Комментари хушас

9 Раштав, 2025

Хыпар 92 (28409) № 09.12.2025

Хĕрнĕ тимĕре вĕрилле туптаса ĕлкĕрмелле

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу йăлана кĕнĕ йĕркепе ку эрнери мероприятисене палăртнинчен пуçланчĕ. Вĕсен списокĕнчи тĕп пулăмсен шутĕнче, паллах, раштавăн 9-мĕшĕнче паллă тăвакан Тăван çĕршыв Геройĕсен кунĕ.

Çавна май ытларикун республика ертӳлĕхĕшĕн Геройсене пуç тайнинчен пуçланĕ — ирхине Шупашкарти «Çĕнтерӳ» астăвăм паркĕнчи Сӳнми çулăм патне чечек хурĕç. Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе иртнĕ канашлăвăн кун йĕркинчи ытти тема — Чăваш Енри пурнăçпа ĕç-хĕлĕн кулленхи ыйтăвĕсем. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлессипе çыхăннă ыйтупа сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçал ку енĕпе граждансенчен йышăннă ыйтусен шучĕ палăрмаллах — 48% чухлĕ — чакнă, çапах тема çав-çавах «пысăк тимлĕх зонинче» упранса юлать-ха. Чӳк уйăхĕнче вара тарифсемпе çыхăннă йышăнăва пула вăл тăруках çивĕчленнĕ те. Çавна май тивĕçлĕ ведомствăсен представителĕсен халăха «лăплантармашкăн» муниципалитет округĕсене çитме те тивнĕ — Çĕрпӳре, Улатăрта пулнă. Эмир Нуртдинович каяшсемпе ĕçлессин уйрăм ыйтăвĕсене çĕкленĕ май вĕсене йышăнакан мĕн пур об±ектра виçе тĕрĕслевне йĕркелемеллине палăртрĕ — вăл пур çĕрте те çук-ха. Сергей Артамонов вара çак эрнере каяшсене компостламалли участок строительствине ăçта пуçарассине татса памалли çинчен аса илтерчĕ. Ку ыйтăва малалла тăсма юрамасть — пăнчă лартмалла. Патшалăхăн массăллă социаллă пулăшу ĕçĕсене электрон мел çине куçарас ыйтупа цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов сăмах илчĕ. Раççей шайĕнче ку кăтартăва 2030 çул тĕлне 99% çитерме палăртнă. Кăçалхи тĕллев — 51%. Анчах Чăваш Ен ку енĕпе ăнăçлă ĕçлет те — çĕршыв шайĕнчи процентсемпе çырлахас темен, регион хăйĕн валли пысăклатнă тĕллев палăртнă — 70%. Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне электрон мелпе массăллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме ыйтса çырнă 381 пине яхăн заявлени йышăннă. Чи нумаййисем — Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх /65 пин ыйту/, Вĕрентӳ /168 пин ыйту/ министерствисен тӳпи. Электрон мелпе йышăннисен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 90% патнеллех. 100% çитнĕ тытăмсем те пур. Чăн та, ӳкерчĕк пур çĕрте те пĕрешкел мар. 21 муниципалитетра 70% иртнĕ. Çĕнĕ Шупашкарсен сахалрах, çапах — 50% пысăкрах. Вăрмар округĕ вара 50% та çитеймен. Унтан та ытла — кăçал унта çак кăтарту ӳсес вырăнне... пĕчĕкленнĕ иккен. Сергей Артамонов муниципалитет ертӳлĕхĕнчен çакăн сăлтавне уçăмлатма ыйтрĕ: «Мĕн пулчĕ?» Çак тиркев округ пуçлăхĕшĕн Василий Шигильдеевшăн кĕтменлĕх пулмарĕ. Тĕп сăлтавне вăл нумай функциллĕ центр вырнаçăвĕнче курать: «Кунтах та — «хамăрьялсем» МФЦра черет кĕтесшĕн мар...» Апла-и, капла-и — ĕçе малалла тăсĕç, пулăшу ĕçĕсен электрон мелпе тивĕçтерекен пайне пысăклатĕç. Сăмах май, массăллисен шутĕнче — патшалăхăн социаллă 88 пулăшу ĕçĕ. Çав шутра — муниципалитетсен 38 пулăшу ĕçĕ. Чăваш Ен делегацийĕн Узбекистанри бизнес-миссийĕ çинчен промышленноç тата энергетика министрĕ Марат Якушев каласа пачĕ. Икĕ çĕршыв регионĕсенчи предприятисен коопераци çыхăнăвĕсене йĕркелессине, промышленноçпа ял хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче алла-аллăн ĕçлемелли çĕнĕ майсем шырассине тĕпе хунă. Пирĕн предприятисен представителĕсем Узбекистанри Навои тата Бухара облаçĕсен ертӳлĕхĕпе курнăçнă, унти предприятисенче пулнă, калаçусем ирттернĕ. Марат Рафикович шучĕпе, визит ăнăçлă пулнă — «унта хутшăннă пĕр компани те килĕшӳсемсĕр таврăнмарĕ». Сăмах çав шутра Шупашкар техникипе тивĕçтересси пирки те пырать. Сăмах май, унта, калăпăр, «Четра» техникине аван пĕлеççĕ — унпа усă кураççĕ. Анчах техника сервисене йĕркелеме ыйтаççĕ — ку енĕпе ĕçлемелли пур. Паллах, предприяти специалисчĕсем çакна шута илĕç. Пирĕн пир-авăр тĕртмелли станоксем те узбексемшĕн вырăнлă пулмалла. Е тата — Бухара облаçĕн çĕр улми туса илес енĕпе ĕçлессипе çыхăннă тĕллевĕсем. Хальччен, министр каланă тăрăх, унта иккĕмĕш çăкăра курттăм майпа çитĕнтермен, малашне вара ку енĕпе çине тăрса ĕçлесшĕн. Эппин, вăрлăх кирлĕ. Пирĕн «Çĕр улмине мухтав» агрофирма çуллен 200 тонна элита вăрлăхпа тивĕçтерме пултарать. Чăваш Ен представителĕсем çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх комплексĕн ĕçĕпе паллашнă. Ăратлă выльăх сутас ыйтусене, выльăх ĕрчетмелли комплекссен пĕрлехи строительствине сӳтсе явнă. «Чебомилк» компани узбексене Чăваш Енри предприяти никĕсĕ çинче эмбрион технологийĕсене вĕрентме хатĕррине çирĕплетнĕ. Сергей Артамонов визит унти облаçсен хокимĕсен çумĕсемпе ирттернĕ калаçусен шайĕнче кăна юласран асăрханмалли çинчен каларĕ — икĕ çĕршыври предприятисем хăйсем пĕр-пĕринпе тӳррĕн çыхăну тытмалла. Маларах Узбекистанра республика Пуçлăхĕ Олег Николаев визитпа пулнăччĕ, халь — бизнес-мисси... Тимĕре кирлĕ чухлĕ хĕртнĕ теме пулать — вăл вара, пĕлетпĕр, вĕрилле туптанине кăмăллать. Çапла туни ĕçтешлĕхĕн чăн кăтартăвĕсене курма, Узбекистанпа çыхăннă экспорта палăрмаллах пысăклатма май парĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Вутра çунман, нимĕнрен хăраман...

Раштавăн 9-мĕшĕнче Раççей çулленех Тăван çĕршыв Геройĕсен кунне паллă тăвать. Çак уява тата Раççей МЧСĕ йĕркеленнĕренпе 35 çул çитнине халалласа Чăваш наци музейĕнче «Хăюлăх çăлтăрлăхĕ» патриотлăх акцийĕ иртрĕ. Унта чрезвычайлă ведомствăн çамрăк ĕçченĕсемпе ветеранĕсем, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем тата кадет класĕсенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Паттăрла ĕçсем тăвакан аслă ăрури çынсемпе çăлав ĕçĕнче пуçламăш утăмсем тăвакан çамрăксем тĕл пулни, пĕр-пĕринпе хутшăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çак шухăша Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳçин çумĕ Александр Медведев та палăртрĕ.

Пысăк инкексенчен хăтарнă

Чăваш Енри пушар хуралĕн служби мĕнле аталанни çинчен Раççей МЧСĕн хисеплĕ ветеранĕнчен Василий Нягинран ытла никам та каласа параймастьтĕр. Тĕл пулăва пухăннисене вăл республика историйĕнчи пысăк пушарсене аса илтерчĕ. Сăмахран, 1993 çулта Канаш хулинче нефтебаза çунни… 1996 çулхи çу уйăхĕнче вара Çĕмĕрле округĕнче Мисчĕ поселокĕ çывăхĕнче йывăр тиевлĕ пуйăс рельссем çинчен тухса кайнă, цистернăсенчен дизтопливо тата фенол юхса тухнă. Ку инкекпе кĕрешме çывăхри хуласенчи пушарнăйсене те явăçтарнă. Василий Нягин палăртнă тăрăх, вĕри сывлăша пула наркăмăшлă химикатсем пăсланса çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă. Кирек хăш самантра та взрыв пулма, пĕтĕм тавралăха çулăм çавăрса илме пултарнă, апла пулин те пушарнăйсем каялла чакман, пăрахса тарман. Пушара сӳнтернĕ. Çак ĕçе хутшăннă 143 çынран 106-шĕ наркăмăшланнă, тĕрлĕ суран илнĕ. 19 çăлавçă Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Пысăк пушарсене сӳнтерме хутшăннисемпе курнăçни уйрăмах сумлă пулчĕ. Василий Николаевич ыйтнипе вĕсем, залра лараканскерсем, ура çине тăрсан вĕсене хисеплесе пурте тăвăллăн алă çупрĕç. Вăрмар тăрăхĕнчи Энĕшпуç ялĕ мĕнпе паллă? Ку ялтан пушар хуралĕн ĕçченĕсем сахал мар тухнă. Вырăнти шкулта патриотлăх тата çăлав темипе хастар ĕçлеççĕ, çавăнпа унта вĕренекен кадетсем те тĕл пулăва кăмăлтанах хутшăнчĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Служу Отечеству» ансамбль илемлĕ юрăсем парнелерĕ, ГИМС центрĕн ĕçченĕ Сергей Аршинов вара пушарнăйсене халалланă «Чăн-чăн каччă» сăввипе паллаштарчĕ. Паттăрла ĕç тăвакансене яланах хисеплесчĕ, вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ. Лăпкă çывăртăр хула Çавăн пек паттăрсенчен пĕри — Канаш тăрăхĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Малтикасра пурăнакан Петр Сергеев. Вăл пушар хуралĕнче 1972 çулта ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕ должноçра пулнă: хурал пуçлăхĕ те, аслă инспектор та, чаç ертӳçин çумĕ те... Патшалăх хурал надзорĕн инспекци пуçлăхĕнче ĕçленĕ хыççăн вара тивĕçлĕ канăва тухнă. Анчах ун хыççăн та ахаль ларман. Хăй вăхăтĕнче вăл Канашра пушар хуралĕнче вăрçă ветеранĕсемпе пĕрле ĕçлеме пуçланă. — Мана, 20-ри качча, маттур та хастар пулма, тĕрĕс çулпа утма ăнлантарса пыракансем пулнă. Пушарсем тухсан эпир вĕсене яланах тишкереттĕмĕр, пĕр-пĕрне пулăшса тăраттăмăр. Çапла пĕрле килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Вăрçă ветеранĕсемпе пĕрле пухнă опыт хамшăн та усăллăччĕ, çавăн пекех паянхи çамрăксене вĕрентсе пыратпăр. Канаш хулинче хăрушă пушар сахал мар пулнă. Пĕрремĕшĕнчен, эсир пĕлетĕр пулĕ, — 1991 çулхи утă уйăхĕнче полимер заводне çулăм çавăрса илни. Эпĕ ун чухне дежурствăраччĕ. Чӳрече хашакĕсем, алăксем ывăтăннă, хатĕр продукцие тултарнă пичкесем сирпĕне-сирпĕне кайнă. Çывăхра вырнаçнă пурăнмалли çуртсем тĕтĕм ăшне путнă. Секцисенче ĕçлекен çынсене пĕр тăхтаса тăмасăр илсе тухмаллаччĕ. Çав кунхине пирĕн куратор Василий Нягин юнашар пулчĕ – вăл шăпах Канаша командировкăна килнĕччĕ. Василий Николаевич пушара сӳнтерессине ертсе пычĕ, -– аса илчĕ Петр Иванович. Кун пек чухне пĕтĕмпех пĕр харăс тумалла çав: çулăма та сӳнтермелле, разведка та ирттермелле, çынсене те хăрушлăх вырăнĕнчен кăлармалла. Çак ĕçсенчен хăшне те пулин сиктерсе хăварсан пушар тата вăйлăрах алхасма, пысăкрах инкек патне илсе çитерме пултарать. Çакна çăлавçăсем яланах асра тытаççĕ. — Эпир вут-çулăма çĕнтертĕмĕр. Канаш ачисене пушарта маттур та хастар ĕçленĕшĕн, çулăм тыткăнĕнчен тăватă çынна çăлса хăварнăшăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе сакăр çынна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăларĕç, çав шутра – мана та, — сăмахне тăсрĕ ветеран. Пушар хуралĕнче ĕçлекенĕн сывлăхĕ космонавтăнни пек çирĕп пулмалла теççĕ ку тытăмра тăрăшакансем. Ахальтен мар вĕсен çаврăнăçулăхне тĕрĕслеме, професси хăнăхăвĕсене вăйлатма тăтăшах тĕрлĕ ăмăрту ирттереççĕ. Петр Иванович та мĕн ачаран спортпа туслă пулнă, çакă ăна пурнăçра пулăшса пынă. Бокс енĕпе те хатĕрленнĕ вăл, турникран туртăннă. Канашри педучилищĕре вĕренекен Çĕмĕрле пики шкула практикăна килсен хĕре килĕштернĕ Петр Сергеев. Кĕçех çемье çавăрнă вĕсем. Ольга Максимовнăпа иккĕшĕ виçĕ ывăл çитĕнтернĕ: Сергей, Александр, Алексей. Историе кĕрсе юлнă тепĕр пушар та Канашрах тухнă. — 1993 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче çур çĕр иртсен лăпкăн çывăракан Канаш çыннисене мĕнешкел пысăк хăрушлăх кĕтнине калам та пĕлмелле мар... Шăпах çак вăхăтра нефтебаза çунма тытăннă. Насус станцийĕсĕр пуçне топливо тултарнă 1 пин кубла метр калăпăшлă пысăк резервуарсене çулăм ярса илнĕ. Пĕр системи çурăлсан ыттисене те вут хыпса илĕччĕ. Ку вара халăха пысăк хăрушлăха кĕртсе ӳкеретчĕ. Вут-çулăма сӳнтерессине ăнăçлă йĕркеленине кура хулана пысăк инкекрен хăтарма пултартăмăр. Çав пушара сӳнтерме хутшăннă çынсене те «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Эпир вĕсене манмастпăр, – терĕ Петр Иванович. Пушарнăйсен династийĕ Сăмах май, унăн ашшĕ те, Иван Сергеевич, 37 çул пушар хуралĕнче ĕçленĕ. — Вĕсем çулăма сӳнтерме лашапа тухнă. Лару-тăрăва сăнамашкăн вара вышка çине хăпармалла пулнă – нумай шăннă, нумай нушаланнă. Лашасене лайăх пăхнă вĕсем. Хам та Лаша çулĕнче çуралнăран-ши, янаварсене пĕчĕкренех юрататтăм. Тĕрĕссипе, эпĕ лаша çинчех ӳснĕ. Аттепе пушар сӳнтерме кайнă чухне эпĕ те пĕрлех пынă, вĕсем çак ĕçе мĕнле тунине курнă. Ĕлĕк пушар машинисем пулман вĕт. Насус çинче виçшер çын тăнă та шыва алăпа уçласа çулăма сӳнтернĕ. Малтанхи вăхăтра пушар курни маншăн питĕ хăрушăччĕ. Кайран пĕчĕккĕн хăнăхрăм. Пушар хуралĕнче ĕçленĕ чухне ун пек йывăр пулман. Паянхи кун манăн ывăл Алексей династие малалла тăсать – вăл Канашра пушар хуралĕнче ĕçлет. Çемьен службăри пĕтĕмĕшле стажĕ 80 çула çитсе пырать. Виçĕ ăру пулчĕ. Манăн сакăр мăнук, вĕсенчен иккĕшĕ пушар хуралĕнче ĕçлеме кăмăл пуррине палăртаççĕ, — хавхаланса калаçрĕ ветеран. Тивĕçлĕ канăва тухсан Петр Сергеева ветерансен канашĕн председательне çирĕплетнĕ, ку тивĕçе пуçăннăранпа 24 çул çитнĕ. «Паттăрлăх кăтартнă çынсене, пушар хуралĕн ветеранĕсене манмастпăр, яланах вĕсемпе пĕрле пулма тăрăшатпăр», — терĕ вăл. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Астăвăм урати çинчи Станьял

Чăваш наци библиотекинче СССР Журналистсен союзĕн членĕн, Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçин, халăх академикĕн Виталий Станьял çыравçăн «На пороге памяти» ӳ«Астăвăм урати çинче»Ӳ кĕнекин презентацийĕ иртрĕ.

Педагог, публицист, литература критикĕ, поэт ‒ çакă пĕтĕмпех Виталий Петрович Станьял ӳНикитинӲ çинчен. Унăн педагогикăри пĕтĕмĕшле стажĕ 55 çулпа танлашать. Çав вăхăтрах унăн статйисем республикăри хаçат-журналта, интернет тÿпинче тăтăшах пичетленнĕ, пичетленеççĕ. 1968 çултанпа ‒ СССР Журналистсен союзĕн членĕ. Статьясен, сăвăсен пуххисем, чăваш литературин вĕрентÿ кĕнекисем, йăла-йĕркепе этнокультура методикин кĕнеки, Шупашкар районĕн энциклопедийĕ – пĕтĕм ĕçне асăнса та пĕтереймĕн. Вăл ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕрлĕ медальпремие тивĕçнĕ. Пурнăçра ăна «халăх трибунĕ» ят панă ‒ наци совеçĕ, чăваш халăхĕн чунĕпе тытăмĕн хÿтĕлевçи. Кĕнеке хаклавне чăваш наци библиотекин ĕçченĕ Ольга Тимофеева ертсе пычĕ. Хăнасем – авторăн мăшăрĕ Зоя Никитина, хĕрĕ философи наукисен кандидачĕ Эрбина Никитина, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Земфира Яковлева ертсе пыракан «Эткер» пултарулăх ушкăнĕ, Писательсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Павлов, ыттисем ‒ кĕнекене пысăк хак пачĕç. Чăвашла тата вырăсла çырнă «На пороге памяти» ‒ маларах тухнă «Дневник прощальный» кĕнеке тăсăмĕ. «1-мĕш кĕнеке йывăр тапхăрта тухрĕ, ăна юлташĕсем валли çырнă. 2-мĕш кĕнекине Эрбина библиотекăсем валли редакцилесе якатнă», – терĕ мăшăрĕ Зоя Петровна. Эрбина Никитина та 458 страницăран тăракан кĕнеке çинчен тĕплĕн каласа пачĕ: «Унта – политика та, Чăваш Республикин пурнăçĕ те. Уншăн мĕн тума пултарнине пĕтĕмпех тунă… Кимĕ айĕнче авăн, юпа уйăхĕсенче çывăрса пединститутра вĕреннĕ ‒ кашниех апла пултараймĕ. Мĕн çырмаллине çырма унăн право пур». Кĕнекесем кăларасси йывăр пулнине Виталий Станьял хăй те палăртрĕ: «1956 çултанпа дневниксем çырнă, çак кĕнекесене вара больницăран тухнă хыççăн 2018-2025 çулсенчи тапхăрта сулахай алăри ĕçлекен пĕртен-пĕр пÿрнепе пичетлерĕм. Хама йывăр тапхăрта пулăшнă çынсене тав туса çыртăм. Интернетра аппаланни йывăр тапăха сирме тăрăшни пулчĕ. Кĕнеке пичетлес шухăша Яткар мăнукăм сĕнчĕ. «Дневник прощальный» ятлă кĕнекене çемьепе тата хăш-пĕр юлташсемпе хирĕç пулсах, корректурăпа редакцисĕрех кăлартăм. «На пороге памяти» валли мăнук ум сăмах çырчĕ, хĕрĕм Эрбина редакцилерĕ. Çак дневниксен презентацине ирттересси хĕрĕмрен тата Галина Соловьевăпа Ольга Тимофеевăран килчĕ. Кĕнекесен тиражĕсем пĕчĕк ‒ салатса пĕтернĕ ĕнтĕ. Вулакансем ăнланса йышăнни савăнтарать. Ялти Эльмен кÿршĕсем тата юлташсем хавхалантарса шăнкăравлаççĕ, Мускаври Елена Ухсайран, пушкăрт тавра пĕлÿçинчен Петр Русаковран çырусем илтĕм, Шупашкарти ĕçтешсенчен ‒ шаблонлă мухтав, учительсен йышĕнчен ‒ 10 пин тенкĕ, Таня Ильина тележурналистран сăвă пулчĕ. Литература тĕпчевçи Николай Осипов манăн çапăнса тухнă дневниксене «çĕнĕ йышши чăваш романĕ» тесе палăртрĕ. Кĕнекере тĕрлĕ тематикăпа сюжет – ялпа хула пурнăçĕ, чĕлхе, вĕрентÿпе шкул, литература, культура, наука, политика, юлташсемпе ĕçтешсем, çавăн пекех тăшмансем те сиксе тухаççĕ». «Эткер» ушкăн пухăннисен умне авалхи чăваш юррисемпе тухрĕ. Шупашкар районĕнчи Мошкасси ялĕнче çырса илнĕ «Алран кайми аки-сухи» юрра пурте ура çине тăрса итлерĕç. «Ку кĕнеке хамăр шухăшпа шухăшлама кирлĕ», – терĕ Сергей Павлов автора саламланă тата хăйĕн «Тертпе термен» кĕнекине парнеленĕ май. Кăмăллă парнесем татах та пулчĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Виктория Вышинская Виталий Петровича çитес çул валли «Хыпар» хаçата илсе тăма çырăнса парассине пĕлтерчĕ. «Эпир сирĕнтен тĕслĕх илсе ÿснĕ, аталаннă», – терĕ Виктория Анатольевна ăна тав туса. Пухăннисем Виталий Станьяла 3-мĕш кĕнеке те пичетлесе кăларма вăй-хал сунчĕç, асăнмалăх унпа сăн ÿкерĕнчĕç. <...>

Николай СМИРНОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.