Тантăш 11 (4980) № 19.03.2026
Ача-пăча кĕнекин эрни
Кĕнеке — чи çывăх та шанчăклă тус. Вăл яланах çĕннине, ырра вĕрентет, тавра курăма, ăс-тăна аталантарать, шухăшлама хистет. Ача-пăча кĕнекин эрни шкул çулне çитменнисемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк уяв. Пĕрремĕш хут ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, 1943 çулхи пуш уйăхĕнче, Мускаври Колонна залĕнче йĕркеленĕ. Çĕршывшăн йывăр вăхăтра та аслисем пĕчĕккисене савăнăç парнелеме май тупнă. Унтанпа вара ача-пăча кĕнекин эрнелĕхне кашни çул мĕн пур ялхуларах ирттереççĕ.
КĔНЕКЕÇĔ СĂНАРНЕ ХАТĔРЛЕНĔ
Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркеленĕ уява ытларикун Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче уçрĕç. «Раççейĕн кĕнеке мозаики» ятпа иртнĕ уява çыравçăсем, кĕнекеçĕсем, библиотекарьсем, пĕчĕк вулакансем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Ăна кăçал Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене, Ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркеленнĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Вăл республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енре хаваслă» проектпа килĕшӳллĕн иртрĕ. Кĕнеке уявĕ «Суварята» ача-пăча ансамблĕ лартнă хаваслă ташăран пуçланчĕ. Вăл чăваш, вырăс, тутар тата ирçе ташшисене пĕрлештерчĕ. Çавăн пекех «5 Октав» студи солисчĕсем илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Иртнĕ çулхи пекех кăçал та интереслĕ куравсем йĕркелерĕç. Вулама юратакан ачасем маларах Кĕнекеçĕ сăнарне хатĕрлесе ятарлă конкурса хутшăннă. Вĕсенчен пуян курав йĕркеленĕ. Унта чăваш, тутар, пушкăрт тата ытти халăх Кĕнекеçисене курма пулчĕ. Наци литературин куравĕ те ĕçлерĕ. Кĕнеке тусĕсем çыравçăсенчен автограф илчĕç. Библиотека ĕçченĕсем ытти лапамра та ачасем валли кăсăклă ĕçсем тата квест-вăйăсем хатĕрленĕ.
ВУЛАВĂША ИКĔ ПИЧЧĔШĔПЕ ÇИТНĔ
Уявра республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин чи нумай кĕнеке вулаканне те палăртрĕç. Вăл Шупашкарти 20-мĕш шкултан, виççĕмĕш класра вĕренет. Таня Савельева çулталăкра 108 кĕнеке шĕкĕлченĕ. Ăна чи нумай кĕнеке вуланине çирĕплетекен сертификатпа чысларĕç. Çавăн пекех вăл «АнимаТус» анимаци студийĕнче пĕлӳ илме май паракан сертификата та тивĕçрĕ. Вăл унта сценари çырма, декорацисем ăсталама тата мультфильмсем валли персонажсем хатĕрлемешкĕн вĕренме пултарать. Хĕрача Ача-пăча библиотекипе пĕчĕкренех туслă. Ăна вулавăша малтан амăшĕ илсе килнĕ. Ун чухне хĕр пĕрчи çулталăкра çеç пулнă. Вăл унта икĕ пиччĕшĕпе пĕрле пынă. Таня — нумай ачаллă çемьерен. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, паян чылай шăпăрлан аллинче мĕн пĕчĕкрен гаджет Алена Павловна вара ачисене кĕнекепе туслаштарать. Ку енĕпе вĕсене Ачасемпе çамрăксен библиотекин пуян фончĕ пулăшать. «Эпир пĕчĕккисене аталантаракан, ӳкерчĕксемлĕ тĕрлĕрен кĕнеке илеттĕмĕр. Вĕсем пире хăвăрт вуламашкăн вĕренме, кайран асра юлнине каласа кăтартма пулăшрĕç. Эпир çавăнтанпа пĕр вĕçĕм библиотекăна çӳретпĕр, пушă вăхăтра ялан кĕнекесем вулатпăр», — каласа кăтартрĕ Таньăн амăшĕ.
ШКУЛ АЧИСЕМ ТЕ АЙККИНЧЕ ЮЛМАÇÇĔ
Библиотека директорĕн çумĕ Наталия Мисина республикăри ытти вулавăшра та Ача-пăча кĕнеке эрни уçăлассине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Ачасемпе çамрăксен библиотекинче каникул вăхăтĕнче чăваш тата акăлчан чĕлхисене вĕренмелли клубсем ĕçленине аса илтерчĕ. Асăннă вулавăшра «Добро.Центр» аван ĕçлет. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма библиотека тата прокуратура ветеранĕсен канашĕ сакăр ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркеленĕ. Пулăшăва 1251-мĕш чăваш полкне, «Атăл» тата «Сăр» батальонĕсене илсе çитернĕ. Ку ĕçе шкул ачисем те хастар хутшăннă. Вĕсене прокуратура ветеранĕсен канашĕн председателĕ, çар çапăçăвĕсен ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Анатолий Иванов тата юстицин аслă канашçи, прокуратура ветеранĕ, ятарлă çар операцийĕн волонтерĕ Николай Муллин Тав çырăвĕпе чысларĕç. Михаил Кормишин тата Данила Прохоров вара «Фронта пулăшнăшăн» медале тивĕçрĕç. Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки çуркуннехи каникула хаваслă ирттерет. Вăхăта усăллă та интереслĕ йĕркелеме пулăшакан тĕл пулусем, вăйăсемпе квестсем, ăмăртусемпе викторинăсем, юмах каçĕсем шăпăрлансене эрнипех пуçтараççĕ. Кĕнеке тусĕсем çыравçăсемпе те тĕл пулаççĕ. Çуркуннехи каникул усăллă та интереслĕ тата асра юлмалла ирттĕрччĕ.
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











