Çамрăксен хаçачĕ 24 (6575) № 10.07.2025
Регион сумне çĕклеççĕ
ИГОРЬ КОМАРОВ: «РЕГИОНСЕНЧЕ «ТЕАТРЛĂ АТĂЛÇИ» ÇĔНТЕРӲÇИСЕНЕ ТĔРЕВ ПАМА ЯТАРЛĂ ТЫТĂМ ПУЛĔ». РАÇÇЕЙ ПРЕЗИДЕНЧĔН ФЕДЕРАЦИН АТĂЛÇИ ОКРУГĔНЧИ ПОЛНОМОЧИЛЛĔ ЭЛЧИ ИГОРЬ КОМАРОВ ПĔЛТЕРĔШЛĔ ЙЫШĂНУ ПИРКИ ÇАК КУНСЕНЧЕ ЧĂВАШ ЕНРЕ СТУДЕНТСЕМПЕ ИРТНĔ ТĔЛПУЛУ ВĂХĂТĔНЧЕ ПĔЛТЕРЧĔ.
Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенче «Театрлă Атăлçи» фестиваль çĕнтерÿçисене пулăшу парса тăма ятарлă тытăм туса хураççĕ. Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ элчи Игорь Комаров пĕлтерĕшлĕ йышăну пирки çак кунсенче Чăваш Енре студентсемпе иртнĕ тĕлпулу вăхăтĕнче пĕлтерчĕ. Çамрăк актерсем – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Кафедра» студентсен эксперимент пластика театрĕнче выляççĕ. Фестивалĕн VI сезонĕнче вĕсем «Çамрăксен чи лайăх спектаклĕ» номинацире çĕнтернĕ. Пултарулăх коллективĕн ĕçне Игорь Комаров пысăка хурса хак пачĕ, Антон Чеховăн «Бабы» калавне сцена çине хăйне евĕрлетсе кăларма пултарнине палăртрĕ. Фестиваль хыççăнхи кăмăл-туйăма полпредпа актерсем те хаваспах пайларĕç, хăйсен театрĕ кашни çулах тĕрлĕ номинацире çĕнтернине мăнаçлансах палăртрĕç. Кăçал вара пуçласа хăйсен ÿсĕмĕнче тĕп парнене çĕнсе илнĕ. Çак çулах вĕсем лартнă спектакль «Режиссерăн чи лайăх ĕçĕ» ӳрежиссерĕ Вячеслав КрасновӲ тата «Юрă-кĕвĕпе пуянлатнă чи ăнăçлă ĕç» ӳзвукорежиссерĕ Максим ЛучининӲ наградăсене тивĕçнĕ. Полпред фестиваль çĕнтерÿçисен ыйтăвĕсене тĕплĕн хуравларĕ. Ачасен пултарулăхне аталантаракан Шупашкарти «Эткер» центрта сехете яхăн пынă уçă калаçу студентсем Чăваш Енĕн культура, театр пурнăçĕнче хăйсен вырăнне тупнине кăтартса пачĕ. Вĕсем регион шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнаççĕ, грантсем те çĕнсе илеççĕ. Çав вăхăтрах çамрăксем хăйсене республикăра «хĕсĕкрех» пулни пирки те ÿпкелешрĕç – вĕсен пур конкурса та хутшăнма май çукмĕн. Çакна хирĕç Игорь Комаров çапла хуравларĕ: «Регионсенче «Театрлĕ Атăлçи» фестивале хутшăнакансене хавхалантарма тата гастрольсем йĕркелеме, грантсем урлă тĕрев пама ятарлă тытăм туса хурĕç. Çакă сирĕн пек пултаруллă актерсене çитĕнÿ тума майсем хушĕ». Игорь Анатольевич «Театрлă Атăлçи» фестиваль округра хăйĕн патне туртакан, пурте пĕлекен, пĕрлештерекен культура бренчĕ пулса тăнине палăртрĕ. «Театрлă Атăлçи» фестиваль Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн пуçарăвĕпе 2019 çултанпа иртет. Унăн VI сезонри Чулхула облаçĕнче иртнĕ регион тапхăрне 2025 çулта 14 регион артисчĕсенчен заявкăсем йышăннă. «Эткер» центрта искусствăра, спортра, чăн наука дисциплинисенче, техника енĕпе палăрнă ачасен пултарулăхне аталантарма пулăшаççĕ. Игорь Комарова пултарулăх мастерскойĕсемпе паллаштарчĕç, ăслăлăх лабораторийĕсене, 3D компьютер калăплавĕн, робототехника кабинечĕсене кăтартрĕç. <...>
Таисия КРОТОВА.
♦ ♦ ♦
Турă панă çĕршыва тăшмана парас мар
Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Урхас Кушкă ялĕнче çуралса ӳснĕ Виктор Ильин тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн тепĕр хут салтак атти тăхăнасси пирки ĕмĕтленмен те. Унăн шухăшне ятарлă çар операци пуçланни улăштарнă.
Виктор Владиславович çĕр çине килнĕренпе çурла уйăхĕнче чĕрĕк ĕмĕр пулать. Телейлĕ çемьере кун çути курнă вăл. Юрату — чи тарăн, хăватлă туйăмсенчен пĕри. Вăл çынсен хушшинче куçа курăнман çирĕп çыхăнусем йĕркелет. Паллах, çак ăшă туйăма пулах Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Тукас ялĕнче çитĕннĕ Владислав Александрович тата Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Çуткасси ялĕнче çуралса ӳснĕ Тамара Анатольевна пĕрлешме шут тытнă. Мендельсон вальсне ташланă хыççăн çамрăксем Сĕнтĕрвăрринчи Урхас Кушкă ялĕнче пурăнма пуçланă. Çапла вара, Ильинсен çемйинче виçĕ ача кун çути курнă. Икĕ хĕр — Аленăпа Екатерина тата пĕр ывăл – Виктор. Чиперккесем çемйисемпе пурăнаççĕ. Мăшăрланнă пулсан та вĕсем тăван килне «Çамрăксен хаçатне» çырăнма халĕ тата меллĕрех! Телефон камерипе е ятарлă приложенипе усă курса çак QR-кода çеç вуламалла. Вăл хаçата онлайн мелпе çырăнма май паракан сайта тӳрех илсе çитерет. манмаççĕ, яла килсех тăраççĕ, ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ. Владислав Александровичпа Тамара Анатольевна пĕр-пĕрне килĕштерсе 38 çул пурăнаççĕ. Виктор мĕн пĕчĕкренех техникăпа интересленнĕ. Хăйăр çинче машинăпа, тракторпа выляма юратнă. Урхас Кушкăри шкулта Виктор 9-мĕш класчен ăс пухнă. «Тăхтав вăхăтĕнче пулса иртнĕ кулăшла самантсем, юлташсемпе пĕрле вылянисем яланлăхах асра упранса юлчĕç, анчах та вĕсене каялла тавăрма çук-çке», – каласа парать çамрăк. Ун хыççăн вăл Сĕнтĕрвăрри хулинчи 11-мĕш училищĕре тракториста вĕренсе тухнă. Нумай та вăхăт иртмен, каччă аллине повестка тыттарнă. 2020 çулхи раштав уйăхĕнче юлташĕсем, тăванĕсем тĕрленĕ сăмса тутри вĕлкĕштерсе Виктора салтака ăсатнă, ашшĕ-амăшĕ ывăлне каялла чĕрĕ-сывă таврăнма пилленĕ. Воронежри служба хыççăн каччă контракт çырнă та çулталăкран ятарлă çар операцине тухса кайнă. Ывăлĕ çапăçу хирне каятăп тесен амăшĕн чĕри картах тунă. Юратнă тĕпренчĕкĕ çак хăрушă хирĕç тăруран ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнасса шаннă. Куç хупман каçсем те пĕрре мар пулнă. Анчах та усал куçа курăнса килмест теççĕ. – Пĕрремĕш хут эпĕ 2023 çулта БТРпа пынă чухне беспилотник сирпĕтнипе амантăм. Çунакан машинăран мана юлташсем сĕтĕрсе кăларнă. Урана кĕрсе ларнă ванчăксене кăларма операци турĕç. Кайран çур çуллăх отпуска ячĕç. Ун хыççăн каллех çара таврăнтăм. Иккĕмĕш хут 2024 çулхи юпа уйăхĕнче сусăрлантăм. Луганск облаçĕнче пулса иртрĕ ку. Мина лартнă вăхăтра мана тăшман асăрханă та пăшалтан персе амантнă. Пуля вара манăн хырăма шăтарса кăларнă. Темиçе метр упаленсен Кайран ура çине тăратрĕç. Тăма питĕ кансĕрччĕ, ăш пăтранатчĕ, йывăрччĕ. Халь отпускра, 45 кунран тепĕр операцие каймалла, – каласа кăтартрĕ Виктор. Паллах, ывăлĕ темиçе кун шăнкăравламаннипе амăшĕ пăшăрханса ӳкнĕ. Виктор больницăра нушаланнине куç умне кăларса тăратнă. Шухăшĕсенче вăл ывăлĕпе калаçнисене, унăн сăн-питне аса илнĕ, вĕсенче йăпанупа шанчăк шыранă. Кĕтнĕ шăнкăрав çитсен кăна амăшĕ лăштах сывласа янă. Ывăлне кĕтекен амăшĕшĕн кашни каç тĕрĕслев пек пулнă. Вăл çывăрайман, ачи çинчен шухăшлани ăна самантлăха та канăç паман. Мĕн пулнă ăна? Ăçта вăл? Кĕлĕ туни унăн пĕртен-пĕр йăпанăвĕ пулнă. Турăш умне çурта çутса, кашни каçах Турăран ывăлне хӳтĕлеме ыйтнă вăл. Шанса панă вăрттăнлăхсем тейĕн, кĕллĕн лăпкă сăмахĕсем шанчăкпа тулнă, ывăлне пĕрре мар пулăшнă. – Юлташпа КАМАЗпа пыраттăмăрччĕ. Сасартăк вăрманта темĕнле мĕлке курăннă пек туйăнчĕ. Эпир машинăран тухрăмăр та вăрмана кĕтĕмĕр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, юлташпа каялла тухрăмăр. Пăхатпăр, пирĕн машина çунать. Ăна тăшман сирпĕтнĕ. Çавăн пек ăнсăртран çăлăнса юлтăмăр эпир. Турă сыхласа хăварчĕ пуль пире, анне кĕлĕ туни пулăшрĕ, – аса илет Виктор. <...>
Дарья НИКИФОРОВА.
♦ ♦ ♦
Питрав хыççăн вăййа тухман
— Православи тĕнне тытса пыракансен пысăк праçникĕсенчен пĕри — Питрав. Е апостолсене асăнмалли кун. Петрпа Павела хисепе хурса ятарласа çак кун тĕлне типĕ тытса палăртаççĕ. Питрав типпи Троица хыççăн тепĕр эрнерен пуçланать те утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕçленет. Троица кашни çул тĕрлĕрен килет, Питрава кашни çул утăн 12-мĕш кунĕнче уявлаççĕ. Çавăнпа Питрав типпи 10 кунран пуçласа темиçе эрнене те тăсăлма пултарать, — çапла ăнлантарчĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçари Таса Виç ипостаçлă Турра [Троица] асăнса лартнă чиркӳ настоятелĕ протоиерей Николай Марков.
Хальхи çамрăксем кăна мар, аслăрах ӳсĕмри çынсем те çак уяв çинчен тĕплĕн пĕлмеççĕ. «Апостол» сăмах пĕлтерĕшне эпĕ хам та шкул пĕтернĕ хыççăн тĕнпе çыхăннă кĕнекесене вуласан кăна ăнланнăччĕ. «Вĕренекен» тенине пĕлтерет иккен. Иисус Христос вĕренекенĕсене апостолсем тесе каланă. Нумайăшĕ Христосăн 12 апостолĕ пулни çинчен илтнĕ. Вĕсенчен пĕри, Иуда Искариот, Иисуса тытса параканĕ пулнă. Каярах тата вĕсен çумне 13-мĕш апостол Павел хушăннă. Çапах та нумай кĕнекере тата 70 вĕренекен хушăнни çинчен те калаççĕ. 13 апостолтан нихăшĕн ячĕпе, Петрпа Павелсăр пуçне, ятарласа уяв ирттермеççĕ. Çак апостолсен вара уявĕ кашни çул утăн 12-мĕшĕнче пулать. Вĕсем çинчен каласа пама эпĕ шăпах Николай аттерен ыйтрăм та. — Эпир нумай чухне пĕр-пĕринчен илтсе, курса çĕннипе паллашатпăр, кирлине ăша хыватпăр. Апостолсем шăпах халăх хушшинче Иисус вĕрентĕвне халăх хушшинче сарса çӳрекенсем пулнă та. Çапах та вĕсем малтан, халăх хушшине тухиччен, типĕ тытса чунпа çирĕпленнĕ. Петр апостол Иисус Христоспа пĕрле çӳренĕ, вăл тунă ĕçсене курса-пĕлсе тăраканни пулнă. Вăл Иисус суйласа илнĕ çын. Çапах та Христосăн вĕренекенĕ пуличчен вăл ахаль пулăçă пулнă. Шăпах пулă тытнă çĕрте тĕл пулнă та вĕсем. Чи малтан Иисус унăн шăллĕне Андрее хăйпе пĕрле пыма ыйтнă, ун хыççăн — Петра. Çапла вĕсем Иисусăн\çĕр\çинчи ĕçĕсене хăйсен куçĕпе курса тăнă çынсем пулнă. Çĕр çинчи çынсене çăлма янине пĕлсе тăрсан та Петр Иисуса тытса парса пăталиччен виçĕ хутчен унран туннă. Анчах кайран хăйĕн айăпне туйса илсе питĕ вăйлă ӳкĕннĕ. Иисус вĕрентĕвне вăл ытти халăх хушшинче Грецире, Римра, Испанире, Карфагенра, Британире т.ыт.те сарса çӳренĕ. Çак ĕçсемшĕн ăна 67-мĕш çулсенче Римра пуçне аялалла туса хĕрес çумĕнче çакса вĕлернĕ. Çакна ăна хăй ыйтнипе тунă: «Эпĕ хĕрес çинче Турă пек вилме тивĕçлĕ мар», — тенĕ вăл. Павел апостол вара Иисус вĕрентсе çӳренĕ чухне унпа пĕрле пулман. Тĕрĕссипе, чăн тĕне ĕнениччен вăл Савл ятлă пулнă. Иерусалимре пурăннă, лайăх пĕлӳ илнĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ăна христиансене хĕсĕрлемелли влаç панă. Хăй пурăнакан вырăнта çеç мар, Палестина тулашĕнче те унăн çавăн пек тума ирĕк пулнă. Шăпах хăйĕн ĕçне пурнăçлама Дамаска çул тытнă чухне ăна куçа шарса яракан çутă курăннă. Савл тӳрех суккăрланса ларнă. Çӳлтен: «Савл, Савл, мĕншĕн эсĕ мана хăвалатăн?» — тенĕ сасă илтĕннĕ. «Кам эсĕ?» — ыйтнă хăраса ӳкнĕ Савл. «Эпĕ эсĕ хăвалакан Иисус», — илтĕннĕ хирĕç сасă. Вара Иисус ăна Дамаска кайма, ăна хăй мĕн хушнине тума ыйтнă. Савлпа пыракансем вара çав çутта курман, анчах мĕн каланине йăлтах илтнĕ. Суккăрланса ларнă Савла Дамаска çавăтса илсе çитернĕ, ăна Христос вĕрентĕвĕпе паллаштарнă, виççĕмĕш кунне Иисус Христоса кĕлĕ тунипе Савл куракан пулнă, ăна тĕне кĕртнĕ. Çапла Савлтан Павел пулса тăнă. Çавăнтан Павел çĕнĕ вĕрентĕве чунпа йышăнса хăй те вĕрентме тытăннă. Ку иудейсене килĕшмен, вĕсем ăна христиансене хĕсĕрлеме янă-çке. Павелăн чăн тĕн çинчен тĕрлĕ çĕрте вĕрентме тивнĕ. Вăл Македоние, Грецие тата ытти çĕре çитнĕ. Анчах пур вырăнта та хăйне хирĕç тăракан çынсене тĕл пулнă. Ăна та 67-мĕш çулта Римран инçех те мар хĕçпе касса вĕлернĕ. Çак икĕ апостол пĕр-пĕрне курман пулсан та пĕр ĕç тунă. Мĕншĕн иккĕшне те пĕр кунра уявлаççĕ-ха? 258 çулхине Петрпа Павелăн çĕрмен ӳчĕсене иккĕшне те пĕр кунра, утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Рим хулине куçарнă. Çавăнпа çак кун чи аслă апостолсен кунне паллă тăваççĕ те. Тата çакна каласа хăвармалла. Турăшсем çинче те Петрпа Павела пĕрле сăнарлаççĕ. Петр аллинче çăтмах алăкне уçакан çăра. Çын вилсен Петр апостол ăна уçса кĕртет имĕш. Енчен те çын Питрав кунне шута хуман пулсан /типĕ тытса пая кĕмен пулсан/, Петр: «Эпĕ сана палламастăп, курман», — тесе калать теççĕ», — каласа кăтартрĕ Николай атте /Марков/. Раççейре Петрпа Павел апостолсен кунне Православи тĕнне йышăнсан 8-мĕш ĕмĕрте уявлама тытăннă. Нумайăшĕ ăна пулăçсен кунĕ тесе те йышăнаççĕ, мĕншĕн тесен Петр пулăç пулнă-çке. Чăвашсем те çак Питрав кунне тивĕçлипе паллă тунă. Ку вăхăт тĕлне тĕрлĕ çырла пулса çитнĕ. Ахальтен мар чăвашсем Питрав – ывăçпа çырла çимелли кун тенĕ. Çырлине вара ватăсем Питрав кунĕсĕр çимен. Сăвапламан çырлана Питравччен çисен вилнĕ ачасене леш тĕнчере çырла тутантармаççĕ тенĕ. Ачасем ĕлĕкхи вăхăтра çамрăклах нумай вилнĕ. Хальхи пек медицина аталанман. Манăн анне каласа паратчĕ: «Эпир тăххăрăн пĕртăван пулнă. 7-шĕ 3-4 çулччен вилсе пычĕç. Аппапа кăна ӳссе çитĕнейрĕмĕр. Астăватăп-ха: 4 çулти йăмăк Маня пурччĕ. Çуллахи кун вар виттипе аптăрарĕ. Ун чухне ялта мар, районта та пĕр тухтăр çеç пулнă пуль. Тепĕр куннех йăмăк вилсе кайрĕ. Анне Питравччен çырла тутанса пăхмастчĕ, сăпасчен пан улми çиместчĕ. Вилнĕ ачасем тутанса та кураймĕç тетчĕ». Çапах та Питрав валли ятарласа така усранине питĕ лайăх астăватăп. Питравра пусатчĕç те «така шӳрпи» пĕçеретчĕç. Пур тăвана та чĕнетчĕç. Такине халь те пусаççĕ-ха. Анчах нимле йăла-йĕркене пăхăнса та тумаççĕ. Йăли вара авалтанах пырать. Такана мĕншĕн Питравра пуснă-ха тесе ватăсенчен ыйтса кăсăклантăм та вĕсем мана çапла ăнлантарчĕç. «Питрав типпи хыççăн йывăр ĕçсем пуçланнă. Чи малтан утă çулса тирпейленĕ. Хĕл хырăмĕ вăрăм, выльăх-чĕрлĕхе епле унсăр хĕл каçарăн тенĕ. Ун хыççăнах вырма ĕçĕсем пуçланнă. Вĕсем питĕ йывăр ĕç шутланнă. Унран çемье епле хĕл каçасси паллă пулнă. Çавăнпа çак йывăр ĕçсене тирпейлеме вăй-хăват пухас тесе, çут çанталăкран, Турăран ырлăх-сипет ыйтса така пусса асăннă. «Така шӳрпи», «кукар яшки», «какай шӳрпи» — тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ ăна. Питрав хыççăн çамрăксем те пĕрле пухăнса савăнма пăрахнă. Урăхла каласан, пирĕн патра ăна «вăйă» /ытти çĕрте «тапă», «уяв» тени те пур/ ирттерме чарăннă. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Почтальон сумки йывăр
Çынсем калаçма вĕренсенех пĕрпĕрне хыпарсем пĕлтермелли мелсем пуçланса кайнă. Ялан куçакуçăн тăрса пуплени çеç мар, аякра пурăнакансем патне те хыпар çитерме тивнĕ. Малтанхи вăхăтра пĕр-пĕрне кăшкăрса пĕлтернĕ пулсан, çырулăх пуçлансан мелĕ те улшăннă. Хут çине çырса çитерсе парасси Раççейре 10-мĕш ĕмĕрте пуçланнă теççĕ. Çырусене пĕр-пĕрин патне çитерекен ятарлă службăна почта теме тытăннă. Ăна леçекенне почтарь тенĕ. Раççейре почта çыхăнăвĕ пин çул каяллах пуçланнă пулсан та паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. 1994 çултан пуçласа Раççей Президенчĕн указĕпе кашни çул утă уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунне Раççей почтин кунĕ тесе палăртма йышăннă. Уяв умĕн почта ĕçченĕсемпе тĕл пулма май килчĕ.
Ватăсен ыйтăвне мала кăлараççĕ
Алина Головина Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тăрăхĕсенчи почта уйрăмĕсене ертсе пырать.
— Елчĕк почтамтне 2006 çултанпа ертсе пыратăп. Малтан, 2008 çулта, пирĕн район почтамчĕ çумне Патăрьел уйрăмĕсене пĕрлештерчĕç. Вăл вара 2004 çултах Шăмăршăрисемпе пĕрлешнĕ пулнă. Виçĕм çул тата Комсомольски тăрăхĕнчи почта пайне те хушрĕç. Халĕ пирĕн пысăк организаци пулса тăчĕ. Пурĕ эпир 53 почта уйрăмне пĕрлештерсе тăратпăр. 300 яхăн çын ĕçлет пирĕн патра. Ял халăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшатпăр. Хаçат валеçнисĕр пуçне çырăнтару ĕçĕсене хамăрах тăватпăр, коммуналлă пулăшăва та пирĕн урлах йĕркелеме май пур. Тивĕçлĕ канăва тухнисем патне пенси укçине çитерессине те лайăх йĕркеленĕ. Юлашки вăхăтра пенсие тухакансем укçине карточка урлă илсе тăраççĕ, апла пулин те алăран илес текенсем те йышланчĕç. Ытларах ватлăхра центра укçа илме тухма çăмăлах мар тесе çапла тăваççĕ. Тата почта уйрăмĕсенче пенсипе пĕрлех ватăсене тĕрлĕ апат-çимĕçпе тивĕçтересси те йăлана кĕчĕ. Тĕслĕхрен, тип çу илес тесе лавккана тухса кĕресси те тепĕр ватăшăн çăмăлах мар. Çавăнпа почтальонсем малтанах мĕн илсе килмелли çинчен ыйтаççĕ. Нумайăшĕ почта хăйне валли тупăш тăвас тесе çапла ĕçе йĕркелет теме пултарать. Çук, ку пĕрре те апла мар, ватăсене çăмăллăх парас тенипе йĕркеленĕ ĕç çеç. Паллах тĕп вырăнта — халăха хаçат-журналпа тивĕçтересси. Ку енĕпе кăнтăр енчи тăрăхсем çав тери лайăх ĕçлеççĕ. Пирĕн енче ытларах чăвашсем пурăннипе те пулĕ нумайрах район хаçачĕсене тата «Хыпар» «ачи-пăчисене» çырăнаççĕ. Издательство çурчĕн кăларăмĕсенчен нумайăшĕ «Çамрăксен хаçатне» ыйтать. Ытларах пурнăçпа çыхăнтарса çырнăран вулакансем çав тери кăмăллаççĕ ку хаçата. Унтан «Хыпарăн» эрне кунхи кăларăмĕпе «Кил-çурт. Хушма хуçалăх» хаçатсене хаваспах çырăнаççĕ. Пирĕн районта тутар ялĕсем те пур. Вĕсем вара Хусанта кăларакан хаçат-журнала кăмăллаççĕ, — каласа пачĕ Алина Федоровна. Чĕрĕк ĕмĕр ытла – пĕр ĕçре Паллах, почтăра ĕçлекенсен йывăрлăхĕ те сахал мар. Юлашки вăхăтра почтальонсем кун сиктерсе ĕçлеме тытăнчĕç. Çакна тĕрлĕрен сăлтавлама пултарчĕç пулсан та ку вĕсен ĕçĕнче пысăк чăрмав кăларса тăратрĕ. Сахалтарах кун ĕçлеççĕ – укçи-тенки чакать. Çавăнпа почтальонра ĕçлес текен çын тупма йывăртарах. Апла пулин те нумай çул вăй хуракансем те пур. Елчĕк почтамчĕн Тури Туçа уйрăмĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулсан вĕсем акă мĕн каласа пачĕç. — 1996 çултан пуçласа Тури Туçари почта уйрăмĕнче тăрăшатăп. Тепĕр çул эпĕ кунта вăй хума тытăннăранпа 30 çул çитет. Хăнăхнă ĕç тетпĕр те тытăнса тăратпăр. Эпĕ Вăтаел ялĕнчи халăха хаçат-журналпа, пенси укçипе тивĕçтеретĕп. Кашни кун курса тăракан çынсем пĕрер кун тухмасан та пире çухатаççĕ. Малтанхи вăхăтра хаçат-журнал çырăнса илекенсен шучĕ чылайччĕ. Кашни киле 2-3 тĕрлĕ хаçат-журналтан кая мар çитереттĕмĕр. Эпĕ ĕçлеме тытăннă вăхăтра пĕр-пĕринпе çыру урлă хутшăнатчĕç-ха. Халĕ пурте чакрĕ. Çапах та ял хушшинче хаçат çырăнман килсен шучĕ те 3-4 кăна. Ялта ватăсем ытларах пурăнаççĕ. Вĕсем вара ĕмĕрĕпех хаçат вуланă çынсем. Камăн килĕнче ватă пур — пĕр кăларăм та пулин çырăнса параççех. Пире çырăнтару тапхăрĕ пуçлансан план параççĕ. Эпир яланах ирттерсе пурнăçлатпăр. Ытларах «Хыпар» хаçатăн кăларăмĕсене кăмăллаççĕ. Пуринчен нумай «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илеççĕ. Манăн хуняма та ĕмĕр тăршшĕпех почтальонра ĕçленĕ. 85 çулта пулсан та «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илтерет, ăна килессе чун пек кĕтет, — тесе калаçăва хутшăнчĕ Галина Виноградова. Почтальон династийĕ Роза Виноградова почтальонкăпа та калаçма май килчĕ. «Пирĕн йăхра почтальонсен династийĕ пур тесен те юрать. Упăшкан аппăшĕ Мирадора Шайкина хăйĕн пурнăçĕнче 40 çула яхăн ялти почтальонкăра ĕçленĕ. 1980 çулсенче тивĕçлĕ канăва тухсан çак ĕçе мана парса хăварчĕ. Вăл вăхăтра кашни çемьех 5-7 тĕрлĕ кăларăм та çырăнса илетчĕ. Ялти правление кăна кашни кун 10-15 тĕрлĕ хаçат леçсе параттăм. Мускавра тухса тăракан хаçатсенчен пуçласа республикăрисене, районтисене ял-йыш çырăнса илнĕ. Унсăр пуçне колхоз хăй те «Гвардеец» ятлă хаçат кăларса тăратчĕ. Ăна вара килĕренех валеçеттĕмĕр. Ун чухне нумайăшĕ пĕр-пĕринпе çыру урлă хутшăнатчĕ. Вăл е ку уяв умĕн открыткăсем йышлăланатчĕç. Пур хыпара та почта урлă илсе тăнă-çке. Хаçатсемсĕр пуçне тата мĕн тĕрлĕ журнал кăна пулман! Почтальон сумки йывăр пулнă пирки хĕлле çуна туртса каяттăм. Ытти чух хыçа çаксах çӳренĕ. Кĕрпе çур йывăра килетчĕ. Йĕпе çанталăкра кĕпе арки йĕп-йĕпе пулатчĕ. Сивĕрех чухне шăнса ларатчĕ. Унран та хăраман. Пенси укçи салатнă чухне çеç шиклĕх пусатчĕ. Ун чухне чи пуян çын пулнă вĕт эпĕ. Тата пĕр вăхăтра миллионпа илетчĕç. Ун чухне те хăрани пулнă. Пĕррехинче çапла ялти пĕр арçынна тĕл пултăм. Питĕ пысăк укçапа таврăнатăп. «Роза аппа, атя, сумкуна йăтса пулăшатăп», — тет çакскер. Ырă шухăшпах каларĕ пулĕ-ха. Анчах эпĕ шикленсе ӳкрĕм. «Хамах йăтатăп, йывăр мар», — тесе уйрăлтăм çакăнтан. Йытăсем тапăнни те пулнă. Хăш-пĕр йытă çыртни час тӳрленетчĕ, хăшĕсем тӳрленмесĕр нушалантаратчĕç. Тата ял халăхĕ ун чухне почтăран кĕнекесем те çырăнса илетчĕ. Хăш-пĕр кăларăм тĕлĕшпе лимит хунăччĕ. Кашни яла 2-3 кăна пани те пулнă. Хулара вĕсене çырăнасси тата та йывăр пулнă. Хулара пурăнакан ял çыннисем çав кĕнекесене ялта çырăнатчĕç те кайран килсе илетчĕç. Пире, почтальонсене, ятарлă тум, сумка кашни çул çĕннине паратчĕç. Эпир кăмăллă пулнă. Тури Туçа почта уйрăмĕнче пилĕк почтальонччĕ, пире Ольга Телегина ертсе пыратчĕ. Килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Халĕ те курсан пĕр-пĕрне тăван пекех йышăнатпăр. Кашни çул хамăр уяв кунĕнче пире, ветерансене, манса каймаççĕ. Пĕчĕк кучченеç те пулин пама тăрăшаççĕ, — аса илет Роза Виноградова. Тивĕçлĕ канăва тухсан Роза аппа хăйĕн кинне почтальон сумкине шанса панă. Вăл та 30 çула яхăн çак çула такăрлатать. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Пушар хуралĕнче ĕçлекен донор
Шалти службăн аслă лейтенанчĕ Сергей Захаров пушарпа кĕрешекенсен профессине суйласа илекенсен чи паллă чăваш ялĕнче, Вăрмар округĕнчи Энешпуçĕнче, çуралнă. Ку тăрăхран вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ çак сăваплă ĕçре вăй хурать. Сергей вара пиччĕшĕн тĕслĕхĕпе пушар хуралне çул тытнă.
Пиччĕшĕн çулĕпе
— Эпĕ мĕн пĕчĕкрен вут-çулăмпа кĕрешекенсен ĕçĕн уйрăмлăхĕсене ăса хывнă. Раççей МЧСĕн Хисеплĕ ветеранĕ, Паттăрлăх орденĕн икĕ хут кавалерĕ, шалти службăн отставкăри полковникĕ Василий Нягин та эпĕ çуралнă ялтанах. Маншăн ырă тĕслĕх пичче Андрей пулнă. Вăл пушар хуралĕнче 21 çул ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Эпĕ 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне пичче Санкт-Петербургра аслă пĕлӳ илетчĕ. Ун çине пăхса хавхаланаттăм, пушарнăй пулма ĕмĕтленеттĕм, — пуçларĕ калаçăва Сергей Анатольевич. — Анчах та пĕр вăхăт ĕмĕт пирки манма тиврĕ. 2000- мĕш çулсенче пушар хуралне ансатлатасси пирки сас-хура çӳретчĕ. Ку профессире ĕçлекенсем шалти службăн сотрудникĕсем пулма пăрахасси, пакунсене илесси, çăмăллăхсене пăрахăçласси çинчен калаçатчĕç. Пушар хуралĕшĕн çăмăл мар вăхăтсем пулнă. Çавăн чухне аттепе тата пиччепе калаçрăмăр. «Пушар хуралне кирек мĕнле вăхăтра та вырнаç- ма пултарăн. Гражданла пĕлӳ илни ытлашши пулмĕ. Каярах хăвна килĕшекен ĕç суйлăн», — терĕç çывăх çынсем. Вĕсен сăмахне итлерĕм. Атте пек электрик пулма шухăшларăм. Çапла 11-мĕш класс хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн радиоэлектроника тата автоматика факультетне вĕренме кĕтĕм. Юлашки курсра вĕреннĕ вăхăтрах пĕр предприятире ĕçлерĕм. Кĕркунне салтака кайма вăхăт çитрĕ. Служба вĕçленсе пынă май ача чухнехи ĕмĕте пурнăçа кĕртсе пушар хуралне вырнаçма йышăнтăм. Манăн ку профессире тивĕçлĕ пĕлӳсĕр малашлăх çуккине пĕлеттĕм. Салтакран таврăнсан тепĕр çулталăкран Ивановăри пушарпа çăлав академине куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Унта 6 çул ăс пухрăм, — малалла калаçрĕ шалти службăн аслă лейтенанчĕ. Паян Сергей пушар хуралĕнче 12 çул вăй хурать. Ĕç çулне вăл Шупашкарти 6-мĕш пушарпа çăлав чаçĕнче пуçланă, хыççăн Пысăк пушарсене сӳнтерекен спецализациленĕ чаçре маçтăр-пушарнăйĕнче 2 çул тăрăшнă. Каярах газпа тĕтĕмрен хӳтĕлекен службăн аслă инструкторĕнче тимленĕ. 2021 çултан ăна 7-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн караулне ертсе пыма шаннă. Виçĕ çынна çăлнă Сергей Анатольевич 2 медале тивĕçнĕ. Пĕрремĕшĕ — III степень «Службăра палăрнăшăн» медаль. Ăна пурте тивĕçеймест. Наградăна Сергей Захаров МЧС тытăмĕнче 10 çул ытла тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн илнĕ. Иккĕмĕшĕ — «Пушарта çын пурнăçне çăлнăшăн» медаль. Ку наградăна Сергей Захарова кăçал панă. Ăна вăл 2023 çулхи чӳк уйăхĕнче Шупашкарта пулнă пушарта паттăрлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ. Сергей инкекре виçĕ çынна çăлнă. — Эпĕ вăл вăхăтра Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕнче стажировка иртеттĕм. Ирхи 4 сехетре Иван Яковлев проспектĕнче 5 хутлă общежитире пушар тухни çинчен шăнкăрав çитрĕ. Вырăна ытти подразделени чаçĕсенчен те çитнĕччĕ. Пурĕ 6 пушар машини вут-çулăмпа кĕрешнĕ. Эпир çитнĕ тĕле пĕри вырăнтаччĕ. Хăшĕ-пĕри хваттерсенчен хăйсем тĕллĕн çăлăннă, иккĕмĕшĕсене пирĕн ĕçченсем илсе тухнă, виççĕмĕшĕсене пусма тăрăх антарнă. Эпир службăн аслă пулăшуçипе тĕтĕмленнĕ зонăна кĕрсе кайрăмăр. Пирĕн умра вут-çулăм тухнă 2-мĕш хутри пӳлĕмсене тĕрĕслес енĕпе тĕллев тăчĕ. Малтан коридорăн пĕр енчи пӳлĕмсене пăхса çаврăнтăмăр, унтан вăйлăрах çунакан пӳлĕмсене кĕре-кĕре тухрăмăр. Пĕринче кинемейпе мучие асăрхарăмăр. Вĕсене уçă сывлăша илсе тухрăмăр. Унтан каллех вут-çулăм ăшне кĕтĕмĕр те тепĕр хут пӳлĕмсене тĕрĕслерĕмĕр. Разведка ирттерсен арçынна асăрхарăмăр. Вăл хăй тĕллĕн утайманран ăна манăн ĕçтешсем уçă сывлăша йăтса тухрĕç, — çав куна куç умне кăларчĕ караул пуçлăхĕ. — Чылай чух çакна асăрхатăп: пушар тухсан ачасем яланах кравать, сĕтел айне е шкапсене пытанаççĕ. Вут-çулăм алхасакан пӳлĕме кĕрсен тетте е ача япалисене курсан яланах çав вырăнсенче тĕрĕслеме тăрăшатăп. Пушарнăйсен вăхăт хĕсĕкрех, вĕсен май пур таран хăвăртрах тата ытти пӳлĕмсене те тĕрĕслемелле-çке. Ашшĕ-амăшне те кун пирки хăйсен ачисене ăнлантарма ыйтатăп, — сăмах май пĕлтерчĕ Сергей Анатольевич. Çакна та палăртма кăмăллă: пушара сирме хутшăннă йышран 10 яхăн çын ведомство наградине тивĕçнĕ. Пурĕ çак ĕçе вут-çулăмпа кĕрешекенсен 15 яхăн ĕçченĕ хутшăннă. — Ман шухăшпа, пушарта паттăрлăх кăтартнăшăн пурте хисепе тивĕç. Эпĕ хамăн ĕçтешсемпе пуринпе те мăнаçланатăп. Кашниех пушар вырăнне çитсен хăйĕн тивĕçне пĕлет. Ĕçтешсем пурте шанчăклă пулни пирки иккĕленместĕп, — пытармарĕ Сергей Анатольевич. 7-мĕш пушарпа çăлав чаçĕ Кăнтăр поселокĕнче, Çĕнĕ Кăнтăр районĕнче, «Алькеш» микрорайонта, Лапсар тăкăрлăкĕнче пулса иртекен инкексене сирме хутшăнать. Хăш чухне — кӳршĕ округри пысăк пушарсене çитеççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр ĕçченсем Лапсар тăкăрлăкĕнчи сĕтел-пукан фабрикинче алхаснă вут-çулăмпа кĕрешнĕ. Пысăк калăпăшлă пушара сӳнтерме хуларан нумай пушар машини килсе çитнĕ. Çавăн чухнех Шупашкарти МТВ-центрта «хĕрлĕ автан» алхаснă. Ĕçченсем пĕр вăхăтрах икĕ пушарта ĕçленĕ. Тепрехинче Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнче пĕр хуçалăхра пушар тухнă. Çуртра вăл вăхăтра арçын йытăпа пĕрле пулнă. Вăл хăй тĕллĕн тухса ĕлкĕрнĕ, чĕр чун вара пӳлĕмрех юлнă. Анчăка пушарпа кĕрешекенсем шыраса тупса уçă сывлăша илсе тухма пултарнă. Темиçе кунран арçын 7-мĕш пушарпа хурал чаçне пынă. «Хĕрлĕ автан» çуртран нимĕн те хăварман пулин те вăл юратнă йыттине çăлса хăварнишĕн ĕçченсене тав тунă. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Йывăрлăхсене çĕнтерсе — малалла
— Укçана епле йывăрпа ĕçлесе илме тивнине пирĕн çемьере пурте пĕлеççĕ. Ачасем те пĕчĕкренех хамăр çумра тар кăларнă. Вĕсем шкула çӳренĕ вăхăтра 18 сысна, сăвакан темиçе ĕне, пăрусемпе вăкăрсем йышлă хĕл каçараттăмăр. Чăххи-чĕппи çинчен каламастăп та. Вĕсене пăхма ачасем пурте пулăшнă. Çавсемшĕн нушаланнă мар-и? Вĕсем ӳснĕ вăхăтра ĕçленĕшĕн укçи-тенкине те çителĕклĕ памастчĕç. Выльăх-чĕрлĕх усрани, вăрманта пухнă улма-çырла, кăмпа, милĕк кил-çурта хушма тупăш панă, — каласа параççĕ Елчĕк тăрăхĕнчи Каркалар ялĕнче пурăнакан Людмилăпа Василий Орловсем.
Ывăлĕ Володя çинчен ыйтма килнĕскер, çак çемьепе пĕрремĕш кунах тĕл пулса калаçаймарăм. Вĕсем вăрмана милĕк касма кайнă иккен. Унпа пĕрлех çырлине те татса килнĕ. Вĕсене вара вăхăтра тирпейлемелле. «Анне пурăннă вăхăтра вăрмантан милĕк касса килсен, вăл тирпейлесе çыхса хуратчĕ. Кăмпаран таврăнсан та вăлах тасатса шыва яратчĕ. Çав тери ĕçчен хĕрарăм пулнă вăл пирĕн. 82 çул тултарсан пурнăçран уйрăлчĕ. Лупас айне кĕтĕмĕр те — çĕнĕ милĕксем çакăнса тăраççĕ. Тахăш вăхăтра пирĕнтен икĕ çухрăмри вăрмана кайса милĕк касса килнĕ вăл», — тет Людмила. Анфисса Шалимова виличченхи юлашки икĕ çулне хĕрĕпе кĕрӳшĕ патĕнче ирттернĕ. — Анне пек маттур хĕрарăм пирĕн ялта та 3-4 çын кăна пулнă. Шуршу хĕрĕ пулнă вăл. Каркалар ачипе Владимир Шалимовпа пĕрлешсе икĕ ача çуратнă. Асли – эпĕ, икĕ çулта, кĕçĕн йăмăк 5 уйăхра чухне атте трактор айне пулса вилнĕ. Шăпах çурт хăпартма тытăннă вĕсем. Пурине пураланă, урай-мачча сарма материал валли Шăмăршă вăрманне кайнă. Шăпах çавăнта трактор айне пулнă та вăл. Атте вилсен та анне çурта пурпĕрех пĕчченех хăпартрĕ. Пĕр ĕçрен килетчĕ те теприне каятчĕ. Эпĕ вăл ĕçсĕр ларнине нихçан та курман. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усратчĕ. Утă хатĕрлеме йывăртарахчĕ. Аннепе пĕрле хĕллехи вăхăтра çырма тăрăх курăк, улăм е арпа хатĕрлеме кайнине халĕ те астăватăп. Ача — ачах ĕнтĕ. Выляс та, савăнас та килнĕ пулĕ çамрăк чухне. Анне пире те хăйĕн пекех пĕр ĕçрен килсен теприне яратчĕ. Пултăр тенĕ ĕнтĕ. Эпир нихçан та çĕтĕк те, кивĕ тум та тăхăнса çӳресе курман. Пĕррехинче каçхи сменăна йĕтем çине тырă аллама кайрăмăр. 7 хĕрача. Кладовщица ыйха путрĕ те, сортировка машинине сӳнтерсе çичсĕмĕр те клуба ташлама кайрăмăр. Аванах савăнтăмăр пулĕ. Ирхине ĕçе кайнă çĕре лавкка умĕнче «Çиçĕм» çакăнса тăрать. Çичĕ хĕрача — пĕри решеткесем тăрăх, тепри ана-çаран тăрăх, тепри вăрттăн-хĕрттĕн клубалла тараççĕ. Сăввине те çырса хунă тата. «Сывă пултăр музыка, пурнăç пулĕ пыл та çу!» тенĕччĕ. Килте асанне те пурччĕ. «Кин, тепре качча тух. Çăмăлтарах пулĕ», — тетчĕ. «Ачасене çичĕ ют аллине памастăп. Хамах пăхса ӳстеретĕп. Кăмăлу пулсан ху тух», — тетчĕ анне. Питĕ тирпейлĕччĕ вăл. Пире те ачаранах тирпее хăнăхтарнă. Çав йăла манăн халĕ те пур. Аннен çурчĕ пушă ларать пулсан та халĕ те йăлт тĕрĕ ăшĕнче. Тата вăл кил-çуртри пур япалана та çутă тĕслĕ тума юрататчĕ. Эпир те ачасене çапла хăнăхтарса ӳстертĕмĕр. Эпĕ ялта 8 класс вĕренсен Аслă Таяпари вăтам шкула кайрăм. Унтан суту-илӳ училищинче вĕрентĕм. Яла таврăнса вырăнти лавккара ĕçлерĕм. 1985 çулта хамăра хирĕç пурăнакан Василий Орловпа пĕрлешрĕмĕр. Василипе, 1958 çулта çуралнăскерпе, вăрах туслă çӳремесĕрех туй турăмăр. Çемйинче иккĕмĕш\ывăлччĕ манăн мăшăр, çавăнпа уйрăлса тухма хатĕрленеттĕмĕр. Шăллĕне туя кайсан отверткăпа чиксе вĕлерчĕç. Пурпĕрех уйрăлса тухрăмăр. Çурт йĕри-тавра аванахчĕ. Пӳрт те сухăр юхтарман пĕренеренччĕ. Тата хушма пайне тума тесе кирпĕч туянтăмăр. Анчах ним те çĕнетсе ĕлкĕреймерĕмĕр, 1989 çулта инкек сиксе тухрĕ. Пирĕн 8 килрен тăракан урам йăлт çунса кайрĕ. Шăп çу уйăхĕн 1-мĕш кунĕ. Çиллĕ çанталăк. Çуртсем хире-хирĕçле çунаççĕ. Нихăшĕн патне пыма та май çук. Никам та нимĕн те кăларса ĕлкĕреймерĕ. Эпир çеç ĕнене илсе тухса ĕлкĕртĕмĕр. Çакăн хыççăн ялтан тухса каяс кăмăл та пурччĕ. Манăн анне те, упăшкан амăшĕ те пĕччен, çавăнпа ку шухăша пăрахăçларăмăр. Тепĕр пушă вырăн илсе çĕнĕ çурт лартрăмăр та унта пурăнма тытăнтăмăр. Виçĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр. Асли Гена хальхи вăхăтра çемйипе Елчĕкре пурăнать. Иккĕмĕшĕ Алина çемйипе — Шупашкарта. Кĕçĕнни Володя мăшăрĕпе Мускавра тĕпленнĕччĕ. Кĕçĕннине ачаранах йывăртарах лекрĕ. Аслисем вĕренсе тухса кайсан килти ĕç- пуç пĕтĕмпех ун çине тиенчĕ. Ялта шкул пулманран пиллĕкмĕш класс хыççăн хамăртан 10 çухрăмри Кĕçĕн Таяпана çӳреме тиветчĕ. Çав çула чупса кайса, чупса килсе парăнтаратчĕ. Шкултан килсен выльăх-чĕрлĕх патне тухмалла. «Анне, хамăртан тислĕк шăрши те кĕрет пулĕ», — тетчĕ. «Сутса укçа тусан унтан шăршă кĕмест», — теттĕм. 9 класс хыççăн вĕренме тухса кайрĕ. Унтан салтакра çулталăк ытла службăра тăчĕ. Свердловск облаçĕнчи Елань хулинче хĕсметре тăни пирки калатчĕ. Артиллерист пулни çинчен пĕлеттĕмĕр. Таврăнсан Мускава ĕçлеме тесе кайрĕ те унтах вырнаçрĕ. Лаш Таяпа хĕрне качча илчĕ. Иккĕшĕ те Мускавра ĕçлесе пурăнатчĕç. Стройкăра ĕçленĕ вăхăтра çӳлтен ӳкнĕ. Малти шăлĕсем пĕри те çукчĕ. Шăпах 2022 çулхи юпа уйăхĕнче шăлне ларттарас тесе яла килнĕччĕ те мобилизаци вăхăтне лекрĕ. Повестка пачĕç, СВОна ăсатрăмăр. Лере кайсан та малтанхи вăхăтра шĕвĕ апат кăна çикелерĕм тетчĕ. «Малтан хамăрпа пĕрле пурăнакан кушаксене ярса паратăп, юлашки хама лекет», — тесе калатчĕ. Яланах: «Пирĕн пурте йĕркеллĕ», — тетчĕ. Çур çултан отпуска ячĕç. Юлашкинчен килнĕ чухне шăпах çĕр улми кăлармалли вăхăтра çитрĕ. Ун чухне хам Шупашкара больницăна кайнăччĕ. Володя телефонпа шăнкăравласа ячĕ. Хальччен эпир телефон номерĕ тăрăх мар, телегрампа çеç калаçнă. Хăраса ӳкрĕм. «Володя, санпа пурте лайăх-и?» — тетĕп хам. «Анне, эпĕ часах киле çитетĕп. Кĕт», — терĕ. Тухтăрсем патне кĕмесĕрех киле вĕçтерсе çитрĕм. Пирĕн вăл çав тери пончик юрататчĕ. Вăл çитнĕ çĕре ăна пĕçерсе хутăм. Килсен теме сиссе-ши, питĕ сахал çывăрчĕ. «Юлташсем епле-ши? Пулăшу та кирлĕ пулĕ вĕсене», — тесе пăшăрханатчĕ. Ялан уй-хир тăрăх, шыв хĕррине, вăрман тăрăхне кайса-курса çӳретчĕ. Пĕр кунхине эпир вăраниччен улма аврине çăлса хунă. Кайма вăхăт çитсен пӳртри турăш умне чĕркуçленсе ларчĕ те йĕрсе ячĕ. Хĕрес хывса тухса кайрĕ. Володя йĕнине ача чухне те сайра курнă эпĕ. «Урăх тăван киле таврăнаймастăп», — терĕ-ши. Хамăр та çав тери хурланса юлтăмăр. Питĕ ярасшăн марччĕ. «Аçу сусăр. Ăна пăхакан кирлĕ тесе справка илĕпĕр», — терĕм. Володя мана çапла каларĕ: «Анне, ун пек хăтланар мар. Çын куçĕнчен кайран епле пăхăпăр. Вăрçăри юлташсенчен намăс. Эпĕ ун пек тума пултараймастăп. Мансăр вĕсене йывăр пулать», — терĕ. Кунтан илсе кайнă гуманитари пулăшăвне малти линирен тухса кирлĕ çĕре çитерсе параканни пирĕн Володя пулнă. Кун çинчен пулăшу леçме каякансем яланах каласа паратчĕç. Володя малтан разведкăра, кайран артиллеристра çапăçрĕ. 2023 çулхи юпан 25-мĕшĕнче «Чăваш полкĕ» тăнă вырăнта пирĕн ывăл Володя Орлов та пулнă. Тĕрĕссипе, унăн çавсен йышĕнче те пулмалла пулман. Аслă Елчĕк ачисене пулăшас тĕллевпе вĕсен ушкăнне лекнĕ. «Орелпа» /Володьăн позывнойĕ çапла/ Йĕпреç каччи «Гном» çак ушкăна пулăшма килĕшнĕ. Пирĕн енчен питĕ пысăк çухатусем пулнă. «Орелпа» «Гном» та çав çапăçура вилмеллех аманнă. Усал хыпар утпа çӳрет теççĕ-ха та, çапах та ун пек хыпара килтисем чи кайран пĕлеççĕ. Володя вилни çинчен ял-йыш та, тăвансем те чылайăшĕ малтанах пĕлнĕ пулсан та пире каламан. Пурпĕрех чунпа туяттăм, «темĕскер пулнах Володьăпа» теттĕм. Унпа пĕрле çапăçакан юлташĕсен амăшĕсем патне пурин патне те шăнкăравласа тухрăм. Вĕсем те «пĕлместĕп» тесе телефона хураççĕ. Хамăр ума йăмăкăн машинипе пĕрле ялти фельдшер медицина сумкипе ансан çеç тӳрех йăлтах ăнланса илтĕм. Пурпĕрех чунпа ĕненес килмест. Кине Володьăн ылтăн çĕрĕллĕ пӳрнине тата мăйĕнчи хĕресĕпе сăнчăрне ӳкерсе ярса парсан чăннипех те ĕнентĕмĕр вара. Çапах куçпа курмасăр ăшра иккĕленӳ туйăмĕ те хуçаланчĕ-ха. Аслă ывăлăмпа йăмăкăн ывăлĕ тата юлташĕ Володьăна илме кайрĕç. Ывăлăн ялти юлташĕ те темиçе хутчен те ăна тĕлĕкре курнă имĕш. «Мана илме хăçан килетĕр?» — тесе ыйтать тет. Ачасем вара чăннипех те, хăйсен куçĕпе курса, палласа илсе килчĕç. Кăкăрĕ тĕлĕнчен аманнă тата икĕ ури те татăк, тӳрех вилнĕ пулас вăл терĕç. Питĕ нумай çын пуçтарăннăччĕ ывăлăма пытарма. Володьăн юлташне «Гнома» çулталăк та виçĕ уйăхран çеç ДНК тутарса илсе килсе пытарчĕç. Тĕпренчĕкĕм вилнине пĕлетĕп пулсан та чĕрепе çавна йышăнма йывăр. Пирĕн ăна мар, вăл пире тирпейлесе пытармаллаччĕ. Йĕмен, аса илмен кун та иртмест. Пур ĕçе те тунă чухне вăл аса килет. Никама та эпир курнă хуйха чăтма Турă ан хуштăр. Кукамăшĕ, хамăн анне те, ывăл вилнĕ хыççăн йăвашланса кайрĕ. Юлашки вăхăтра ялан Володя патне каймалла тесе çӳретчĕ. Ун хыççăн анне те нумай пурăнаймарĕ, вилчĕ, — йĕре-йĕре каласа парать Людмила Орлова. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...










