, е компенсаципе усă курмалла.
— Ача кĕтекен студенткăсене — 100 пин, çамрăк çемьесене 300 пин тенкĕ параççĕ. Вĕсене пурте илме пултараççĕ-и?
— Студенткăсемшĕн тĕп условисем çаксем: Чăваш Енри аслă шкулсенче, техникумсенче, колледжсенче куçăн майпа вĕренмелле. Пулас амăшĕн çие юлни 12 эрнеччен медучрежденире учета тăмалла, ун хыççăн 4 уйăх хушшинче çак тӳлеве илмешкĕн нумай функциллĕ центра е вырăнти социаллă хӳтлĕх уйрăмне документсемпе каймалла. 300 пин тенке çамрăк çемьесем /35 çулччен/ тивĕçеççĕ. Паллах, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн. Унсăр пуçне çемьен çын пуçне тивекен вăтам тупăш пĕчĕк пулсан та çак пулăшу мелĕпе усă курма пулать. Ку укçана тивĕçмешкĕн те нумай функциллĕ центра документсемпе каймалла. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн укçана куçарса парĕç.
Пур вакансие те тĕрĕсленĕ
— Ятарлă çар операцине хутшăннă çар çыннисем хăйсен ĕçне уçма пултараççĕ-ши? Çак ыйтупа ăçта каймалла? Мĕнле документсем кирлĕ?
— Социаллă контракт шайĕнче салтаксене пулăшу парас ĕç пырать, çав шутрах — хăйсен ĕçне уçма та. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен социаллă контракта меллĕрех тăвас тĕлĕшпе йĕркесем улшăнчĕç. СВОран аманса таврăннă, çапăçусен ветеранĕсен статусне илнĕ салтаксемшĕн вăл пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Хăйĕн ĕçне пуçарма шухăш тытнă ветеранăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра е вырăнти кадр центрне кайса учета тăмалла, унтан социаллă контракт шайĕнче пулăшу илмешкĕн ыйтса çырмалла. Ăна тупăш шайне шута илмесĕрех тивĕçме пултараççĕ. Енчен те СВОран сусăрланса килнĕ, 1, 2-мĕш ушкăнсен инвалидлăхне çирĕплетнĕ пулсан, салтаксем хăйсене йывăртарах туйсан усламçă ĕçне социаллă контрактпа усă курса мăшăрĕ пуçарма, çакăн валли 350 пин тенкĕ таран пулăшу илме пултарать.
— Йывăр лару-тăрура социаллă контракта тивĕçме иккĕмĕш хут заявлени çырма юрать-ши?
— Юрать. Анчах та пĕрремĕш социаллă контракт вĕçленнĕ хыççăн çулталăк иртмелле. Ĕçе вырнаçас тĕллевпе вара вырăнти кадр центрне каймалла. Унсăр пуçне паян «Раççей ĕçĕ» портал урлă ĕç шырама пулать.
— Часах çуллахи каникул пуçланать. Чылай ача çу вăхăтĕнче ĕçлеме кăмăллать. Пирĕн республикăра çул çитменнисем валли кăçал мĕнле ĕçсем хатĕрлеççĕ? Ачасен ĕçе епле вырнаçмалла?
— Паллах, ачасене ĕçе вырнаçтарма тăрăшатпăр. Ку енĕпе пире партнерсем, ĕçпе тивĕçтерекенсем питĕ пулăшаççĕ. Çавна май вĕсемпе пĕрле эпир вакансисем йĕркелерĕмĕр, вĕсене ачасене, 14 çултан пуçласа, сĕнме пултаратпăр. Ĕç кодексĕпе килĕшӳллĕн çав çултан официаллă майпа ĕçе вырнаçма пулать. Сăмахран, вĕсем тавралăха тирпейилем кĕртес енĕпе вăй хума пултараççĕ, çавăн пекех таварсем пуçтарма, общество апатланăвĕн тытăмĕнче тăрăшма тата ыт. те. Заявкăсене «Раççей ĕçĕ» портал урлă та пама юрать, унсăр пуçне вырăнти кадр центрĕсене те çитсе килме май пур. Кунта кирлĕ документсене, ашшĕ-амăшĕн килĕшĕвне йĕркелеме пулăшĕç. Сăмах май, 14 çултан пуçласа ачасем валли килĕшӳ кирлĕ пулĕ. Çул çитменнисене ĕçе вырнаçтарнă чухне хушма пулăшу кĕтет: кадр тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенчен уйăхсерен 2800 тенкĕ тӳлеççĕ. Вăл шалу çумне хушăнать. Çавăнпа та çак центрсенчен ĕçе вырнаçни пĕлтерĕшлĕ. Пур вакансие те тĕрĕсленĕ, вĕсем шанчăклă. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Бюджет, пысăк укçа – пысăк ĕç тата яваплăх
Патшалăх Канашĕн ĕнер иртнĕ черетлĕ 41-мĕш сессийĕнче Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов ЧР Министрсен Кабинечĕн 2025 çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ.
Ĕçтешлĕхре — вăй
Хăйĕн сăмахне Сергей Артамонов депутатсен корпусне тав тунинчен пуçларĕ: «Пирĕн пуçарусене ырланăшăн, конструктивлă сĕнӳсемшĕн, çивĕч самантсенче юнашар пулнăшăн». Малалли — пурнăçланă ĕç çинчен. 2025 çул Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкĕ пулнă май республика, паллах, алла хĕç-пăшал тытнă ентешсене пулăшас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулнă. Çак тĕллевсем валли регион пĕлтĕр 10,7 миллиард тенкĕ уйăрнă. Пулăшу мерисен шучĕ пысăк — 50 яхăн, вĕсенчен 37-шĕ — регион шайĕнчисем. Унсăр пуçне Чăваш Ен «Мирлĕ пурнăçа — утăм» проекта пуçарнă — ăна малалла аталантарăпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерӳ юбилейĕн çулталăкĕнче инвалидсемпе ветерансене, вăрçă ачисене, çăмăллăхлă ытти категорие укçа парса хавхалантарнă, Правительство çак тӳлеве çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне çуллен памалли йышăну хатĕрлет. Лару-тăру çивĕчлĕхне пăхмасăр Чăваш Ен хăйĕн бюджетне пысăклатсах пырать. 2025 çулта республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ 135 миллиард тенке çитнĕ. Çав шутра 73% — хамăрăн тупăш. Çак виçе умĕнхи çулталăкринчен 20% пысăкрах, унăн ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе регион Атăлçи округĕнче мала тухнă. Кăçал бюджет шайлашăвне упраса хăвармашкăн налуксене тата налук мар тӳлевсене инфляцирен кая мар виçепе ӳстерессине тивĕçтермелле. Эппин, хыснана пуянлатмалли çĕнĕ çăл куçсем шырамалла. Çĕршыв шайĕнче çак тĕллеве 2020 çулччен экономика тытăмне улăштарса /экономикăна «шуратмалли» план/ тӳрре кăларасшăн, Чăваш Ен те ăна пурнăçлассинчен айккинче юлмĕ. Премьер-министр кăçалхи бюджета кĕртме сĕнекен тӳрлетӳсемпе килĕшӳллĕн хысна тупăшĕсемпе тăкакĕсем нумай пысăкланасси çинчен каларĕ. Çавна май ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене çăмăллăхсемпе тивĕçтермелли, бюджет ĕçченĕсене шалу тӳлемелли тăкаксене ӳстернĕ. Наци проекчĕсем валли уйăракан укçа та пĕлтĕрхинчен 1,7 хут пысăкланать — 23 миллиард тенкĕ. Экономика кал-кал аталанать Бюджет çирĕплĕхне ӳсĕмлĕ экономика никĕслет. Пĕлтĕр регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕ 776 миллиард тенке çитнĕ — шайлашуллă хаксемпе пăхсан 2,5% ӳснĕ. Çакăнта инвестици тата инфратытăм проекчĕсене пурнăçланин тӳпи пысăк. Иртнĕ çул 270 проекта тӳрре кăларнă. Вĕсем — çĕнĕ производствăсем, çĕнĕ майсемпе ĕç вырăнĕсем. Экономика малаллах ăнтăлнине пĕчĕк тата вăтам бизнес хăват хушса пыни те çирĕплетет. Республикăра паян 50 пин ытла предприниматель ĕçлет, çулталăкра вĕсен йышĕ 8% хушăннă. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕ вара 100 пине çитнĕ — вĕсен çарĕ 33% чухлех пысăкланнă. Республика бизнеса тĕревлени регионăн тулашри рыноксенчи позицийĕнче те палăрать. «Тулашри суту-илӳ çаврăнăшĕ 658 миллион доллара çитнĕ. «Санкцисем экспорт хăватне хуçаймарĕç. Халĕ республика 85 çĕршывпа ĕçлет. Чăваш Ен экспорчĕн 99,9% — чĕр таварпа тата энергипе çыхăнманскер. Чикĕ леш енне ăсатнă таварсен 69% — пысăк технологиллĕ продукци», — терĕ Сергей Геннадьевич. Правительство кăçал инвестицисен калăпăшĕ ӳсĕмлĕ пуласса кĕтет: бизнес регион аталанăвне хывакан инвестицисен калăпăшĕ 110 миллиард тенке çитмелле. Регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн виççĕмĕш пайне промышленноç йĕркелет. Унăн тĕп отраслĕсем хăйсен çирĕплĕхне ĕнентерчĕç. Промпроизводство индексĕ пĕлтĕр 102,7% танлашнă. Промышленниксем 10 инвестпроекта пурнăçланă. АПК та ăнăçлă ĕçлет. Пĕлтĕр чылай енĕпе рекордсене çĕнетнĕ: тĕш тырă, куккурус, сĕт, çăмарта туса илессине ӳстернĕ. Паллах, аграрисене çитĕнӳ тума патшалăх пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ — агропром аталанăвне 9,2 миллиард тенкĕ хывнă. Сăмах май, паян республикăри кашни виççĕмĕш çын ялта пурăнать. «Ял территорийĕсенче çынсене упраса хăварасси — пирĕн тивĕç», — çирĕплетрĕ Правительство пуçлăхĕ. Кăçал АПКри 74 инвестици проектне тӳрре кăларма палăртни — шăпах çак тивĕçе шута илнин кăтартăвĕ. Çав вăхăтрах çынсем хăйсем ялсен аталанăвне хутшăнни хаклă. Ку енĕпе «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа ăнăçлă. Кăçал ялсенче 1553 проекта пурнăçламалла. Тата 288 проекта — хуласенче. Строительство отраслĕ çинчен каланă май Сергей Артамонов пĕлтĕр пурăнмалли 820 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янине аса илтерчĕ — 30 пин ытла çын çĕнĕ хваттерсене куçнă е пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Çав вăхăтрах граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарас ыйту çивĕчлĕхĕ пур — «ку ыйтусене программа шайĕнче татса парăпăр». Кăçал 855 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртнă. Пĕлтĕр çулсен 570 километрне юсанă — 2024 çулхинчен 12% нумайрах. Республикăра нормăна тивĕçтерекен çулсен тӳпи 58% шайĕнче — «анчах çакă сахал — ыйту çивĕччине пĕлетпĕр, ку енĕпе ĕçлетпĕр». Общество транспорчĕ те аталанать. Автобуссен кивелнĕ паркне улăштарнă, Шупашкара Çĕнĕ Шупашкарпа çыхăнтаракан çĕнĕ троллейбус маршручĕсем уçнă. Аэровокзал реконструкцине вĕçленĕ. Кăçал çул-йĕр хуçалăхне çĕнетме 12 миллиард тенкĕ яма палăртнă — çак виçе те рекорд шайĕнче. Ытти ĕçпе пĕрлех 2026 çулта М-12 автомагистрале тунă чухне арканнă вырăнти çулсене те юсамалла. Пĕчĕк шалу, хăвăрт кивелнĕ кĕпер... Сергей Геннадьевич çавăн пекех медицина, вĕрентӳ, культура, туризм ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Пире, пресса представителĕсене, пырса тивекенни те пулчĕ. Премьер-министр çĕнĕ «Массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят туса хурассипе çыхăннă юридици процедурисене пурнăçлани çинчен пĕлтерчĕ — «çулталăк вĕçлениччен пирвайхи наградăсене парăпăр». Çавăн пекех вăл Чăваш Енре пичет сăмахĕ хисепре пулнине çирĕплетрĕ — МИХсене пулăшасси упранса юлĕ. Çавăн пекех вăл районсен хаçачĕсен ĕçченĕсен пĕчĕк шалăвне ӳстерме шантарчĕ. Ĕç укçи тенĕрен, республикăра паян шалăвăн уйăхри вăтам виçи 68,4 пин тенкĕпе танлашать-мĕн. Регламентпа килĕшӳллĕн кашни фракцирен икшер ыйту пама юрать те — депутатсем çак ирĕкпе туллин усă курчĕç. Сергей Павлова пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕ интереслентерет — тепĕр 20 çултан кăна юсама палăртнă çуртсене йĕркене кĕртессине хăвăртлатма ыйтрĕ. Сергей Артамонов каланă тăрăх, графика сулахаялла-сылтăмалла куçарасси ансат мар. Тепĕр енчен, республикăра капиталлă юсавшăн тӳлемелли парăм питĕ пысăк — 800 миллион тенкĕ ытла. Çав вăхăтрах хăш-пĕр çуртра пурăнакансем ятарлă шутсем çине куçса хăйсен ĕçĕсене пурнăçлаççĕ те каялла пĕрлехи шут çине пушă енчĕкпе таврăнаççĕ — çакнашкал йăлана та кăкламалла. Ксения Изотова тĕп хулари «Хĕвеллĕ» микрорайонтан тухасси чăрмавли çинчен пĕлтерчĕ: ансăр пĕртен-пĕр çул — транспорт «пăкăра». Премьер-министр хула ку ыйтупа ĕç ушкăнĕ туса хуни çинчен каларĕ — çулталăк вĕçлениччен тивĕçлĕ йышăну пулмалла. Алексей Шурчанов кайăк-кĕшĕк отраслĕн аталанăвĕ пирки панă ыйту тĕлĕшпе те татăклă хурав пулчĕ: çăмарта туса илессине республика пысăк хăвăртлăхпа ӳстерсе пырать. Ку енĕпе инвестици проекчĕсем татах пур. Çав шутра — Куславкка округĕнче унччен сысна самăртнă комплексра та кайăк-кĕшĕк ĕрчетесшĕн. Николай Степанов кăçал Шупашкарти Мускав кĕперне тĕпрен юсама хупассипе кăсăкланчĕ: «Ăна реконструкциленĕренпе 10 çул та иртмен-çке — мĕнле апла?» Сергей Геннадьевич кунта нимĕнле тĕлĕнтермĕш те курмасть: кĕпере пăхса тăмалла — юсамалли куçкĕрет. Çавăн пекех вăл социаллă об±ектсем тумалли проектсен пахалăхне тивĕçтермешкĕн Строймин çумĕнче проект организацине туса хунине çирĕплетрĕ: «Шел, унта та çын çитмест — ĕçлесе ĕлкĕреймеççĕ. Анчах иккĕмĕш Чăвашгражданпроект йĕркелейместпĕр». Федор Степанов педагогсен ĕç укçи çинчен ыйтни те хуравсăр юлмарĕ. Депутат каланă тăрăх, оклад вĕрентекенсен шалăвĕн 20% шайĕнче кăна, ăна та пысăклатмалла, МРОТ палăрмаллах хушăннă май ĕç укçин пĕтĕмĕшле виçине те ӳстермелле. Сергей Артамонов ĕç укçине индексацилес ыйтăва тишкернине палăртрĕ, çийĕнчен социаллă сфера ĕçченĕсен укçи экономикăри вăтам шалупа çураçуллă пулмаллине аса илтерчĕ. Ыйтусем иксĕлнĕ хыççăн фракцисен лидерĕсем трибуна умне тухса отчет тĕлĕшпе хăйсен шухăшне палăртрĕç. Ырланипе пĕрлех, паллах, тиркев те пулчĕ. Алексей Шурчанов премьер-министра «çынсене итлеме тата илтме пĕлнĕшĕн» тав турĕ. Константин Степанов та уйрăм çитменлĕхсене палăртнă май Правительство паян чылай уçăраххине йышăнчĕ. Владимир Свешников хăйĕншĕн агропромышленноç комплексĕ çывăх пулнă май ял хуçалăхĕ тухăçлă ĕçлени çинчен каларĕ. Пухса кĕртнĕ тырă виçи икĕ çул ĕнтĕ миллион тонна урлă каçрĕ, кашни гектар тухăçĕ те пысăк — 36 центнер. Çакăнта, иккĕленмест вăл, патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ курăмлă: Чăваш Енре çĕрĕн кашни гектарĕ пуçне уйăрнă субсидисен вăтам виçи 9 пин тенкĕпе танлашнă — Атăлçи округĕнчи чи пысăк кăтарту. Николай Степанов вара, хăй вăхăтĕнче Патшалăх автоинспекцине ертсе пынăскер, пакунлă\ĕçтешĕсен хутне кĕчĕ — полицин ĕç укçи пĕчĕкки çинчен черетлĕ хут каларĕ. Шалу тивĕçтерменнине пулах йĕркелĕх хуралĕнче çын çитмест. Çавăнпа хăш-пĕр округра паян патруль те çук-мĕн — пĕтерме тивнĕ. Полицире, депутат каланă тăрăх, рядовой шалăвĕ 30 пин тенкĕпе кăна танлашать — «çав вăхăтрах паян грузовик водителĕ 100 пин тенкĕ кăна тӳлесен ĕçе те тухмасть». <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ольга КОШЕЛЕВА: «Хăв суйланă çулпа утни пĕлтерĕшлĕ»
«Мĕн пирки те пулин питĕ хытă ĕмĕтленсен çав тĕллев пурнăçлантăр тесе пĕтĕм тĕнче пулăшма пуçлать», — Пауло Коэльо çырнă «Алхимикри» çак каларăшпа эпĕ туллин килĕшетĕп. Хамăн пурнăçа тĕпрен улăштарас, ача чухнехи ĕмĕте чăна çавăрас тенĕ чухне ман умра пĕтĕм алăк уçăлса пынăран çапла калатăп», — тет Шупашкарти Ольга Кошелева сыр пĕçерекен.
Медицинăран — ял хуçалăхне
Ольга Игоревна — врач, вăл 10 çула яхăн акушер-гинекологра тăрăшнă. Кайран Мускава куçнă, чикĕ леш енчи фармацевтика компанийĕнче 12 çул ĕçленĕ. Карьера пусмипе çӳлеллех хăпарса пыраканскер мĕншĕн сыр пĕçерме тытăннă-ха? «Хĕрĕх çултан иртсен нумайăшĕн вăтам çулсен кризисĕ пуçланать. Эпĕ те хама кирлĕ вырăнта мар пек туйма тытăнтăм. Чунпа чĕре валли мĕн те пулин тăвас, ача чухнехи ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес кăмăл çуралчĕ. Çапла хама шыранă тапхăрта хобби тупăнчĕ, — йăл кулчĕ Ольга Кошелева пирĕн ыйтăва илтсен. — Мана пĕчĕкренех ял хуçалăхĕ илĕртетчĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче яланах яла каяттăмччĕ. 14 çултанпа кашни çуллах фермăра пăру пăхаканра е дояркăра ĕçлеттĕмччĕ. Колхозри лашасем патне çитсе килеттĕмччĕ. Яланах выльăхсем патне туртăнаттăмччĕ. Лаша спорчĕ те питĕ килĕшетчĕ. Шкул пĕтерсен К.А.Тимирязев ячĕллĕ Раççей патшалăх аграри университетне вĕренме кĕрес ĕмĕт те пурччĕ. Аттепе анне манăн шухăша ырламарĕç. Вĕсене итлесех врач специальноçне алла илтĕм. Çапах чун ял хуçалăхĕ еннеллех туртăнчĕ. Ăратлă качака ĕрчетес шухăш та çуралнăччĕ, бизнес-план та хатĕрлеме пуçланăччĕ. Паллах, çак выльăха усрасан сĕтпе те ĕçлеме тивет. Качака сĕтĕнчен сыр пĕçерсе пăхас терĕм. Малтан ку енĕпе ăсталăх класĕсем, видеороликсем пăхрăм. Сыр пĕçермелли ятарлă хатĕр туянтăм. Çак ĕç питĕ килĕшрĕ мана. Ирхи 4-5 сехетчен сыр пĕçереттĕм. Чи малтан фармацевтика компанийĕнчи ĕçтешсене хăналарăм. Вĕсем мухта-мухта çирĕç, татах пĕçерме ыйтрĕç. Паллах, юлташсемпе пĕлĕшсем пирки те манмарăм. Унтан вара «сараппанлă радио» ĕçлеме пуçларĕ. Саккас нумайлансах пынăран пысăкрах вырăн кирлине ăнлантăм, çавăнпа савăнсах Шупашкара таврăнтăм. 2018 çулта сыроварня уçрăм: пӳлĕм тара илтĕм, сыр пĕçерме пулăшакан çын та тупăнчĕ. Йăлтах ăнăçлă пулса пычĕ. Çавăн чухне эпĕ чĕрене итлени, хамăн çулпа — ыттисем каланипе мар, хăв суйласа илнипе — утни мĕн тери пĕлтерĕшлине питĕ лайăх ăнлантăм». Паллах, малтанлăха иккĕленӳ саманчĕсем те пулнă: лайăх шалу тӳлекен, тулли соцпакетпа, ытти çăмăллăхпа тивĕçтерекен çĕртен кайса тĕрĕсех-ши? Çитменнине, ку шухăша ашшĕпе амăшĕ ырламан. Чăн та, мăшăрĕ хирĕçлемен. Малтанлăха питĕ нумай, кунĕн- çĕрĕн тенĕ пекех, ĕçленĕ. Паллах, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерме тивнĕ. Юратнă ĕç киленӳ кӳни малаллах ăнтăлма хистенĕ. Ольга Кошелева медицина пĕлĕвĕ ăна сыр пĕçернĕ чухне те пулăшса пынине пытармарĕ, икĕ çак тытăмра та пĕр пеклĕхсем пур терĕ. Качака сĕчĕ усăллăрах пулнине палăртрĕ, çавăнпа вăл ытларах унран сыр пĕçерет. «Шел, хăшĕ-пĕри качака сĕчĕн шăршă пур тесе шухăшлать, çавăнпа сыр та тутанса пăхасшăн мар. Вăл вара питĕ тутлă. Аллерги те памасть. Çынсем ыйтнипех ĕне сĕтĕнчен те сыр пĕçеретпĕр. Эпир крафт сырĕсем хатĕрлетпĕр. «Крафт» сăмах акăлчан чĕлхинчен куçарсан «ал ăсталăхĕ» тенине пĕлтерет. Пысăк заводсенче питĕ нумай юр-вар хатĕрлеççĕ, палăртнă йĕркепе ĕçлеççĕ. Манăн ун пек калăпăшпа сыр пĕçерес тĕллев çук. Эпир ытларах алăпа ĕçлетпĕр. Крафт сырĕсем — ытларах чун валли, вĕсен хăй хаклăхĕ пысăкрах, ĕçĕ те нумайрах, анчах вăл кăсăклă, тĕрлĕ енлĕ тата питĕ тутлă», — каласа кăтартрĕ фермер. Чи тутли хăшĕ? Ольга Кошелева хăй пĕçерекен сырпа Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнма пуçланă. Чи пĕрремĕш çитĕнӳ — 2019 çулта сыр фестивалĕнче «Раççейри чи лайăх сыр» конкурсра палăрни. Унта 500 тĕрлĕ яхăн сыр тăратнă. Жюри йышĕнче Раççейре, Швейцарире, Францире, Италире сĕт отраслĕнче ĕçлекен 50 эксперт пулнă. Ольга Кошелевăн «Валансе» сырĕ гран-при çĕнсе илнĕ. «Ун чухне эпĕ çакă хăйне евĕрлĕ паллă пулнине, хам суйланă ĕçе ниме пăхмасăр малалла тăсмаллине ăнлантăм», — чунне уçрĕ тăрăшуллă хĕрарăм. Çулталăк иртсен асăннă конкурсра вăл пĕçерекен 4 сыр тĕрлĕ медаль çĕнсе илнĕ. 2021 çулта «Ӳсĕр качака» «Раççейри чи лайăх сыр» ята тивĕçнĕ. «Эпир хатĕрлекен пĕтĕм сыр медаль е урăх награда çĕнсе илнĕ. 2024 çулта Сочире иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен фестивалĕ вăхăтĕнче фермерсен лапамĕнче Раççей чысне хӳтĕлерĕмĕр. Чăваш сырне чикĕ леш енчи хăнасем те тутанчĕç, тивĕçлипе хак пачĕç. Çак пирĕншĕн — пысăк чыс», — калаçăва тăсрĕ маттур фермер. 2024 çулта вăл Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн «Профессипе чи лайăххи» конкурсĕн федераци тапхăрне хутшăннă. «Унта Раççейĕн 43 регионĕнчен — Камчаткăран пуçласа Калининград таран – чи лайăх сыр пĕçерекенсем, çав шутрах пысăк предприятисенче вăй хуракан технологсем те хутшăнчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ аслă шкулсенче пилĕк çул ăс пухнă. Эпĕ вара Углич хулинчи Пĕтĕм Раççейри çу тата сыр тăвассин ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче ятарлă курссем çеç пĕтернĕ. Тупăшура çăмăлах пулмарĕ, тĕрлĕ ыйтăва хуравлама /çав шутрах — пысăк предприятисенче сыр тăвасси пирки те/ тиврĕ, çапах «Сыр чи лайăх пĕçерекен» номинацире 2-мĕш вырăн йышăнма пултартăм. Çакă пирĕншĕн — пысăк çитĕнӳ», — чунне уçрĕ Ольга Игоревна. Вăл халĕ хăй пĕçерекен сырсене конкурссене тăратмасть, мĕншĕн тесен Ольга Кошелева — Раççейри сыр чемпионачĕн эксперчĕ, ыттисен ĕçĕсене хаклать. Чăваш Енре фермерсене, çав шутрах сыр пĕçерес енĕпе ĕçлекенсене те, нумай пулăшнине пĕлтерчĕ. Ольга Кошелева 2021 çулта Чăваш Енри «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнă. «Кирек мĕнле фермершăн та питĕ кăсăклă проект вăл», — тет ун пирки мал ĕмĕтлĕ хĕрарăм. 2022 çулта вăл «Перспектива» гранта тивĕçнĕ. Сыр пĕçернине курасшăн Фермер тата вăл ертсе пыракан ушкăн /сăмах май, вĕсене Ольга Игоревна хăй вĕрентнĕ/ хальхи вăхăтра 20 яхăн тĕрлĕ сыр тата десертсем хатĕрлеççĕ. «Сыртан янтăлатпăр вĕсене, унта нимĕнле консервант та, çăратмалли хутăш та ямастпăр. Тĕрĕс апатлану йĕркине пăхăнакансем кăмăллаççĕ ун пеккисене. Эпĕ — диетолог, нутрициолог врач, халĕ кĕлетке йывăрăшне тĕрĕслесе тăрассин онлайн-шкулне ертсе пыратăп. Ытлашши килограмсенчен хăтăлас текенсем çырăнаççĕ унта. Тĕрĕс апатлану пирки занятисем ирттеретĕп. Паллах, хам та çак йĕркене пăхăнатăп. Эпĕ пĕлтĕр çур çул Шупашкарти Хула клиника центрĕнче диетологра ĕçлерĕм», — хăйĕншĕн медицина халĕ те ют маррине çирĕплетрĕ пуçаруллă хĕрарăм. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Халăх хушшинчи артистсене килĕштереççĕ
Чăваш Енри колхоз театрĕсем пултарулăхпа палăрса тăнă: вĕсем ялта вырнаçнă, театр трупписем хуçалăхран хуçалăха çӳренĕ, куракансене хăйсен спектаклĕсемпе, концерчĕсемпе савăнтарнă. Малтанхи çулсенче вĕсем чăваш çыравçисен, драматургĕсен — Федор Павловăн, Петр Осиповăн, Николай Айзманăн, Иоаким Максимов-Кошкинскин, Трубина Мархвин, Александр Кăлканăн — хайлавĕсене сцена çине кăларнă, каярахпа вырăсла хайлавсене те куçарса лартнă.
Куславккара, Патăрьелте, Етĕрнере 1934 çулта çĕршывра 23 колхоз театрĕ йĕркеленнĕ. 1939 çулта вĕсен йышĕ 177 çитнĕ. Чăваш патшалăх куçса çӳрекен театрĕсем республикăра тĕрлĕ районта, унсăр пуçне Тутар тата Пушкăрт АССРĕсенче, Чĕмпĕр облаçĕнче пулнă. Николоай Айзман драматург театрсемпе çывăх туслашнă. Вăл вĕсене пулăшма тăрăшнă. Унăн «Кай, кай Ивана» камитне чи малтан çакнашкал театрсенче лартнă. 1934 çулхи авăн уйăхĕнче куçса çӳрекен пĕрремĕш колхоз театрĕ йĕркеленнĕ. 1934- 1936 çулсенче Куславккара, 1937-1941 çулсенче — Сĕнтĕрвăрринче, 1943-1947 çулсенче Вăрнар тăрăхĕнчи Калининăра ĕçленĕ. 1947- 1949 çулсенче вăл хăйĕн ĕçне Вăрнарта тăснă. 1937 çулччен колхоз театрĕ Сергей Петров ячĕпе хисепленнĕ. Вăл пирĕн республикăна ертсе пыракансенчен пĕри пулнă. Пĕрремĕш спектакль — Федор Павловăн «Ялта» драми. 1934-1949 çулсенче пурĕ 80 яхăн спектакль лартнă, çавăн пекех концерт программи хатĕрленĕ. Ертӳçĕсем улшăнса тăнă. Вĕсене Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчен суйласа илнĕ. Режиссерсем Çамрăксен театрĕнчен те ĕçлеме пынă. Иккĕмĕш колхоз театрĕ 1935-1940 çулсенче — Патăрьелте, 1940-1942 çулсенче — Комсомольскинче, 1946-1949 çулсенче Йĕпреçре ĕçленĕ. Илемлĕх ертӳçи Кирилл Егоров пулнă. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята чи малтан илнĕ. Каярахпа ун вырăнне Василий Фролов ĕçлеме тытăннă. Вăрçă çулĕсенче театра Ефим Никитин ертсе пынă. Акă мĕнле аса илнĕ вăл çав çулсене: «Комсомольскине çитсе вырнаçрăм. «Кам хăваласа ячĕ сана Çамрăксен театрĕнчен — ăшă, таса, пысăк çуртран — çакăнта?» — терĕ кăмака умĕнчи кил хуçи хĕрарăмĕ. «Чĕре туртнипе килтĕм», — терĕм. Артистсем пурте уяври пек тумланнă. Сĕтел патĕнче — пĕр кресло. Ку режиссер тронĕ пулĕ ĕнтĕ. Кресло çинче пĕчĕк чан çакăнса тăрать. Ун пирки илтнĕччĕ эпĕ. «Сирĕн умăрта, юлташсем, пирĕн театрăн илемлĕх ертӳçи — Ефим Никитин», — терĕ директор. Çапла эпир Гоголĕн «Авлану» камитне хатĕрлеме тытăнтăмăр. Вăл пурин кăмăлне те кайрĕ. Рольсене валеçсе пĕтерсен камите лартма пуçларăмăр. Уйрăмах чĕлхепе нумай ĕçлемелле пулчĕ». Виççĕмĕш колхоз театрĕ 1936-1941 çулсенче Етĕрнере йĕркеленнĕ. Унăн илемлĕх ертӳçи Василий Михайлов пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Василий Ржанов Мускава кайса пĕр ыйту татса панă: колхоз театрĕн колхозра йĕркеленмелле. Çавна май Муркаш районĕнчи Катькас ялĕнче пĕрремĕш профессиллĕ театр ĕçлеме тытăннă. Артистсем таврари ялсенче спектакльсем кăтартса çӳренĕ. 2024 çулта колхоз театрĕсем йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнĕ май Шупашкар округĕнчи Кӳкеçри вулавăшра — «çавра сĕтел», Патăрьелте фестиваль иртнĕ. Унта халăх театрĕсем хутшăннă. Маларах вара çакнашкал фестивале Куславккара йĕркеленĕ: пĕрремĕш колхоз театрĕ унта ĕçленĕ-çке. Театр — пирĕн пурнăç Чăваш Енре паянхи кун та халăх театрĕсем пур, çав шута ĕлĕкхи колхоз коллективĕсем те кĕреççĕ. 2024 çул тĕлне регионра 50 яхăн халăх театрĕ пулни паллă. Вĕсем 3 çулта пĕр хутчен республикăри Культура министерствинче аттестаци тухаççĕ, «халăх» ятне çирĕплетеççĕ. Артистсем вара чун туртнипе сцена çине тухаççĕ. Вĕсене çак ĕçшĕн шалу тӳлемеççĕ. Апла пулин те халăх хушшинче маттур, пултаруллă çынсем пурри савăнтарать. Шупашкар тăрăхĕнче хальхи вăхăтра виçĕ халăх театрĕ, 20 ытла драма кружокĕ ĕçлет. Унсăр пуçне пур шкулта та театрсем пур. Çĕньялпа Котеркасси халăх театрĕсем маларах йĕркеленнĕ. Апаш театрĕ 2022 çулта СССР халăх артисчĕн Борис Алексеевăн ячĕпе хисепленме пуçланă. Архиври документсем тăрăх, Котеркасси ялĕнче клуб пулман. 1930 çулсенче ял çамрăкĕсем хурал пӳртĕнче пуçтарăнса пĕчĕк спектакльсем лартма тытăннă. Çак ушкăн саланман, паянхи кунчченех ĕçлет. Ăна 1991 çулта «халăх» ятне панă. «Эпĕ хамăн ĕçе Николай Айзманăн «Кай, кай Ивана» камитĕнчен пуçларăм, — тет Надежда Михайлова ертӳçĕ. — Куракансем спектакльсене хапăлласа йышăнаççĕ. Маларах ятарлă автобуспа ялсем тăрăх спектакльсем кăтартса çӳреттĕмĕр, халĕ ют тăрăха машина хамăр тытса каятпăр. Пирĕн «Шортан» фольклор ушкăнĕ те пур. Хăш чухне вĕсене те спектакле явăçтаратпăр. Акă П.Осиповăн «Айтар» драминче пире юрă-ташăпа шăпах асăннă ушкăн пулăшрĕ. Юлашки вăхăтра эпир Н.Сидоров драматургпа тачă çыхăнса ĕçлерĕмĕр. Унăн «Кантăкран шаккарĕ кӳршĕ ял каччи», «Шăматкун каçхине», «Виçĕ хĕре пĕр каччă», «Хĕр çураçма кайсан» пьесисене куракан умне кăлартăмăр. Иртнĕ çул Аркадий Ĕçхĕлĕн «Виçĕ туй» пьесине лартрăмăр». Апашри халăх театрĕ 1989 çулта йĕркеленнĕ. 1994 çулта ăна «халăх» ятне панă. Çак ушкăна чылай çул ĕнтĕ Ольга Ерилеева ертсе пырать. Декорацие Владимир Борисов хатĕрлет. Вăлах спектакльсенче рольсем те калăплать. Владислав Кириллов, Елена Федорова пьесăсем те çыраççĕ, унсăр пуçне иккĕшĕ те спектакльсенче хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть Апаш халăх театрĕ К.Ивановăн «Нарспи» поэмин пĕр сыпăкне куракансен умне кăларнă. Ял çыннисене вăл питĕ килĕшнĕ. Ахальтен мар Шупашкар округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов театр ушкăнне чунран тав тунă. Ольга Андрияновна каланă тăрăх, спектакльсене ачасене, çамрăксене явăçтараççĕ. Хăшĕ-пĕри, сăмахран, Смородиновсем, Ивановсем çемйипех сцена çине тухаççĕ. Эппин, артистсем халăх хушшинчех пурăнаççĕ. Шупашкар тăрăхĕнчи халăх театрĕсем яланах тăрăшса ĕçленĕ. Ахальтен мар унта пултаруллă çын чылай çуралса ӳснĕ. Сăмахран, Федор Павлов 1917 çулта Шемшерте куçса çӳрекен театр ушкăнĕ, 25 çынран хор йĕркеленĕ. «Судра» камитпе «Ялта» драма çырнă. «Ялта» паянхи кун та К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «пурăнать». Ахальтен мар ăна хăй вăхăтĕнче Константин Станиславский те пысăк хак панă. Николай Айзман драматург вара — Алькешре, Борис Алексеев режиссер, актер Паçпакра çуралнă. Константин Иванов режиссер Мăн Чăкăр ялĕнче кун çути курнă. Вăл Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче те чылай ĕçленĕ. Шупашкар округĕн пултаруллă çыннисем татах та пур. Эппин, çамрăк ăрушăн вĕсем тĕслĕх вырăнĕнче. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Кинемей пил панине халĕ те асра тытать
Чăваш Енри ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем, медицинăн хальхи йышши офисĕсене уçма тытăнчĕç. Çак проект пире те, Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Штанаш салинче пурăнакансене, пырса тиврĕ. Малтанхи медпункт çуртне хирĕç пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне тума шухăшларĕç. Çу каçипе иртен пуçласа каçчен тăрăшни сая каймарĕ, кĕçех кунта илĕртӳллĕ çурт çĕкленчĕ.
Яваплă та пархатарлă професси
2025 çулхи кăрлачăн 14-мĕшне халĕ те лайăх астăватăп: врач уйрăмне уçма республикăран тата округран сумлă хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсем пухăннисене малашне хăйсем пурăнакан вырăнтах медицина пулăшăвĕ илме май пурри çинчен пĕлтерчĕç. Сăмах май, 2005 çулта Штанашри шкулăн пĕр пайĕнче медицина офисĕ уçнăччĕ, унта Елена Сатлайкина, Елена Кузнецова медсестрасем тата Елизавета Никитина санитарка ĕçлерĕç. Хĕрлĕ Чутай тĕп больницинчи врачсем планпа килĕшӳллĕн яланах килсе тăратчĕç. Елена Сатлайкина 1990 çултанпа кунта тăрăшать, Елена Кузнецовăн ĕç стажĕ татах та ытларах, 40 çул! Уявра малашне кунта халăха медсестрасемпе пĕрлех Марина Сорокина врач йышăнасса пĕлтерчĕç. Марина Петровна çак тăрăхра иккĕмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ. Кĕске хушăрах вăл халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илме пултарчĕ. Марина Сорокина Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуç ялĕнче 1974 çулта Столяровсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Петр Васильевич Чутайри сельхозтехникăра, пĕр вăхăт Уйпуçри совхоз директорĕнче, тивĕçлĕ канăва тухиччен коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче директорта вăй хунă. Амăшĕ Галина Семеновна Çĕнĕ Ирчемес ял хĕрĕ. Шупашкарти планпа экономика техникумне пĕтернĕ, тĕрлĕ çĕрте бухгалтерта, экономистра, унтан 24 çул Чутайри КБО директорĕнче тăрăшнă, «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Столяровсем виçĕ ачана кун çути кăтартнă, тивĕçлĕ воспитани панă. «Мĕншĕн врач пулас терĕр, яваплă çак профессие суйласа илтĕр?» — тесе ыйтсан Марина Петровна ачалăхне аса илчĕ. «Мана пĕррехинче йытă çыртрĕ. Тӳрех Хĕрлĕ Чутай больницине илсе кайрĕç, хирурги уйрăмне вырттарчĕç. Урнă чиртен сыхланса укол турĕç. Владимир Глухов хирург манăн сурана сиплерĕ, тӳрех киле ямарĕç, вăхăтлăха хирурги уйрăмĕнчех хăварчĕç. Палатăра манпа пĕрле урине татнă пĕр кинемей выртатчĕ. Эпĕ хама кăштах çăмăлрах туйма пуçласан хам пултарнă таран ăна пулăшкалама тытăнтăм. Ача темех тăвайман та пуль-ха, анчах чирлĕ çынна юнашар калаçса чуна уçакан та кирлĕ-çке. Çак кинемей мана киле каяс умĕн: «Эсĕ, хĕрĕм, врач пулма тăрăш, санран лайăх тухтăр пулĕ!» – тесе пил пачĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан 1991 çулта вĕренсе тухсан хĕр ашшĕ-амăшне пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма шухăшлани пирки пĕлтерет. Врач профессийĕ çав тери яваплă та пархатарлă иккенне ашшĕ-амăшĕ ăнланать, хирĕç пулмасть. Хĕр Шупашкарти медучилищĕне вĕренме кĕрет, çулталăкран И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн медицина факультетне çул тытать, «Сиплев ĕçĕ» специальноçа алла илме кăмăл тăвать. Ординатурăра Шупашкарти республика больницинче эндокринологи уйрăмĕнче 2 çул тăрăшать, 2000 çулта Хĕрлĕ Чутай тĕп больницинче стационарта терапевтра ĕçлеме пуçлать. Марина Петровна хăйне малтанхи утăмсем тума пулăшнă Нелли Прокопьева терапевт тухтăра ырăпа асăнать. Вăл вăхăтри больницăн тĕп врачĕ Владимир Ульянов хĕре тепĕр специальноç – психиатри енĕпе — алла илме сĕнет. Çапла вара Марина Сорокина — психиатр, терапевт тата пĕтĕмĕшле практика врачĕ. Чăваш Енри ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем, медицинăн хальхи йышши офисĕсене уçма тытăнчĕç. Çак проект пире те, Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Штанаш салинче пурăнакансене, пырса тиврĕ. Малтанхи медпункт çуртне хирĕç пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне тума шухăшларĕç. Çу каçипе иртен пуçласа каçчен тăрăшни сая каймарĕ, кĕçех кунта илĕртӳллĕ çурт çĕкленчĕ. Чирлисене вăхăтра пулăшмалла Штанаш вăрман тăрăхĕнче вырнаçнă. Кăçалхи юрлă çанталăкра яла çитме хăш-пĕр чухне самаях йывăр пулчĕ. Çанталăка, йывăр çула пăхмасăрах врач яланах чирлисем патне васкарĕ. «Чирлĕ çынна вăхăтра пулăшмалла, унсăрăн чир шала кайма, сиплев вăраха тăсăлма пултарать, – тет вăл. — Эпир, медицина ĕçченĕсем, çынсене сывлăха тимлĕх уйăрма, диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухма чĕнсе калатпăр. Профилактика пирки те манмалла мар». Врач патне кашни кунах çын нумай пуçтарăнать. Хăшĕн юн пусăмĕ хăпарать, пуç çаврăнать, чĕре чикет, сывлăш пӳлĕнет, тепри вар-хырăмпа аптăранă. Ватăсем ытларах сыпăсем ыратнипе нушаланаççĕ. Врач кашнинех тимлĕн итлет, чир-чĕрĕ вăраха кайнисене районти больницăра сипленме сĕнет. Хăшĕсем килĕшесшĕн мар, ун пек чухне врачăн пациента пур енлĕн ăнлантарса ӳкĕте кĕртме тивет. «Тĕрлĕрен пулать, — калаçăва тăсрĕ Марина Петровна. – Калăпăр, пĕррехинче чĕрепе учетра тăракан хĕрарăм офиса аран утса çитрĕ, хашкаса сывлать. Юн пусăмне тĕрĕслерĕмĕр, çав териех пысăк мар, анчах та пульс пĕчĕкленсех ларнă. Çийĕнчех Васкавлă пулăшăва шăнкăравлама тиврĕ, хĕрарăм сиплев курсĕ витĕр тухса лайăхланчĕ. Марина Петровна хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннă терапевт врач. Вăл кашни пациент хăйне мĕнле туйнине, ăна мĕн пăшăрхантарнине ыйтса пĕлет. Пурне те пулăшма васкать. Ман шухăшпа, тĕрĕсех суйланă вăл кăткăс та яваплă çак профессие. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, тӳсĕмлĕх кирлĕ чирлĕ çынна лăплантарма, тĕрĕс диагноз лартса сиплев палăртма. Марина Сорокина эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа сиплеме те пултарать. <...>
Галина ЗОТОВА. Хĕрлĕ Чутай округĕ, Штанаш
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











