Комментари хушас

3 Раштав, 2025

Хресчен сасси 46 (3086) № 03.12.2025

Федераци сечĕсем пирĕнне туянаççĕ-и?

ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви вĕсене республикăра туса илнĕ ял хуçалăх продукцине, унран хатĕрленĕ апат-çимĕçе федерацин Чăваш Енри сечĕсемпе ытти суту-илӳ организацине вырнаçтармалли майсем тăвассипе, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма пухнă. Тĕл пулăва республикăра туса илекен продукцин федераци сечĕсенчи тӳпине пысăклатас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Ку ыйтăва ЧР Ял хуçалăх министерстви вĕсен умне иртнĕ çулсенче пĕрре çеç мар лартрĕ. Паллă ĕнтĕ: пирĕн аграрисем сысна тата бройлер чăх ашĕ, пахча çимĕç, ытти продукци нумай туса илеççĕ. Анчах федераци сечĕсем чылай чухне ытти регионтан турттарса сутаççĕ. Рынок экономикинче ăнланмалла мар хутшăну пулса иртет. Пирĕн аграрисем туса илнине вара çав регионсене ăсатаççĕ. Транспорт унта-кунта çӳренĕрен тăкак пайтах кураççĕ. — АПКра кластерсем йĕркеленĕ хыççăн агрегаторсем уçнă май кооперациленмелли тапхăра кĕретпĕр. Логистика сыпăкĕсенче вĕсем тĕп вырăнсене йышăнаççĕ, вырăнти продукципе тивĕçтерме пулăшаççĕ. Пирĕн аграрисен апат-çимĕçĕ федераци сечĕсенче республикăна тивĕçлипе кăтартасса шанатăп, — терĕ вице-премьер-ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев. 2025 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче апат-çимĕç промышленноçĕн продукцийĕн индексĕ 107,9% танлашнă. Ӳсĕм пур, çапах та отрасле кĕрекен предприятисем производствăна татах ӳстерме пултараççĕ. Çак ыйтăва татса парас тесен федерацин вырăнти сечĕсене ытларах вырнаçтармалла. Анчах вĕсем пирĕн пĕчĕк тата вăтам предприятисен таварне илесшĕнех мар, сетьсенче пысăк компанисен продукцийĕ тĕп вырăн йышăнать. Вĕсем пирĕн предпринимательсенчен продукци пахалăхĕ, ăна графикпа парса тăрас енĕпе питĕ çирĕп ыйтаççĕ. Хăйсем ыйтнине тивĕçтермесен илмеççĕ. Федерацин «Магнит», «Х5 Retail Group», «Wildberries тата Russ» сечĕсен регионти представителĕсем чăваш аграрийĕсемпе хутшăнса ĕçлемелли программăсемпе, республикăра продукци хатĕрлекенсем валли йĕркелекен майсемпе паллаштарчĕç. Пирĕн аграрисем компанисен «Флоренция» ушкăнĕн агроагрегаторĕсемпе тата суту-илӳ сечĕсемпе çыхăну йĕркелесе ярасса шанаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Бюджет вырăнĕсем тулмаççĕ

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура çамрăксене тĕллевлĕн вĕрентсе кăлармалли программăпа бюджет вырăнĕсене туллин тивĕçтерменнипе çыхăннă ыйтăва сӳтсе яврĕç.

2024 çулта тĕллевлĕн вĕрентмелли мĕн пур вырăнăн 51,6% çеç йышăннă. Кăçал çак майпа ятарлă пĕлӳ пама 1007 бюджет вырăнĕ панă, 491 абитуриента çеç илнĕ. «Хальхи вăхăтра эпир кашни шайра, çав шутра вĕрентӳре, кадрсем çитменнине куратпăр. Пирĕн малашне пĕлӳ мĕнле парассине халех пĕлсе тăмалла. Çакна палăртмасăрах шкулсем туса лартăпăр-ха, анчах вĕрентӳ пахалăхне лайăхлатмасан кăткăс ыйтусем каллех тухса тăрĕç», — терĕ Олег Алексеевич. Республикăн вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, «Работа в России» цифра платформинче Чăваш Енри ĕç паракансем 1700 ытла çамрăка тĕллевлĕн вĕрентмешкĕн килĕшӳсем çирĕплетме хатĕррине пĕлтернĕ. Ятарлă пĕлӳ илес текенсенчен ытларахăшĕ (800 ытла вырăн) И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне, Чăваш аграри университетне (600 ытла), И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне (200 ытла) кĕресшĕн. 2024-2025 çулсенчи вĕрентӳ тапхăрĕнче бакалавриат тата специалист программипе килĕшӳллĕн тĕллевлĕн пĕлӳ илме уйăрнă мĕн пур вырăнăн 50,5% кăна йышăнма май килнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна абитуриентсене 459 вырăна илме сĕннĕ, анчах 198 килĕшӳ çеç çирĕплетнĕ. Чăваш патшалăх аграри университечĕ тĕллевлĕн вĕрентме 121 килĕшӳ туса маларах палăртса хунă квотăна 100% пурнăçланă. Чăваш патшалăх педагогика университетне 154 вырăн уйăрнă, анчах 44 килĕшӳ çеç çирĕплетме май килнĕ. Дмитрий Захаров палăртнă тăрăх, 2029 çул тĕлне республикăри шкулсене 400 учитель кирлĕ пулĕ. 2025- 2026 çулсенчи вĕрентӳ тапхăрĕнче 221 кирлине маларах пĕлтерсе хунă. Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шупашкар, Тăвай округĕсенче ачасене тĕллевлĕн вĕрентме ямалли задачăна туллин, 6 муниципалитет 50% ытла пурнăçланă, 7 округ кăтартăвĕ начар. ЧР Пуçлăхĕ тĕллевлĕн ятарлă пĕлӳ парассишĕн Çĕрпӳ муниципалитетĕнче çителĕксĕр тăрăшнине, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе çитерейменнине палăртрĕ. Спутник хулара 84 педагог кирлĕ, «Работа в России» портал урлă вара 16 çеç ыйтаççĕ. «Вĕрентекенсем кирлĕ тата Шупашкар агломерацийĕ аталаннă чухне çакă самай пăшăрхантарать. Ку ĕç округсенче епле пынине уйрăммăн тĕрĕслесе тăма ыйтатăп», — хушрĕ Олег Николаев. Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова тĕллевлĕн вĕрентмелли программăна лайăхрах пурнăçлассине йĕркелеме профориентаци ĕçне вăйлатма сĕнчĕ. «2026 çулта тĕллевлĕн вĕрентме кĕртес ыйтăва саккасçăсемпе çитес уйăхсенчех сӳтсе явмалла, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ вĕсен сĕнĕвĕсем çинчен шухăшлаччăр, хăйсене килĕшекен специальноçсене халех суйласа илччĕр, каярахпа килĕшӳ çирĕплетчĕр тесе 11-мĕш класра вĕренекенсемпе профориентаци ирттермелле», — терĕ вăл. Вĕрентӳ министрĕ вĕсене, ашшĕ-амăшне, ĕç паракансене бюджет вырăнĕсемпе усă курса тĕллевлĕн вĕрентме май пуррине пĕлтерме чĕнсе каларĕ, палăртнă программа ĕç рынокне кирлĕ профессисене алла илме май туса панине палăртрĕ. <...>

Сергей ЮРЬЕВ.

♦   ♦   ♦


Мĕнле татса панă?

XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче республикăн Ял хуçалăх министерстви колхоз-совхозра тĕрлĕ тĕллевлĕ производство объекчĕсем тăвассине йĕркелерĕ. Геннадий Паймурзов, çак ĕçе пурнăçланисенчен пĕри, хаçат ыйтăвĕсене хуравлать.

— Сире АПК ветеранĕсем пĕлеççĕ. Элĕк районĕнчи Çĕнушкăн ялĕнче çуралнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнчен 1972 çулта вĕренсе тухнă. — Çапла, 1974-1983 çулсенче — Чăваш АССР Ял хуçалăх министерствин аслă инженер-энергетикĕ тата тĕп инженер-энергетикĕ, 1986-1990 çулсенче республикăн Апат-çимĕç тата ăна туянассине йĕркелекен министерствин инженерĕ, каярахпа «Чувашэнергогаз» пĕрлешĕвĕн комплектаци пайĕн ертӳçи пултăм. Министерствăн капиталлă строительство управленине 1974 çулта мана министрăн пĕрремĕш çумĕ Валентин Агафонов илчĕ. Механизаципе энергетика пайĕн кураторĕ министр çумĕ Михаил Павлунинччĕ. «Чувашколхоз» строительство пĕрлешĕвĕ ĕне тата сысна комплексĕсем, çав шутра Канаш, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче, турĕ. Эпĕ вĕсене электрокабельпе, трансформаторпа тивĕçтерессипе, пысăк вольтлă электропралук çитерессипе çыхăннă ыйтусене татса парассине йĕркелерĕм. Обьектсене механизациленĕ 50-мĕш тата куçса çӳрекен колоннăсем ĕçе кĕртетчĕç, вĕсене оборудованипе, кабельпе, трансформаторсемпе тивĕçтерес тĕллевпе Чулхулари «Волговятсксельэлектрострой» треста проектпа смета докуменчĕсем, чертежсем, вĕсем çинчен ăнлантарса çырнине хатĕрлесе тăрататтăм. Пирĕн заявкăсене пăхса тухнă хыççăн обьектне кĕртнĕ, кашнине маларах палăртнă материалпа тивĕçтернĕ. <...>

Михаил СЕРЕГИН.

♦   ♦   ♦


Йывăр шăпаллă хăмлаçă

Кăçал Сĕнтĕрвăрри округĕнче хăмла 2 га çинчен пухса кĕртрĕç. Иртнĕ ĕмĕрте вăл 540 га йышăннă, республикăра пуçтарса илнĕ «симĕс ылтăн» виçинче пирĕн тӳпе 25% пулнă.

Çакăн çинчен 2022 çулхи ака уйăхĕнче Сергей Артамонов, ун чухне — республикăн ял хуçалăх министрĕ, пĕлтернĕччĕ. Районта нумай çулхи вăтам тухăç кашни гектартан 15 центнерпа танлашнă тăк çулталăкра 810 тонна пухса кĕртнĕ. Муниципалитетра ăна «Аксаринский», «Восток», «Дружба», «Звезда», «Кугеевский», «Октябрьский», «Эльбарусовский» совхозсенче туса илнĕ. Вĕсен ĕçченĕсем нумай сутса хуçалăхсене лайăх аталантарчĕç, ялсене çĕнетрĕç, кашни çемьере 5-8 ача çуратса çитĕнтерчĕç. Вĕсенчен пĕри — Петр Димитриев хăмлаçă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Анатри Карапаш ялĕнче 1930 çулта çуралнă, Шупашкарти суту-илӳпе кооператив техникумĕнчен, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1970-2002 çулсенче вăл районти Октябрьски ялĕнчи хăмла фабрикин производство ертӳçинче тата директорĕнче тăрăшрĕ. 7 склад, гараж, апатланмăш, лавкка, фельдшер пункчĕ, икĕ хутлă тата путваллă лаборатори, хăна çурчĕ, çĕвĕ цехĕ тутарчĕ. Пĕр пӳлĕмне пысăк сивĕтмĕш вырнаçтарчĕç. Фабрика картишĕнчи пĕвере пулă тата уçă вырăнта сад ĕрчетрĕç. Картишĕн пĕтĕм лаптăкне асфальт сарнăччĕ, ун тавра чăрăшпа тирек лартса çитĕнтерчĕç. Фабрика умĕнчи ыйтусене татса пама райĕçтăвком председателĕ В.Кулигин, райадминистраци пуçлăхĕ А.Юдин тата унăн çумĕ Л.Гусаров та пулăшрĕç. Çакна палăртмалла: Октябрьски колхозĕнче хăмла çитĕнтерме 1930 çулсенчех тытăннă, ăна тирпейлеме, типĕтме пункт уçнă, 1950-1970 çулсенче хăмла производстви самай аталанчĕ. Çапах та унăн калăпăшĕ 1970-1980 çулсенче темиçе хут ӳсрĕ. Петр Миронович мăшăрĕ Матрона Николаевна та фабрикăра ĕçлетчĕ, вăл упăшкишĕн çирĕп тыл пулнă. П.Димитриев общество ĕçне те хастар хутшăнчĕ. 32 çулта вăл хăмла отрасльне пысăк тӳпе хыврĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелерĕ. Фабрикăра темиçе çĕр çын ĕçлетчĕ, шалу лайăх илетчĕç. Çитĕнӳшĕн П.Димитриева «Хисеп Палли» орденпа, медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе наградăларĕç. Петр Ивантаев 1977-1981 çулсенче, КПСС Чăваш обкомĕн ял хуçалăх пайĕн инструкторĕ тата «Чувашхмельпром» производство пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ пулнă чухне, хăмла производствине аталантарассишĕн Петр Мироновичпа пĕрле вăй хунă. Çавăнпа 2015 çулта Октябрьски ялне республикăн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне П.Димитриева сума суса Астăвăм хăми уçма килчĕ. <...>

Нина ПЕТРОВА.

Сĕнтĕрвăрри округĕ.

♦   ♦   


Диверсантсем — Уралта

Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕ «Хресчен сассинче» Тăван çĕршыва вăрçă çулĕсенче сутни çинчен материал пичетлерĕ. Ку номерте — тепĕр тĕслĕх. Диверси тĕллевне пурнăçлама Вăрмар районĕнчи П.Андреев та кайнă.

Вĕсен самолечĕ Свердловск облаçне çитме 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Рига хулинчен тухнă. Ушкăна Уралти Тагил-Кушва промышленноç узелне, унтан Свердловска çитме хушнă. Парашютпа сиксен диверсантсемпе контейнерсене пĕр-пĕринчен вăйлă çил темиçе çухрăма сапаласа янă. «Çиччĕшĕнчен виççĕшĕ çеç чĕрĕ юлнă, — çырать «Урал под прицелом. Операция «Ульм» кĕнекинче ятарлă службăсен историкĕ Владимир Кашин. — Юрий Марков мăйĕнчен парашют кантрипе çыхланса туратран çакăнса вилнĕ. Ушкăн командирĕ, шурă эмигрант Игорь Тарасов гауптшарфюрер çĕре хытах ӳкнĕрен урине суранлатнă, кайран тăм илтернĕ. Спиртпа ăшăнма хăтланнă — пулăшман. Вилес тĕллевпех наркăмăш ĕçнĕ. Анчах наркăмăш спиртпа хутăшнăран тӳрех вилеймен, пистолетран перĕнсе пурнăçне татнă. Халим Гареев радист та урине суранлатнăран тарăхса пистолетран перĕнсе пурнăçне вĕçленĕ. Иккĕмĕш радист Анатолий Кинеев çĕр каçсан раципе разведцентрпа çыхăнма хăтланнă, анчах сивĕре аппарачĕ ĕçлемен. Çĕрме пуçланă ури ăна текех ан асаплантартăр тесе юлташĕ персе вĕлернĕ. Чĕрĕ юлнисенчен Врангель çарĕн подпоручикĕ пулнă Николай Стахов, çапăçу хирĕнче тыткăна лекнĕ Петр Андреев, Чăваш АССРĕнчи Вăрмар тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ чăваш, Николай Грищенко апат тултарнă контейнерсене тупайманран темиçе талăкран выçăпа аптăрама тытăннă. Пĕр-пĕринпе виççĕмĕш кун çеç пĕрлешнĕскерсем вĕсене темиçе эрне шыранă — тупайман. Выçăпа касăхнăскерсем пурнăçне çăлассишĕн виçĕ юлташĕн виллине вакласа çинĕ, задание пурнăçлассишĕн вăрмантан тухма тĕллев лартман. Раци ĕçлемен. Контейнерсене çуркунне кăна шыраса тупнă. Вĕсенче этеме пурăнма кирли пурте — апат-çимĕç, çуна-йĕлтĕр, тумтир, çăм атăсем, эмел, хĕвелтен сыхлакан куçлăх, документсем, пĕр миллиона яхăн тенкĕ пулнă. Вĕсене хĕрлĕ армеецăн тата ĕç кĕнекисемпе, паспортпа, госпиталь врачĕ алă пуснă справкăпа тивĕçтернĕ». Апатне çисе пĕтерсен диверсантсем Киров облаçĕнчи Кайские Увалы ялне тухнă. «Пирĕн тĕттĕм кĕтесе мĕн тума килтĕр? Ăçта çул тытатăр?» — ыйтнă çивĕч чĕлхеллĕ хĕрарăмсем. «Госпитальтен сипленсе пĕтерме киле ячĕç те — çар комиссариатне васкатпăр-ха», — хуравланă лешсем. Çул çинче вĕсене Григорий Сидоров милиционер та тĕл пулнă — лешсен çӳçĕ вирелле тăнă. Çав ыйту ăна та кăсăклантарнă, «хĕрлĕ армеецсене» милицин районти пайне ертсе кĕнĕ. Лешсем тунман, Урала диверси тĕллевĕпе килнине каласа панă. 1943-1945 çулсенче Урал çар округĕн «СМЕРШ» контрразведка пайĕн пуçлăхĕ Георгий Марсельский генерал-майор, Шупашкар районĕнчи Вăрман Хураска ялĕнче çуралнăскер, 1944 çулхи çĕртме уйăхĕнче уголовлă ĕç пуçарнă, ăна следовательсем раштав уйăхĕнче тĕпчесе пĕтернĕ. Диверсантсем каласа панă информаципе усă курса каярахпа разведшкулта вĕреннĕ тата 20 диверсанта тупса арестленĕ. Вăрманта кăтартнă контейнерсенче икĕ раци, виçĕ пистолет-пулемет, карабин, çичĕ «Вальтер» пистолет, 4 пине яхăн патрон, 7 килограмм ытла пластик взрывчатка, сывлăша сирпĕтмелли 33 пакет, 64 детонатор, сирпĕтмелли 24 хатĕр, икĕ тротил шашка, бикфорд шнурлă бобина, икĕ пăшал тупнă. Г.Марсельский «Ульм» операци, çав шутра П.Андреевпа уйрăммăн тĕл пулса калаçни, çинчен çырса хăварман. Икĕ чăваш — нумай миллион çынна пĕтернĕ фашистсене сутăннă çамрăк тата çĕршыва тылра хӳтĕленĕ генерал — пĕр-пĕрне куçран пăхса мĕн çинчен калаçнă-ши? «Тăван çĕршыва сутнăшăн, СССР территорийĕнче диверсипе разведка тĕллевне пурнăçлама хутшăннăшăн» Н.Грищенкăна — 8, П.Андреева — 10, Н.Стахова 15 çул ĕçлеттерсе юсамалли лагерьте хупса усрама йышăннă. Грищенкăпа Андреев ирĕке тухнă, патшалăхăн тĕрлĕ шайри органĕнчен хăйсен таса ятне тавăрма темиçе хут та ыйтнă — ыйтăвĕсене тивĕçтермен. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Çимелли çукчĕ»

84 çул каяллахи çак кунсенче Чăваш Енри 85-110 пин çын Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнă, 1942 çулхи нарăс уйăхĕччен алтса пĕтернĕ.

Сăр хӳтĕлев тăрăхне алтма Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнчи 15 çул тултарман хĕр Анна Степанова хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. Унăн аса илĕвĕнчен: «Инçе çула 100 ытла çын 50 ытла лашапа тухрĕ. Пĕрремĕш кун — Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре, иккĕмĕшĕнче вăрман картунĕнче çĕр каçрăмăр, хĕвел аниччен Сăр хĕррине çитрĕмĕр, Кладбищи ялĕнчи пӳртсенче çĕр каçрăмăр. Ирех вăрмана çитсе хамăра пурăнма çĕр пӳрт чавма тытăнтăмăр, кăвайт тавра выртса çĕр каçрăмăр. Икĕ кун ĕçлесен лашана çар комиссариатне кăтартмалла тесе аттепе иксĕмĕр яла таврăнтăмăр. Вăл хамăрăнччĕ (ун чухне эпир колхоза кĕмен). Мана ялта нумай тăратмарĕç, 6 хĕрарăмпа пĕрле каллех Сăр тăрăхне ячĕç. Тарăн та сарлака-вăрăм шăтăка пура антарса, пĕренерен мачча хурса, ун çине тăпра купаласа çĕр пӳрт турăмăр, пусă алтрăмăр. Апат кăвайт çинчи хуранра хатĕрлерĕмĕр. Çĕр улми çирĕмĕр те çывăрма выртрăмăр, ирхине чавма кайрăмăр. Куç умне танксене тытса чармалли вăрăм траншея тăрăхĕ тухса тăчĕ. Ăна чавма пуçланăччĕ, вĕçличчен ĕç нумайччĕ-ха. Вăйлăраххисем шăннă çĕре лумпа таккаççĕ, эпир, имшерккесем, катса вакланă муклашкасене айккине йăтатпăр. Арçынсем ирхине лумсене кăвайт çине хурса ăшăтаççĕ. Кашни хăйне валли ирсерен-каçсерен апат хатĕрлет, çĕр пӳрте анса çиет, кăнтăрлахи апат çăкăр татăкĕччĕ. Малтанхи кунсенче ăна кăвайт çинче тытса ăшăтрăмăр, каярахпа хĕвве чиксе çӳрерĕмĕр. Ытларахăшĕн урара чăлхапа çăпатаччĕ, алсишсем çӳхелсе шăтатчĕç. Хам çинчи тумтире хывмасăрах çывăрма выртаттăм. Барака Михаил Волков вутă çунтарса ăшăтса тăчĕ, хĕрĕпе пĕрле ĕçлерĕмĕр. Вĕсен çăм атăпа тăлăп та пурччĕ, ашшĕ иккĕшĕ валли куллен апат пĕçеретчĕ. Пирĕн валли çиме килтен çĕр улми, çăкăр, çу, ыттине Сăр тăрăхне килекенсене парса яратчĕç. Пĕррехинче ман валли илсе килмен, çимелли нимĕн те çукчĕ. Тăватă ачаллă хĕрарăм та выçăччĕ. Бригадира каларăмăр та — çăнăх тупрĕ. Ăна вĕри шывпа ир-каç лăкаса çирĕмĕр, çапах та пирĕн кăнтăрлахи апат пулмарĕ. Шартлама сивĕре пусăри шыв та шăнатчĕ. Çынсем кĕрсе тулсан çĕр пӳртре ăшăрах та — пĕрене тăрăх шыв анать те пăрланать. Çынсем шăнса чирлерĕç. Кладбищи завочĕ 18 сехетре гудок парсан çĕр пӳрте таврăнаттăмăр. Пĕррехинче салтака кайма вăхăт çитмен каччăсем малалла чупрĕç, эпир майĕпен утрăмăр. Акă пирĕнтен çуналлă лаша иртсе кайрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ — каччăсем хирĕç килеççĕ: хыçалтан хăвалакан вĕсене ĕçе тавăрнă иккен. Пирĕн те каялла кайма тиврĕ. Чавакансем тĕрлĕрен пурăнчĕç. Турхансен çĕр пӳртĕнче каланккă та пулнă, пирĕн çукчĕ. Çĕр пӳртре лампа çутипе салтăннă-тăхăннă. Эпир те, ыттисем пекех, хӳтĕлев тăрăхне 1942 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕ тĕлне чавса пĕтертĕмĕр, киле таврăнтăмăр. Анне мунча хутрĕ, пӳрте кĕтĕм кăна — кăмака çине хăпартса ячĕ, тарлаттарса чире хăваларĕ. Эпĕ чирлесрен хăранине кайран каласа пачĕ». <...>

Ольга ПАВЛОВА.

Материалсемпе туллин пулăшас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.