Комментари хушас

17 Пуш, 2026

Хыпар 17 (28432) № 17.03.2026

Автоçулсем такăр пулччăр

Асфальт хĕл каçа та сиенленнĕ, çурхи шыв-шур вара ăна пушшех аркатать, çавна май Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура çулсене юсас ыйтăва тишкерни вăхăтлă та, вырăнлă та.

Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров регионти çулсен тăршшĕ 12 пин километртан та иртнине аса илтерчĕ. Хĕл юрлă пулнине кура вĕсене пăхса тăракан организацисен талăкĕпех ĕçлеме тивнĕ, халь вара шăтăк-путăка саплас ĕçе кӳлĕнмелле. Çурхи ейӳ тапхăрĕнче автотрассăсен чылай сыпăкне шыв илме пултарас хăрушлăх пур та — вĕсем тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк пулмалла. Унашкаллисен шутĕнче министр «Энĕш» çулăн Тăвай округĕнчи, «Калинино — Патăрьел — Елчĕк», ытти çулсен сыпăкĕсене асăнчĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама механизациленĕ авари бригадисене, хăйăр, вак чул хатĕрленĕ. План-график палăртнă. Сăмах май, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен йăлана кĕнĕ йĕркепе йывăр транспорта çулсем çине тухма чараççĕ. Ку асфальт управлăхне тивĕçтерме кирлĕ. Чару ака уйăхĕн 28-мĕшĕччен вăйра пулĕ. Тĕрĕссипе, çак юсав ĕçĕсене хĕллех пуçарнă, шăтăкпутăка якатма сивĕ, шăратнă асфальтпа усă курнă. 5 пин тăваткал метр çинчи сиенленнĕ вырăнсене сапланă. Ку ĕç малалла пырать. Юсава анлăн пуçармалли вăхăт та çывхарать. Асфальтăн япăхнă çиелти сийне улăштарасси çанталăка кура çу уйăхĕнче пуçланмалла. Çулсен 49 километрне йĕркене кĕртмешкĕн çул-йĕр организацийĕсемпе контрактсем тунă ĕнтĕ. Çав шутра М-7 çулăн Кӳкеçпе Горький пăрăнчăкĕ хушшинчи сыпăкне те юсамалла, ку ĕçе «Воддорстрой» компание шаннă. Çулсем çинчи разметкăна çĕнетесси вара ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланĕ. Максим Михайлович пайăррăн палăртрĕ: кăçал ку ĕçе термопластпа усă курса пурнăçласшăн. Вăл сăрă пек мар — вăрах упранать, разметка пахалăхĕ те пысăкрах. Çул-йĕр фончĕ кăçал 12 миллиард тенкĕпе танлашать — рекорд шайĕнче. Министр республика урлă иртекен М-12 автомагистраль строительстви валли материалсем турттарнă май сиенленнĕ трассăсене йĕркене кĕртесси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Ĕçсене çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласшăн. Регион влаçĕсем çине тăнине кура Мускав çакăн валли 2,6 миллиард тенкĕ уйăрнă. Юсав — икĕ çуллăх, чăннипе вара ĕçсене кăçалах вĕçлесшĕн. Министр палăртнă тăрăх, кун пирки подрядчиксемпе калаçнă — пĕри те хирĕçлемен, палăртнине пурнăçламашкăн пĕтĕм вăйне пама хатĕр. «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн çулсем валли уйăракан укçа та кăçал иртнĕ çулхинчен пысăкрах — 1,2 миллиард тенкĕ хушăннă, пĕтĕмпе 4,7 миллиард тенкĕпе танлашать. Ĕçсене çичĕ теçетке объектра пурнăçламалла. Тепĕр рекорд — республика хыснинчен пуçаруллă бюджет программипе çулсем валли уйăракан укçа виçи. «1,4 миллиард тенкĕ — çулсем тума çавăн чухлĕ укçа пăхса хăварни асăннă программа историйĕнче пулман», — терĕ министр. Апла пулин те Сергей Артамоновăн пурпĕр асăрхаттармалли тупăнчĕ: «Рекорд та рекорд тетпĕр. Анчах çакă хут çинче кăна ан юлтăр. Çурхи ейӳрен асăрханса шыв юххисен пăрăхĕсене хальлĕхе 40% кăна тасатни — сахал. Округсен пуçлăхĕсене шанатпăр, анчах пурпĕр вырăна тухса тĕрĕслемелле — айккинчи куçпа пăхса хаклани пăсмĕ». Çамрăксене аслă шкулсенче тĕллевлĕн вĕрентмелли квотăсене пурнăçлас ыйтупа ĕçлев министрĕ Алена Елизарова сăмах илчĕ. Вăл пĕлтĕр ĕç паракансенчен яшсемпе хĕрсене 2026-2027 вĕренӳ çулĕнче тĕллевлĕн вĕрентмелли заявкăсем йышăнас енĕпе федераци шайĕнчи программа старт илни çинчен каларĕ. Çамрăксем хамăр патра кăна мар, ытти çĕрти вузсенче те вĕренме пултараççĕ. Халĕ вара 2027-2028 çулсенчи тĕллевлĕ вĕрентӳ валли «Раççейри ĕç» платформа урлă заявкăсем йышăнмалли тапхăр пырать. Вăхăт нумай юлмарĕ — ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленет. Алена Геннадьевна ĕç паракансем хастарлăх кăтартманнине палăртрĕ. Халĕ вĕренме кĕрекенсем 2031 çулта тин диплом илеççĕ те — предприятисемпе организацисен ертӳлĕхĕ çапла вăрахлăх плансем тума ăнтăлни сисĕнмест. Вĕсен тивĕçлĕ информаци çителĕксĕррин витĕмĕ те пур-тăр. Вăхăт вара хăвăрт шăвать — ыранхи çинчен паян шухăшламалла. Хальлĕхе, шел те, аслă шкулсенче специалистсене тĕллевлĕн вĕрентмелли квота çуллен пурнăçланмасть. 2024 çулта 1016 вырăн уйăрнă — абитуриентсем 524-шне кăна йышăннă. Пĕлтĕр те квотăн çуррине яхăн пайĕпе çеç усă курнă. Хăйĕн пăшăрханăвне вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров та палăртрĕ — муниципалитетсем педагогсене тĕллевлĕн хатĕрлемелли квотăсемпе çителĕксĕр усă курнине цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Пĕлтĕр хуласемпе округсем 277 заявка панă, анчах 114-шне кăна тӳрре кăларнă. Улатăр, Патăрьел, Вăрмар, Шăмăршă округĕсем заявкăсем панă, анчах кайран вĕсене каялла илнĕ те — чăннипе «нуль» çинче ларса юлнă, пĕр çамрăка та педагог специальноçĕсемпе тĕллевлĕн вĕренме яман. Çак лару-тăру Сергей Артамонова та килĕшмерĕ. «Намăс вĕт! — терĕ вăл муниципалитетсен ертӳлĕхĕн ĕçне сивлесе. — Çынсене чĕнсе каланипе кăна инçе каяймăн. Хам Ял хуçалăх министерствинче ĕçленĕ чухне кашни муниципалитетра тĕл пулусем ирттереттĕмĕр, предприятисен ертӳçисем шкул ачисемпе курнăçатчĕç. Çынсем çук тесе мăкăртататпăр, кадрсене хатĕрлес енĕпе вара хамăр нимĕн те тумастпăр... Çапла хăтланса эсир яшсемпе хĕрсене тĕллевлĕн аслă пĕлӳ илмелли майсемсĕр хăваратăр. Кашни министерствăра ку енĕпе яваплă çынсем пур — вĕсем мĕн тăваççĕ?» Çапах канашлу кăмăллипе — наградăсемпе — вĕçленчĕ. Сергей Геннадьевич ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçин çумне — право управленийĕн пуçлăхне Лариса Силовăна тата ЧР Пуçлăхĕн секретариачĕн ертӳçине Александр Краснова патшалăх наградисем пачĕ, тав туса ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Николай НИКОДИМОВ.


Тăваткал метрсем: ытларах тата пахарах

Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залне хыпаланса кĕчĕ те — Аслă экономика канашĕн кĕçнерникунхи анлă ларăвне шӳтрен пуçларĕ: «Ватлăх савăнăç мар çав. Васкаса килтĕм те, ав сывлăш пӳлĕнет...» Кун йĕркинчи ыйту вара пĕртте шӳтлĕскер мар — патшалăхăн строительствăпа çыхăннă программисем 2025 çулта мĕнле пурнăçпаннине тишкерчĕç.

Строительство министрĕ Владимир Максимов палăртнă тăрăх, хăтлă хула хутлăхне йĕркелемелли программăпа килĕшӳллĕн тумалли объектсене суйласа илме халăха явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ — сасăлава 125 пин çын хутшăннă. 48 территорие хăтлăлатма 323 миллион тенкĕ уйăрнă. Вĕсем республикăн тĕрлĕ хулипе округĕнче вырнаçнă. Тĕп хулари Кăнтăр-хĕвел тухăç бульварĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Чиркӳ лапамĕ, Етĕрнери, Çĕмĕрлери, Канашри, ытти муниципалитетри объектсем — список вăрăм. Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнса çĕнсе илнĕ укçапа Канашри икĕ вокзал хушшинчи лаптăка хăтлăлатнă, Сĕнтĕрвăрринче Патша тăвне çĕнĕ сăн кĕртнĕ... Çĕрпӳре ĕçсем малалла пыраççĕ-ха. Кăçал Пăрачкавра ĕçлемелле. Виçĕ хулара тротуарсене юсаса йĕркене кĕртмелли проект та — халăх хапăл туса йышăннăскер. 68 пин тăваткал метр тротуар хывнă. Çав шутра 45 пинĕ — Шупашкарта. Ку ĕçе кăçал малалла тăсĕç — иртнĕ çулхинчен кая мар пулмалла. Ял-хулара йывăç-тĕм лартмалли çулленхи смотр-конкурс усси те пысăк. Пĕлтĕр 15 çĕнтерӳçе палăртнă, вĕсене пĕтĕмпе 736 пин тенкĕ тӳлесе хавхалантарнă. Кăçал, сăмах май, укçа виçи пысăкрах — 765 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Етĕрне тенĕрен, иртнĕ çул çак муниципалитет Республика кунне йышăнчĕ те — уява хатĕрленме уйăрнă 20 миллион тенкĕпе усă курса унта хăтлăх-тирпей енĕпе чылай ĕç тума пултарнă. Кăçал Шупашкарпа пĕрле Республика кунĕн хуçи — Шупашкар округĕ. Министр муниципалитета тивĕçлĕ укçана куçарса панине çирĕплетрĕ. Эппин, хăтлăх ĕçĕсене çывăх вăхăтрах пуçăнма май пулĕ. Паллах, тĕп хулара ĕç калăпăшĕ пысăк. «Çĕнтерӳ» астăвăм паркĕ сăн-сăпатне тĕпрен улăштарать. Унти ĕçсен пĕрремĕш тапхăрĕн хакĕ 437 миллион тенкĕпе танлашать. Унта ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халалланă скульптура та пулмалла. Йӳнĕ мар — 85 миллион тенке ларĕ. Анчах ку — шăпах тăкаксен кашни пусне хĕрхеннин вырăнсăрлăхĕн тĕслĕхĕ. Унăн проекчĕ пур, скульптурăна шăратса хатĕрлеме те пуçланă ĕнтĕ. Программа валли пĕлтĕр 1096 миллион тенкĕ уйăрнă. 1025 миллионĕпе усă курнă. Юлнă 70 миллион тенкĕ — тротуарсенчен тата Çĕрпӳре хăтлăх проектне туллин пурнăçлайманнине кура юлнă укçа. Çĕрпӳ тĕслĕхне уçăмлатнă май Владимир Михайлович подрядчик шанăçа тӳрре кăларманнине пытармарĕ. Ĕçсене пĕлтĕр вĕçлемелле пулнă — ĕлкĕреймен. Кăçал туса пĕтерĕç. Çак программăпа çыхăннă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май Сергей Артамонов пахалăх тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ — «кăлтăксем пулаççĕ». Унсăр пуçне территорисене хăтлăлатмалли конкурссене ытларах чухне пĕр муниципалитетсемех хастар хутшăнни палăрать. Ыттисем темшĕн юлхаврах. «Эсир çынсене хăтлă условисемсĕр хăваратăр. Хутшăнăр, хăвăрах килĕшĕ те — татах та татах хутшăнас килĕ», — терĕ Сергей Геннадьевич хастарлăхпа палăрман муниципалитетсен влаçĕсене сивлесе. «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа пирки те сăмах пулчĕ. 1841 проект, вĕсем валли 5 миллиард тенкĕ уйăрма пăхнă. «Çакăн чухлĕ проект нихăш регионта та çук. Çынсем хăйсен укçипе хутшăнас кăмăллă тăк — эпир хирĕçлеместпĕр», – «Ниме» усси пысăккине палăртрĕ премьер-министр. Ял территорийĕсем хыççăн хуласем те туртăнаççĕ. Пилĕк хула 288 пуçару тунă — ку хисеп çулталăкра ултă хут ӳснĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕр» программа пирки сăмах пуçарнă май Владимир Максимов хваттер, пӳрт ыйтăвĕ кашни çыншăн тĕп вырăнта пулни çинчен каларĕ. Программăра кашни çын пуçне тивекен пурăнмалли лаптăка 36,4 тăваткал метра çитерме палăртнă. Халĕ ку кăтарту 32,6 тăваткал метрпа танлашать. Тĕрлĕ категорие хваттерсемпе тивĕçтерме пĕлтĕр 1,6 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Çав шутра — тăлăхсем, нумай ачаллă, çамрăк çемьесем, ыттисем. Тăлăхсем тенĕрен, юлашки 5 çулта çак категорири 1801 çынна пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ — умĕнхи çакнашкал тапхăртинчен икĕ хут нумайрах. Тăлăхсем хваттер кĕтекен вăхăта 9 çултан 5 çул таран чакарма пултарнă. Нумай ачаллă çемьесем пирки те çавнах каламалла: 5-6 çул каялла вĕсем тăваткал метрсене 7 çул кĕтнĕ, халĕ çак ыйту 3 çултанах татăлать. 2026 çулта тăлăх 457 ачана тата нумай ачаллă 134 çемьене хваттерсемпе савăнтарма пăхнă. Республика хваттер туянма пая кĕрсе улталаннисен ыйтăвне татса парас енĕпе те çине тăрса ĕçлет. 2020 çултанпа 19 об±ект тĕлĕшпе 2,7 пин ытла çын прависене тивĕçтернĕ. Тĕп хулари «Кувшинка» микрорайонта юлнă икĕ çурт ыйтăвĕ те çывăх вăхăтра сирĕлмелле — çав об±ектсене кăçалхи утă уйăхĕн вĕçĕччен хута ярасшăн.

Николай КОНОВАЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.