Ял пурнăçĕ 11 (10395) № 26.03.2026
«Эпир — команда, пирĕн пĕр тĕллев»
Уписем 2024 çулта «Пинер» ТОС йĕркеленĕ. Пĕрлĕхе ертсе пыма Лилия Борисовăна шаннă. Паян вăл — редакци тĕпелĕнче.
Ял пуласлăхĕ хамăрта
«Туслăх, пĕр-пĕрне хисеплени тата пулăшса пыни пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума май парать», — калаçăва пуçланă май палăртрĕ Лилия Валерьяновна. Нумаях пулмасть «Красноармейски муниципалитет округĕнчи чи лайăх ял» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Сăмах май, ку тупăшăва округ пуçлăхĕ Павел Семенов пуçарнă. Ăна кăçал иккĕмĕш хут йĕркеленĕ. «Унта хутшăннисен йышĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, нумайрах пулчĕ, — терĕ Лилия Валерьяновна. — Эпир те тупăшăва тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр: ку таранччен пурнăçланă ĕçсене пур енлĕн кăтартма тăрăшрăмăр. Аллă çынран ытларах пурăнакан ялсен хушшинче мала тухрăмăр, 1,5 млн тенке тивĕçрĕмĕр. Тупăшу пĕрлехи вăйпа ял сăн-сăпатне лайăх енне улăштарма май пуррине çирĕплетрĕ». Кăçал Упи ялĕн тĕп стадионне тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă. Унта ГТО лапамĕ пулмалла. Çапла вара Трак енре пурăнакансем Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» нормативĕсене хамăр тăрăхрах пурнăçлама тытăнĕç. Иртнĕ çул «Упи паттăр» этнокомплекс тума тытăннă. Малашлăхра, Лилия Валерьяновна палăртнă тăрăх, пилĕк гектар йышăнакан об±ект туристсене илĕртмелли вырăн пулса тăмалла. Этнокомплексра ремесла мастерскойĕсем, тимĕрçĕ лаççи, пекарня, сăра вĕретекен цех ĕçлĕ. Çавăн пекех экстрим, зиплайн, тюбинг трассисене, хăна çурчĕ хута ярĕç, тĕрлĕ фестиваль, уяв, наци кĕрешĕвĕн ăмăртăвĕсене ирттермелли лапамсем пулĕç, Çветтуй Георгий ячĕллĕ часавай лартĕç. Çапла майпа Мăн Çавал çыранĕ вăй-хала çирĕплетмелли тата пушă вăхăта усăллă ирттермелли вырăн пулса тăрĕ. Купель ăсталанă Уписем Кăшарни умĕнхи каç Мăн Çавал юхан шывĕн çыранĕнче Тĕлĕнтермĕшсем тăвакан Николай ячĕпе купель уçнă. Халĕ вăл кĕлĕ вуласа чунсене тасатмалли, вăй илмелли, канлĕх тупмалли таса вырăн пулса тăнă. Çак ятпа йĕркеленĕ уява халăх йышлă пуçтарăннă. Савăк мероприятие Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов хутшăннă. Сăмах май, ку об±ект Лилия Борисовăна «Пинер» ТОС ертӳçине суйланă хыççă пуçăннă ĕçсенчен пĕри. Вăл пуçарнипе ялти хастарсем Таса Турă амăшĕ çуралнă ятпа Упире лартнă чиркӳ настоятелĕпе Александр протоиерейпа тĕл пулнă. Унпа Мăн Çавал хĕрринче купель хута ярассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Турă çынни пил панă хыççăн ĕçе пуçăннă. Чи малтанах купель вырăнне палăртнă, унти хăрнă йывăçсене, çӳп-çапа тасатнă. Уписем пĕлтĕр те «Красноармейски округĕнчи чи лайăх ял» конкурса хутшăннă, виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Парне пек панă укçапа купель тума усă курнă. «Пĕрлехи вăйпа темĕн тума та пулать иккен, — терĕ Лилия Валерьяновна. — Строительствăна ял çыннисем, Николай Степанов предприниматель, Красноармейски округĕн депутачĕ Юрий Васильев, Упири психоневрологи интернатĕнче пурăнакансем пысăк тӳпе хыврĕç. Малашне çут çанталăк ытамĕнчи çак вырăнта кашниех чун канлĕхĕ тупма пултарĕ». Хӳтĕлев тетелĕсем çыхаççĕ Упи тăрăхĕнчен ятарлă çар операцине 19 çын хутшăнать. «Пинер» ТОС хастарĕсем çĕршыв хӳтĕлевçисене пулăшас тĕллевпе «Парăс» ача сачĕн пĕр пӳлĕмĕнче мастерской уçнă. Унта хӳтĕлев тетелĕсем хатĕрлеççĕ, окоп çуртисем шăратаççĕ, çăм арласа нуски çыхаççĕ. Аллă ытла çын эрнере икĕ хутчен гуманитари пулăшăвĕн пунктне пухăнать. Хастарсем икĕ сменăпа вăй хураççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсене Галина Порфирьевăна, Клавдия Петровăна, Альбина Осиповăна, ыттисене те унта курма пулать. «Пирĕн çар çыннисене пулăшас тĕллевсем пысăк. Кашниех пĕрлехи сумлă ĕçе хăйĕн тӳпине хывма тăрăшать», — терĕ Лилия Валерьяновна. Иртнĕ кунсенче Уписем ятарлă çар операцине черетлĕ хут гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов Уписен ыр кăмăллăх ĕçне пысăк хак панă. «Эсир чăн-чăн патриотсем, хĕрӳ чĕреллĕ çынсем, пирĕн салтаксене çĕнтерĕве çывхартма, киле ыррăн-сыввăн таврăнма пулăшатăр. Сирĕн ĕçĕр пархатарлă. Эсир пурте ырă ята тивĕç», — тенĕ вăл. Пушă вăхăтра та пĕрле Упире Ял кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак уяв ялйышпа пĕрле иртнĕ вăхăтсене аса илнипе, чĕрене çывăх çынсемпе тĕл пулса кăмăла çĕкленипе, тăван тăрăх илемĕпе киленнипе çыхăннă. «Эпир çулленех утă уйăхĕн пуçламăшĕнче стадионта пухăнатпăр, — сăмахне малалла тăсрĕ пĕлĕшĕм. — Уяв «Яшсемпе хĕрсем спортпа тăнăç пурнăçшăн» чĕнӳпе иртет. Праçнике кашнинчех çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшатпăр. Пĕлтĕр ăна Упи ялĕн 725 çулхи юбилейне халалларăмăр. Пирĕн уява Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево хулинчи спорт шкулĕнче бокс ăсталăхне туптакан ачасем килчĕç, Леонид Спиридонов тренер патĕнче каратэ енĕпе ăсталăхне ӳстерекенсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Чăваш эстрада юрăçисем савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç». Уявра, сăмах май, Упи ял тăрăхĕн тĕрленĕ карттин хаклавĕ иртнĕ. Ку ĕçе пурнăçлассишĕн Ирина Иванова тата ытти тĕрĕçĕ чылай вăй хунă. Ял çыннисем пушă вăхăт тупăнсанах Йĕпреçри психоневрологи интерначĕн Упири филиалĕн спортзалне васкаççĕ. Унта тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ. «Акă нумаях пулмасть волейбол енĕпе «Уют монтаж» тата филиал командисен хушшинче юлташла тĕл пулу иртнĕ. Халĕ Кулăш кунне паллă тума хатĕрленетпĕр», — каласа кăтартрĕ Лилия Валерьяновна. «Пинер» ТОС ертӳçипе унăн хастарĕсем пысăк тĕллевсемпе пурăнаççĕ. «Эпир Упи территори уйрăмĕн администрацийĕпе, общество организацийĕсемпе пĕр тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Календарьти паллă кунсене пĕрле паллă тăвасси, ĕçтешсен çавра кунĕсене уявласси йăлана кĕнĕ. Çивĕч ыйтусене сӳтсе явма та «çавра сĕтел» тавра пухăнатпăр. Пирĕн тăрăхра чăваш халăхĕн ырă йăли — Ниме — анлă сарăлнă. Вăл ялсене илемлĕрех тума пулăшать. Юр ирĕлсе пĕтсен, тавралăх типсен субботниксем йĕркелеме пуçлатпăр, тăван ен татах та капăртарах пултăр тесе тăрăшса ĕçлетпĕр, — терĕ Лилия Борисова. — Эпир пĕр команда, пирĕн пĕр тĕллев». Йышлă çемьере çитĕннĕ Лилия Борисова Упи ялĕнче çуралнă, виçĕ ачаллă çемьере ӳснĕ. Ашшĕ Валерьян Зиновьевич Ленин ячĕллĕ колхозра «хурçă ут» çӳретнĕ. Каярахпа «Красноармейская» строительство организацийĕнче тăрăшнă, магистральлĕ газ пăрăхĕсен станцийĕсене тума хутшăннă. Кун-çулĕн пысăк пайне тракторпа ĕçлесе ирттернĕскер паян кун та алăран руль ямасть. «Тимĕр тусĕпе» ял-йыша тĕрлĕ ĕç туса парать. Амăшĕ Альбина Николаевна Вăрнар тăрăхĕнчи Енĕш хĕрĕ пулнă. Упири «Парăс» ача садĕнче вăй хучĕ. «Хальхи вăхăтра атте те, анне те — тивĕçлĕ канура, — терĕ Лилия. — Пирĕн çемьере виçĕ ача. Пичче Николай мана кулленхи ĕçре пысăк пулăшу кӳрет: сĕнӳ-канашпа та, спонсор пек пулса та. Унăн пурнăçĕнче спорт пысăк вырăн йышăнать. Вăл Владимир Фролов тренер патĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăсталăхне ӳстернĕ, Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕреннĕ. Вăл — Чăваш Енĕн виçĕ хут чемпионĕ. Республикăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Раççей чысне хӳтĕленĕ. Каярахпа Çĕрпӳри аграрипе технологи техникумĕнче механика, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерне вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх аграри университетĕнче бухгалтери учечĕ, анализ тата аудит енĕпе ăс пухать. Çав вăхăтрах Мускавра вăй хурать. Унăн фирми строительство енĕпе тăрăшать. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас тĕллевпе тăтăшах ыр кăмăллăх ĕçĕсене хутшăнать, салтаксен çемйисене май килнĕ таран тĕрев пама тăрăшать. Аппа Полина çемйипе Канашра пурăнать. Вăл — пилĕк ача амăшĕ. Мăшăрĕ Андрей ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕлет». Лилия Упи шкулĕнчен вĕренсе тухнă, сутуçă профессине алла илнĕ. Кун хыççăн икĕ аслă шкулта вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра лавккара тăрăшать. Мăшăрĕпе Александр Борисовпа тату пурăнаççĕ. Александр Витальевич чылай тапхăр кĕпер тăвакансен организацийĕнче монтажникра ĕçлет. Вĕсем виçĕ ачана ура çине тăратассишĕн тăрăшаççĕ: Карина, Камилла, Ваня. Асли Канашри медицина колледжĕнче вĕренет, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ пуласшăн.
Юрий БОРИСОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











