Ял пурнăçĕ 2 (10386) № 22.01.2026
Çĕнĕ сывлăш кĕртет
Тĕн пирки çуралнă шухăшсем Шыва кĕртекен Иоанн пророк çуралнă ятпа Красноармейски салинче лартнă чиркӳ священникĕ Сергий Фролунин настоятель патне илсе çитерчĕç.
— Сергий атте, тĕнчере тĕрлĕ тĕнпе пурăнакан пур. Вĕсен уйрăмлăхĕсемпе пĕр пеклĕхĕсем мĕнре-ши?
— Христианство, ислам, иудаизм анлă сарăлнисем шутланаççĕ. Паллах, вĕсем чылай енчен уйрăлса тăраççĕ, анчах çак вăхăтрах пĕр-пĕрне питĕ çывăх. Тĕн — тĕнчене пĕрлештермелли вăй. Эпир пурте — Турă çыннисем. Анчах та йăнăш пурăнса чунсене Турă патне çывхарма чаратпăр. Ĕлĕкрен пĕрисем чиркĕве çӳресе, теприсем килте кĕлĕ вуласа лайăх мар шухăшсенчен тасалнă. Йывăр чухне Турăран пулăшу ыйтма пĕлмелле, ăна ĕненмелле, шанмалла. Чун урăх ниçта та хӳтлĕх тупаймасть. Чиркĕве кайăр е килте çурта çутăр. Раççейре, тĕнчере килĕшӳпе тăнăçлăх пултăр тесе ыйтăр. Тĕн, чăннипех те, этемлĕхĕн чи пысăк пуянлăхĕ. Граждан обществин тăнăçлăхне упракан чи çирĕп никĕс пулса тăрать.
— Турра ĕненекен çыннăн мĕнле кĕнеке вуламалла?
— Пурнăçра пĕр хутчен те пулсан Иисус Христос пурнăçĕ çинчен каласа паракан кĕнекене вуламалла. Матфей, Марк, Лука, Иоанн каланă Евангелисем те пĕлтерĕшлĕ. Турăпа пĕрле пулас тесен çывăх çынсем патне савăнăç илсе çитерме тăрăшмалла, пулăшу кирлисене хирĕçлемелле мар.
— Красноармейски салинчи çĕнĕ чиркĕве хăçан уç ма палăртатăр?
— Трак енре тепĕр чиркӳ хута ярассишĕн нумай вăй хума тиврĕ, йывăрлăхсем те пулчĕç. Малтанах коронавирус чирĕ сарăлни ура хучĕ, унтан ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ... Сăмах май, чиркӳ çĕршыва хӳтĕлекен салтаксене темиçе хутчен те пулăшу кӳчĕ. 80 пин тенкĕ уйăртăмăр, шывпа тивĕçтертĕмĕр. Çапах та палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Çĕнĕ чиркĕве нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçма палăртнă. Унта кашни эрнере шăматкунпа вырсарникун служба иртĕ. Турă çуртне тума хутшăннисене, тăван тăрăха аталантарассишĕн тăрăшакансене, çавăн пекех чиркĕве çӳрекенсене те çак ĕçсене пурнăçлама тӳпе хывнăшăн тав тăватăп.
Мария РОМАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Юрă-кĕвĕ — манăн шăпа»
«Трак ен» халăх фольклор ансамблĕн ертӳçи Антонина Никонорова Красноармейски тĕп культура çуртĕнче хăнасене пултарулăх каç не пухрĕ.
«Трак ен» коллектив 1992 çулта Красноармейски районĕн культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ. 2001 çулта «халăх» ятне илнĕ. Йышра — тĕрлĕ професси çыннисем. Вĕсем Мăн Çавалпа Шетмĕ юхан шывĕсен тăрăхĕнче пурăнакансен юрри-кĕввине, йăли-йĕркине сцена çине кăларас тĕлĕшпе вăй хураççĕ. Фольклор ушкăнне хутшăнакансене музыка чĕлхине туйма вĕрентес енĕпе чылай çул ĕнтĕ Антонина Никонорова тăрăшать. Вăл Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин фольклор уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Коллектива 2014 çултанпа ертсе пырать. …Антонина Николаевна Патăрьел тăрăхĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ӳснĕ. Хитровсен килĕнче яланах юрăкĕвĕ янăранă. Ашшĕ купăс калама ăста пулнă. Амăшĕ юрлама юратнă. Пĕррехинче Именкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Ольга Малова ачасенчен ӳссен кам пуласси пирки ыйтса пĕлме тытăннă. «Санăн кĕвĕ-çемĕ тĕнчине суйласа илмелле», — тенĕ вăл Тоньăна. Кĕçĕн Арапуç хĕрĕ учитель сĕнĕвне тĕпе хурса шкул хыççăн Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытнă. Унта вĕреннĕ тапхăртах «Мерчен» фольклор ансамбльне çӳренĕ. Диплом илсен Шупашкарти ача-пăча пултарулăх центрĕнче хушма пĕлӳ паракан педагогра тăрăшнă, кĕçĕн классен «Путене» пултарулăх ушкăнне ертсе пынă. Унтан пĕр тапхăр Тюмень облаçĕнче культура тытăмĕнче ĕçленĕ. Каярахпа пурнăç кустăрми ăна Трак тăрăхне илсе çитернĕ: Çĕньял Чуракасси каччипе Николай Никоноровпа çемье çавăрнă. Ку таранччен «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕ хамăр республикăра пурăнакансене кăна мар, Тутар, Мари, Пушкăрт республикисенчи, Чулхула, Тюмень облаçĕсенчи, Мускаври йăхташăмăрсене пултарулăхĕпе савăнтарнă, тĕрлĕ концерт-фестиваль лауреачĕ пулса тăнă, гран-присене тивĕçнĕ. Хастар йышăн репертуарĕ те пуян. Хăна, улах, вăйă, урам юррисемпе такмаксене шăрантараççĕ вĕсем. Çăварни, салтака ăсатни, туй, ниме, Кĕр сăри, ытти йăла-йĕркене сцена çинче кăтартаççĕ. Пултаруллă композиторсен юррисене янратаççĕ. Çултан-çул пултарулăх «çӳпçине» çĕнĕ хайлавсем кĕртеççĕ. Пултарулăхри ӳсĕмсемшĕн Антонина Николаевнăна Чăваш Республикин Культура министерствин тата Красноармейски округĕн администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Çавăн пекех тăван халăх юрри-кĕввине, йăли-йĕркине аталантарнăшăн Антонина Никоноровăна Н.Янкас ячĕллĕ премипе хавхалантарчĕç. Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕн ертӳçи Зинаида Михайлова, Владимир Серафимов тавра пĕлӳçĕ саламласа ăшă сăмахсем каларĕç. Николайпа Антонина Никоноровсем юратнă амăшне — уява Кĕçĕн Арапуçĕнчен килсе çитнĕ Валентина Хитровăна — тав туса чечек çыххи парнелерĕç. Никоноровсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Миша — Шупашкарти электромеханика, Катя медицина колледжĕсенче вĕренеççĕ. Ярослав Трак вăтам шкулне çӳрет. Çавăн пекех искусство шкулĕнче фортепиано класĕнче, Заволжски клуб çумĕнчи «Çамрăклăх» ача-пăча ташă ушкăнĕнче хушма пĕлӳ илет. Вĕсем виççĕшĕ те амăшĕн пултарулăх каçне хутшăнчĕç. Катя сцена çине «Богомолица» юрăпа тухрĕ. Пултарулăх каçне килнисем Антонинăпа Николай Никоноров шăрантарнă юрăсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Уява Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров ертсе пыракан халăх хорĕ «Великая Россия» юрăпа уçрĕ. Унтан «Атте-анне ячĕпе» /И.Прокопьев, Ю.Сементер/, «Туслă пурăнар ялан» /Н.Никоноров, З.Михайлова/, «Çĕнĕ çул парать парне» /Н.Никоноров, Клавдия Тукайăкĕ/ çĕнĕ юрăсемпе савăнтарчĕ. Пултарулăх каçне Чăваш халăх артистки Елена Иовлева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Катя Петрова, эстрада юрăçисем Елена Энжей, Ирина Кораблева тата Сергей Петров хăйсен юррисемпе пуянлатрĕç. «Юрă-кĕвĕ — манăн шăпа. Пултарулăх тĕнчинче телейĕме тупрăм», — терĕ Антонина Никонорова уява килнĕ хăнасене, унăн пултарулăхне хисеплекенсене тав туса.
Георгий БОРЗИН.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











