Хыпар 90 (28407) № 02.12.2025
Лайăх управ техника ĕмĕрне тăсать
Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕрки анлă пулчĕ — хуçасăр йытăсене тытас ĕçе лайăхлатассинчен пуçласа ял хуçалăх техникине вăрахлăх управа лартасси таран.
Хуçасăр чĕр чунсемпе ĕçлесси пирки сăмах илнĕ май Патшалăх ветеринари службин ертӳçи Александр Шакин чылай муниципалитет килсĕр-çуртсăр йытăсене тытас енĕпе çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ. Çав шутра Патăрьел, Йĕпреç, Вăрмар, Шупашкар, Канаш округĕсене, ыттисене асăнчĕ. Ку енĕпе пĕтĕмпе 852 заявка пулнă, вĕсене пурнăçласа хуçасăр 822 йытта тытнă. Çурринчен ытларах пайне кайран вĕсене тытнă вырăнсенех каялла янă. Палăртни вырăнлă: граждансем кăçал хуçасăр йытăсем тапăнни, вĕсем тĕлĕшпе йĕрке çукки çинчен пĕлтернĕ тĕслĕхсем 64% чухлех чакнă. Приютсем пирки те калаçу пулчĕ. Унашкаллисем паян республикăра виççĕ: Шупашкарта — 40, Кӳкеçре — 60 вырăнлăххисем. Çавăн пекех уйрăм çыннăн 30 йытă тытса усрамалли приючĕ пур. Йытăсене тытас енĕпе республикăра виçĕ предприниматель ĕçлет. Вĕсенчен пĕри, Канашри, шанăçа тӳрре кăларайманнине кура темиçе муниципалитетăн унпа тунă килĕшӳсене пăрахăçлама, тепринпе çĕнĕ контрактсем тума тивнĕ — вĕсен хуçасăр чĕр чунсемпе ĕçлессине сăнлакан кăтартăвĕсем япăхраххи çакăнпа та çыхăннă. Эппин, малашне статистика лайăхланасса шанма май пур. Александр Валерьевич çавăн пекех хуçасăр чĕр чунсемпе ĕçлесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртмеллине те палăртрĕ. Сăмахран, унта кушаксемпе, йытă çурисемпе ĕçлессине тĕплĕн уçăмлатман — çитменлĕхе пĕтермелле. Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăмалли мелсен тухăçлăхĕ пирки сăмах илчĕ. Ку енĕпе виçĕ мел: управляющи компанисем, ТСЖсем тата хваттерсен хуçисен хăйсен тӳрĕ управленийĕ. Управляющи компанисем тĕлĕшпе те ӳпкев пайтах, çапах, патшалăхăн тĕп инспекторĕн шучĕпе, çак мел чи ăнăçли. Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсен 85% вĕсен çуначĕ айĕнче. Çуртсен 6% ТСЖсем тытса тăраççĕ. Шел те, çак юлташлăхсен председателĕсенчен чылайăшĕн пĕлӳ, компетентлăх çитмест — çуртсемпе çыхăннă ыйтусене татса парас енĕпе чăрмавсем тухса тăнă тĕслĕх çине-çинех. Çапах Виктор Владимирович çак рейтингра чи кайри вырăна хваттерсен хуçисен хăйсен тӳрĕ управленине лартрĕ. Ку мелпе усă кураканнисем вара чылай — 514 çурт. Ку нумай хваттерлисен 8%. Тĕп нуша тарифсемпе çыхăннă. Çурт-йĕре пăхса тăракан çынсен шалăвне ӳстермелле, ытти енĕпе те тăкаксем пысăкланаççĕ, анчах тăваткал метрсен хуçисем хăйсен пухăвĕсенче çурт-йĕре тытса тăмалли тарифа ӳстерессине, ытти тăкака хирĕç сасăлаççĕ — ним тума аптăрамалла. Сăмахран, пĕр çуртра пурăнакансем укçа хĕрхенсе çуртри газ оборудованине пăхса тăрассине хирĕçленĕ. Çакнашкал позици, паллах, ырри патне илсе çитермест. Укçа хывмасан çуртсем хăйсем те, вĕсенчи оборудовани те кивелет. Çак сферăри ыйту çивĕчлĕхĕ Патшалăх Канашне те çитнĕ иккен. Çакăн çинчен ПК спикерĕ Леонид Черкесов пĕлтерчĕ. Парламента икĕ теçетке ытла управляющи компани ертӳçи алă пуснă çыру килнĕ. Вĕсем те тариф ыйтăвнех çĕкленĕ. Шупашкарти Çĕнĕ хулара çĕнĕ çурт-йĕре пăхса тăмашкăн хваттерсен хуçисем 25 тенкĕпе танлашакан тарифпа тӳлев хываççĕ. Кивĕ çуртсенче пурăнакансем вара — 10 тенкĕ. Чăннипе, паллах, тепĕр майлă пулмалла пек — киввине йĕркеллĕ тытса тăма ытларах тăкакланмалла. УКсем çак тĕрĕсмарлăха пĕтерме ыйтаççĕ. Сергей Артамонов шухăшĕ уçăмлă: асамлăх пулма пултараймасть — ĕç укçи, ытти валли яракан тăкаксем пысăкланса пынă май граждансем тăваткал метрсемшĕн хывакан тӳлев те, паллах, хушăнмалла. Патшалăхăн хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен юсавлăхне сăнаса тăракан инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев ял хуçалăх техникине вăрахлăх управа лартас ĕçе йĕркеленипе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, инспекци яваплăхĕнчи техника нумайлансах пырать — пĕтĕмпе 28,4 пине яхăн единица. Кăçал кăна ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем çĕнĕ 587 единица техника туяннă. Çав шутра — 235 трактор, тырă пухса кĕртмелли 39 тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли 8 комбайн. Юлашки çулсенче АПКри техникăпа çыхăннă энерги хăвачĕ палăрмаллах пысăкланнă. Халĕ Чăваш Енре кашни 100 гектар пуçне 168 лаша вăйĕ тивет — Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах. Техникăна вăрахлăх управа лартмалли смотр-конкурсра кăçал ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче Елчĕк округĕнчи «Победа» хуçалăх мала тухнă, фермерсен хушшинче — Патăрьел округĕнчи В.Кузнецовăн хресчен хуçалăхĕ. Владимир Димитриев тирпейлĕ упрани, тĕплĕ консерваци техника ĕмĕрне тăснине çирĕплетрĕ, çакă патшалăх укçине те перекетлеме май панине палăртнă май хуçалăхсене патшалăх енчен пулăшма йышăннă чухне çак кăтартăва та хаклама сĕнчĕ. Сергей Геннадьевич шухăша ырларĕ — ку критери ял хуçалăх предприятийĕсене техника управлăхĕ енĕпе тимлĕрех пулмашкăн хистеме тивĕç. Граждансен ыйтăвĕсемпе ĕçлесси пирки Регионăн управлени центрĕн ертӳçи Татьяна Немцева сăмах илчĕ. Чӳк уйăхĕнче социаллă сетьсем, çыхăнăвăн «Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем. Пĕрле татса паратпăр» порталĕ урлă граждансен 6,6 пин ытла ыйтăвне йышăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ çулсен юсавлăхне, вĕсене кирлĕ пек пăхса тăрассине, территорисене тирпейлессине, ЖКХри лару-тăрăва, коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлессине пырса тивет. Каяшсем тенĕрен, нумайăшĕ вĕсемшĕн икĕ хут — хулари хваттершĕн тата ялти çуртшăн — тӳлеме тивнипе кăмăлсăр. ЦУР прогноз та тунă: ку уйăхра граждансен ыйтăвĕсем ытларах çулсене çутатса тăрассипе, çурт-йĕре ăшăтассипе, электроэнергипе тивĕçтерессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăнма пултараççĕ. Çакна шута илсе кăмăлсăрлăх çураласран асăрханмалли мерăсем йышăнни вырăнлă пулмалла. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çулсем иртсен те асамлăхне çухатмĕ
Асам вăл — кĕтменлĕх, тĕлĕнтермĕш, ирĕклĕх, илем. Шкул театрĕсен III «Асам» фестивалĕ, чăннипех те, асамлă тĕнче пулчĕ. Вăл çамрăк артистсен çĕнĕ ячĕсене уçрĕ, илемпе тыткăнларĕ, пултарулăхпа тĕлĕнтерчĕ, ирĕклĕх вăйĕпе хавхалантарчĕ…
Кăçалхи фестивале Раççейри Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкĕсене халалланă. Шкул театрĕсен пултарулăх тупăшăвĕн республика тапхăрĕ чӳк уйăхĕн 11-25-мĕшĕсенче иртнĕ. Культура учрежденийĕсен представителĕсенчен тата тава тивĕçлĕ сцена ăстисенчен йĕркеленĕ комисси чи лайăх 32 спектакле хакланă, тĕрлĕ номинацире çĕнтерӳçĕсене палăртнă. Чыслав К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, «Асам» фестиваль пуриншĕн те пултарулăха кăтартмалли вăхăт пулса тăнă. «Эсир ăста наставниксем ертсе пынипе хăйне евĕрлĕ сăнарсем калăпланă, вĕсемпе пĕрле сцена çинче пурăннă, — терĕ вăл çамрăк артистсене саламланă май. — Сирĕнтен хăшĕ-пĕри, тен, пурнăçне театрпа çыхăнтарĕ. Эпир, аслисем, сире пулăшса пырăпăр, пултарулăха аталантарма майсем туса парăпăр. Чарăнса ан тăрăр: çĕнĕлĕхсем шырăр, çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртĕр». Сăмах май, Олег Николаев пулăшнипе кăçал фестивалĕн аслă лиги çуралнă. Çакă та унăн пĕлтерĕшĕ пысăккине, вăл аталанса, ят-сумĕ ӳссе пынине çирĕплетет. Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева палăртнă пек, фестиваль хăюллă пулма вĕрентет. «Сцена çине тухсан эсир хитре калаçма вĕренетĕр, çĕнĕ шухăш-ĕмĕтпе хавхаланатăр, чун-чĕрене пуянлататăр, пĕр-пĕрне юратма, хаклама хăнăхатăр. Малашлăхра кирек епле професси суйласан та çак пахалăхсем сирĕнпе пĕрле юлаççĕ, — терĕ вăл. — Чылай çул иртсен те эсир фестиваль саманчĕсене ăшшăн аса илетĕр-ха, ун пирки ыттисене каласа паратăр, театра юратма хăнăхтаратăр». Алла Салаева «Асам» фестивале йĕркелеме пулăшнăшăн Чăваш Республикин Культура тата Вĕрентӳ министерствисене, Хĕрарăмсен союзне, театрсен коллективĕсене, вĕрентӳ учрежденийĕсене тав турĕ. Çавăн пекех Алла Леонидовна «Чи лайăх пĕчĕк спектакль» номинаци çĕнтерӳçине — Шупашкар округĕнчи Çӳлтикасси шкулĕн вĕренекенĕсене — «Возьму огонь на себя» спектакльшĕн дипломпа тата музыка оборудованийĕ туянмалли сертификатпа чысларĕ. Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева педагогсене сцена ăсталăхне вĕрентессине хăйсен тивĕçĕ вырăнне йышăннăшăн тав турĕ. «Эсир пулăшнипе ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартма хăнăхаççĕ. Театрта выляни тĕнчене пултарулăх витĕр курма вĕрентет, — терĕ вăл. — Иккĕленместĕп: сцена çине тухас текен шкул ачисем нумайлансах пырĕç. Вĕсен йышĕнче Раççей шайĕнчи çăлтăрсем ӳсессе те шанатăп». Наталья Алексеевна «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинаци çĕнтерӳçине Софья Успенскаяна чысларĕ. Софья Красноармейски округĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче вĕренет. Вăл «Партизанка Лара» спектакльте тĕп рольте вылянă. Çамрăк партизанка сăнарĕ куракансене кăна мар, жюри членĕсен чун-чĕрине те тарăн шухăшлама пĕлнипе, уçă кăмăлĕпе, ăсталăхĕпе тыткăнлама пултарнă. «Асам» фестивалĕн çĕнтерӳçисене 11 номинацире, икĕ тĕп категорире палăртнă. Шупашкар хулинчи Раççей Геройĕ Р.Шалаев ячĕллĕ 4-мĕш лицейра вĕренекенсем лартнă «Я — русский» спектакль «Аслă лигăри чи лайăх спектакль» номинацире çĕнтернĕ. «Чи лайăх пысăк спектакль» ята Шупашкар хулинчи 43-мĕш шкул театрĕн «Белая ночь» ĕçĕ тивĕçнĕ. Вĕрентӳ заведенийĕсене 500 пин тенкĕлĕх сертификатпа чысларĕç. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











