Комментари хушас

12 Пуш, 2026

Чăваш хĕрарăмĕ 9 (1437) № 12.03.2026

«Малти линири салтакшăн сухари те чĕре сури»

Тĕнчере тĕлĕнмелле ырă кăмăллă çынсем пур: вĕсен чунĕ иксĕлми çăл куç пекех тапса тăрать. Патăрьелте пурăнакан Светлана Михайлова шăпах çавнашкаллисен йышĕнчен. Вăл чапшăн та, хисепшĕн те, пурлăхшăн та çунмасть. Унăн тĕп тĕллевĕ — Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш салтаксене пулăшасси.

Чун пуянлăхĕ иксĕлми

Çак шухăш Светлана Михайловăн асăннă хирĕç тăру пуçлансанах çуралнă. Тулли мар мобилизаципе ывăлĕн Герăн та неонацистсене хирĕç кĕрешме кайма тивсен вăл ĕçе пикеннĕ. Çĕршыв хӳтĕлевçисен урисем хĕлле шăнасран нускисем çыхма пуçланă. Çипне вырăнти пĕр ял хуçалăх пĕрлешĕвĕнче дояркăра тăрăшакан Любовь Раськинăпа пĕрле туяннă. Пĕччен-иккĕн вăй хунипе нумай ĕç пурнăçлаймастăн, çавăнпа хăйсемпе пĕр шухăшлисене тата явăçтарнă: Валентина Пыркина, Любовь Селендеева, Галина Алякина пански йĕпписене хĕлле те, çулла та алăран вĕçертмен. Сăкăтра, Каншелте, Анат Чакăра пурăнакансем те ырă ĕçе кӳлĕннĕ.

— Педагогика колледжĕнче пĕрле вĕреннисенчен те пулăшу ыйтма тиврĕ. Вĕсем 10 пин тенкĕ куçарса пачĕç, унпа тӳрех çип туянтăм та нуски çыхма валеçсе патăм. Эпĕ хам ятарлă машинкăпа усă куратăп, — терĕ хĕрарăм хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Светлана Валерьевнăна ятарлă çар операцине хутшăнакансене ытларах та ытларах пулăшас шухăш канăçсăрлантарнă. Çулла 40 бройлер ӳстерсе Çĕнĕ Шупашкарти волонтерсен «Солдату из дома21» ушкăнне кайса панă. Маларах 45 банка тăварланă хăярпа помидор, пахча çимĕç илсе çитернĕ. Унти волонтерсен тĕслĕхĕпе, вĕсем панă рецептсемпе усă курса юлташĕсемпе пĕрле салтаксем валли типĕтнĕ пахча çимĕçрен яшка хатĕрлеме шухăш тытнă.

— Малтанах питĕ хăрататчĕ, пултараймассăн туйăнатчĕ. Иртнĕ çул пан улми ăнса пулчĕ. Чи малтан ăна компот валли типĕтрĕмĕр, курага, хура слива хушрăмăр. Продукцие Леонид Кузнецов фермер салтаксем патне илсе кайрĕ. Унтан типĕтнĕ пахча çимĕçрен яшка хатĕрлессипе ĕçлеме тытăнтăмăр. Эпир борщ турăмăр, ăна «СВОи Батыревский район» волонтерсенчен Курск тăрăхне ăсатрăмăр. Халĕ вĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Салтаксем вĕри шыв ярсан 10 минутра пиçекен апата питĕ килĕштернине пĕлнĕ хыççăн тата хавхаланса ĕçлеме тытăнтăмăр. Пахча çимĕç типĕтекен хатĕр тата та кирлине пĕлсен Кивĕ Катекри Ольга Кувшинова хăйĕнне илсе килчĕ. Сăмах май, килтине ывăл Гера туянса пачĕ. Халĕ тăватă аппаратпа ĕçлетпĕр: иккĕшĕ ман патра, тепĕр иккĕшĕ — Люба Раськинăра. Кĕркунне çынсем çĕр улми, кишĕр, сухан нумай илсе килчĕç. Туçаран Владимирпа Фаина Бельдековсем, кӳршĕри Александрпа Наталия Кляжевсем, Валентина Семенова, Владимир Паймуллин çемйи, Анат Туçари Леонид Кузнецов фермер, Кивĕ Катексем Ольга Кувшиновăран парса янă. Çак вăхăтра Турханти Анатолий Кольцов та ял халăхĕнчен пуçтарнă пахча çимĕçе яшка хатĕрлемешкĕн пама пĕлтерсе районти волонтерсен ушкăнĕсенче çырнăччĕ. Анчах эпир вăй çитереймесрен шикленнипе хамăр пирки пĕлтермерĕмĕр. Паян вара пурте кирлĕ. Иртнинче салат тумашкăн кишĕре лавккаран туянтăмăр, — терĕ Светлана Валерьевна.

Яшка хатĕрлемешкĕн çĕр улмипе кишĕре, хĕрлĕ кăшмана çумалла, шуратмалла, унтан пĕçермелле. Лайăх сивĕннĕ хыççăн тин терка витĕр кăларса типĕтекен хатĕре хумалла — ĕç çителĕклех.

Пулăшу çĕнтерĕве çывхартать

— Типĕтнĕ пахча çимĕçрен хатĕрленĕ яшкана Шупашкарта пурăнакан ывăл çисе пăхрĕ те тутлă пулнине каларĕ. «Эсир пахча çимĕçе мĕнпе теркăлатăр?» — тесе ыйтрĕ. Эпир ку ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланине пĕлтертĕмĕр. Çакăн хыççăн вăл электричествăпа ĕçлекен аппарат туянса пачĕ. Халĕ ĕç çăмăлланчĕ, — терĕ Любовь Раськина калаçăва хутшăнса.

Апат тутă тыттăр тесен какай та кирлĕ. Кунта ятарлă çар операцине тĕрлĕ наци çынни хутшăннине те шута илмелле. Сысна какайне округри пĕр цех парать, лашанне уйрăм çынсем ырă кăмăлтан илсе килеççĕ. Чăх ашне лавккаран туянаççĕ. Иртнинче пĕр ял хуçалăх пĕрлешĕвĕнче тăрăшакансем какай валли укçа пухса панă. Аш-какая та пĕçернĕ хыççăн кăна авăртса типĕтеççĕ. Пур продукци те типсе çитсен пысăках мар целлофан хутаçсене тултараççĕ. Иккĕн çеç ĕлкĕрме йывăррипе Валентина Пыркинăпа Маргарита Портновăна пулăшма чĕнеççĕ.

— Менюна ерипен пуянлатса пыратпăр: пăрçа яшки те хатĕрлетпĕр. Вăл тутлăрах пултăр тесе тĕтĕмленĕ чăх какайĕ хушатпăр. Укроп, петрушка çулла нумай типĕтсе хунăччĕ, анчах вĕсем те пĕтрĕç. Лавккаран е интернет урлă туянатпăр. Пăтă та хатĕрленĕ май кĕрпесене интернет-лавккасенче саккас паратпăр. «Солдату из дома21» ушкăнри волонтерсем ссылкисене ярса параççĕ. Вĕсем тахçантанпах ĕçленĕрен хăшĕн пахалăхĕ лайăхраххине пĕлеççĕ, — тет Светлана Михайлова кăмăллăн калаçнă май.

Маттур хĕрарăмсем тăварланă хăяра та, лимонпа чей курăкĕсене те типĕтме вĕренсе çитнĕ.

Ятарлă çар операцийĕнчи малти линири салтаксем апата 3-4 кунлăх пĕрле илеççĕ, анчах вĕсен эрне е унран та нумайрах тытăнса тăма тивет. Кун пек чухне апат-çимĕçе дронпа илсе кайса параççĕ. Çӳлтен ывăтнă чухне типĕ яшка тултарнă хутаçсем çурăлма пултараççĕ. Салтаксем ыйтнипе Светлана Михайловăпа ăна пулăшакансем çимĕçсене ятарлă хутаçпа, ваккуматорпа усă курса та тултарнă. Асăннă хатĕре те хăйсем туяннă. Çăкăр та типĕтеççĕ вĕсем. «Çар хушăвĕсене пурнăçлама кайсан сухари те салтакшăн чĕре сури», — теççĕ.

— Маншăн халĕ ют ача çук, пурте — хамăрăн. Вĕсене пулăшас, кăштах та пулин хавхалантарас килет. Эпир ăшă кăмăлпа хатĕрленĕ апат тăшмана çĕнтерме вăй хуштăр салтаксене, — терĕ Светлана Валерьевна сыв пуллашнă май.

Ольга ПАВЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.