Комментари хушас

19 Пуш, 2026

Çамрăксен хаçачĕ 10 (6609) № 19.03.2026

Леонид Якубовича шăрттанпа хăналанă

КОМСОМОЛЬСКИ САЛИНЧЕ ПУРĂНАКАН АЛИНА АРТЕМЬЕВА ХĂЙĔН ТĔСЛĔХĔПЕ ЧЫЛАЙ ÇЫННА ХАВХАЛАНТАРАТЬ. НУМАЯХ ПУЛМАСТЬ ЯЛ ХĔРАРĂМĔ ПĔРРЕМĔШ КАНАЛĂН КĂЛАРĂМĔСЕНЕ ХУТШĂНСА КУРАКАНСЕН ЧĔРИСЕНЕ ТЫТКĂНЛАРĔ.

Кăрлач уйăхĕнче «Давай поженимся» телепроектра хĕрне Верăна пурнăç юлташĕ шырама пулăшрĕ. Çак кунсенче «Поле чудеса» хутшăнчĕ. «Телекурава лекесси çинчен нихăçан та шухăшламан. Ку маншăн тĕлĕнтермĕш пекех. Унта ӳкерĕнесси самант çеç, аса илӳсем пурнăç тăршшĕпе савăнтарĕç. Мăнукăмсене каласа памалли пулĕ», — палăртать Алина Артемьева.

Тăван яла туртăннă

Алина Варсонофьевна 1974 çулта Комсомольски районĕнчи Янкасси ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ Варсонофипе Таисия Чумаковсем 6 ачана çитĕнтерес, çутă малашлăх туса парас тесе колхозра тар тăкнă, çурт хăпартнă, ырми-канми ĕçленĕ. Сывлăх хавшанăран мăшăр çăмăл мар йышăну тунă: кĕçĕн хĕрĕсене Свердловск облаçне амăшĕн йăмăкĕ патне усрава янă. Хăйĕн ача пулманран Вера Сергеевна Маринăпа Алинăна хаваспах йышăннă. «Эпĕ шухă та чăрсăр ача пулнă тесе калатчĕç. Килте те лăпкă ларайман, ача садĕнчи йĕркене те пăснă: ыттисен кĕпе-йĕмне тăхăннă, çапăçнă. Кĕтессе тăратни те усси пулман: никам курман чухне чечексене хуç- са пĕтернĕ. Çăмăл пулманран шкула кайма вăхăт çитсессĕн Вера аппа мана тăван ене каялла янă. Çемьере ӳсни, чăн та, телей. Чухăнрах пурăннă пулсассăн та атте-анне çумра пулни йывăрлăхсене çĕнтерме май панă. Каярах аннен сывлăхĕ самай хавшарĕ, ăна пăхма тиврĕ. Вера аппа пĕрре çапла каланăччĕ: «Эсĕ ахаль макăрман, санăн чуну каялла туртăннă, аннӳ чирлессине туйнă пулас». Тăван яла таврăнсассăн чăвашла пĕлместĕмччĕ, касри ачасемпе выляса вĕрентĕм. Марина Свердловск облаçĕнчех çемье çавăрчĕ, икĕ ачана кун çути парнелерĕ. Вăл вырăсла калаçать. «Ют çĕрте мĕнлерехчĕ?» — тесе ыйтнăччĕ унран. Çапла хуравларĕ: «Эпĕ ачасене чуптумаллине те пĕлмен, хамăннисем çуралсассăн çеç чăн юратăва туйса илтĕм». Вера аппа Маринăна кирлипе тивĕçтернĕ, илемлĕ кĕпесем туянса панă, выçă лартман пулсассăн та анне ăшшине парайман. Çемье пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Аппасемпе, пиччесемпе çыхăну тытатпăр. Час-час шăнкăравлатпăр, мĕнпе апатланнинчен пуçласа ыранхи ĕмĕт-шухăш пирки таранах ыйтса пĕлетпĕр. Пĕр-пĕрне канашсем паратпăр, йывăрлăхсенче пулăшатпăр», — пуçларĕ калаçăва Алина Артемьева. Юрату юхан шыв пек Аслисене пулăшас тĕллевпе шкул хыççăн Алина Шупашкарти пĕр больницăра санитаркăна ĕçе вырнаçнă. «Юрăхлă тумтир пулманран пиччен шăлаварне тăхăнса хулана тухса кайрăм. Ĕçлеме тытăнсассăн чун кăшт лăпланчĕ. Канмалли кунсенче яла каяттăм. Пĕр кун кил еннелле утнă чухне пĕлĕше тĕл пултăм, мана мотоциклпа ăсатрĕ. Сăмах çăмхи сӳтĕлнĕ май çурт лартма пуçлани çинчен каласа пачĕ. «Ăçта пурăнасшăн эсĕ: ялта е хулара?» — ыйтрĕ хайхи. Шухăша кайрăм, хам та хуравне пĕлмерĕм. «Мана пĕрех», — терĕм. Çакăн хыççăн унпа урăх курнăçманччĕ, 4 çултан Петя мана çураçма килчĕ. 10 кунран туй турăмăр. Ачасем çуралчĕç. Виçĕ пепкене ӳстерме çăмăлах пулмарĕ. Çавах ура çине тăратрăмăрах, тивĕçлĕ воспитани патăмăр. Мăшăрăмăн алли ылтăн: электрика енĕпе те ĕçлет, стройкăра та ăста, маларах Мускавра каминсем тăватчĕ. Çемьене яланах кирлипе тивĕçтернĕ, çук тесе курман, ыйтнине тӳрех пурнăçланă. Тата акă мĕн: качча кайнă чухне эпĕ юрату пирки шухăшламан, пурнăç тăвас тенĕ. Ачасем çуралсассăн вăхăт пушшех çитместчĕ, ларса канма та май çукчĕ. Вĕсем çитĕнсе тăван йăваран тухса кайсассăн мăшăрăмпа иккĕн юлтăмăр. Çакăн чухне çеç ăнлантăм Петьăна епле юратнине. Вăл мана ку çурта кĕнĕренпе чечек пекех упрать. Паян та хитре эсĕ тет, юрату сăмахĕсем калать. Ывăлсене те пĕчĕкренех хĕрарăмсене хисеплеме вĕрентетчĕ. «Аннĕре йывăр йăттарма, аллине хура ĕçпе варалаттарма юрамасть», — тетчĕ. Шкулти пухусене кайсассăн ачасем мана эсĕ кунта чи илемли тесе савăнтаратчĕç. Мăшăрăмпа нумай çул пĕрле пурăнсан çакна ăнлантăм: юрату вăл тинĕс хумĕсем евĕр хĕрӳ туйăм мар — шăппăн юхакан шыв пек лăпкăлăх», — чунне уçрĕ хĕрарăм. Артемьевсен виçĕ ачи те ура çинче çирĕп тăраççĕ. Павел — ют чĕлхесен факультетĕнче, Вера юриста вĕреннĕ, Леонид тракторист ĕçне алла илнĕ. Пурте çемьеллĕ. Павелпа Леонидăн пĕрер ывăл — Родионпа Авдей, Верăн икĕ хĕр — Евăпа Оливия. Ывăлĕсем хулара пурăнаççĕ. «Юратнă ачасемпе, мăнукăмсемпе савăнса пурăнатăп, час-часах хăнана çӳретĕп, вĕсем те тăтăшах килеççĕ. Вера ялтах пурăнать, вăл çумра пулни чуна лăпкăлăх кӳрет. Уявсенче пĕрле пухăнатпăр, кафене е ресторана кайса ларатпăр, калаçатпăр, кулатпăр. Тĕл пулма май çук чухне шăнкăравлатпăр, видеоçыхăнупа усă куратпăр, интереслĕ самантсене ӳкерсе яратпăр», — калаçрĕ Алина Артемьева. Алина Варсонофьевна кил-çурта тытса пырать, çĕр çинче ĕçлеме юратать. Пахчара кĕл чечексем ӳстерет. Вĕсем чун киленĕçĕ пулнине пĕлтерет. «Ялта ман пек нумай чечек лартаканни çук та пулас — 100 тĕп. Малтан хĕрлисене çеç акаттăм, халĕ тĕрлĕ тĕсли те пур. Иртсе çӳрекенсем тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. «Санăн пахчу аякранах курăнать», — теççĕ. Теплицăсенче, пасарсенче хама килĕшекеннине шыратăп. Чĕрĕ мар чечексем те туянатăп, вĕсемпе киле илемлететĕп. Куç тӳрех кирлине «туртса» илет, мĕнле тĕс хăш тĕлте вырăнлă пулнине куратăп. Садра ĕçлеме юрататăп. Унта ачасемпе пĕрле лартнă пан улми, груша йывăççисем, хурлăхан, пилеш, хăмла çырли, чие, çĕр çырли, терн ӳсет. Кашни çулах пысăк тухăç илетпĕр», — пурнăçа илем кӳрекен япаласем çинчен сӳтсе яврĕ Алина Варсонофьевна. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Çурт тăррине хăпарма хăраман

Уйăх çурă каялла Екатерина Гагарина хăнăхнă пурнăçран пăрăнса Донбасс çыннисене пулăшма тухса кайнă. Ырă чунлă хĕрарăм ӳт-пӳ чăтăмлăхĕпе çирĕплĕхне тĕрĕслекен ĕçсене пурнăçланă: çурт тăррисене юсанă, шалти юсав тунă.

Арçынсемпе пĕр тан

Екатерина Гагарина пулăшу кĕтекенсене малашне те тĕрев пама хатĕр. Вăл Шупашкарпа Чăваш епархийĕн гуманитари миссине хутшăнать. Уншăн ку ыр кăмăллăх çеç мар, чун ыйтнине пурнăçлани. Екатерина пархатарлă ĕçсенчен унччен те юлман. Вăл ача çуртĕнчи шăпăрлансене пулăшса тăнă. Çын хуйхине чĕре çывăхне илекенскер Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă. Кунтах химипе механика техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. Вĕренсе тухсан таçта та ĕçленĕ. Сутуçăра та вăй хунă. Пĕр сăмахпа, хăйне шыранă. Донецкра Екатерина нуша курнисене социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ, Калинин ячĕллĕ больницăра ĕçленĕ. Кунсăр пуçне Авдеевкăри, Донецкри тата Ясиноватаяри ишĕлнĕ çуртсене хута яма хутшăннă. Çак çĕрсене халĕ волонтерсен пулăшăвĕ питĕ кирлĕ. Шупашкарти тата ун таврашĕнчи чылай чиркӳре доброволецсене шыраса пĕлтерӳсем çакнă. Пулăшăва Донбасра кăна мар, Белгородпа Курскра та кĕтеççĕ.

— Донбаса кайма тахçанах шухăшлаттăм. Майсем шырарăм, анчах кăлăхах. Хам тĕллĕн кайма тăнăччĕ. Инçе çула тухичченех ĕçрен кайма заявлени çыртăм. Чылай вăхăтлăха каяссине малтанах планласа хутăм. Кайма тăнă кун кăнтăрлахи апатчен шăнкăрав пулчĕ. Пĕлĕшрен Донецкра пулăшу кирли çинчен пĕлтĕм. Унччен маларах ăна майсем тупăнсан шăнкăравласа пĕлтерме асăрхаттарнăччĕ. Вăл мана ыр кăмăллăх сестрин телефон номерне пачĕ. Çыхăнтăм. Унран Вырăс православи чиркĕвĕн гуманитари миссийĕпе кайма май пуррине пĕлтĕм. Çав кунах çула тухрăм. Мускава автобуспа хам тĕллĕнех çитрĕм, тепĕр кун Донецка çул тытрăм. Мана вокзалта кĕтсе илчĕç. Малтан халăха социаллă пулăшу парассипе тимлерĕм, унтан — госпитальте, кайран стройкăра вăй хутăм. Пирĕн валли мĕн пур услови туса панă: пурăнмалли вырăнпа, апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ, çул укçи тӳлеççĕ. Апат-çимĕç, строительство хатĕрĕсене илсе килсе параççĕ, — волонтер ĕçне епле кӳлĕнни çинчен каласа пачĕ 37 çулти хĕрарăм. Хăюллăскер çурт тăррине хăпарма та хăраман.

— Авдеевкăри стройкăна каяс кăмăл пурччĕ, анчах та унта çитме йывăр, блокпостсем тăраççĕ. Прописка пуррисене е администраци ирĕк панисене çеç кĕртеççĕ. Унта эпир стройбригадăпа кайрăмăр. Хĕрарăмсенчен эпĕ тата повар кăначчĕ. Мана кухьнăра ĕçлеме илесшĕнччĕ. Манăн ыттисемпе пĕрле çуртсене юсас килетчĕ. Унта яма ыйтрăм — хирĕçлемерĕç. Ĕç питĕ килĕшрĕ. Унччен пĕлмен чылай япалана тума вĕрентĕм. Кунта опытсăррисем тĕрлĕ хăнăхăва алла илеççĕ. Ятарлă ăсталăх кирлĕ мар, пурне те вĕрентеççĕ. Эпир Никольское ялĕнчи чиркĕве кĕлĕ тума çӳреттĕмĕр. Вăл питĕ вăйлă шар курнă. Çула май Волновахăри тепĕр строитель патне кĕрсе тухнăччĕ. Кунтах хамăрăн ушкăнпа пĕрле асăнмалăх сăн ӳкерĕннĕччĕ, — малалла калаçрĕ Екатерина Гагарина. Ниçта та лăпкă мар Пархатарлă ĕçе ахаль çынсем, çавăн пекех пачăшкăсемпе чиркĕве çӳрекенсем те, хутшăнаççĕ. Стройкăра арçынсемпе тан хĕрарăмсем те тăрăшаççĕ. Ырă ĕçе вĕсем чун ыйтнипе тăваççĕ. Доброволецсем çурт тăррине юсаççĕ, урай сараççĕ, çутă, газ, ăшă сечĕсене çĕнетеççĕ, алăксемпе чӳречесене улăштараççĕ, маччасемпе стенасене штукатурка тăваççĕ. Строительствăна ертсе пыракан ĕçсен пахалăхне тĕрĕслесе тăрать. Халĕ доброволецсем Ясноватаяри, Мариупольти тата Волновахăри ишĕлнĕ çуртсене юсаççĕ. Ку хуласенче нумай çурт-йĕре аркатнă. Вĕсенче ытларах ватăсемпе сусăрсем, пĕччен хĕрарăмсемпе ачасем пурăнаççĕ. Пĕрисем тăван килне пăрахса хăвараймаççĕ, теприсем урăх ниçта та кайма пĕлейменнипе юлаççĕ. Чылайăшĕн кил-çуртне çĕнĕрен çĕклесе лартма укçа çук — никамран та пулăшу ыйтаймаççĕ. Халĕ вĕсен пурнăçĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килекен волонтерсем тĕрев кӳнипе улшăнма пултарать. Хăйсен вăхăтне тата вăйне шеллеменнисем çак ĕçе тума май пултарайманнисемшĕн çăлăнăç пулса тăраççĕ. — Паллах, тăвансем эпĕ Донбаса каяссине пĕлсен маншăн пăшăрханчĕç. Вĕсем кунта çав тери хăрушă тесе шухăшлатчĕç. Тĕрĕссипе, халĕ ниçта та лăпкă мар. Донецкра уйрăмах. Кунта тӳпере пĕрмай «кайăксем» вĕçеççĕ. Вĕсене ПВО тытăмĕсемпе çапса антараççĕ. Донецкра ытларах Киев районĕнчи ял-салана тустарнă. Хĕрарăмсен мăнастирне çĕмĕрнĕ. Авдеевкăри халĕ мĕнле лару-тăру пулнине куçпа курмалла. Хуларан нимĕн те юлман тейĕн. Пăхма шел. «Чĕрĕ» çуртсем питĕ сахал. Пур çĕрте те юсав ĕçĕсем ирттермелле, çуртсене кăна мар, инфратытăма та çĕнĕрен лайăхлатмалла. Хăшĕ-пĕри çапăçу вăхăтĕнче арканнă çуртсене юсама ятарласа отпуск илеççĕ. Ваттисене, сусăрсене, нумай ачаллисене пулăшаççĕ. Çакна пĕтĕмпех тӳлевсĕр пурнăçлаççĕ. Ĕçе юратса, чĕре ыйтнипе тăваççĕ. Çак кĕске вăхăтра пирĕн бригада пушăн 12-мĕшĕ тĕлне Ясноватаяри, Авдеевкăри тата Донецкри 140 çурта хута ячĕ. Госпитальте манăн ĕç вăхăчĕ сахалрахчĕ: 10 кун кăна. Медицина пĕлĕвĕ пулманран аманнисем патне çывăха яман пире. Эпир пӳлĕмсене тирпейлеттĕмĕр, тусанран шăлаттăмăр, туалетсене çăваттăмăр. Санпропускник витĕр тухсан пире операци умĕн аманнисене юнран тасатма, операци хыççăн инструментсене çума ирĕк паратчĕç, — паллаштарчĕ Чăваш Енрен Донбаса пулăшма кайнă хĕрарăм. <...>

Юлия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.