Тантăш 45 (4966) № 04.12.2025
Вĕсем — пулас сцена ăстисем
Шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕ, чăнах та, асамлăха ĕненме хистет. Мĕн пулса иртет сцена çинче? Шанса панă роле калăплама пуçласан çын хăйĕн пирки манса пачах урăхла пурăнма пуçлать, тĕрлĕ саманта, пулăма сăнарласа куракана тарăн шухăша ярать, чун хĕлĕхĕсене хускатать…
«ФЕСТИВАЛЬ ВУН-ВУН ÇУЛ ПУРĂНТĂР»
Виççĕмĕш çул иртекен шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕ ачасенче артист пултарулăхне тупса палăртма май парать. Кăçал ăна Раççейри Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкĕсене халалланă. Унта 300 ытла шкул хутшăннă, куракан умне 300-е яхăн спектакль кăларнă. Пурĕ 4 пин ытла ача хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Республика тапхăрĕ чӳкĕн 11-25-мĕшĕсенче иртнĕ, комисси пайташĕсем чи лайăх 32 спектакле хакланă, тĕрлĕ номинацире çĕнтерӳçĕсене палăртнă. Шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕн кăçалхи пĕтĕмлетĕвĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Çамрăк артистсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ытти чылай сумлă хăна саламларĕ.
— Фестиваль ӳссе пынине эпир куратпăр. Чи кирли — эсир пысăк ăсталăх илни. Тен, сирĕнтен хăшĕ-пĕри хăйĕн пурнăçне театрпа çыхăнтарĕ. Эпир, аслисем, сире пулăшăпăр, пултарулăха аталантарма майсем тупса парăпăр. Чарăнса ан тăрăр, çĕнĕлĕхсем шырăр, вĕсене пурнăçа кĕртĕр, — терĕ регион ертӳçи. Сăмах май, Олег Алексеевич пулăшнипе кăçал фестивалĕн аслă лиги те çуралнă. Шкул театрĕсен «Асам» фестивальне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пуçарнипе йĕркеленĕ. Пуçласа ăна 2023 çулта, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче, ирттернĕччĕ.
— Сцена çинче эсир рольсем калăплатăр çеç мар, илемлĕ калаçма вĕренетĕр, çĕнĕ шухăш-ĕмĕтпе хавхаланатăр, чуна пуянлататăр. Театр пĕр-пĕрне хаклама, пулăшма хăнăхтарать. Кирек епле професси суйласан та çак пахалăхсем сирĕнпех юлĕç. «Асам» фестиваль вунвун çул пурăнтăр, эсир вара вăхăт иртсен те ку самантсене ăшшăн аса илĕр, — сунчĕ çамрăк артистсене Алла Леонидовна.
ÇĔНТЕРӲÇĔСЕМ КАМСЕМ-ХА?
«Асам» фестивалĕн йышĕ çулсеренех ӳссе пыни савăнтарать те, тĕлĕнтерет те. Апла шкул ачисене артист ĕçĕ ытти профессирен кая мар кăсăклантарать, илĕртет. Çĕнтерӳçĕсене кăçал пурĕ вун пĕр номинацире, çавăн пекех икĕ тĕп категорире палăртрĕç. Камсем-ха вĕсем, чи пултаруллисем, маттуррисем тата сцена çинче хăйсене чăн-чăн артист пек тытма пултаракансем? «Аслă лигăри чи лайăх спектакль» номинацире Шупашкарти Раççей Геройĕ Р. Шалаев ячĕллĕ 4-мĕш лицейре вĕренекенсем лартнă «Я — русский» постановка палăрчĕ. Тĕп хулари 43-мĕш шкул «Белая ночь» ĕçпе «Чи лайăх пысăк спектакль» номинацин çĕнтерӳçи пулса тăчĕ. Çак вĕрентӳ заведенийĕсене музыка хатĕрĕ туянма 500 пин тенкĕлĕх сертификат парса хавхалантарчĕç.
ВĂРÇĂ ВĂХĂТНЕ СĂНЛАНĂ
Елчĕк округĕнчи Курнавăш шкулĕнчи «Хавхалану» театр кружокне çӳрекенсем «Асам» фестивале Леонид Агаковăн «Вăрçă ачисем» повеçĕ тăрăх çырнă пьесăпа хутшăннă. Ачасене чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем — Вера Вороновăпа Надежда Кузнецова — хатĕрленĕ. — Спектакльти ĕçсем вăрçă вăхăтне сăнлаççĕ. Аслисенчен кая мар кĕçĕннисем те Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, партизансен комиссарĕ хушнă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Постановкăра Тăван çĕршыва чунтан юратни, уншăн тем тума та хатĕррине кăтартнă. Пĕр шухăшлă пулса, пĕрле кар тăрса тăшмана хăвăртрах тĕп тăвасшăн. Леонид Агакова ахальтен суйламарăмăр. Унăн хайлавĕсем ачасене çывăх, вулас килет, — палăртрĕ Вера Воронова вĕрентекен. <...>
Татьяна ФИЛИМОНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











