Хресчен сасси 11 (3100) № 25.03.2026
Çынсен пуçарăвĕ – аталану никĕсĕ
Иртнĕ эрнере республикăра «Кăтарту пур!» форум иртрĕ.
Унта республика Правительствин тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» командин 5 çулти пĕрлехи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, партин Халăх программине кĕртме вырăнсенчен сĕнӳсем йышăнма пуçлассине пĕлтерчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» тата влаç органĕсем пĕр лава малалла туртнине, çынсен сĕнĕвĕсемпе пуçарăвĕсене уйрăм проектсене, объектсемпе пулăшу мерисен никĕсне хывнине, тупăш сахал илекен категорисене хӳтĕлемелли пулăшу майĕсене сарнине палăртрĕ.
— 5 çулти ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май халăх ыйтни пурнăçланни курăнчĕ. 3 пин ытла çухрăм çула çĕнетнĕ, 25 кĕпере юсанă, федерацин «М-12» трасси хута кайрĕ. Обществăн 200 ытла хутлăхне хăтлăлатнă, экологи тĕлĕшĕнчен ăнăçлă автотранспорт шучĕ енĕпе республика Раççейре — малта пыракансен ретĕнче. Промышленноç секторĕ маларах илмен пулăшăва — 27 млрд тенке — тивĕçрĕ, çавна пула производство калăпăшне 2,5 хут ӳстерчĕ. Медицинăн темиçе çĕр учрежденине çĕнетнĕ, спортăн 110 объектне тунă тата реконструкциленĕ, тĕслĕхлĕ 40 библиотека уçнă. Пурăнмалли вырăн 4,5 млн тăваткал метр ĕçе кĕртсе 90 пин çемье ыйтăвне татса панă, 10 пин пӳрте «кăвак çулăм» çитнĕ, çуртсене хутса ăшăтмалли тата шыв парса тăмалли тытăма модернизациленĕ. Яллă вырăнсенче пуçаруллă бюджет программипе 7 пине яхăн проекта пурнăçланă, 14 ача сачĕ тата 10 шкул турăмăр — инçете каймасăрах ку чухнехи çĕнĕ хатĕрсемпе усă курса вĕренме тытăнчĕç. Çитĕнӳ Чăваш Ен команди тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕрле тухăçлă ĕçленине кăтартса пачĕ, — терĕ республика Пуçлăхĕ.
— Пирĕншĕн чи малтан пурнăçламалли тĕллевсенчен пĕри — Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен çемйисене пулăшасси. Вĕсене тĕревлеме федерацин 159 саккунне йышăннă. Малти линире пирĕн салтаксемпе офицерсем хăйсен çемйисене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлсе тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир çĕнĕ программăна вĕсене пулăшмалли центрсене пысăклатассине, патриотлăх воспитанийĕ парассине кĕртме сĕнетпĕр, — терĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.
Сергей ЮРЬЕВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











