Хресчен сасси 10 (3099) № 18.03.2026
Кăçал укçа ытларах параççĕ
2026 çулта республикăра 43 наци проекчĕ малалла пурнăçа кĕрет.
Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата проект ĕçĕ-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕç. Унта хутшăннисем нацпроектсенчен тухса тăракан регион проекчĕсене 2025 çулта мĕнле тухăçпа пурнăçланине, вĕсем тĕлĕшпе йĕркеленĕ мониторинга пĕтĕмлетрĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн нацпроектсен иккĕмĕш тапхăрне республикăра та ĕçе кĕртеççĕ. РФ Правительствин проект офисĕ тата Федераци казначействи пĕлтĕрхи кашни квартала пĕтĕмлетнĕ тăрăх, нацпроектсен тĕллевĕсене пурнăçлас енĕпе Чăваш Ен çитнĕ чикĕ Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен маларах, федерацин Атăлçи округĕнче вăл 99 ытла процентпа танлашать. Иртнĕ çул регион проекчĕсене ĕçе кĕртме бюджетран 15,4 млрд тенкĕ, çав шутра федерацирен — 9,6 млрд, республикăран — 5,5 млрд, муниципалитетсенчен — 300 млн, куçарнă. Çав укçаран 14,2 млрд тенке касса витĕр кăларнă. Унăн пысăкрах пайне «Пурнăç инфратытăмĕ», «Çамрăксем тата ачасем», «Вăрăм та хастар пурнăç», «Çемье» проектсене пурнăçа кĕртме явăçтарнă. 43 наци проектне 2026 çулта пурнăçлассишĕн ĕç пырать ĕнтĕ. Вĕсемсĕр пуçне «Общество транспортне аталантарасси» регион проектне пурнăçлама тĕллев лартнă. Обьектсем тумашкăн 19,9 млрд тенкĕ уйăрма, пĕлтĕрхинчен 40,1% нумайрах, пăхса хунă. <...>
Анатолий СЕМЕНОВ.
♦ ♦ ♦
Юлташне хÿтĕлесе
Çĕмĕрле округĕнчи Юманай ялĕнче гварди лейтенанчĕн Антон Вакумовăн Паттăрлăх орденне ашшĕ-амăшне ĕмĕрлĕхех упрама пачĕç.
Владимир Путин Президент указĕпе килĕшӳллĕн унпа Антон Александровича çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн вилнĕ хыççăн наградăланă. Вăл Юманайра 2000 çулта çуралнă, Аçăмçырми шкулне пĕтернĕ хыççăн 2018 çулта Рязаньти аслă сывлăш-десант училищине вĕренме кĕнĕ. 2019 çулхи çу уйăхĕнче А.Вакумов курсант Мускавра иртнĕ Çĕнтерӳ парадне хутшăннă. Офицер ятне илсен службăна РФ Хĕç-пăшаллă Вăйсен Тĕп разведка управленийĕн спецназне пăхăнакан элита подразделенине — ятарлă тĕллевлĕ уйрăм 10-мĕш бригадине — лекнĕ. 2023 çулхи юпа уйăхĕнчен вăл ятарлă çар операцине хутшăннă. Хăйне тӳрех ротăра салтаксене тĕрĕс хушу паракан ăслă тата пуçаруллă командир пек кăтартнă. Унăн юлашки задачи юлташĕсемпе пĕрле Днепр юхан шывĕ урлă каçса Каховка çумĕнче çирĕпленсе ларасси пулнă. Ăна пурнăçланă чухне тăшман коптерĕ унăн ушкăнĕ çине сывлăша сирпĕтсе ямалли хатĕр пăрахнă. Антон юн юхтарса выртнă юлташне бинтпа çавăрса çыхнă чухне лешĕ каллех вĕçсе килнĕ те тепĕр бомба чăмтарнă. Ентешĕмĕр «вилĕм парнине» асăрхаса юлташне ӳчĕпе хупланă, анчах, шел те, 2024 çулхи раштав уйăхĕнче вилмеллех аманнă. <...>
Владимир ПЕТРОВ.
♦ ♦ ♦
Пирĕншĕн ака пуçланчĕ
Пахча çимĕçлĕх калча çитĕнтерме пӳртре е хваттерте хăш культурăсен вăрлăхне пуш уйăхĕнче акмалла? Республикăн Сад ĕрчетекенсен тата пахчаçăсен коммерциллĕ мар союзĕн правленийĕн председателĕ Светлана Кудрявцева хуравлать.
— Вĕсен шутĕнче — помидор, пылак пăрăç, баклажан, ир пулакан купăста. Пушăн 15-мĕшĕнчен — базилик. Петрушка маларах пулса çиттĕр тесе вăрлăхне ещĕке çак уйăх пуçламăшĕнчен акаççĕ. Тульккĕ ăна хушма çутă кирлĕ. Вăрлăха сутма эфир çăвĕ сĕреççĕ, çавна пула вăл хăвăрт шăтаймасть. Çу сийне ислентерме ăшă шывра 3 талăк тытмалла, ку хушăра ăна виçĕ хут улăштармалла. Ещĕкне чӳречерен хĕвел пайăрки ӳкекен сулă çине лартмалла. Вăрлăхĕ 7-10 кунран шăтать. Калчана малалла çитĕнтерме теплицăна е парника куçарса лартаççĕ. Кăларнă чухне тымарне суранлатасран асăрханмалла.
— Светлана Николаевна, пӳртре е хваттерте калча ӳстерме ака уйăхĕнче хăш ӳсен-тăран вăрлăхне варăнтармалла?
— Лутра çитĕнекен помидорăнне — ака уйăхĕн çурринчен тытăнса вĕçĕччен. Калчине пахчари уçă лаптăка 40-45 кунран кăларса лартмалла. Çĕршывăн кăнтăр енчи регионĕсенче уçă лаптăкра çитĕнтерме помидор вăрлăхне пӳртре е хваттерте пуш уйăхĕн варринчех акаççĕ. Калчине çу уйăхĕнче пахчари уçă вырăна е ака уйăхĕнче хутса ăшăтакан теплицăна куçараççĕ. Каярахпа ăна кунтан кăларса уçă вырăна варăнтараççĕ. Халĕ вăтам вăхăтра пулса çитекен тата хура кĕркунне пуç тăвакан купăста калчине çитĕнтерме вăрлăх акма юрать. Ăна тăпрана варăнтариччен шыва ярса 10-12 сехет шӳтермелле. Стакана пĕр чей кашăкĕ чухлĕ пыл ямалла. Шӳтерсе кăларнă хыççăн вăрлăха кăшт типĕтмелле, ещĕке е контейнера тăпра тултармалла, ăна шыв сапса шӳтернĕ хыççăн çеç акмалла. Вăрлăх речĕсен хушши 3-4, вăрăсен хушши 1,5-2 см пулмалла. Кĕскен: пирĕншĕн ака пуçланчĕ. Çапах та хăяр, кабачок, патиссон, кавăн, ытти культура вăрлăхне акма иртерех-ха. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











