Комментари хушас

5 Нарăс, 2026

Ял пурнăçĕ 4 (10388) № 05.02.2026

Пурте — юр тасатма

Кăçалхи çанталăк çынсен çирĕплĕхне тĕрĕслет тейĕн. Кăрлач юрĕ таврана шуратса илемлетнисĕр пуçне йывăрлăхсем те кăларса тăратрĕ.

Куллен çăваканскер çулсене хупласа хучĕ, картишсенче кĕрт куписем ӳссех пыраççĕ. Коммуналлă çурт-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсене çанталăк йывăрлăхĕсемпе кĕрешме çынсем те хастар хутшăнаççĕ. Акă Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн коллективĕ, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлă пулса ĕçе пикеннĕ. Ашшĕсен канашĕн председателĕ Анатолий Игнатьев хăйĕн тракторне тапратса килнĕ. Техникăпа шкул картишне хăвăртах юртан тасатнă. — Ашшĕ-амăшĕ шкул пурнăçне хутшăнма хатĕр пулни, чăннипех те, савăнтарать. Йышпа хавхаланса ĕçе пикентĕмĕр. Картишри юра тасатни ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме май парать, — тенĕ шкул директорĕ Ирина Козлова. Трак енри ытти ялта та хĕрӳ ĕç шавĕ илтĕнсе тăчĕ. Хастарсем çӳп-çап контейнерĕсем таврашĕнчи юра тасатрĕç, техникăна вĕсем патне чăрмавсăр пыма çул уçса пачĕç. Красноармейски округĕн администрацийĕ пуçаруллă çынсене лотерея билечĕпе хавхалантарать. Сăмахран, Йĕпрем ялĕнчи Александр Тимофеев кăçал ялта пĕрремĕш лотерейăна тивĕçнĕ. Карайри Юрий Сергеевăн, Борис Прохоровăн, Лидия Андриановăн та Акатуйра парнеллĕ пулас шанăç пысăк. Вĕсем Вăрман урамĕ çывăхĕнче вырнаçтарнă çӳп-çап контейнерĕсем патĕнчи юра тасатнă. Хĕллехи субботника Çамрăк гварди волонтерĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем палăксене, ытти ас тăвăм вырăнĕсене тирпейленĕ. Трак енре çак кунсенче çул-йĕре, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене 23 техника тасатнă. <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   


Журналист, тавра пĕлӳçĕ, вĕрентекен…

Трак енри тĕп вулавăш çумĕнчи «Пехет» клубра Нестер Янкас тата Михаил Тинехпи премийĕсен лауреачĕн Владимир КонстантиновУлăхсен журналистăн, халăх академикĕн, чылай кĕнеке авторĕн пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Трак енри тавра пĕлӳçĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Светлана Гурьева хатĕрленĕ электронлă презентаци Владимир Захаровичăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Вăл Анатри Типçырма ялĕнче çуралса ӳснĕ. Кушкăри, Мăн Шетмĕри шкулсенче вĕреннĕ. Чăваш чĕлхи тата литератури чи юратнă предметсем пулнă. 1964 çулта çыравçă калемне туптама пуçланă. Акă еплерех аса илчĕ вăл çав вăхăта: «Кушкă тата Карай шкулĕсенче вĕренекенсем çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пионерсен кунне пĕрле уявларĕç. Кун пирки заметка çыртăм. Ăна шкул директорне Леонид Кузьмина кăтартрăм. «Паянах редакцие ярса пар», — терĕ вăл. Почтăран конверт туянтăм та Çĕрпӳ районĕнчи /çав вăхăтра Трак енсем унта кĕнĕ/ «Октябрь çулĕ» хаçата ăсатрăм. Нумай кĕттермерĕç. Манăн статья «Тивĕçлисене — награда» ятпа пичетленсе тухрĕ. Кăшт вăхăтран почтальон гонорар килсе пачĕ. Питĕ хытă савăнтăм. Çакăн хыççăн хамăр тăрăхри пултаруллă çынсем пирки çырма пуçларăм. Кĕркунне Çĕрпӳ хулине штатра тăман корреспондентсен пухăвне йыхравларĕç. Шкул директорĕ унта хутшăнма ирĕк пачĕ. Çĕрпĕве автобус тӳртен çӳременрен Шупашкар урлă кайрăм. Ман пек çамрăк çыравçăсем йышлă пухăннăччĕ. Район хаçачĕн редакторĕ Анна Маркова кӳршĕ ялтан пулнине каярах çеç пĕлтĕм». Владимир Захарович И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче вĕреннĕ. «Ял пурнăçĕ» хаçатра практиМария РОМАНОВА сăн ӳкерчĕкĕ. ПУЛТАРУЛĂХ ЛТАРУЛĂХ ка тухнă. Салтакран килсен комсомолпа парти ĕçĕнче тăнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцине ĕçлеме килнĕ вăл. Вунă çул ытла тăрăшса тĕп редактор çумĕ таран ӳснĕ. Журналист-тĕпчевçĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ Анастасия Иванова /Вăрманкас Шупуç/, Варвара Иванова /Упи/, Матвей Шашков /Мамçа/, Данил Семенов /Малти Трак/ пирки историллĕ очерксем хатĕрленĕ, Трак енри ĕç династийĕсем пирки каласа кăтартнă. Çапла майпа вулакансем Янмурçинти Клементьевсем, Кушарти Яковлевсем, Шупуçĕнчи Репинсем, Упири Никифоровсем, Петровсем, Алманчри Хрусталевсемпе Осиповсем çинчен чылай çĕннине пĕлме пултарнă. Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ Красноармейски районĕ 65 çул тултарнине халалланă «Трак ен», «Красноармейский район. Люди и судьбы» кĕнекене, районăн çĕнĕ энциклопедине кăларма хутшăннă. Владимир Захарович Пикшик тата Трак вăтам шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Трак шкулĕнчи музея ертсе пынă. Çавăн пекех Красноармейски районĕнчи историпе тавра пĕлӳ халăх музейĕн ертӳçинче те вăй хунă. Райцентрти шкулсенче вĕренекенсем историпе тăван тавралăх урокĕсене унта ирттернĕ, ялсенчи шкулсенчен ятарласа экскурсие килнĕ. Вăл пĕр тапхăр Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертӳçинче те тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларман. Чăваш Енри тавра пĕлӳçĕсен обществин Трак енри уйрăмĕн ертӳçи пулнă май тăван тăрăх историне тĕпченĕ, вунă ытла кĕнеке — «Трак тăрăхĕнчи ялсен историйĕ», «Упи тăрăхĕ — çĕршыв мухтавĕ», «Яков Абрамов — депутат первой Думы», «Они гордость и честь земли Большешатьминской», «Кладезь здоровья и патриотизма», «Веку был нужен Иван Шашков», «Лука Спасов — сын благородной земли Траковской», ыттисем — кăларнă. Шыравпа тĕпчев ĕçĕнчи хастарлăхшăн ăна «Чăваш Республикин хисеплĕ тавра пĕлӳçи» ятпа чысланă. Пултарулăхне кура ăна Чăваш Енри Писательсен союзне илнĕ. Владимир Константинов юрлама та, такмаксем калама та, юптарусем вулама та ăста. Спортсмен та. Çăмăл атлетсен Упи — Красноармейски чупăвне 10 ытла хутчен хутшăннă. Хăйĕн ушкăнĕнче виçĕ хутчен çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Çывăх тăванĕ — тĕнче класлă спорт мастерĕ Сергей Афанасьев — ячĕллĕ спорт ăмăртăвĕсене йĕркелеме пулăшать. Владимир Захарович «Улăхсем» псевдонимпа усă курать. Ăçтан тупăннă вăл? «Анат Типçырма Мăн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчи улăхра вырнаçнă. Пирĕн яла ĕлĕк Улăх тенĕ. Вăт çавна тĕпе хунă та эпĕ хушма ят шыранă чухне», — терĕ вăл. <...>

Георгий БОРЗИН.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.