Ял пурнăçĕ 9 (10393) № 12.03.2026
Трак ен пики — Любовь Игнатьева
Çут тĕнче хĕл ыйхинчен вăраннă чух тавралăх илемĕ туллин куç умне тухать. Çак тапхăра «Трак ен пики» конкурс тата та хитрелетет. Çирĕпленнĕ йăлапа тупăшу кăçал та иртрĕ.
Красноармейски салинчи культура çуртĕнче йĕркеленĕ илем уявне пухăннисене Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн Трак енри уйрăмĕн ертӳçи Роза Николаева саламларĕ, конкурса хутшăнакан пикесене ăнăçу сунчĕ. Унтан культура çурчĕн менеджерĕ Надежда Филиппова тупăшура хăйсен ăсталăхне тата пултарулăхне кăтартма хатĕрленнĕ хĕрсене сцена çине йыхравларĕ. Тăваттăн вĕсем: Упи тăрăхĕнчи Диана Иванова, Красноармейски салинчи Эмилия Соленова, Алманчри Юлия Петрова, Кĕçĕн Шетмĕри Любовь Игнатьева. Конкурс пилĕк тапхăрпа иртрĕ. Чи малтанах хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Унтан вĕсен ăс-хакăлне тĕрĕслерĕç. Виççĕмĕш тапхăр пултарулăх конкурсĕ пулчĕ. Хыççăн чиперккесем чăваш халăх апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлнине тата чăваш тумĕн илемне кăтартрĕç. Тупăшу хĕрӳ иртрĕ. Пикесен ăсталăхне сумлă жюри хак пачĕ. Çак йышра Красноармейски округĕн администрацийĕн культура пуçлăхĕ Анастасия Александрова, «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» Трак енри координаторĕ Ирина Валентинова, «Раççей Чăваш пики — 2025» конкурса хутшăннă Агния Егорова, Красноармейски округĕнчи Общество палатин членĕ Павел Смирнов пулчĕç. Конкурса хутшăннă пикесем тĕрлĕ номинаци çĕнтерӳçисем пулса тăчĕç. Упи территори уйрăмĕнчи «Пинер» ТОС хастарĕ Диана Иванова — «Пултаруллă пике», Алманч вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Юлия Петрова «Сăпайлă пике» ятсене тивĕçрĕç. Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕ Эмилия Соленова «Вице Трак ен пики» пулса тăчĕ. Трак вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Любовь Игнатьева «Трак ен пики — 2026» ята çĕнсе илчĕ. Кăçалхи конкурс çĕнтерӳçине «Раççей Чăваш пики — 2025» конкурса хутшăннă Агния Егорова куçса çӳрекен тухья тăхăнтартрĕ. «Эпĕ мала тухма пачах та ĕмĕтленмен. Манран та маттур хĕрсем пуррине малтанах туйрăм, — хумханса пĕлтерчĕ Любовь. — Çапах та пуçа усмарăм, конкурсăн пилĕк тапхăрĕнче те хама тивĕçлĕ кăтартма тăрăшрăм. Сăмах май, эпĕ иртнĕ çул та тупăшăва хутшăннăччĕ, «Хӳхĕм пике» ята çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал çĕнтерни вара маншăн, чăннипех те, кĕтменлĕх пулчĕ. Хамăн ята илтсен чĕре кăртлатса тапма пуçларĕ». Хĕре конкурса хутшăнма Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн директорĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Ирина Козлова хавхалантарнă. «Санăн хăвăн пултарулăхна кăтартма, тăван тăрăха чунтан юратнине çирĕплетме май пур. Хутшăн, чĕре хушнине итле. Ăнăçу сунатăп», — терĕ вăл, — пĕлтерчĕ Любовь. — Сцена çинче чухне те унăн тĕревне туйса тăтăм, вăл ман çине шанса пăхни кăмăл-туйăма çирĕплетрĕ. Çавăн пекех Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн менеджерне Валентина Петровăна, юлташсене, тăвансене тав тăватăп. Вĕсем те мана нумай пулăшрĕç». Любовь туслă та ĕçчен çемьере çитĕнет. Хĕрача пĕчĕкрен ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшать. Шкулта лайăх вĕренет. Уйрăмах ăна чăваш чĕлхипе тăван ен культури килĕшеççĕ. Тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнать. Спортпа та туслă. Хĕр палăртнă тăрăх, тăрăшулăх тата ĕçченлĕх ăна конкурсра çĕнтерме пулăшнă та ĕнтĕ. Илем конкурсĕн программине Красноармейскинчи культура çурчĕн менеджерĕ Надежда Филиппова хатĕрленĕ. Уява та хăех Виталий Егоровпа пĕрле ертсе пычĕ. Сасă операторĕсем Алина Ласкеевăпа Евгений Небытов пулчĕç. Конкурса хутшăннă хĕрсене ташă ăсталăхне Красноармейскинчи культура çурчĕн хореографĕ Алиса Владимирова вĕрентнĕ. Фойере ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Уяв хăнисем Карайри кану центрĕн ертӳçин Любовь Платоновăн тата «Трак ен — кедр тăрăхĕ» проект авторĕн Светлана Мефодьевăн ĕçĕсемпе кăмăлласа паллашрĕç. Уява Николай Яковлев, Наталия Григорьева юрăçсем, Красноармейскинчи культура çурчĕ çумĕнчи Алиса Владимирова ертсе пыракан «Взгляд» ташă ушкăнĕ юрăташăпа пуянлатрĕç.
Мария РОМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Пурнăç телейĕ — юратнă ĕçре
Çын çĕр çине савăнса пурăнма килет. Телей кăшăлне мĕнрен çавăрасси вара хăйĕнчен килет. Васнар ялĕнче пурăнакан Анатолий Сидоров: «Кун-çул чуппипе киленсе пурăнма юратнă мăшăр, çемье тата ĕç кирлĕ», — тет.
Анатолий Иванович 1946 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Васнарта çуралнă. Красноармейски шкулне вĕренсе пĕтерсен комсомол путевкипе Çĕнĕ Шупашкара хими комбинатне çĕклеме тухса кайнă. 1965 çулта салтак ячĕ тухнă. Çартан таврăнсан Анатолий Сидоров Альметьевск хулинчи физкультура техникумне вĕренме кĕнĕ. Унтан Чулхулари педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Анатолий Сидоров малтан Яманак шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçленĕ. 1983 çулта ăна Красноармейски шкулне куçарнă. Унта вăл тивĕçлĕ канăва тухсан та 2020 çулччен вăй хунă. 49 çул ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентнĕ. Педагогикăри çитĕнӳсемшĕн вăл «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Халăхра вĕçен кайăк та, хапха юпи те мăшăрлă теççĕ. Çыннăн та пурнăçа хăраххăн ирттермелле мар, çемье çавăрса йăха малалла тăсмалла. Анатолий Иванович 1971 çулта Красноармейски хĕрĕпе Галина Николаевнăпа мăшăрланнă. Кил хуçин арăмĕ чылай çул Красноармейски райповĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. 1984 çулта газ уçлакан станцие куçнă, унта 2007 çулччен — тивĕçлĕ канăва тухиччен — вăй хунă. Сидоровсем икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Надеждăпа Инна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Унтан 2001 çулта иккĕшĕ те Мускаври кооператив институчĕн Шупашкарти филиалĕнче юриста вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Надежда Анатольевна Красноармейски район судĕнче судья çумĕ пулса ĕçлет. Унăн икĕ ывăл. Кирилл — педагог, ачасене истори вĕрентет. Илья Красноармейски шкулĕнче 7-мĕш класра пĕлӳ пухать. Инна Анатольевна çемйипе Мускавра тĕпленнĕ, банкра вăй хурать. Ачисем Димăпа Александра — куç тулли савăнăç. Дмитрий пушар хуралĕнче вăй хурать. Александра 11-мĕш класра вĕренет. Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе хĕрĕсем те, мăнукĕсем те пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупнă. Анатолий Иванович — лайăх кил хуçи. Пӳрт-çурт çĕкленĕ, сад-пахчара йывăç-тĕм ӳстернĕ, ачисене çут тĕнче парнеленĕ. Мăшăрĕпе 55 çул килĕштерсе пурăнаççĕ, кил хуç- алăхне çирĕп тытса пыраççĕ. Ентеш «Ял пурнăçĕ» хаçатпа туслă, кашни номерпе тĕплĕ паллашать.
Мария РОМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











