Комментари хушас

5 Нарăс, 2026

Чăваш хĕрарăмĕ 4 (1432) № 05.02.2026

«Отпуска килсен пĕрмай тÿпене сăнаттăм»

Ятарлă çар операцине хутшăннă чухне ăна тусĕсем «Атлант» позывнойпа чĕннĕ. Чылайăшĕ ку холодильник е тӳпене тытса тăракан авалхи халапсенчи Улăп-паттăр тесе шухăшлать. Çук иккен. Пĕлтерĕшĕ чылай тарăнрах пытаннă. Хăйне евĕр хушма ят мăй шăммипе çыхăннă-мĕн: пĕрремĕш сыпăка Атлант теççĕ. «Ача çут тĕнчене килнĕ самантра тухтăрсен унăн пуçĕпе мăйне уйрăмах асăрханса тытмалла. Авалхи Римра тарçă ачи çуралнă чухне унăн мăй шăммин пĕрремĕш сыпăкне юри вырăнтан куçарнă. Унсăрăн тарçăсем ирĕклĕхшĕн кĕрешме хăтланĕччĕç. Тепĕр майлă каласан, Атлант кăмăл çирĕплĕхĕшĕн «яваплă», — ăнлантарчĕ кăсăклă позывной хуçи Николай Удиванов.

Çил-тăманлă кун

Шупашкарта çуралса ӳснĕ арçын шкул çулĕсенчех пурнăç çулне суйланă — аттестат илсен Рязань хулинчи çар училищине вĕренме кĕнĕ. Хыççăн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Чăваша таврăнсан вăл хăйĕн профессийĕпе тĕрлĕ предприятире вăй хунă, çемье çавăрнă. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă çул Николай электроаппарат заводĕнче ĕçленĕ. «Эпĕ тӳрех РФ Хӳтĕлев министерствипе контракт алă пусасшăнччĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула шухăшланине çур çултан кăна пурнăçларăм. 2023 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулчĕ ку. Çывăх çынсене хам çĕнĕрен çар ретне тăрас шухăшлине маларах пĕлтермерĕм, тухса каяс умĕн кăна каларăм. Малтан Чебаркуль хулинче вĕренӳ, хатĕрленӳ витĕр тухрăмăр. Виçĕ уйăхран Луганск Халăх Республикине ячĕç. Эпĕ «Сура» батальонраччĕ. Вăл чăваш ачисенчен çеç тăратчĕ. Çур çултан мана пилотсăр системăсен подразделенийĕнчи «Орлан 10» расчет ертӳçин тивĕçĕсене шанчĕç. Ку — нумай функциллĕ пилотсăр комплекс. Эпир пĕр-пĕр территорие тишкермешкĕн дронсем, самолетсем вĕçтереттĕмĕр. Тăшман тăракан вырăна вара снарядлă дронсем çитсе тĕп тăватчĕç. Анчах тепĕр чухне, çил вăйлă пулсан е çумăр çусан пирĕн «кайăксем» каялла таврăнаймастчĕç. Çавна май командир пире малти линие çывăхарах куçма хушрĕ. Вырăна çитсен разведкăна тухрăмăр, чарăнмашкăн блиндаж шырарăмăр. Виçĕ кун иртрĕ. Каялла таврăннă май — ун чухне ака уйăхĕччĕ, анчах урамра çил-тăман тухрĕ — минăна пула амантăм… Эпир сукмакпа утаттăмăр, унччен те пулмарĕ, тем шаплатрĕ те эпĕ çĕр çине ӳкрĕм. Мĕн пулса иртнине ăнлансан алурана тимлерĕм — вырăнтах-ши? Сылтăм ура лаппи арканнă иккен. Эпĕ «Лепесток» кассетăллă мина çине пуснă. Юлташсем пулăшрĕç, хăрушлăхсăр вырăна илсе тухрĕç те эвакуатор чĕнчĕç. Мана госпитале ăсатрĕç. Юн пăсăласран аманнă ура лаппине касса татрĕç. Виçĕ кунран Мускаври госпитале илсе çитерчĕç. Унта вара урана чĕркуççирен аяларах касрĕç… Икĕ уйăх пек сипленнĕ хыççăн киле ячĕç, санаторире сывлăха çирĕплетрĕм, — шухăшĕсемпе ятарлă çар операцине таврăнчĕ 42 çулти ветеран. — Малтанах эпĕ ура лаппи йĕркеллех, шывпа çуса тасатмалла çеç тесе шухăшларăм. Халĕ урасăр пурăнма хăнăхса пыратăп, тепĕр чухне килте хăраххипе сиккелетĕп. Госпитальте чухне аманнă пирки çывăх çынсене пĕлтерес килмерĕ. «Аллу-уру вырăнтах-и?» — ыйтрĕ анне. Эпĕ нимĕн хуравлайманнине кура хăех йăлтах ăнланчĕ. Ыратнине чакаракан эмел хыççăн тăна кĕретĕн те шуйханса малашнехи пирки шухăшлатăн. Тула каймашкăн та костыль кирлĕ… Çĕнĕлле пурăнма хăнăхма тивессе ăнланатăн. Ытлашшипех пăшăрхансан медсестрасем лăплантаратчĕç. Çакăн пек самантсенче тăвансем пулăшни, сăмахпа хавхалантарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ман пата аппа килсе çӳретчĕ, унпа калаçса чуна пусараттăм. Ирхине вăранатăн та кăмăла çĕклеме тăрăшатăн. Тепĕр чухне çывăх вăхăтра искусствăлла майпа органсем çитĕнтермелли, татăлнă алă-урана ӳстермелли майсем шухăшласа кăларасси пирки те шухăшсем мĕлтлететчĕç. Фантастика фильмĕнчи пек ĕнтĕ». Сухаллă, кукша пуçлă… Калаçу тăсăлнă май ятарлă çар операцийĕнчи самантсене пĕрин хыççăн теприне куç умне кăларчĕ Николай Александрович. Чи йывăрри уншăн мăшăрĕпе, ывăлĕпе, ашшĕ-амăшĕпе юнашар марри пулнă. Малтанхи темиçе уйăхра вĕсемпе çыхăнайман. Кайран, спутник çыхăнăвне йĕркелесен, кăна шăнкăравланă. Ку кăна та мар. Расчет ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçланă май яваплă йышăнусем тăвасси те çăмăл килмен уншăн. Вăл салтаксен малашлăхĕ пирки шухăшланă. Çар хушăвне те пурнăçламалла, вĕсен пурнăçне те упрамалла. «Блиндажра пурăнаттăмăр. Ăна хамăрах чаврăмăр, пĕренесенчен маччине турăмăр, клеенкăпа витрĕмĕр тата ытти те. Малтан — кăмакапа хутса, кайран ятарлă пушкăсемпе ăшăтрăмăр. Бензогенератор — электричествăпа, спутник çыхăнăвĕн станцийĕ çыхăнупа тивĕçтерчĕç. Шыв илме тула тухмаллаччĕ. Вăл ятарлă, маскировкăпа пытарнă пичкесенче упранатчĕ. Çав вырăнта çын пурăнни ан палăртăр тесе тăрăшаттăмăр, мĕншĕн тесен кирек хăш самантра та тăшман дронĕ вĕçсе килсе лаптăка сăн ӳкерет. Лешсем унта такам пуррине асăрхарĕç тĕк — кĕçех снарядлă «кайăксем» тапăнĕç. Ку — тылри лару-тăру кăна. Малти лини çывăхĕнче вара тăтăшах бомба-мина шаплатни илтĕнет. Унта эпир çĕр пӳртре пурăнаттăмăр, — аса илӳ çăмхи малалла сӳтĕлчĕ. — Ентешсене те сахал мар тĕл пултăм. Канаш, Вăрнар тăрăхĕсенчен уйрăмах чылаййăн. Чăвашла калаçаттăмăр. Унашкал тĕл пулусем яланах кăмăла çĕклетчĕç. Хăш чухне яла-салана кĕрсен пĕр-пĕр пушă çурта, старостăпа калаçса татăлса, йышăнаттăмăр. Унта электричество, газ, шыв пур. Вĕсемпе çынсене тӳлевсĕрех тивĕçтеретчĕç. Май пуррисем кайса пĕтнĕччĕ, ватăсемпе пĕччен çынсем çеç пурăнаççĕ унашкал вырăнта. Администраци, лавккасем, пасар ĕçлеççĕ пулин те ял çыннисен унта апат-çимĕç туянма укçитенки çук, выçă лараççĕ. Эпир хăш чухне вĕсене апат-çимĕç туянса параттăмăр. Хушусене пурнăçлама кайнă вăхăтра çăвăнма, шăл тасатма май çук. Нумайăшĕн сухал çитĕнет, пуçĕ вара кукша. Ая бронежилет саратăн та çапла тĕлĕретĕн. Вăхăтлăха пушаннă çуртра вара ку енĕпе меллĕрех. Чи кирли — каçхине чӳречесене тĕплĕн кармалла, çутă ан курăнтăр. Тумтире çуса типĕтме, апат пĕçерсе çиме май пур унта. Эпир çурта тирпейлĕ тытма тăрăшаттăмăр, хуçисен япалисене илмен. Юсамалли пур тăк йĕркене кĕртеттĕмĕр. Эпĕ унти хуçалăхсенче мунча çуккине асăрхарăм — душ кĕмелли кабинка е ваннăй кăна». Пĕрремĕш хут отпуска Николай çур çултан килнĕ. Кунти пурнăçа çĕнĕрен хăнăхма тивни пирки те каласа кăтартрĕ вăл. Пĕрмай тӳпене сăнанă. Çуртсем тĕрĕс-тĕкел… Лере арканнисене кăна курнă-ха та. «Машинăсем тӳрĕ çулпа йĕркеллĕн çӳрени те тĕлĕнтеретчĕ — никам та çула-мĕне пăхмасăр çиçĕмле хăвăртлăхпа хăваламасть. Лавккара банк карттипе тӳлеме май пур, телефон ĕçлет… Эпĕ вара кĕсьерен пĕрех картта мар, укçа кăлараттăм», — терĕ Николай. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Вĕсен çемйинче виçĕ чĕлхе янăрать

Хăшĕ-пĕрин патне шăпа пӳрни алкум умне килет, Шупашкарта пурăнакан Евгения хăйĕн мăшăрне вара урамра тĕл пулнă. Кам шухăшланă ун чухне ăнсăрт паллашу телей парнелессе? Ку çемьен историйĕ чăннипех пĕр-пĕр романтика фильмне аса илтерет. Евгения — Чăвашра, унăн мăшăрĕ Рафаэль Латинла Америкăри Перу Республикинче çуралса ӳснĕ. Çапах пачах расна икĕ халăх каччипе хĕрне пĕр-пĕрне пĕрре курсах юратма чăрмантарман ку. 2014 çулта вĕсем пӳрнисене ылтăн çĕрĕ тăхăннă, халĕ Евгенийăпа Рафаэль Санчес Сальседосем Шупашкарта пурăнаççĕ, икĕ ача çитĕнтереççĕ. Кил ăшшин управçи хăйсен тĕлĕнмелле романтика историйĕпе паллаштарчĕ.

«Юрататăп» мар, «те амо»

— Иккĕленместĕп, пĕве кĕнĕ кашни пике чикĕ леш енчи принц пирки шухăшлать. Çавăн пек-çке эпир! Сериалта кăтартакан юмахри евĕр пурнăçа ĕненетпĕр. Пĕрисемшĕн ĕмĕт пĕр ырă кун чăнлăха çаврăнать. Эпĕ те вĕсен йышĕнчен. Ман пата каччă океан леш енченех килчĕ. Килчĕ те… пурăнма юлчĕ. Рафаэль — музыкант, Лима текен хулара кун çути курнăскер. Пĕррехинче вăл пултарулăх ушкăнĕпе пирĕн çĕршыва гастрольпе килнĕ, Шупашкара та çитнĕ. Çавăн чухне ăнсăртран паллашрăмăр. Акăлчанла калаçкаларăмăр. Эпĕ профессипе акăлчан чĕлхи преподавателĕ пулнă май йывăрлăх тухмарĕ. Пĕр-пĕрне килĕштернине тӳрех туйрăмăр. Чунрине пĕр-пĕрне каярах, видеоçыхăнупа калаçнă май, пĕлтертĕмĕр. Манăн принц гастрольсем вĕçленсен хăйĕн çĕршывне вĕçрĕ. Эпир тăтăшах интернет урлă çыхăнса хутшăнаттăмăр. Эпĕ испан чĕлхине ăса хывма пуçларăм. Савни патне «Эпĕ сана юрататăп» мар, «Те амо» тесе çырма епле хăйне евĕрлĕ пек туйăнатчĕ! Темиçе уйăхран Рафаэль Чăваша килесси пирки калаçса татăлтăмăр. Çапла вăл яланлăхах кунта юлчĕ. /Кулать/. Анчах та çемье çавăриччен пирĕн мĕн чухлĕ чăрмава парăнтарма, йывăрлăх витĕр тухма тиврĕ. Виза, вăхăтлăх пурăнма ирĕк паракан документ, кайран ялан пурăнма ирĕк паракан хута илесси, гражданство тутарасси те çăмăл пулмарĕ. Савнин вырăс чĕлхипе экзамен тытма та тиврĕ. Çавна май Рафаэль миçе хут океан урлă самолетпа вĕçмерĕ-ши? Сахалтан та çулталăкне 1 хутчен тăван тăрăхне кайма тиветчĕ. Çĕнĕ визăна тивĕçмешкĕн те вăл унта вĕçрĕ. Пĕр уйăх сисĕнмесĕрех иртрĕ — эпĕ çанă тавăрса ĕçлерĕм, савни вăхăтне çывăх çыннисемпе ирттернĕ, документсем хатĕрленĕ. Нарăс уйăхĕ ун чухне сивĕ те юрлă тăчĕ. Кăнтăр Америкăра вара çулла, ăшă, хĕвеллĕ. Рафаэль çула тухас умĕн видеоçыхăнупа чĕвĕлтетрĕмĕр, вăл япалисене пуçтарнине сăнарăм. Хĕллехи тумĕпе пушмакне тăхăнмашкăн меллĕ пултăр тесе вĕсене чăматанне çиеле хучĕ. Пĕр-пĕрин патне чуптăвăмсем вĕçтертĕмĕр, куçăма телей куççулĕ тулчĕ. Кĕçех юратнă çыннăм юнашар пулатьçке! Манăн кĕтмелли тата кĕлĕ тумалли çеç юлать. Çул ансат мар: Перу-Испани-Германи-Раççей. Унтан Мускавран пуйăспа Шупашкара çитмелле. Кашни аэропортран СМС çырчĕ Рафаэль. Икĕ талăка яхăн иртсен кăна телефон шăнкăртатрĕ: «Амор, эпĕ кунта! Кĕçех пĕрле пулăпăр!» — хаваслăн калаçрĕ вăл. /Амор — юратнăскерĕм. — Ред./ «Мĕнле çитрĕн? Халĕ ăçта эсĕ?» — ыйтрăм савăнăçлăн. «Мускав аэропортĕнче, багаж кĕтетĕп. Унтан — вокзала. Такси шыраса тупасшăн», — хуравларĕ савни. Кĕтетĕп. Тепĕртакран телефон сас пачĕ. Лини леш енче палламан хĕрарăм Рафаэлĕн багажĕ вăхăтра çитейменнине пĕлтерчĕ. Термометр 28 градус сивĕ кăтартать, каç пулнă ĕнтĕ, çитменнине, çил-тăман алхасать. Манăн савни вара çуллахи пек тумланнă — футболка, джинс шăлавар, кроссовкă… Чăматана илсе çитерессе кĕтмелле-ши е куртка сутакан лавкка шырамалла-и? Пуçа ватрăм. Каçхи 10 сехетре куртка тупасси хĕн. Рафаэль çаплипех такси шыраса тупнă, унтан сивĕ вокзалта ултă сехет ларнă, хыççăн тинех пуйăса вырнаçнă. Тепĕр кун иртсен каçхине ăна кĕтме вокзала утрăм. Ун валли ăшă тум илме те манмарăм паллах. /Йăл кулать/. «Çуркунне çитиччен пӳртрен тухмастăп! Мороженăй та тек нихăçан çимĕп!» — терĕ киле çитсен савниçĕм. Сăмах май, унăн багажне икĕ эрнерен кăна илтĕмĕр. «Купăста яшки» Паллашнă хыççăн пилĕк çултан эпир пĕрлешрĕмĕр. Аса илмелли кăсăклă самант чылай пирĕн. Пĕрле пурăнма пуçласан малтанхи вăхăтра иксĕмĕр нумай калаçрăмăр. Акăлчан, испан, вырăс сăмахĕсенчен тăратчĕ пирĕн калаçу. Хăш чухне вăл е ку япалана пит-куçа хускатса е алăпа хăлаçланса ăнлантартăмăр. Çанталăка, тавралăха, апат-çимĕçе сӳтсе яврăмăр. Сăйланма пурте юрататпăр-çке. Эпĕ савни каласа кăтартакан палламан улма-çырла пирки çăвар карса итлерĕм, хам вара сутĕн, «Кĕрĕк айĕнчи пулă», тăварланă помидор хатĕрлемелли вăрттăнлăхсем пирки сăмахларăм. Рафаэле эпир çăкăр юратни тĕлĕнтерет. Мĕншĕн ăна нумай туянатпăр тата нумай çиетпĕр? Перу çыннисем вара чылай апата — çав шутра çĕр улмине, пахча çимĕçе — пĕçернĕ риспа çиеççĕ. Унта вăл çăкăр вырăнне. Рафаэле купăста яшки мĕнле пĕçермелли пирки те каласа кăтартрăм, сăн ӳкерчĕксем те тупрăм интернетра. Пĕр-пĕр кун ăна пĕçерсе çитерме сăмах патăм. Çав каçхине эпир хĕр тусăн ашшĕ-амăшĕ патне хăнана кайрăмăр. Сĕтел çинче тем тĕрлĕ апат та пурччĕ. Акă яшка илсе килчĕç. Унччен те пулмарĕ, манăн принц купăста салатне ăсса илчĕ те яшкана ячĕ. Унтан тăвар тата лимон сĕткенĕ хушрĕ… Çиме пуçларĕ. Эпир тĕлĕннипе ним калама аптăрарăмăр. «Купăста яшки», — ăнлантарчĕ Рафаэль кăмăллăн. Киле таврăнсанах сысна какайĕнчен, çамрăк купăстаран тутлă купăста яшки пĕçертĕм. Вăл пирĕн çемьен юратнă апачĕ пулса тăчĕ. Тĕрлĕ блюдо хатĕрлетпĕр: хăнăхнисене те, упăшкан тăван тăрăхĕнчисене те. Латиноамерикан пулнăран вăл какай, рис кăмăллать, вĕсене тăтăшах пĕçеретпĕр. Блюдăсене техĕмлĕх нумай хушатпăр. Пирĕн çĕршывра хатĕрлекен çимĕçсенчен мăшăр икерче тата солянкăна килĕштерет. Тепĕр кăсăклă самант кунти çанталăкпа çыхăннă. Рафаэле яланах сивĕ темелле, çулла çеç килĕшет ăна. Тавралăх çанталăка кура улшăнни — пирĕншĕн хăнăхнă пулăм, анчах уншăн — тĕлĕнтермĕш. Раççее киличчен мăшăр пĕрре те юр курманччĕ. Перура çумасть вăл, çанталăк хĕлле те унта 15 градус ăшă тăрать. Кунта пурăнма куçнă çул вăл пуçласа юр курчĕ. Чӳк уйăхĕн вĕçĕччĕ ун чухне. Рафаэль урамра ытлашшипех çутă пулнине асăрхаса каçхине çывăрнă çĕртен тăрса чӳрече патне пынă. «Амор, атя урама тухатпăр. Унта… юр», — сĕнчĕ вăл. Тумланса тухрăмăр. Савниçĕм шап-шурă тавралăха курса пĕчĕк ача пек савăнчĕ, юра тытса, шăршласа, çисе пăхрĕ. Юр пĕрчисене те тĕлĕнсе сăнарĕ. Тепĕр кунхине юр тата ытларах çунăччĕ. Эпир парка васкарăмăр. Ара, Рафаэлĕн унпа выляса юлмалла-çке, унсăрăн кĕçех ирĕлĕ. Эх, алхасрĕ! Пĕрле тем тĕрлĕ кӳлепе ăсталарăмăр, юр çинче ӳкертĕмĕр, йăванса йĕрсем хăвартăмăр, Юр кĕлетке те лартрăмăр. «Мĕншĕн ачасемпе йытăсем тата эпир кăна савăнатпăр? Ыттисем пачах та ку асамлăха асăрхамаççĕ!» — хăй шухăшне пĕлтерчĕ савни. Вăхăт иртнĕ май, паллах, хăй те хĕлле юр выртнине курма хăнăхрĕ. Ун пирки вăл ашшĕамăшне те каласа кăтартатчĕ. «Амор, унччен эсĕ юрсăр епле пурăннă-ши?» — ыйтрăм йăл кулса. «Эсĕ вара океансăр мĕнле пурăннă?» — терĕ ăшшăн. Чăнах та… мĕнле расна пурнăçсем пулнă пирĕн унччен. Малтанхи вăхăтра чĕлхе тĕлĕшĕнчен чылай кăлтăк тухатчĕ, халĕ те пулкалаççĕ-ха. Çемьере ытларах вырăсла хутшăнатпăр, хушăран акăлчан е испан чĕлхи янăрать. Ывăлпа Ильяпа хĕр пĕрчи Лилиана испан чĕлхине ăса хывса ӳсеççĕ, калаçма хăтланаççĕ. Ывăл шкулта вĕренет, кĕçĕнни пĕчĕк-ха. Илья пирĕн хушамат ăçтан тымар илнине тĕпчет, наукăпа практика конференцине те хутшăнать çак темăпа. Сăмах май, перуансем ашшĕ тата амăшĕн хушамачĕпе çӳреççĕ. Çавăнпа вăл икĕ сăмахран тăрать: тĕслĕхрен, Санчес Сальседо. Рафаэлĕн ашшĕ-амăшĕпе эпĕ пĕрре те курнăçман, видеоçыхăнупа çеç хутшăнатпăр. Манăн анне, Улатăрта пурăнаканскер, кĕрӳне питĕ лайăх йышăнчĕ. Тăвансемпе туссем те çаплах. Улатăр хулинче пĕрре мар пулнă, вăл мăшăрăн кăмăлне каять. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Любовь КУДАШКИНА: «Çемье — телей никĕсĕ»

Любовь Кудашкинăна эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Улатăр тăрăхне ĕçлĕ визитпа кайсан тĕл пултăм. Регион ертӳçи йывăçран чĕр тавар туса кăларакан «Анмар» предприятире çĕнĕ лини хута янă ятпа саламларĕ.

Илемлĕ Сăрпа хитре вăрман кунти пикесен сăн-сăпатне те чиперлетет ахăр. Поэт йĕркисемпе ытарлăн каласан: «Сăнпитпе те пит чипер, чун хавалĕпе те паттăр». Люба — Улатăр округĕн централизациленĕ клуб тытăмăн специалисчĕ. Çавна май пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнмасăр юлман вăл. Калаçу унăн ĕçĕ-хĕлĕ, çемйи тата Улатăр тăрăхĕнчи пулăмсем тавра йĕркеленчĕ.

Юрăпа та хавхалантараççĕ

— Любовь Андреевна, мĕн илсе çитерчĕ-ха вăрман пуянлăхĕпе ĕçлекен «Анмар» предприятие?

— Малалла Люба ят çине куçсан çеç ыйтусене хуравлама килĕшетĕп. /Кулать/. Паллах, ĕç илсе çитерчĕ кунта. «Анмар» предприяти лапамĕнче Чăваш Еншĕн, уйрăмах муниципалитет округĕшĕн, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем иртнĕ чухне эпир, клуб тытăмĕнче тăрăшакансем, айккинче юлма пултараятпăр-и вара? Сăлтавĕ те темиçе. Пĕрремĕшĕнчен: паян ятарлă çар операцийĕнче çĕнтерĕве туптакан паттăрсем валли гуманитари пулăшăвĕн черетлĕ «пуйăсне» çула ăсатаççĕ. Улатăрсем чунпа та, юнпа та хастар çынсем. Сăмах май, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Улатăр районĕнчи Иваньково ялĕнче пурăнакан Андрей Сарсков колхозник Совет Союзĕн Геройне Федот Орлов ентешне Ли-2 самолет туянса пама пултарнă. Паян вара эпир фронта блиндажсемпе окопсем тума, вĕсене çирĕплетме 25 кубла метр хăма, 200 фанер, ОСБ материал ăсататпăр. Вăрçă вăл, тем тесен те, вĕçĕмсĕр автомат-пулеметран шатăртаттарни кăна мар пулĕ тетĕп. Салтаксем яланах пĕр-пĕрне илемлĕ юрăпа, çивĕч шӳтпе, хитре ташăпа хавхалантарма май тупнă. Вăрçă вăхăтĕнчи «Огонек», «Синий платочек», «Темная ночь» юрăсене пĕлмен çын пур-ши? Аслă Çĕнтерĕве Твардовскин Василий Теркинĕпе Клавдия Шульженко та çывхартма пулăшман-и вара? Çакна Улатăрсем те лайăх пĕлеççĕ. Наталья Сергеева ертсе пыракан халăх хорĕ пирĕн салтаксене халалласа тĕрлĕ юрă шăрантарчĕ.

— Улатăрпа Пăрачкав тăрăхĕсенче вырăссем ытларах пурăнаççĕ. Эсĕ вара чăваш тумĕпе — чуна савăнтаратăн!

— Кунта чăваш ялĕсем пур кăна мар, вĕсем тăван культурăна, чĕлхене, тĕрре чипер аталантарса пыраççĕ. Çĕнĕ Эйпеçри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăл куç» фольклор ансамблĕ, Кивĕ Эйпеçри «Ахрăм» юрă ансамблĕпе «Ăру» халăх театрĕ — чи маттуррисен йышĕнче. Маншăн Суйкăн ялĕнчи «Хĕвел» фольклор ушкăнĕ питĕ çывăх. Паянхи çипуç шăпах Суйкăн пикисен. Пирĕн тăрăхри чăваш культурине хăватлăн туртакан тĕп вырăн Çĕнĕ Эйпеçри культура çурчĕ теме пулать. Ăна чылайранпа Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Акимова ертсе пырать.

— Санăн пурнăçупа кăсăкланма пуçличчен «Анмар» предприяти лапамĕнче иртекен мероприятисем пирки те сăмах пуçарар-ха.

— Паян Улатăр округне килнĕ сумлă хăнасем — министрсем, депутатсем, усламçăсем, журналистсем предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ, йывăçа тирпейлесе хăма-брус кăларакан технологи линине хута яма хутшăнаççĕ. Производство коллективĕ 2023 çулта «Çурт-йĕр строительствинче çыпăçтарнă бруспа, сĕтел-пукан тунă çĕрте хăмаран хатĕрленĕ щитпа усă курасси. Çак таварсен производствин тулли ярăмне йĕркелесси» инвестици проекчĕпе ĕçлеме тытăннă. Кĕске тапхăртах кунта хуралтăсене тĕпрен çĕнетнĕ, çĕнĕ оборудовани туянса вырнаçтарнă. Эпĕ экономикăран аякра тăратăп пулин те «Анмар» Улатăр муниципалитет хуçалăхне вăйлатакан предприяти пуласса шанатăп. Кунта 162 çын ĕç вырăнĕ тупни те савăнтарать. Виççĕмĕш мероприяти — Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви ирттерекен коллеги. Унта эпир Улатăр тăрăхĕ вăрманпа чи пуян кĕтес пулнине кăтартăпăр.

«Искусство Турри яланах пĕрле»

— Халĕ санпа, çемйӳпе тĕплĕнрех паллашма та юрать.

— Тĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тусах ĕлкĕреймен-ха эпĕ: Нина Григорьева артистка пек «Нарспи» рольне выляман, Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи пек сăвăсем те шăрçаламан, Олимпиада Иванова спортсменка евĕр Олимп вăййисенче те çĕнтермен. Анчах та хама çав тери телейлĕ те пуян çын пек туятăп. Пурте пур манăн: Саранскри М.Е.Евсевьев ячĕллĕ Мордва патшалăх педагогика университетĕнче професси илтĕм, ывăлăм Тимофей 5-мĕш класра вĕренет, хĕрĕм Аня ача садне çӳрет, юратнă мăшăрăм Александр юнашар. Çакă телей мар-и вара? Пĕтĕм хуйха-суйха яланах мăшăрăмпа пайлама тăрăшатăп. Ăна ытарлăн «Манăн Невскипе Македонский» тетĕп. Çак харсăр полководецсем пекех мăшăрăм Александр та хастар та мал ĕмĕтлĕ. Вăл вăрман касас тата тирпейлес енĕпе вăй хурать. Мăшăрăм — ывăлăн тĕп воспитателĕ те. Арçын ачан ялан чăн-чăн арçынпа юнашар пулмалла: ун пек чухне çемье юман пек патвар, хурçă пек çирĕп пулĕ. Тимофей пĕтĕм ĕçе, çав шутра уроксене те хăй тĕллĕн тума тăрăшать. Чылай ача пек телефон е гаджетпа кăсăкланмасть, унпа лармашкăн ывăлăмăн вăхăт та çук. Вăл пуçĕпех футбола парăннă. Пилĕк çул стадионта мечĕк хăвалать, çитĕнĕвĕ те сахал мар. Хваттере унăн Хисеп хучĕсемпе кубоксем капăрлатаççĕ.

— Кун пек маттур мăшăрпа, ахăртнех, чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупăнать.

— Мĕн пĕчĕкренех ӳкерме юрататăп. Уйрăмах çут çанталăк илемне сăнлакан художниксен ĕçĕсем кăмăла каяççĕ. Иван Шишкинăн пултарулăхне уйрăмах килĕштеретĕп. Унăн «Хыр вăрманĕнчи ир» ĕçне Улатăр вăрманĕнчех хайланă пек туйăнать, «Ыраш» картина мĕнле паха тата — тин çеç пиçсе тухнă çăкăр шăршиллĕ тейĕн. Айвазовский, Саврасов ĕçĕсем те килĕшеççĕ. «Пушă вăхăт» тенĕрен… вăл мана çеç мар, пурне те кирлĕ. Çемьепе вăрмана çӳреме юрататпăр. Пĕлтĕр акă пĕрле хура çырла, çĕр тата хурăн çырли пуçтартăмăр, вăрман уçланкинче бадминтонла вылярăмăр.

— Илемлĕ картина хайласси кăткăс ĕç: композиципе çыхăннă самантсене шута илмелле, сăрăсене тĕрĕс хутăштармалла, пленэрсенче пултарулăха аталантармалла… Эсĕ ку енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕ-и е ӳнер чун киленĕçĕ кăна-и?

— Ӳнер шкулĕнчен ылтăн медальпе тухрăм. Иван Шишкин пекех çуллахи пейзажа сăнлама юрататăп. Ачасене çавăтатăп та вăрмана е Сăр шывĕ хĕррине çул тытатпăр. Кун пек самантсенче чун та канать, ачасен те çут çанталăкпа туллин киленме май пур. Сăр хĕррине каяс пулсан вăлтасем те илетпĕр. Эпир — чаплă пулăçсем. /Кулать/.

— Кун пек философилле шухăшлакан çамрăк анне ăçта, мĕнле çемьере çитĕннĕ-ши?

— Улатăртан эпĕ, кунтах çитĕннĕ. Мăнаçланатăп хамăн хулапа. Пĕлетĕр-и, вăл Хаяр Иван Хусан хулине илнĕ çултах йĕркеленнĕ. Халĕ Улатăр — 474 çулта. Эпĕ — Андрейпа Елена Бушовсен тĕпренчĕкĕ. Аннем Елена Васильевна мана пĕчĕкренех ӳкерме вĕрентетчĕ. 10-ра чухне ӳнер шкулне çавăтса кайрĕ. Эх, тăрăшрăм та вара! Çавăнтанпа искусство Турри яланах пĕрле. Халĕ хĕрĕме те çак пултарулăхпа паллаштаратăп. Чиперук искусство шкулĕн хатĕрленӳ уйрăмне çӳрет. <...>

Анатолий АБРАМОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.