Комментари хушас

20 Нарăс, 2026

Çăварни уявĕ – Чăваш драма театрĕнче

И Çăварни, Çăварни!

Çăвар тулли икерчи,

Кĕсье тулли кулачи,

Эрне хушши катаччи!

Çăварни уявĕн хавас кăмăлĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне те çитрĕ. «Ялта» драма курма килнĕ халăха юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç, икерчĕпе хăналарĕç.

Тăхтав вăхăтĕнче вара Сенкер фойере чăн-чăн Çăварни мыскари пуçланчĕ. Çветке чупакансем пурне те ташă картине тăратрĕç. Кĕтмен çĕртен илемлĕ хăюсемпе капăрлатнă лаша та, лавçи те тупăнчĕ. Катаччи ярăнма ĕмĕтленекенсем пĕрин хыççăн тепри «çакланчĕç» те – темĕн тăршшĕ çунашка пулса та тăчĕ. Эх, пуçланчĕ вара вăйă-кулă! Чи ăста ташлакансем, хитре юрлакансем, тăпăртатса такмак калакансем парнеллĕ те пулчĕç.

Ĕнер театрта Çăварни икерчи тутанайманнисем, ан пăшăрханăр. Уявăн тепĕр виçĕ кунĕ – умра. Çак тапхăрта та театр ĕçченĕсем спектакль курма йыхравлаççĕ. Тен…

www.hypar.ru Валентина Багадерова сăн ÿкерчĕкĕсем