Комментари хушас

26 Пуш, 2026

Çамрăксен хаçачĕ 11 (6610) № 26.03.2026

«Манăн та акăш евĕр ташлас килетчĕ»

СВЕТЛАНА БЕЛОВА — ПРОФЕССИЕ ЧУНТАН ПАРĂННĂ ÇЫН. ВĂЛ ВĂЙНЕ, ПУЛТАРУЛĂХНЕ ХАЛĂХ ТАШШИНЕ АТАЛАНТАРМА ХАЛАЛЛАНĂ, ÇЫНСЕНЕ ЧĂВАШ КУЛЬТУРИПЕ ПАЛЛАШТАРАССИШĔН ТĂРĂШАТЬ. ЧĂВАШ ПАТШАЛĂХ ЮРĂПА ТАШĂ АНСАМБЛĔНЧЕ 30 ÇУЛ ТĂРĂШНĂСКЕР ХАЛĔ ВАГАПОВСЕН ЯЧĔЛЛĔ АЧА-ПĂЧА АНСАМБЛЬНЕ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ.

Майя Плисецкаяран тĕслĕх илнĕ

Светлана Николаевнăн ашшĕпе амăшне — Вăрмар каччипе Сĕнтĕрвăрри хĕрне — Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ пĕрлештернĕ. Тамара Изосимовна артисткăра ĕçленĕ, Николай Васильевич водительте тăрăшнă. 1976 çулта мăшăрăн хĕр çуралнă. Светлана çулталăкра чухне, шел те, Николай Гурьев çĕре кĕнĕ. Ачапа пĕччен тăрса юлнă амăшне çăмăл пулман. Хĕрне килте хăварма май килменнипе ĕçе илсе çӳренĕ. Светлана мероприятисенче, концертсенче малти ретре ларнă, артистсен пурнăçне шал енчен курнă, пĕчĕкрен искусство илемне ăнланса ӳснĕ. «Мана пурте паллатчĕç, эпĕ те кашнине сăнран пĕлеттĕм. Йăлтăркка япаласене юрататтăм, кокошниксене тăхăнса пăхаттăм, эрешсем çакса яраттăм. 6 çулта телевизорпа Раççей халăх артисткине Майя Плисецкаяна куртăм. Шурă кĕпеллĕскер сцена çинче акăш евĕр çӳренине куç илмесĕр сăнарăм. Килте унăн сăн ӳкерчĕкĕсем те пурччĕ, вĕсене ялан пăхса лараттăм. Балерина пек чĕвен тăрса ташлама хăтланаттăм. Анне çакна асăрхатчĕ. Пĕрре ача-пăча коллективĕн концертне пăхнă чух пĕчĕк «чĕпсене» асăрхарăм, сарă тумлă шăпăрлансем тĕлĕнмелле илемлĕ пăркаланчĕç. «Манăн та ташлас килет», — терĕм аннене. Вăл мана пионерсен керменĕнчи халăх ташшин ансамбльне çавăтса кайрĕ. Нинăпа Арслан Вагаповсем ачасене пысăк зала пуçтарчĕç, музыкăна туйма пĕлнине тĕрĕслерĕç. Суйлав витĕр ăнăçлă тухнăшăн питĕ савăнтăм. Малтанлăха йывăртарахчĕ, вăхăт иртнĕ¬ çемĕн хăнăхрăм. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне Хусанти фестивале кайрăмăр, тĕрлĕ хулари ачасен пултарулăхĕпе килентĕмĕр. Екатеринбург хулинчи сцена çине «Орлята Чапая» ташăпа тухрăмăр. Эпĕ унта пĕрремĕш хут Арслан Степанович вĕрентнĕ «Поджатые» ятлă питĕ кăткăс трюк тунăччĕ. Унашкаллисене пĕр ташăра 16-ран пуçласа 32-ччен пурнăçлаттăм. 4-мĕш класра пире «Артек» ача-пăча лагерьне ячĕç. Кантăмăр, фестивале хутшăнтăмăр, Хура тинĕсре шыва кĕтĕмĕр, тĕрлĕ çĕршыври ачасемпе паллашрăмăр. Индирен килнĕ пĕр хĕрпе туслашнăччĕ. Ытти наци костюмĕсене тăхăнса пăхрăмăр, пĕр-пĕринпе ылмашăнтăмăр. Акăлчанла япăх пĕлнĕрен алăсемпе ăнлантараттăмăр. Çав тери телейлĕ туйнăччĕ ун чухне. Аслăрах ушкăнăн Венгрие кайма тӳр килнĕччĕ. Пире Мускаври тĕрлĕ с˜езда тăтăшах чĕнетчĕç, Украинăри Львовра та сахал мар пулнă. Ансамбль Чăваш Енре те, регион тулашĕнче те чапа тухнăччĕ», — пуçларĕ калаçăва Светлана Белова. Сценăшăн тунсăхланă Светлана шкул хыççăн çĕвĕç ĕçне алла илес тĕллевпе Шупашкарти 23-мĕш училищĕне вĕренме кĕнĕ. «Мĕншĕн ун чухне артист профессине суйламаннине халĕ те ăнланмастăп. Анне çĕлеме юрататчĕ, пир татăкĕсенчен илемлĕ халатсем, блузкăсем, кĕпесем янтăлатчĕ. Ăна пăхса эпĕ те çак ĕçе кăмăлланăччĕ. Пĕчĕкрен пуканесем валли кĕпесем ăсталаттăм», — аса илчĕ хореограф. Училищĕрен вĕренсе тухсассăн Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертӳçи Юрий Васильев, пултаруллă хĕре сахал мар курнăскер, сцена çине таврăнма сĕннĕ. Ташăшăн тунсăхланăскер шухăшласа тăмасăрах килĕшнĕ. «Балет артистĕнче 20 çул ĕçленĕ тапхăрта пĕтĕм тĕнчене тенĕ пекех çаврăнса тухрăмăр. Ăçта кăна пулман-ши? Америкăра, Японире, Тайваньре, Бельгире, Голландире, Испанире, Италире, Францире, Польшăра, Португалире, Аслă Британире… Ку асран кайми туйăм. Кашнин хăйĕн культури, йăли-йĕрки. Тĕнче фестивалĕсенче Чăваш Ене нумайăшĕ пĕлместчĕ. Эпир мĕншĕн вырăс тумĕсемпе пулманнине ăнланмастчĕç. Пирĕнпе паллаштарнă чухне Чăваш Республики Мускавпа Хусан хушшинче вырнаçнине пĕлтеретчĕç. Çул çӳревсенче тĕрлĕ çемьере пурăнаттăмăр: хăнасене, уйрăмах артистсене, киле кĕртекенсем сумлă шутланнă. Мексикăри фестивале кайсассăн ырă мăшăр патне лекрĕмĕр, вĕсен ывăлĕпе туслашрăмăр, чылай вăхăт çыхăну тытрăмăр. Кашни çул çӳревре çĕнĕ çынсемпе паллашаттăмăр. Сцена çине Александр Ангаровăн ташшисемпе тухаттăмăр. Пĕчĕк ташă 3-4 минута тăсăлать тĕк хореографи сюити — 9 минут ытла. Ушкăнпа та, пĕччен те ташланă. Кашни кунах репетициччĕ. Эпĕ трюксем тăвакан артистсен йышне кĕнĕрен хусканусене питĕ тĕрĕс пурнăçламаллаччĕ, кашни элемента вун-вун хут тума тиветчĕ. Хăш-пĕр чухне ирех килсе çĕрле каяттăмăр. Унсăр пуçне диетăна пăхăнмаллаччĕ. Пĕрре чĕркуççи сыппине суранлатнăччĕ, чылай вăхăт сиплентĕм. Пăтăрмах сахал мар пулатчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ балет артисчĕсене спортсменсемпе танлаштараççĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ Светлана Николаевна. Артист вăхăчĕ 20 çула кăна тăсăлать, çавăнпа 40-рен иртсессĕн Светлана Николаевна репетиторта, каярах коллективăн илемлĕх ертӳçинче ĕçленĕ. Вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче 30 çул вăй хунă. Пулас мăшăрĕпе те унтах паллашнă. Балет артисчĕпе Андрей Петровпа 2008 çулта çемье çавăрнă, вĕсем икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Сцена çине те пĕрле сахал мар тухнă, тĕслĕхрен, куракансен чĕрисене Арслан Вагапов хатĕрленĕ «Юрă çунаттисем çинче» постановкăпа тыткăнланă. Ачалăхри ансамбле чĕртсе тăратнă 2021 çулта Светлана Николаевнăпа упăшкине 10 çул каялла ĕçлеме пăрахнă ача-пăча ансамбльне çĕнĕрен пуçарса яма сĕннĕ. Светлана Беловăпа Андрей Петров ĕçтешĕсем пулăшнипе тĕллеве пурнăçлама пултарнă. Ансамбле юратнă педагогсен ятне панă — Арсланпа Нина Вагаповсен пултарулăхĕ çĕнĕ вăйпа хĕмленме пуçланă. «Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕн малтанхи директорĕ Елена Николаева пире пӳлĕм уйăрса пачĕ. Ача-пăча халăх ташшин ансамблĕ уçăлни пирки пĕлтерсессĕн тӳрех 60 ытла ача килчĕ. Вĕсене 4 ушкăна пайларăмăр. Коллективра туслă лару-тăру хуçаланать. Сцена хыçĕнче хăвăрт тумланмалла чухне ачасем пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Ертӳçĕ ĕçĕ çăмăл мар, яваплă. Ачасен «хумĕнче» пулмалла, шӳтлеме, кулма пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Яланах çирĕп ыйтни ташлас кăмăла хуçма пултарать. Пĕчĕк ташăçăсене хавхалантарма çул çӳревсем йĕркелеме тăрăшатпăр. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе Хусана, Йошкар-Олана, Мускава кайса килтĕмĕр. Нумаях пулмасть Костромара пултăмăр. Хулари мероприятисене, уявсене тăтăшах хутшăнатпăр. Чăваш Акатуйĕнче те ташланăччĕ, Çамрăксен театрĕн артисчĕсемпе пĕрле пĕрре мар сцена çине тухнă. Ачасен куçĕсем «çунаççĕ», кашни сăмаха ăша хываççĕ. Çăмăлах мар пулсассăн та алă усмаççĕ. Пирĕн репертуарта — чăваш тата вырăс ташшисем. Вĕсем валли костюмсем саккас паратпăр. Малтан эскиз хатĕрлетĕп, мĕн кирлине ăнлантаратăп, команда хăйĕн ĕçне пурнăçлать. Кунта мана юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçленĕ опыт та, çĕвĕç пĕлĕвĕ те пулăшаççĕ. Ачасем классикăллă балета 10-13 çулсенче алла илме тытăнаççĕ пулсассăн халăх ташшине 8-9 çулсенчех вĕренеççĕ. Ку пĕрре те çăмăл мар. Ура вĕçĕсене тăсма, чĕркуççисене хуçлатма, çурăма тытма пĕлмелле. Хальхи ача-пăча кутамккапа çӳрет, телефонран хăпаймасăр нумай ларать. Ашшĕ-амăшне те ывăл-хĕрĕн çурăм тӳрĕлĕхне сăнама ыйтатпăр. Унсăр пуçне тĕрĕс апатланни те пĕлтерĕшлĕ. Нумайăшĕ сиенлĕ çимĕçе çăвара хыпать. Ытлашши виçе ташлама чăрмантарать, чĕрене те йывăр килет. Ансамбле çӳрени дисциплинăна хăнăхтарать, хăйсене тытма вĕрентет. Кĕçĕннисем занятие эрнере — 2, аслисем 3 хут çӳреççĕ. Ташăсене ача-пăчан ӳсĕмне, ăсталăхне кура хатĕрлетпĕр, кама мĕн юрăхлă пулнине ăнланатпăр. Манăçа тухнисене чĕртсе тăрататпăр, Вагаповсен ташшисене те çĕнететпĕр. Пурин те сюжет çук, хăшĕсем — илем валли, теприсем хусканусен ăсталăхне кăтартма кирлĕ. Хитре кулма та вĕрентетпĕр», — сăмах çăмхине сӳтрĕ балетмейстер. Светлана Николаевнăн килĕнче те юрату хуçаланать. Кĕçĕн хĕрĕ Вагаповсен ячĕллĕ ансамбльте ташлать, асли çемьеллĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть Светлана Беловăпа Андрей Петров кукамайпа кукаçи пулса тăнă. «Мирослава ӳкерме те юратать. Унпа килте те ташăсене сӳтсе яватпăр, ĕçĕ-хĕле палăртатпăр. Мария та ача чухне ташлама çӳрерĕ, Вероника Арисовăн «Сингл» ушкăнĕнче юрларĕ», — терĕ хĕрарăм. Светлана Беловăпа Андрей Петров ансамбле вăйлатас ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Çулсем иртсессĕн унăн ячĕ Чăваш Енре кăна мар, Пĕтĕм Раççейĕпе янăрасса шанаççĕ. Сăмах май, Светлана Николаевна 2022 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Чăваш Республикин Культура министерствин, Патшалăх Канашĕн хисеп хучĕсене, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата ыттине тивĕçнĕ. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.