Комментари хушас

6 Нарăс, 2026

Хыпар 8 (28423) № 06.02.2026

Шăл сывă чухне йăл кулас килет

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери стоматолог кунĕ. Çак уяв умĕн эпир 42 çул пĕр вырăнта — Шупашкарти Хула стоматологийĕн 3-мĕш поликлиникинче — тăрăшакан стоматолог врачпа, асăннă тытăмри ертсе пыракан специалистсенчен пĕринпе, ĕç ветеранĕпе Людмила Черновăпа тĕл пултăмăр. Професси тĕлĕшĕнчен еплерех ӳссе пыни, ăнăçу вăрттăнлăхĕ тата ытти самант пирки калаçрăмăр.

— Людмила Николаевна, эсир мĕншĕн шăпах стоматолог профессине суйласа илнĕ?

— Эпĕ Хусанта çуралса ӳснĕ. Манăн анне суту-илӳ тытăмĕнче ĕçленĕ, атте заводра фрезеровщикра вăй хунă. Медицинăна ăнсăртран лекрĕм темелле, мĕншĕн тесен эпĕ суту-илӳ институтĕнче вĕренме ĕмĕтленеттĕм. Аттепе анне вара мана çапла ăнлантарчĕç: «Суту-илӳ тытăмĕ сан валли мар, эсĕ ытла ырă çын. Санран лайăх врач пулма пултарать». Чăнах та, вĕсем калани тӳрре тухрĕ. Çывăх çынсен сĕнĕвне тĕпе хурса Хусан патшалăх медицина институчĕн стоматологи факультетне вĕренме çăмăллăнах кĕтĕм. Сăмах май, атте енчи тăвансен хушшинче медицина ĕçченĕ сахал мар, çав шутрах — профессорсемпе кафедра доценчĕсем те. 1978-1983 çулсем — студент вăхăчĕ. Вĕренме çăмăл марччĕ, уйрăмах — малтанхи вăхăтра. Мединститутра пĕтĕмĕшле пĕлӳ дисциплини нумай, вĕсене тишкерме вăхăт та, вăй та нумай кирлĕ. Каярахпа çĕнĕ информацие çăмăллăнрах ăнланма тата йышăнма пуçлатăн. Аслă курссенче маларах илнĕ пĕлӳпе практикăра усă курма пуçларăмăр, çакă лекцисенче ларассинчен чылай кăсăклăрах. Мана терапи стоматологийĕн кафедринче вĕренме тӳр килчĕ, унта эпир тантăшăмпа стоматологин чăн-чăн корифейĕ — Григорий Овруцкий профессор — ертсе пынипе ĕçлерĕмĕр, унăн ăслăлăх ĕçĕсем питĕ паллăччĕ. Эпир шурă йĕке хӳресемпе тĕрлĕ сăнав ирттереттĕмĕр, питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтăва, кариеспа çыхăннине, тишкереттĕмĕр.

— Вĕреннĕ чухне сирĕн практика ăçта иртнĕ? Ун чухне урăхларах вăхăт пулнă-çке.

— Хамăн пĕрремĕш пациента лайăх ас тăватăп. Эпĕ ун чухне 3-мĕш курсра вĕренеттĕмччĕ. Стоматологсен çакăн пек йăла пур теççĕ: чи малтан хăвăн тăванна сиплемелле. Эпĕ те унран пăрăнас темерĕм: хамăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкăн шăлне пломба лартрăм. Питĕ пахалăхлăскер пулчĕ, тăванăм ăна 20 çултан тин çĕннипе улăштарчĕ.

— Людмила Николаевна, хăвăр ĕç пирки мĕн калама пултаратăр?

— Эпĕ хамăн пĕтĕм пурнăçа стоматологие халалларăм, çавăнпа халĕ професси суйлавĕ маншăн чи тĕрĕсси пулчĕ теме пултаратăп. Эпĕ стоматологие çеç мар, медицинăна пĕтĕмĕшле юрататăп. Манăн ĕç — чун киленĕçĕ. Эпĕ çынсене те юрататăп. Професси ĕç-хĕлĕнчи тĕп тĕллевĕм — пациентсене вăхăтлă та тĕрĕс пулăшу кӳресси.

— Мĕнле шухăшлатăр, стоматолог ĕçĕнче чи кăткăсси мĕн?

— Чи йывăрри — çынсемпе ĕçлесси, вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ- çке. Кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен çеç мар. Сăмах кашни çын ыратăва, хăранине мĕнле йышăнни пирки пырать. Хăшĕсем кирек мĕнле япалана та çăмăллăн чăтса ирттереççĕ, теприсем шăлне кăшт перĕннине те йывăр тĕрĕслев пек йышăнаççĕ. Ун пек чухне кашнинпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшатăп, манăн çынсене лăплантарма, çакă вĕсенех кирлине ăнлантарма тивет. Нумай чухне медицина пĕлĕвĕ çеç мар, чăтăмлăх та кирлĕ.

— Юлашки çулсенче мĕнле çĕнĕлĕхсем пулчĕç? Сирĕн шухăшпа, стоматологире чи пĕлтерĕшли мĕн?

— Юлашки 20 çулта стоматологи питĕ улшăнчĕ. Халĕ чирлисене сиплес ĕçре çĕнĕлĕх питĕ нумай. Çĕнĕ технологисем пуртан, хальхи йышши материалсемпе, оборудовани тивĕçтернĕрен, цифра стоматологийĕпе усă курнăран эпир халь шăлпа унăн тымарĕсене пленка çине мар, цифра мелĕпе ӳкеретпĕр.

— Шăл яланах сывă пултăр тесен мĕн тумалла? Çынсене мĕнле сĕнӳ панă пулăттăр?

— Шăла ачаранпах упрамалла. Ăна пăхсах тăмалла, кирлĕ пулсан ирригаторпа, чӳхемелли шĕвекпе, ятарлă çипсемпе усă курмалла. Паллах, профилактика тĕрĕслевĕ пирки манмалла мар. Халăх медицини хушăран пулăшать, паллах, анчах ăна çеç шанса пурăнни вырăнсăр, уйрăмах — шăла сиплемелле чухне. Йăл кулă — чун илемĕн тĕкĕрĕ, ытти çын чĕри патне çул тупмалли уçă. Эпĕ çынсене çак илеме уçма пулăшатăп, ку ĕçре хама телейлĕ туятăп. <...>

Татьяна КРОТОВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш Енĕн вăй-хăвачĕ – пĕрлĕхре, тымарсемпе мăнаçланнинче

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ нарăсăн 3-мĕшĕнче куракана фойере тĕрлĕ наци çынни чăваш ташшине тапăртаттарса ташланипе кĕтсе илчĕ…

Çав кун нарăс сиввине пăхмасăр залра «вĕри» пулчĕ. Кунта Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене савăнăçлă ларутăрура уçрĕç. Пуçарăвăн тĕп тĕллевĕсем — халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетесси, нацисен тата конфессисен килĕшĕвне ӳстересси, нумай енлĕ культурăна упрасси тата аталантарасси. «Чăваш Енре 120 национальноç пĕрпĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнать. 34 наци-культура автономине йĕркеленĕ. Кăçал пысăк пулăма — Чăваш тăрăхĕ хăйĕн ирĕкĕпе Раççей патшалăхĕн йышне кĕнĕренпе 475 çул çитнине — паллă тăвăпăр. Историлле çакăн пек суйлав туни пирĕн çул-йĕре яланлăха палăртнă. Пысăк çĕршыв йышĕнче эпир хамăрăн хăйне евĕрлĕхе упраса хăварма пултартăмăр тата чечекленме, аталанма майсем тупрăмăр. Чăваш халăхĕ — Вырăс тĕнчишĕн çирĕп тĕрек. Эпир çакна ĕмĕрсен хушши ĕçлесе, тăрăшса, ят-сум çĕнсе илсе çирĕплетрĕмĕр. Паян та ав Чăваш Енĕн маттур ывăлĕсем Раççее хӳтĕлеççĕ. Вĕсем — çĕнтерӳçĕсен мăнукĕсем, кашнийĕнче нумай нациллĕ пĕрлĕхĕн вăйĕ тапса тăрать. Çак çул пысăк ĕçсен, пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсен, асра юлмалли мероприятисен çулталăкĕ пултăрччĕ. Эпир пурте пĕрле хамăрăн пуласлăхшăн тăрăшăпăр, пирĕн ачасем малашлăхра хăйсем пирки вăйлă çĕршывăн гражданĕсем тесе мăнаçлăн калаччăр», — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене Халăхсен туслăхĕн çулталăкне уçнă ятпа саламланă май. Уявра Чăваш халăх артистки Августа Уляндина Раççей гимнне мăнаçлăн шăрантарчĕ. «Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсем — мероприятисен ярăмĕсем кăна мар, кашнине чи кирли çинчен аса илтерни те. Пирĕн мăнаçлă çĕршывăн тата Чăваш Енĕн вăй-хăвачĕ — пĕрлĕхре, хамăрăн тымарсемпе мăнаçланнинче, çемьесене тата пирĕн ачасен пуласлăхне пĕрле хӳтĕлеме хатĕрринче, тӳрĕ чунлă пулнинче, пĕр-пĕрне хакланинче», — палăртрĕ Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева. Мероприятие республикăри культуранаци пĕрлĕхĕсен — чăвашсен, вырăссен, тутарсен, çармăссен, чеченсен, эрменсен тата ытти халăхăн — пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташши илемлетрĕ. Хăнасенчен ыларахăшĕ наци тумĕ тăхăнса килнĕ. Уявра çармăссен кĕсли епле янăранине итлесе киленме май пулчĕ. Фойере тĕрлĕ халăхăн ал ĕçĕн ăсталăхне пахалама сĕнекен курав уçăлнăччĕ. Çармăссем, казаксем, ирçесем, мăкшăсем, вырăссем, тутарсем, чăвашсем, эрменсем, чеченсем, азербайджансем, таджиксем хăйсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Кунта маçтăрсем ăсталăх сехечĕсем ирттерчĕç. Уяв каçĕнче «Кострома» вырăс наци балечĕ куракана уйрăмах тыткăнларĕ. Артистсем тĕнче сценине парăнтарма пултарнă программăпа паллаштарчĕç. Вĕсем ташă урлă пирĕн нумай нациллĕ çĕршывăн культурăн нумай енлĕхне кăтартрĕç. Чăваш Енре тĕрлĕ наци çыннисене явăçтарса пысăк калăпăшлă культура тата вĕрентӳ мероприятийĕсем, спорт турнирĕсем иртĕç. Çак уявсем республикăра пурăнакан халăхсен йăли-йĕркипе, чĕлхипе тата искусствипе тĕплĕнрех паллаштарĕç. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Мухтав аллейи йĕркелесшĕн

Волонтер тесен паян куç умне чи малтанах ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакансем тухса тăраççĕ. Вăрнарсем çăмăлах мар çак тапхăрта «ZOV Вурнары» ушкăна пĕрлешсе хамăрăн ентешсене тĕрев пама ăнтăлаççĕ.

Округра пурăнакансем ку пĕрлешӳ урлă кăна 15 миллион ытла тенкĕлĕх пулăшу кӳнĕ, çав шутра çар заданийĕсене пурнăçлас ĕçе çăмăллатмашкăн 37 автомашина ăсатнă. Вăрнарсем укçа-тенкĕ, апат-çимĕç, тумтир, ытти япала пухассипе, окоп çуртисем хатĕрлессипе пĕрлех маскировка тетелĕсем çыхас тĕлĕшпе те хастарлăх кăтартаççĕ. Паян округра ку енĕпе вун тăватă центр ĕçлет. Пĕр шухăшлă çынсем пулсан ырă ĕçе пуçăнма та çăмăл. Шăпах çапла çирĕплетеççĕ Малти Ишек тăрăхĕнчи хастарсем. Вĕсене кунта пĕр чăмăра шкулти социаллă педагог Надежда Григорьева пуçтарнă. Ушкăн пысăках та мар — вун икĕ çын, пĕр çулталăкра вара вĕсем 219 сетка çыхма ĕлкĕрнĕ те.

— Паллах, чи малтанах йывăрлăхсем сиксе тухкаларĕç. Шухăшпа кăна ĕç пулмасть-çке: станокне тумалла, материал туянмалла... Юрать, пулăшакансем çийĕнчех тупăнчĕç. Айкăшри Галина Павлова материалсемпе тивĕçтерчĕ. Шкул коллективĕ 31 пин тенкĕ пуçтарса пачĕ. Территори пайĕ автомобиль валли пухнă нухратран юлнă 75 пин тенке пачĕ. Ял çыннисем те хăйсен тӳпине хыврĕç... — пуçламăш утăмсем пирки аса илчĕ Надежда Николаевна.

Чăнах та, маскировка тетелĕсем паян ятарлă çар операцине хутшăнакансене питĕ кирлĕ. Пирĕн салтаксене вĕсем тăшман дронĕсенчен хӳтĕлеççĕ. Пурнăçне çăлнă тĕслĕхсем пирки те каласа кăтартаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Малти Ишексем те çав тери кирлĕ ĕçе пĕр кун сиктермесĕр хутшăнаççĕ. Нумай чухне хăйсем хатĕрленĕ хӳтĕлев япали кама лекессине те пĕлмеççĕ, анчах та вĕсемшĕн çĕршыва хӳтĕлекенсем пурте хамăрăннисем — ывăлсем, мăнуксем...

— Малтанлăха кăна хăратать. Тен, тĕрĕс мар çыхатпăр, тен, пушăрах пулать? Пĕр хăнăхсан алă хăех ĕçе пурнăçлать, — пĕлтереççĕ хастарсем. Ытти çĕрти пекех кунта та маттур хĕрарăмсенчен ытларахăшĕ — тивĕçлĕ канăва тухнисем: Ольга Александрова, Вера Сантимер, Тамара Яковлева, Алина Кириллова, Валентина Лукина, Роза Лукина, Наталия Петрова. Надежда Григорьева, Елена Харисанова, Альбина Константинова, Елизовета Григорьева — вĕрентӳ ĕçченĕсем. Римма Иванова — педагогика ветеранĕ. Вăл та пулăшас тесе тăрăшать. Май пур чухне çыху пунктне килет. Пĕр çемьери пекех ĕнтĕ вĕсем, хуйхи-суйхине те, савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ. Акă Роза Геннадьевнăн ывăлĕ те СВОра. Çĕршыва хӳтĕлеме хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Шел те, пĕлтĕрхи çулларанпа вăл хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Хĕрарăм мăшăрĕпе Валерий Николаевичпа пĕрле кунсерен маскировка тетелĕ çыхма тухать. «Чун хурланнипех ĕнтĕ çакăнта çӳретпĕр. Çынсемпе калаçса йăпанатпăр. Ывăл, тен, тыткăна лекнĕ тесе шухăшлатпăр. Пирĕн пек лайăх çынсен тĕлне пултăрччĕ тесе Турра кĕлĕ тăватпăр. Пĕтĕм çĕршыв çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă вăхăтра эпир те килте лараймастпăр»,— терĕ Роза Геннадьевна. Ушкăнра арçынсем пурри те хĕрарăмсене пысăк пулăшу парать. Вĕсем — Валерий Лукин, Станислав Александров тата Владислав Григорьев — хăйсемех спанбонд касмалли станок ăсталанă. Маларах ытти çĕрти волонтерсем те лента валли рулонсене касма Йĕпреçе çӳренĕ пулсан халĕ ытларахăшĕ Малти Ишеке килеççĕ. Çавăн пекех çивĕч ăс-тăнлă арçынсем лента чĕркемелли тата касмалли агрегатсем те тунă. Вĕсене сĕтел çумне çирĕплетнĕ. Çакă та волонтерсен ĕçне çăмăллатать тата хăвăртлатать. Ытти ялтан килекенсем те ку мелпе кăсăкланаççĕ иккен, хăйсем патĕнче ăсталаса лартма сăн ӳкерсе илеççĕ. Маскировка тетелĕ çыхас технологи кашни çĕрте урăх. Анчах та пурте пĕр япалана пăхăнаççĕ — вăл салтаксене тăшман куçĕнчен пытартăр. Çавăнпах ĕнтĕ хастарсем çанталăк условийĕсене те пăхаççĕ. Хĕлле, паллă ĕнтĕ, çутăрах тĕссене суйлаççĕ. Ĕç пĕр кунлăха та ан чарăнтăр тесен, паллах, материал çителĕклĕ пулмалла. Ку енĕпе волонтерсене сумлă ентешĕсем пулăшсах пыраççĕ: Борис Андреев, Владимир Тимофеев, Леонид Сантимер, Галина Павлова, Александр Ананьев. Çавăн пекех ял çыннисем те пăрăнса юлмаççĕ. Чалăм Кăкшăмра пурăнакансем ку енĕпе ытларах палăраççĕ иккен. Сăмах май, тетел çыхма ку ялтан килекенсем те пур. Малти Ишексем гуманитари пулăшăвĕ пуçтарас ĕçре те хастарлăхпа палăраççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем сакăр посылка ăсатнă. Шкулта та акцисем иртеççĕ — ачасем ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе нуски, футболка, эмел, пахча çимĕç, консерв, ытти япала килсе параççĕ. Унсăр пуçне посылкăсене вĕренекенсем шăрçаланă çырусене те чикеççĕ. Акă 4-мĕш класри Виктория Марковăн çырăвĕ хамăр ентеш — Сăкăтри Евгений Лукин — патне çитнĕ. Отпускра чухне салтак çакăншăн шкулти тĕл пулу вăхăтĕнче тав сăмахĕ каланă. Тĕрĕссипе, маскировка тетелĕ çыхакан пункта отпуска килнĕ ентешĕсем кашнинчех кĕрсе тухаççĕ. Волонтерсем вĕсене фронта тĕрлĕ енлĕ пулăшупа ăсатма тăрăшаççĕ. Территори пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ластухин пĕлтернĕ тăрăх Малти Ишекре çуралса (снĕ яшсем, тĕрлĕ çĕрте пурăнакансем, ятарлă çар операцийĕнче 42-ĕн çĕршыва хӳтĕ леççĕ. Пĕр çемьерен 2-3-ĕн кайнисем те пур. Çавăнпах ĕнтĕ ял çыннисем вĕсене май пур таран хавхалантарма тăрăшаççĕ. Малти Ишексем ытти çĕрти волонтерсемпе те килĕштерсе ĕçлеççĕ, опытпа паллашма тĕл пулусем час-часах йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть Канаш округĕнчи Ухман ялне кайса килнĕ. <...>

Светлана ЧИКМЯКОВА. Вăрнар округĕ.

♦   ♦   ♦


Командировкăсене велосипедпа çÿренĕ

«Тайгаран» çутта тухнă вăл. Çапах та вăрманлă вырăнах лекнĕ. Сăмахăм Йĕпреç тăрăхĕн «Çĕнтерӳшĕн» хаçачĕн редакторĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ Константин Алимасов çинчен. Паян Константин Дмитриевича «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Яла самолетпа вĕçнĕ, Улатăра тракторпа кайнă

— Константин Дмитриевич, эсир аякри Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕреннĕ чухнех журналист пулма ĕмĕтленнĕ-и?

— Ача чухне ĕмĕтсем тĕрлĕрен пулнă. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен ӳкерме юратнă. Ас тăватăп-ха, килти пĕр стенана ӳкерсе капăр сăн кĕртнĕччĕ. 6-мĕш класра чухне шкулта тухса тăракан «За Победу» стена хаçатне кăларнă çĕре явăçтарнăччĕ, ӳкерме шаннăччĕ. 8-мĕш класран вара Сергей Полкачевпа (каярах паллă журналист пулнă, «Коммунизм ялавĕнче» ĕçленĕ) туслашнăччĕ. Вăл манран 3 çул аслăрахчĕ. Журналист пуласси йăлтах унпа çыхăннă. Вăл кĕçех «Çамрăк хунав» хаçат кăларма пуçланăччĕ. Пĕрле ĕçлеме мана та илĕртнĕччĕ. «Атя, сăвă çыр. Ăна та пичетлетпĕр», — тенĕччĕ Сергей. «Физзарядка» ятлă сăвă çырнăччĕ. 8 класс пĕтернĕ тĕле эпĕ «Пионер сасси» хаçатпа çыхăну тытма пуçларăм. 1971 çулта мана вĕсем юнкор удостоверенине панăччĕ. 1971 çулта Шупашкара юнкорсен слетне килнĕччĕ. Асра юлмалли çак пулăм хĕллехи каникул вăхăтĕнче иртнĕччĕ. Улатăр районĕнчен иккĕнччĕ эпир. Суйкăн ялĕнчен хĕрача пынăччĕ.

— Эсир «Пионер сассине» мĕн çинчен çырса тăнă?

— Шкул пурнăçĕпе паллаштарнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем çинчен шăрçаланă. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне эпĕ Кивĕ Эйпеçре Тимур командине йĕркеленĕччĕ. Шăллăм та пирĕнпе пĕрлеччĕ. Эпир ялта ватăсене пулăшма çӳреттĕмĕрччĕ. «Пионер сасси» хаçатра тимуровецсен ĕçĕхĕлне çутатакан ярăм пурччĕ. Хамăр мĕн тунине пĕлтерсе тăнă. Пире вĕсем парнелĕх кĕнекесем ярса паратчĕç. Ун чухне Степан Лашманпа паллашнăччĕ. Вăл пирĕн ялта 1927-1928 çулсенче шкулта ĕçленĕ. Уншăн çакă ссылкăна янă пек пулнă. Мĕнле калас, пирĕн патран пуйăс çине тухма — 40, Улатăра — 45, Патăрьеле 30 çухрăмччĕ… Тайгари пек пурăннă эпир. Пирĕн ялсем Киря поселокĕнче вăрман тирпейлекен предприятире виçĕ сменăпа ĕçленĕ. Вĕсемпе пĕрле унта çити машинăпа ларса тухкаланă. Улатăра тракторпа çӳретчĕç, асфальт пулман. Пирĕн пата Шупашкартан тата Улатăртан самолет вĕçнĕ.

— Аçăрпа аннĕр пултарулăхпа çыхăннă çынсем пулнă-и?

— Анне Анна Семеновна «Победа» колхоз утарĕнче хурт-хăмăрçăра ĕçленĕ. Атте Дмитрий Федорович механикра вăй хунă.

— Çырнине кура университета кĕрес терĕр-и?

— Пирĕн патра утă вăхăчĕ çĕртме вĕçĕнчен пуçланать те уйăхĕпех пырать. Вăрманта хатĕрленĕ. Кашни кил икшер ĕне усранă, вăкăр самăртнă. Утăран килсен университета çул тытрăм, анчах конкурспа кĕреймерĕм. Мана Йĕпреç хаçат редакцине кайса пăхма сĕнчĕç. Сергей Полкачев ун чухне университетра вĕренетчĕ. Вăл аслă шкула 4 çулта пĕтерчĕ. Вăйлă журналист пулнă. Вĕреннĕ вăхăтрах 2 çул «Ульяновец» хаçата редакцилерĕ. 1973 çулта çурла уйăхĕн вĕçнелле Йĕпреçе çитрĕм. Унта ун чухне Владимир Кузьмин редакторччĕ. Геннадий Кузнецов журналистпа пĕрле кĕтсе илчĕç. Редакцин ĕлĕкхи çурчĕ штаб пекехчĕ. Икĕ енĕпе те чӳречеччĕ. Çын килни унтан та, кунтан та курăнатчĕ. Вĕсем эпĕ, çамрăк çын, килнине асăрханă. Кĕрсен хампа паллаштартăм, кунта ĕçлеме яни пирки каласа ăнлантартăм. Çапла, редакцире ĕçлеме тытăнтăм. Маншăн пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланчĕ темелле.

— Малтан кам пулса ĕçлерĕр?

— Литсотрудникра вăй хутăм. Ăçта яраççĕ — пур çĕре те кайнă. Пирĕн ун чухне машина пулман, кивĕ пĕр велосипед пурччĕ. Эпир ăна юсасах тăнă. Мана, çамрăкскерне, пĕрмай çак ĕçе шанатчĕç. Ялсене велосипедпа çӳренĕ.

Буинска пуйăспа кайнă. Корректор чирлесен мана вулаттаратчĕç. Кĕçех салтака кайрăм. Çартан таврăнсан яла çитрĕм. Икĕ эрнерен Йĕпреçе каятăп тесе пурăнаттăм. Ун чухне виçĕ чăваш ялĕнчен пысăк совхоз тунăччĕ. Мана çур ставкăпа спорт инструкторне сĕннĕччĕ. Улатăртан килнисем мана лартрĕç те кайрĕç, çăвар та уçтармарĕç. «Атя, заявлени çырса хăвар», — терĕç. Эпĕ вара тепĕр кунне ирех Киряна тухрăм та Йĕпреçе вĕçтертĕм. Эрне иртсен мана КПСС пĕрремĕш секретарĕ чĕнсе илчĕ. Ĕçлеме вырнаçнăччĕ кăна ун чухне. «Эсĕ мĕншĕн çынсене улталаса хăварнă?» – терĕ вăл. Заявлени çырса хăварни пирки каларĕ. «Мана вăйпа çыртарчĕç», — терĕм. Хам редакцие вырнаçни пирки каларăм. «Пĕлетĕп эпĕ. Сирĕн редакторпа калаçрăм», — терĕ хайхи. Вара çапла ĕçлесе кайрăм. — Калăр-ха, вăрманлă тăрăхра çитĕнни сире мĕнле витĕм кӳнĕ? — Чăтăмлăх панă. Вăрманта утă çулнă чухне пăван, шăна, вăрăм туна вăйлă тапăнать. Вĕсене чăтас пулать. Малтанхи икĕ кунĕнче вăрăм туни тарăхтарса çитерет. Кайран хăнăхатăн. Унтан лаша пăванĕ ларсан кăна çапса ывăтатăн. Кашни çул утă çулнă. Хĕлле вăрман хатĕрлеттернĕ. Атте мана ачасенчен асли пулнăран 8-мĕш класра вĕреннĕ чухнех хăйпе пĕрле илсе каятчĕ. Çемьере эпир 5-ĕн ӳснĕ. Пире платник ĕçне те явăçтарнă. Унсăр пуçне вăрмана çырлана, кăмпана çӳренĕ. Хура çырлана анне пире шăллăмпа иксĕмĕре ирхи 5-ре илсе тухса каятчĕ. Кашнин 10 литрлă савăта тултармалла пулнă. 3 витре тулли йăтса килнĕ. Ăна Улатăра сутма çӳренĕ. Тăвансем валли те хатĕрленĕ. Аннен йăмăкĕсен çемйисем пысăк пулнă, вĕсен ачисене хура çырла парса яратчĕ. Мăйăр та татнă. Ун чухне вăл питĕ нумай пулатчĕ. Ял хĕрринче çырма тăрăх пысăк шĕшкĕлĕх ӳсетчĕ. 5 çухрăмри Çам поселок çывăхĕнче те шĕшкĕлĕх пурччĕ. Унта халăх таçтан та килетчĕ. Патăрьел тăрăхне кĕрекен Упамсасем тӳррĕн тухатчĕç. Сăмах май, эпĕ Первомайски районĕнче çуралнă. Шалу вырăнне — какай… — Хаçатра ĕçленĕ тапхăрта мĕн уйрăмах асра юлчĕ? — Ун чухне хальхи пек компьютер умĕнче ларман. Ялсене нумай çӳренĕ. Мана малтан ял хуçалăх пайне çирĕплетрĕç. Заведующи хуçалăхсене пĕрмаях яратчĕ. Хăй тухса çӳреместчĕ. «Айта-ха, Ирçе Çармăса кайса кил», – терĕ пĕррехинче. Пуйăспа Буинска кайрăм. Лерен тӳррĕн вăрман тăрăх утрăм. Хăраман ун чухне. Çитрĕм хайхи. Чăх-чĕп фабрикин ертӳçи Никитина кĕтсе илчĕ. Каярах Ленин орденне тивĕçрĕ вăл. Çавăн чухне каялла килме каçа хирĕç пуйăс çине тухрăм. Тĕттĕмленчĕ. Раштав уйăхĕн пуçламăшĕччĕ. Юр çуманччĕха. Буинск çамрăкĕсем питĕ шухă пулнă. Шăпанасем тенĕ ун чухне. Пуйăс патне тухнă хайхисем. «Эсĕ кам пулатăн? Ăçтан?» — тесе интересленчĕç. Ун пек лару-тăрăва леккеленĕ Йĕпреçре ĕçленĕ чухне. «Эпĕ район хаçачĕн корреспонденчĕ», – тетĕп. «Эпĕ ăна пĕлетĕп, курнă пĕрре-иккĕ», — терĕ пĕри. Ăçта çуралнипе те кăсăкланчĕç. Улатăр тăрăхĕнчен тесен те тĕкĕнмерĕç… Ĕçленĕ чухне Березовкăна та çуран кайса каялла çаплах таврăннă. Çулсем питĕ япăхчĕ. Унта 23 çухрăмччĕ. Çитрĕм хайхи. Мана ферма хĕле мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме янăччĕ. Заведующийĕ, зоотехникĕ пирĕн ялтан пулнă. Хамăр ялсене мĕнле критиклен-ха? Колхоз председателĕ ирçеччĕ. Хăй те пĕрле çӳрерĕ. Çитрĕм те заведующие материал çырмасси çинчен пĕлтертĕм. «Мĕншĕн çырмастăн? Манăн редактора мĕн калас?» — терĕ. «Унта пурте йĕркеллĕ», — терĕм. «Пулма пултараймасть!» — парăнмарĕ-ха вăл. Чăн та, юлса пыракан колхоз пулнă вăл. Çырмарăм. Темиçе çултан кăна машина пачĕç. Редакцире ĕçленĕ вăхăтра университетран куçăн мар майпа вĕренсе тухрăм.

— Эсир ĕçленĕ чухне редакцире ытларах арçынсем пулнă-тăр? — Çапла, машинистка кăна хĕрарăмччĕ. Тата бухгалтер. — Халĕ еплерех лару-тăру? — Паян водитель кăна арçын. Халĕ пур çĕрте те çавăн пек. Муркаш тата Куславкка округĕсен хаçачĕсен редакторĕсем — арçынсем. — Редакторта вăй хунă тапхăр уйрăмах мĕнпе асра юлчĕ? — 1996 çулта ĕçлеме пуçласан шалу пама укçа çитместчĕ. Колхозсемпе килĕшӳ туса вăкăр пустарса ĕç укçи вырăнне какай валеçни те пулнă. Химзаводран укçа вырăнне тавар илсе килетчĕç, пире те паратчĕç. Пĕрле ĕçлекен хĕрарăмсем какая кабинета килсе хуни те пулнă. «Кăна хăвăр çийĕр. Ыттисене какай парăр, пире укçа кирлĕ», — тетчĕ 2 хĕрарăм. Эпĕ редакторта ларнă вăхăтра компьютерпа ĕçлеме пуçларăмăр. Типографие хупрĕç. 2004 çулта хаçата вырăсла та кăларма тытăнтăмăр, «За Победу» ятлăччĕ. Нумай министрпа ĕçлеме тӳр килчĕ. Халĕ хаçатсене пĕрлештернĕ: чăвашла-вырăсла тухать. — Пулас мăшăрăрпа ăçта паллашнă эсир? — Вăл Йĕпреçри типографире полиграфисткăра вăй хуратчĕ. Ирина Галактионовна Вăрмар тăрăхĕнчен. 1978 çулта Куйбышев училищинчен вĕренсе тухсан ăна Йĕпреçе типографие янă. Эпĕ унăн амăшĕн аппăшĕн хваттерĕнче пурăннă. Мăнаккăшĕ патне килсе кĕчĕ те паллашрăмăр. 1979 çулта пĕрлешрĕмĕр. Пĕр хĕр — Надежда — пăхса ӳстертĕмĕр. Вăл икĕ аслă пĕлӳ илчĕ. Паян икĕ мăнукпа савăнатпăр. Йĕпреç халĕ маншăн иккĕмĕш пĕчĕк тăван çĕршыв пекех. Пулмасăр! Кунта пурăнма пуçланăранпа 53 çул иртрĕ те... <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Чăвашăн чунĕ – чĕлхере

Чиркĕве çӳрекенсемпе тăван чĕлхепе калаçнин, кĕлĕсемпе Туррăн Çырăвне чăвашла вуланин пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Ку енĕпе Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ Савватий хăй ырă тĕслĕх кăтартать. Владыка кĕлĕсене час-часах чăвашла вулать, Турă сăмахне тăван чĕлхепе вĕрентет.

Çак йĕркене ытти пачăшкă та тытса пыма пултартăр тесе Шупашкар епархийĕнче, чиркӳ специалисчĕсене хатĕрлекен центрта, курссем уçнă. «Шел, нумайăшĕ, хăй чăваш пулсан та, тăван чĕлхене пĕлмест. Чăвашла службăсем ирттерни тата калаçни вара чиркĕве çӳрекенсене питĕ килĕшет. Çавăнпа пачăшкăсене чăвашла вĕрентессине йĕркелерĕмĕр. Турă пулăшнипе çак ĕç пырать, – терĕ Савватий митрополит. – Çĕпĕр çĕрĕнчен, аякри Бурятирен, таврăнсан пĕрремĕш çулхине Чăваш Ен каналне итленĕ май хама çăл куç шывне ĕçнĕ пек туяттăмччĕ. Тăван чĕлхе чĕрене хускатать те, савăнтарать те. Чăваш культури, унăн чунĕ, пурнăçĕ — пĕтĕмпех чĕлхере». Чăваш митрополийĕн чиркӳ ĕçченĕсене хатĕрлекен центрĕн директорĕ, Шупашкар округĕнчи Шемшер салинчи Успени чиркĕвĕн настоятелĕ Илия Лебедев иерей каланă тăрăх, чăвашла вĕренекен пачăшкăсен йышĕнче тĕп чăвашсем те, вырăссем те, урăх наци çыннисем те пур. Ансат мар çак ĕçре пулăшнăшăн вĕсем Турă Амăшĕн Иверски таса сăнĕ ячĕпе Чантăр салинче лартнă чиркӳре Турра тав туса кĕлĕ ирттерчĕç. Илия Лебедев иерей Краснодар тăрăхĕнче çуралнă. Вăл 10 çулта чухне çемье Чăваш Ене куçса килнĕ. Пăрачкав районĕнче пурăннăран чăваш чĕлхипе тӳрех паллашма тӳр килмен унăн. Çитĕнсе çитсен, чăваш хĕрĕпе пĕрлешсе çемье çавăрсан, хăш-пĕр сăмаха ăнланма пуçланă. Шемшер чиркĕвĕнче ĕçлеме пуçланă вăхăтри кулăшла самант çинчен вăл çапла аса илет: «Кинемей çылăх каçарттарма пынăччĕ. Вăл вырăсла пĕлмест, эпĕ чăвашла ăнланмастăп. Аслă çулти хĕрарăм каларĕ-каларĕ, эпĕ вара кĕлĕ туса ăна сыпма ирĕк патăм. Хайхискер кайран çынсене çапла каланă тет: «Эпĕ пачăшкăна кăлпасси çинине пĕлтертĕм, вăл мана пурпĕрех сыпма ирĕк пачĕ». Илия атте пачăшкăсене чăваш чĕлхине вĕрентекен курссен йĕркелӳçи çеç мар, унта пĕлӳ илекенсенчен — чи пултарулли. Чантăрти чиркӳ настоятелĕ Павел Александров иерей шухăшĕпе, тăван чĕлхепе калаçни çынсене çывăхлатать, пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма май парать, чуна уçма пулăшать. Пачăшкăсене чăвашла вĕрентес ĕçе чи лайăх учительсене явăçтарнă. Вĕсен йышĕнче – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Пĕтĕм Раççейри «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурс лауреачĕ Александр Степанов. Вăл ялти пĕлӳ çуртĕнче нумай çул ĕçленĕ. Халĕ Шупашкарти 40-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать. «Пачăшкăсем — вĕренес текен çынсем. Виçĕ çулта чăваш чĕлхин никĕсне алла илес текен нумай пулчĕ. Вĕсем чăвашла вулама, çырма, итлеме, чи кирли ĕнтĕ – калаçма тата ăнланма – питĕ тăрăшса вĕренчĕç», – каласа кăтартрĕ Александр Марсович. <...>

Роза ДЕМЕНЦОВА.

♦   ♦   


Акшик ялĕнчен тухнă çутă çăлтăр

Октябрьски салипе юнашар вырнаçнă Акшик — Сĕнтĕрвăрри округĕнчи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Ун çинчен хĕрĕх ытла çул каялла лайăх пĕлме пуçларĕç.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Акшикра çуралса ӳснĕ Иван Аршинов композитор хăйĕн чуна пырса тивекен çепĕç юррисемпе Çавал тăрăхĕнче пурăнакан халăха савăнтарчĕ. 1982 çулта Шупашкарти «Энергия» стадионта республикăн çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ чемпионатĕнче унччен никамах та пĕлмен, Октябрьскинчи вăтам шкулта вĕренекен Елена Кузнецова /качча кайнă хыççăн Николаева/ пилĕк çухрăмлă дистанцие хăвăрт утассипе иртнĕ çивĕч кĕрешӳре Совет Союзĕн чемпионки пулнă, тĕнче спорт мастерĕсене Ольга Чугуновăпа Александра Деверинскаяна кăштах кăна выляса ярса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çав çулсенче Акшик пикине аслă классенче ăмăртусене хатĕрленме Октябрьски шкулĕнчи физкультура учителĕ Николай Васильев пулăшнă. 1983 çулхи çуллахи сезон пуçламăшĕнче Шупашкарти шкул ачисен хушшинче ирттернĕ ăмăртура Николай Алексеевичăн вĕренекенĕ çăмăллăнах пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăн хыççăн Елена кĕркуннеччен Челябинскра шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри спартакиадинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Смоленскра çĕршыври «Урожай» физкультурăпа спорт пĕрлешĕвĕн ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унтан таврăнсанах 17 çулти СССР спорт мастерĕ Елена Кузнецова Чăваш ял хуçалăх институчĕн /халĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕ/ экономика факультечĕн студентки пулса тăнă. Кунта ăна малашне спортра пысăк çитĕнӳсем тума çĕршывăн нумай хут чемпионĕсем — пĕртăван Геннадий Семеновпа Виктор Семенов олимпиец — пулăшнă. Хĕр аслă шкулта яланах тăрăшса вĕреннĕ, 1985 çултанпа Европа чемпионатне тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене хутшăнма пуçланă. Канадăри Торонтăра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче пирĕн студентка дистанцие чи малтан вĕçленĕ. Николаевăна ылтăн медальпе наградăланă май çурçĕрти çĕршыври чи илемлĕ мэр çапла каланă: «Шанас килет, Еленăн тăван Шупашкарĕ малашне хăвăрт утма юратакан хĕрарăмсен центрĕ пулса тăрĕ». Вăл йăнăшман, 30-40 çул каялла çĕршывра иртнĕ турнирсемпе тĕрлĕ ăмăртура пирĕн республикăн команди яланах малти вырăнсене йышăннă. Чăваш Ен чысне 2005 çулчченех илемлĕ те питĕ тĕрĕс утакан Елена Николаева хӳтĕленĕ. Команда капитанĕ тăватă çулта пĕр хут ирттерекен тĕнчери чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене — Олимп вăййисене — виçĕ хут хутшăннă. 1992 çулхи çурла уйăхĕнче Испанири Барселона хулинче иртнĕ XXV Олимпиадăра пирĕн мухтавлă çăмăл атлетсем нихçанхинчен лайăх ăмăртнă. Çав Олимпиадăра Европа чемпионки пулнă Муркаш районĕн пики, Шупашкарти 4-мĕш профучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн промышленноç тракторĕсен заводĕнче ĕçлеме пуçланă Валентина Егорова марафон дистанцине чи малтан вĕçленĕ, ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çĕршыври ăмăртусенче 5 çухрăмлă дистанцире малти вырăнсене йышăннă Елена Николаева Барселонăра хăйĕн ăсталăхне 10 çухрăма утассинче кăтартнă. Испание каяс умĕн çулталăк çурă маларах кăна Патăрьел районĕн кинĕ Аньăна çуратнă. Паллах, нумаях пулмасть ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă пĕчĕк ача амăшĕ тăтăшах тренировкăсене каяйман. Апла пулин те çамрăк экономист Барселонăра пĕтĕм вăя парса лайăх техника кăтартса утнă, дистанцие иккĕмĕш вĕçлесе Олимпиадăн кĕмĕл медальне тивĕçнĕ. Тепĕр тăватă çултан Америкăра иртнĕ XXVI Олимп вăййисене те Елена Валентина Егоровăпа пĕрле кайнă, икĕ эрне маларах Флоридăри Генсвилл курорт хулара пурăнса ятарлă тренировкăсем ирттернĕ. Хальхинче унта Еленăна Олимп вăййисене лайăх хатĕрленме Америкăна ятарласа пырса çитнĕ савнă мăшăрĕ, Чăваш Республикин спортăн пулас министрĕ, Патăрьел районĕнче çуралса ӳснĕ СССР спорт мастерĕн кандидачĕ Анатолий Николаев нумай пулăшнă. — Америкăра Атлантăра иртнĕ Олимп вăййисенче 20 çухрăмлă дистанцире Раççей чысне унччен Европа чемпионки тата рекордсменки пулнă, Мордва Республикин чи вăйлă спортсменкипе Ирина Станкинăпа пĕрле хӳтĕлерĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле — 35 çĕршыври хăвăрт утакан. Стадионти икĕ çаврăма ирçе пикипе вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Тепĕр темиçе минутран вăл тăруках хăвăртлăха ӳстерсе мана хăйĕн хыçне хăварчĕ, анчах та Польшăран пырса çитнĕ тимлĕ судья ăна часах хăйĕн хĕрлĕ шарне кăтартрĕ. Çавăн хыççăн тата аякри икĕ çĕршыв тӳрисем Станкинăна ăмăртусенче тĕрĕс мар утнăшăн асăрхаттарчĕç, пилĕк çаврăм хыççăн дистанцирен кăларма йышăнчĕç, — аса илчĕ Елена Николаева. <...>

Петр СИДОРОВ, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.