Синкере сирес енĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлемелле
Чăваш Енре пуш уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярас, çавăн пекех ял-хулана çут çанталăк пушарĕсенчен хӳтĕлес енĕпе Пĕтĕм Раççейри командăпа штаб вĕренĕвĕсем иртнĕ.
Вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов регионти чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче старт панă. Çак вĕренӳ Раççей МЧСĕ ертсе пынипе иртнĕ.
«Васкавлă службăсем тата влаç органĕсем пĕрле çыхăнса ĕçлесен çурхи ейӳ тата пушар хăрушлăхĕн тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе яма май килĕ. Çак вĕренӳсем пирĕн управлени тытăмĕн тĕрĕслевĕ пулса тăраççĕ. Синкер сиксе тухас тăк питĕ хăвăрт тата ăнăçлă йышăнусем тумалла, çавăнпа вĕренӳ вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли майсене тĕрĕслесе пăхмалла», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Вăл çурхи шыв-шур тапхăрне хатĕрленес ĕçе хăй тĕрĕслесе тăрать.
Сергей Артамонов вĕренӳре патшалăхăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас енĕпе ĕçлекен тытăмĕн управлени органĕсемпе вăйĕсен ĕçне хак парассине пĕлтернĕ. «Кăçал юр питĕ нумай, çавăнпа хăрушлăх та пысăк. Çурхи ейӳ тапхăрне питĕ тĕплĕ хатĕрленмелле. Гидротехника сооруженийĕсен техника тăрăмне хак памалла, шыв юхса каякан вырăнсене çӳп-çапран тасатмалла тата ытти те. Хальлĕхе юр нумай, тасатма, пăр касма йывăр, çапах çак ĕçсене пурнăçламаллах. Халăха та чĕнсе калас килет. Çынсен хăйсен пурлăхне страховани тумалли пирки те манмалла мар», — тенĕ вăл.
Вĕренĕвĕн пĕрремĕш кунĕнче васкавлă службăсем çурхи ейӳ вăхăтĕнче сиксе тухакан синкерĕн сиенне пĕтерес енĕпе мĕн тума пултарнине тĕрĕсленĕ. Çăлавçăсем шыв илнĕ вырăнсенчи халăха мĕнле пулăшнине, вăхăтлăха урăх çĕре еплерех куçарнине кăтартса панă. Çавăн пекех — пăр айне анса кайнă çынсемпе техникăна мĕнле кăларнине те. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн аэромобиль ушкăнĕсем вĕренӳ вăхăтĕнче пăр каснă — çакнашкал ĕçе çурхи шыв-шур тапхăрне хатĕрленнĕ май ирттереççĕ. Унсăр пуçне чрезвычайлă лару-тăрăва пула пурлăхне çухатнă çынсене финанс пулăшăвĕ кӳмелли майсене те сӳтсе явнă, çак тĕллевпе вĕсен заявлени памаллине палăртнă, çав шутрах — Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та. Иккĕмĕш кунхине вара çăлавçăсем вăрман пушарĕ тухсан, вăл çывăхри ялсем çине куçас хăрушлăх пулсан хăйсем мĕн тума пултарнине кăтартса панă. Çакнашкал вĕренӳсем васкавлă службăсен ĕç ăсталăхне ӳстерме пулăшаççĕ.
www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем










