Тантăш 5 (4974) № 12.02.2026
Ăман ĕрчетеççĕ, сывлăха тĕрĕслеççĕ
Раççей ăслăлăхĕн кунĕ умĕн Шупашкарти ача-пăча пултарулăхĕн «Эткер» центрĕнче пĕрремĕш хут «Пысăк ăслăлăх фестивалĕ» иртрĕ. Кунта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, çавăн пекех шкул ачисемпе студентсем, ученăйсем хутшăнчĕç.
«ЭСИР ПАЯН ХУМХАНАТĂР ПУЛАС»
Чăваш Енри ăслăлăх сфери — пысăк тытăм, вăл паян 32 организацие пĕрлештерет. Университетсенче 40 наука шкулĕ ĕçлет. Юлашки пилĕк çулта кăна аспирантсен шучĕ 51 процент ӳснĕ, 21 проект валли 50 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Республикăри ача сачĕсенче те халь шăпăрлансемпе тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ. Шкула кайсан вĕсем пĕрремĕш классенчех проектсем çырма хăнăхаççĕ. Нарăсăн 6-мĕшĕнче «Эткер» центра интереслĕ проект çырнă шкул ачисем, студентсем пухăнчĕç. Уйрăмах çак ĕçсене палăртас килет: «Пĕчĕк спутниксем валли çунтармалли-сĕрмелли материал», «Робот-эрешмен», «Робот-баскетбол», «Пит-куçпа усă курса квадрокоптера çӳретесси». Асăннă проектсем çынсене кăсăклантарма, хăйсем патне илĕртме пултарчĕç. Ан тив, ку ĕçсем хальлĕхе пысăках мар пулччăр, анчах вĕсем пирĕн республикăри технопарксемпе кафедрăсенче çуралса хута каяççĕ. Шупашкарти 44-мĕш лицей вĕренекенĕсем Федор Семеновпа Андрей Волков Чăваш Ен Пуçлăхне çĕнĕ меслетпе электрокардиограмма тĕрĕслевĕ ирттерчĕç. Ку программăна вĕсем хăйсем шухăшласа кăларнă. «Олег Алексеевич, эсир паян кăштах хумханатăр пулас...» — Пуçлăхăн сывлăхне тĕрĕсленĕ май шӳтлесе те илчĕç «Кванториумра» аталанакан арçын ачасем. «Паллах, сирĕн пек çамрăк ăстасен умĕнче епле пăлханмăн», — ăшшăн йăл кулчĕ Чăваш Ен ертӳçи. Федорпа Андрей каланă тăрăх, лицейра ятарлă оборудовани вырнаçтарнă, унпа электрокардиограмма ирттерсе çыннăн чирне, вăл хумханнине, пăлханнине, стресс пулнине палăртма май пур. Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăл шкулĕн вĕренекенĕсем темиçе тĕрлĕ проектпа паллаштарчĕç. Пĕри вăл — ăман ĕрчетесси, иккĕмĕшĕ — электроэнергие перекетлесси, виççĕмĕшĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Михаил Гаврилов ветеранăн пурнăçне тĕпчесси. «Пирĕн шкула тĕпрен юсанă пулин те çутăшăн сахал мар укçа тӳлеççĕ. Мĕншĕн çапла-ха? Çакăн пирки ертӳçĕсемпе пĕрле эпир те, шкул ачисем, пуç ватма тытăнтăмăр. Апла хамăр перекетлеме пĕлместпĕр тесе пĕтĕмлетрĕмĕр. Ку пирĕнтен нумай килет. Шкулта анкетăсем тултартăмăр, ачасен хушшинче листовкăсем валеçрĕмĕр. Елена Егорова вĕрентекенпе пĕрле проект ĕçĕ çыртăмăр. Тата пирĕнтен аякра мар, Шупашкар округĕнче ферма пур. Унта ятарласа Калифорни хĕрлĕ ăманне ĕрчетнине пĕлтĕмĕр. Вĕсене çĕр çине вырнаçтарса опыт ирттертĕмĕр. Çак ăмансем сывлăш çук çĕрте, тĕслĕхрен, космосра ĕрчеме пултараççĕ-и? Ку питĕ кăсăклантарчĕ пире. Çавна май проект çырма тĕв турăмăр. Асăннă хурт-кăпшанкă çĕре кăпкалатма пулăшать. Вĕсем апат юлашкипе тăранса пурăнаççĕ. Тĕслĕхрен, банан, пан улми хуппи, улăм пĕрчи, çулçă çиеççĕ», — каласа кăтартрĕ 10-мĕш класра пĕлӳ пухакан Мария Иванова. Сăмах май, Мария тахçантанпах пирĕн «Тантăшпа» туслă. Тĕрлĕ енчен пултаруллăскер сăвă калама, юрлама та ăста. Округ шайĕнче «Чăваш пикинче» те çĕнтернĕччĕ вăл.
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











