Комментари хушас

5 Раштав, 2025

Асăрхаттарнă – хăрушлăхран хÿтĕленĕ

ОМС полисĕ тата ултавçăсен схемисем

Чăваш Республикинчи обязательнăй медицина страхлавĕн территори фончĕ [Чăваш Республикин ТФОМСĕ] полиспа [ОМС полисĕ] çыхăннă ултавлă ĕçсем ан пулччăр тесе халăха суеçĕсен схемисем çинчен малалла пĕлтерет.

Сирĕн пата шăнкăравлама, хăйсем пирки страхлакан компани специалисчĕ е ОМС фончĕн ĕçченĕ теме пултараççĕ. Вĕсем сире ОМС полисĕн срокĕ тухни пирки аса илтерĕç, унăн юрăхлăх вăхăтне тăсма сĕнĕç е электронлă полис тума шантарĕç. «Тимлĕ ĕçчен» çак тĕллевпе GooqlePlay, AppStore, RuStore сервиссемпе мар, ятарлă сайтри ведомствăн приложенийĕпе усă курма сĕнĕ. Хайхискер çĕнĕ документ тума сирĕн даннăйсем кирлине пĕлтерĕ.

Çакă асăрхануллă пулмаллине систерекен паллă. Ултавçăсен тĕллевĕ — çыннăн харпăр даннăйĕсене илесси, унăн укçи-тенки патне çул хывасси. Сире вĕсем хăрушлăхсене сирекен программа лартса пама сĕнме пултараççĕ. Çакна астăвăр: страхлакан медицина организацийĕсен ĕçченĕсем ОМС саккунĕпе килĕшӳллĕн хăйсен патĕнче полис илнĕ çынсем патне шăнкăравлаççĕ. Вĕсем тӳлевсĕр диспансеризаци тухмаллине, ун тĕрĕслевĕпе килĕшӳллĕн врач патне каймаллине аса илтереççĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ пирки ыйтăм ирттереççĕ. Анчах вĕсем нимĕнле ссылка таврашне те ярса памаççĕ, унта кĕрсе информацие çирĕплетме, смспа килнĕ кода пĕлтерме ыйтмаççĕ. Эпир страхлакан компанипе малашне те çыхăну тытма ыйтатпăр, анчах çав тери тимлĕ пулмаллине аса илтеретпĕр!

Сире хумхантаракан шăнкăрав пулсан телефона сӳнтерĕр те хăвăрăн страхлакан медицина организацине е ОМС территори фончĕн пĕрлехи контакт-центрне çак номерсемпе шăнкăравлăр:

8 800 20 19 546 – «Чăваш медицина страхлав компанийĕ» АО,

8 800 25 00 226 — «Чăваш—Мед» страхлав компанийĕ» АО,

8 800 77 00 955 — Чăваш Республикинчи ОМС ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрлехи контакт-центр.

Аса илтеретпĕр: Раççейре халĕ ОМС полисĕсем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ: хут çинче, пластик карттăпа е цифра формачĕпе кăларнисем. Цифра формачĕпе 2022 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен кăлараççĕ. Раççей гражданинĕ ОМС полисĕ мĕнле форматпа пулнине пăхмасăр унпа нумай вăхăт усă курма пултарать. Ăна улăштармалла мар тата тăсмалла мар. Çитменнине, ку ĕçе телефон урлă тумалла мар. Шел те, хальхи вăхăтра ултавçă питĕ нумай. Çавăнпа питĕ тимлĕ, сыхă пулăр, вĕсен серепине ан çакланăр. Ултавçăсен шăнкăравĕсене ан хуравлăр, телефона сӳнтерĕр. Нимĕнле приложени те ан вырнаçтарăр. Официаллă сервиссемпе кăна усă курăр. Ссылкăсем тăрăх ан кĕрĕр, ултавçăсене хăвăр пирки нимĕн те ан пĕлтерĕр. ОМС полисне илме «Госуслуги» официаллă приложенипе усă курăр.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал йĕркене пăснă кашни иккĕмĕш тĕслĕхе информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса тунă. 2025 çулхи 10 уйăхра вĕсен шучĕ 4637-е çитнĕ, пысăк пайĕ ултавçăсемпе çыхăннă. Шар курнисем 869 миллион тенкĕлĕх тăкак тӳснĕ. Нумайăшĕ банк, йĕрке хуралçисен органĕсен ĕçченĕсем тесе шăнкăравлаççĕ, вĕсем 491 миллион тенкĕлĕх тăкак кӳнĕ.

Юлашки вăхăтра банксем хӳтĕлев тытăмĕсем вырнаçтараççĕ. Раççей Банкĕн уйрăмĕ — Чăваш Республикинчи Наци банкĕ антифрод-тытăм вырнаçтарнă. Вăл ултавçăсен цифра енĕпе тăвакан ĕçĕсене чарса лартма пулăшать. Кăçал пĕрремĕш çур çулта Раççей Федерацийĕнче банксем ултавçăсен çынсен счечĕсенчен укçа вăрлассипе çыхăннă ĕçне 82 миллион хутчен чарса лартнă. Çакă 8 трлн тенкĕ упраса хăварма май панă. Хӳтĕлев механизмĕсем пур пулин те финанс организацийĕсен клиенчĕсен ултавçăсем кӳнĕ тăкакĕ 13 млрд тенкĕпе танлашнă.

Информаци хăрушсăрлăхĕ пирки тăванăрсемпе тата çывăх çыннăрсемпе — аслă ăрурисемпе тата çул çитмен çамрăксемпе — калаçăр. Çĕнĕ хыпарсемпе куллен паллашăр, ултавçăсен схемисем çинчен пĕлсе тăрăр, кун пек лару-тăрăва хатĕр пулăр.

www.hypar.ru

Ульяна ПЧЕЛКИНА, Чăваш Енри ОМС территори фончĕн ĕçченĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.