Комментари хушас

5 Пуш, 2026

Ял пурнăçĕ 8 (10392) № 05.03.2026

Пĕрлехи вăйпа тăрăшнин ĕçĕ курăмлă

Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов муниципалитетăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2025 çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ тата кăçалхи ĕç-хĕл тĕллевĕсене палăртрĕ. Анлă канашлăва Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов хутшăнчĕ.

Павел Семенов пĕлтĕрхи çул округшăн ăнăçлă аталанмалли тапхăр пулнине палăртрĕ. Тĕп кăтартусенчен пĕри — бюджета 4,7 млн тенкĕ ирттерсе пурнăçлама пултарни. Пĕрлехи бюджетăн тупăш пайĕ 26,4 процент ӳснĕ. Вăл пирвайхи хут 1 млрд та 34 миллион тенкĕпе танлашнă. Хамăрăн тупăшсем 29 процента яхăн хăпарнă. Çын пуçне тивекен тупăш — 17638 тенкĕ. Ку ĕç укçине те ӳстерме май панă: иртнĕ çул Трак енре пурăнакансен шалу вăтамран 23,3 процент хăпарнă, 65649 тенке /республикăра — иккĕмĕш кăтарту/ çитнĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем вăтамран 55637 тенкĕ илнĕ. Ӳсен-тăран отраслĕнче те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе те кăтартусем курăмлă. Иртнĕ çул Трак енсем 13534 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтернĕ, 60 пин тоннăна яхăн тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 44 центнерпа танлашнă. Пысăках мар округшăн япăх мар кăтарту. Муниципалитетри хуçалăхсенче 8139 пуç майракаллă шултра выльăх усраççĕ. Сĕт сăвасси ӳссе пырать. Пирĕн тăрăхра чи нумай сĕт туса илекен хуçалăх — «Красное Сормово». Кунта сăвакан ĕнесен хисепне 1800 пуçа çитерме палăртнă. Çапла майпа Красноармейски округĕ 34,6 пин гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă куракансен хушшинчи экономика тупăшăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Сĕт туса илесси 23,3 процент ӳснĕ. Кашни ĕнерен 8475 килограмм сĕт сунă. Эпир аш-какай производствипе республикăра — пĕрремĕш, сĕтпе иккĕмĕш вырăнта. Иртнĕ тапхăрта тĕп капитала инвестицисем хывасси икĕ хута яхăн ӳснĕ, 1,35 млрд тенкĕпе танлашнă. Патшалăх енчен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшу кӳресси 1,5 хут ӳснĕ, 214,9 млн тенке çитнĕ. Çакă пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсен йышне 385-е, хăйсен ĕçне пуçарса янисен шутне 552-е /республикăра — иккĕмĕш вырăн/ çитерме май панă. Пĕлтĕр 42 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ /108,1 млн тенкĕлĕх/, çакă çĕнĕ 29 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă. Яманакра 49 вырăнлă кану çурчĕ хута янă, Тăватпӳртре, Тури Типçырмара халăха пухăнмалли çуртсем туса лартнă. Тĕп библиотекăна юсаса çĕнетнĕ. Кăçал ача-пăча вулавăшне юсама палăртнă. Трак енсем иртнĕ çул вĕçĕнче автоклублă пулнă. Хальхи вăхăтра Красноармейски салинче «Ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарасси» патшалăх программипе килĕшӳллĕн культура çурчĕн строительстви пырать. Вĕрентӳ сферин кăтартăвĕсемпе те округ лайăх енчен палăрса тăрать. Иккĕмĕш çул шкултан вĕренсе тухакансен 26 проценчĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче профильлĕ математикăпа чи нумай балл /вăтамран — 77,3/ пухаççĕ. Строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕнче те ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Красноармейскинче 6 котельнăй хута янă. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 6373 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Пилĕк тăлăх, нумай ачаллă икĕ çемье хваттерлĕ пулнă, 8 çамрăк çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма /7,7 млн тенкĕлĕх/ пултарнă. Физкультурăпа спортра та çитĕнӳсем пур. Кружоксемпе секцисене 1 пин ытла вĕренекен çӳрет. Трак енре пурăнакан 2 пин ытла çын Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» нормативĕсене пурнăçланă. «Комплекслă аталану программипе килĕшӳллĕн хамăр ĕçе малалла тăсăпăр, — терĕ Павел Юрьевич малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă май. — Кăçал пуçаруллă бюджет программипе килĕшӳллĕн 41 проекта /117 млн тенкĕлĕх/ ĕçе кĕртмелле, Красноармейскинчи ăсталăх /ремесла/ çуртне туса пĕтермелле. Çĕнĕ культура çурчĕпе, Упи паттăр крепоçĕпе малалла ĕçлемелле. Красноармейскинчи икĕ микрорайонта спорт лапамĕсем тумалла. «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăпа килĕшӳллĕн «Факел» стадионта йĕлтĕрроллер трассине хута ямалла. Культура çурчĕ çумĕнче кинозал уçмалла».

Юрий БОРИСОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.