«Пире романтика тата тÿпе илĕртетчĕç»
Çар службинче ирттернĕ çулсем унăн характерне, утас çулне йĕркелеме самаях пулăшнă. Сăмахăм Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн «Служу Отечеству» ансамблĕн ертӳçи, çар ĕçĕсен ветеранĕ, шалти службăн отставкăри полковникĕ Андрей Барабанов пирки. Салтак тивĕçне вăл 1982- 1984 çулсенче сывлăш-десант çарĕсенче пурнăçланă. Шăпа ăна Афганистана илсе çитернĕ. Каярах Андрей Юрьевич хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Тăван çĕршыва хӳтĕлес ĕçе халалланă — пушар хуралĕнче, Раççей МЧСĕн тытăмĕнче ĕçленĕ. Унăн пурнăçĕнче пултарулăх тата спорт пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Ачалăхпа çамрăклăх
Андрей Барабанов палăртнă тăрăх, пурнăçăн пуçламăш тапхăрĕ Сĕнтĕрвăрри хулинче иртни унра чăтăмлăха аталантарма пулăшнă. Çав вăхăта Андрей Юрьевич халĕ те асра тытать.
— Атăл ун чухне вăйлă юхатчĕ, шывĕ тасаччĕ. Эпир тантăшсемпе темиçе çухрăма парăнтарса тăтăшах Атăл хĕррине чупаттăмăр. Хула урамĕсемпе çуран çӳреме юрататтăмăр. Ун чухне хальхи пек транспорт пулман. Пурте çуран çӳретчĕç. Асрах-ха: юхан шыв хĕррине çуран чупса çитеттĕмĕр те ишме вĕренеттĕмĕр. Пире, пилĕк-ултă çулсенчи ачасене, яшсем шыва пăрахатчĕç. Эпир, унта лекнĕскерсем, паллах, хамăр пĕлнĕ пек чăмпăлтатнă, туххăмрах ишме вĕреннĕ. Аслăрах ачасен меслечĕ пулнă ку. Усси пурччĕ, мĕншĕн тесен çут çанталăк вăйĕпе хире-хирĕç тăнă чух çын хăйĕн пурнăçне упрама тăрăшать. Çырантан аякра чухне те шыв тыткăнĕнчен çăлăнас тесе ачасем тӳрех ишме вĕренетчĕç. Çак самантсем яланлăхах асра çырăнса юлнă. Виççĕмĕш класчен эпĕ Сĕнтĕрвăрринче вĕрентĕм, тăваттăмĕш класа вара Шупашкара куçрăм, — каласа кăтартрĕ вăл.
Нумаях пулмасть Андрей Барабанов Волгоградран килнĕ тăванĕ валли Сĕнтĕрвăрринче экскурси йĕркеленĕ, ачалăхри вырăнĕсене кăтартнă, унтанпа хула мĕн тери улшăннине асăрханă. Сăмахран, Патша сăрчĕ патĕнчи часавай паян пачах урăхла курăнать. Унта тахçан Андрей Юрьевичăн аслашшĕ Михаил Андреевич хуралта ĕçленĕ. Çак вырăна халĕ хăтлăх кĕртнĕ, купель çĕкленĕ…
Шупашкара куçсан Андрей Барабанов 33-мĕш шкулта вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă. Çăмăл атлетика енĕпе çитĕнӳсем тунă, футболла вылянă, баскетбол тата кĕрешӳсен секцине çӳренĕ, ДОСААФ обществинче парашютпа виçĕ хутчен сикнĕ — пур çĕрте те хăйне тĕрĕслес, таçта та ĕлкĕрес килнĕ.
— Спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе туслă пулни, паллах, мана малашнехи пурнăçра та, çар службинче те питĕ пулăшрĕ. Çав çулсенче сывлăш-десант çарĕсем çинчен ӳкернĕ фильмсем шухăша янăранах пулĕ ĕмĕтсемпе тĕллевсем тĕвĕленчĕç. Тата, паллах, тӳпе романтики — вăл пире хăйĕн патне туртрĕ, эпир юлташсемпе ВДВна лекме ĕмĕтленеттĕмĕр, — терĕ Андрей Барабанов. Ĕмĕт патне туртăнсан вăл пурнăçланатех.
Беларуçри шурлăхсенче хатĕрленнĕ
Андрей Барабановăн салтак пурнăçĕ «Лосвидо» вĕренӳ центрĕнчен пуçланнă. Вăл — Витебскри паллă сывлăш çар дивизийĕ. 1980-1990 çулсен пуçламăшĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче час-часах асăнакан дивизи Совет, ун хыççăн вара Раççей çар вăйĕсенче урăх пулман та ĕнтĕ. Шăпах вĕсем Афганистана пĕрремĕш кĕнĕ. СССР саланнă хыççăн дивизи йăлисене 103-мĕш уйрăм мобильлĕ сывлăшдесант бригадин çар çыннисем малалла тăсаççĕ.
— Эпир унта тăватă уйăх çурă пултăмăр. Шурлăхсенче хатĕрленеттĕмĕр. Паллах, ку вырăн Афган çĕрĕ çинчи пулăмсем валли марччĕ, — аса илчĕ Андрей Барабанов. — Эпĕ пулеметчиксен ротине лекрĕм. Вĕренӳ полкĕнче парашютпа сикрĕмĕр, çан-çурăма çирĕплетмешкĕн çын тӳсме пултарнă таран хăнăхтарусем пурнăçласа хатĕрленеттĕмĕр. Унтах Афганистанра çарта тăнисем те пурччĕ, вĕсем пире хăйсен подразделенийĕсене суйласа илме килнĕччĕ. Çавăн чухне пире интернационаллă тивĕçе пурнăçлама хатĕрленине ăнлантăмăр. Тĕрлĕ курс витĕр тухрăмăр. Бронетехникăпа «якатни» тата мĕне тăрать! Вăл сан çийĕн иртсе каять. Кун пеккине нихăçан та манмăн. Андрей Барабанов палăртнă тăрăх, вĕсен призывĕ хыççăн Афганистана яма Беларуç шурлăхĕсенче текех никама та хатĕрлемен.
— Пире Афганистана ТУ-154 самолетпа илсе çитерчĕç. Çамрăк боецăн курсне тухнă хыççăн кăвак берет, тельняшка пачĕç. Вĕçес умĕн пурте çак тума тăхăнтăмăр, вырăна çитсен вара пире урăх форма пачĕç, эпир ют тĕнчене лекрĕмĕр теме пулать. Самолетпа вĕçнĕ чухне иллюминатортан çав тусене пĕрремĕш хут асăрхарăм. Çĕр çине ансан пире пысăк мар «оркестр» кĕтсе илчĕ, туш янăрарĕ, — аса илӳ çăмхине тăсрĕ Андрей Барабанов. Е шăрăх, е сивĕ Афганистанра салтаксем çак çĕршыв тĕрлĕ хирĕçлеврен тăнине тӳрех асăрханă: вырăнти халăхсенчен пуçласа географи ландшафчĕ тата улшăнса тăракан çанталăк таранах. Андрей Барабановăн подразделенийĕ Кабул çывăхĕнчи аэродрома хуралланă. Унсăр пуçне çак çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче те çар ĕçĕсене хутшăнмалла пулнă.
— Çар операцийĕсене, тен, ытти подразделенипе танлаштарсан нумаях та хутшăнман пулĕ. Вĕсем тусем тăрăх 40 ытла килограмм тиеве пĕрле йăтса çӳренĕ. Аэродрома хуралланă çĕрте пирĕн полк командирĕ Александр Соловьевчĕ. Питĕ хисеплĕ çынччĕ вăл, çарта çеç мар. Ăна «душмансем» те хисеплетчĕç. Унран хăратчĕç темелле пулĕ. Пирĕн подразделенисем çар ĕçне е топливо турттарнă чухне хураллама тухсан вĕсем Витебск дивизийĕпе çапăçăва кĕме тăрăшмастчĕç, мĕншĕн тесен çакă мĕн патне илсе çитерессинчен хăратчĕç, — терĕ Андрей Барабанов.
Çар операцийĕсем пирки аса илнĕ май, Андрей Юрьевич пĕр самант пирки каласа парас терĕ:
— Хăш чухне пĕр пулăм та салтаксен шăпине татса параять. Çавăн пек аса илӳ манăн та пур. Пĕр операци вăхăтĕнче (унта шăпах полк командирĕпе пĕрле хутшăннăччĕ) эпир аяккарах кайса уçă вырăнта пĕчĕк палаткăра лараттăмăр. Сасартăк тусем çинчен минометран пеме тытăнчĕç. Çакăн валли вĕсем тĕттĕм вăхăт суйлатчĕç. Минăсем шăпах пирĕн подразделени вырнаçнă лагерьте çурăлатчĕç. Полк командирĕ йышăну турĕ, пурне те сапаланма хушрĕ. Палаткăна бронетехникăпа хупларăмăр, путăксем чавса хатĕрлерĕмĕр. Юрать-ха, вăхăтра ĕлкĕртĕмĕр. Хусканусене тĕрĕс шухăшласа тунăран никам та шар курмарĕ. «Нона-с» хăй тĕллĕн çӳрекен артиллери хатĕрĕсене хута янăччĕ. Вĕр çĕнĕскерсемччĕ вĕсем, тин çеç килнĕччĕ. Çав хатĕрсем пире минометран пенĕ вырăнсене хирĕç «хурав пачĕç». Кайран эпир тĕрĕслеме кайрăмăр та тăшмансен миномечĕсен юлашкисене тупрăмăр. Çапла 18-19 çулсенчи каччăсем хӳтĕленме пултарчĕç, — аса илет Андрей Барабанов.
Унсăр пуçне совет салтакĕсем Афганистанра çар ĕçĕсене пурнăçланă чухне çанталăкăн тĕлĕнмелле улшăнăвĕпе те тĕл пулнă. Панджшер провинцийĕнчи операци вăхăтĕнче тусем тăрăх кайнă чухне сивĕ сывлăшпа, юрпа тĕл пулнă, тӳреме тухсан вара шăрăха тӳсеймесĕр бушлат хывма тивнĕ. Çакă та палăрнă: подразделени киличчен ку территоришĕн этноса кура пайланнă виçĕ ушкăн çапăçнă. Совет салтакĕсем килсен вара вырăнти халăхăн пурнăçне тинех лăпкăлăх çитнĕ.
— Эпир «дембельччен» кашни куна шутлаттăмăр. Питĕ канăçсăрччĕ. Тăван енрен нумай пин çухрăм аякра чухне çамрăксем, паллах, килшĕн тунсăхлатчĕç. Пире гитара пулăшатчĕ, юрă çырса шăрантараттăмăр. Çар тивĕçне Афганистанра пурнăçлани пултарулăх енчен аталанма хавхалантарчĕ. Унта эпĕ çарти тусăма халалланă пĕрремĕш юрра хайларăм, — терĕ Андрей Барабанов. Килне вăл икĕ уйăх çурă юлса таврăннă, мĕншĕн тесен çартан каймалли кун çитсен те Афган çĕрĕ çинче çар операцине хутшăннă.










