Мускав, Шупашкар Айхие чыслаççĕ
Тĕнчипе палăрнă ентешĕмĕр, Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа кăçалхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче 80 çул çитрĕ.
Тăван республикăра çеç мар, тĕнчипех паллă турĕç ăна. Чыслав паянхи кунчченех пырать. Юпа уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Раççей Наука академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институтĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Чĕлхе тата поэзи чĕлхи» конференци иртнĕ. Ăна Геннадий Айхин 80 çулхи юбилейне халалланă.
Конференцие Институт директорĕ, Раççей Наука академийĕн член-корреспонденчĕ Владимир Алпатов тата Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков уçнă. Вĕсем Айхи пултарулăхĕн нумай енлĕхне палăртнă, тĕнче культуринчи пĕлтерĕшне пысăк хак панă.
Конференцие Амстердам /Голланди/, Турин /Итали/, Ольденбург, Трир /Германи/, Прага /Чехи/, Хоккайдо /Япони/, Таллин /Эстони/, Чикаго, Нью-Хейвен /АПШ/, çавăн пекех Мускав, Питĕр, Воронеж, Чул хула ăсчахĕсем хутшăннă. Чăваш Республикин делегацийĕнче филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Атнер Хусанкай, философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Дмитрий Воробьев, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Лариса Будниченко тата философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Михаил Мартынов пулнă.
Конференципе пĕр вăхăтрах Айхи кунĕсем иртнĕ. Çав самантра кĕнекесен презентацине йĕркеленĕ, Геннадий Айхин «Поля входят в дверь» сăвви тăрăх лартнă спектаклĕн премьери пулнă. Драматургипе режиссура центрĕн сцени çинче Наталья Гандзюк ентешĕн сăввине тĕпе хурса çырнă музыкăпа паллаштарнă.
Поэтăн «Расположение счастья» кĕнекин презентацине ентешĕн ывăлĕ Алексей Айхи композитор-музыкант та хутшăннă. Вăл ашшĕпе ирттернĕ ачалăхне аса илнĕ, хăйĕн «4,33» ушкăнĕпе ашшĕн сăввисемпе çырнă композицисене янраттарнă.
Юпа уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче чыслав Шупашкарта иртнĕ. Йĕркелÿçисем - Республикăри «Айхи фончĕ», Çĕнĕ Шупашкарти тĕп вулавăш. Пархатарлă ĕçе пурнăçлама Наци библиотеки, ЧР Культура министерстви пулăшнă.
Мероприятисене хамăрăннисемсĕр пуçне хăнасем те хутшăннă. Вĕсем: Наталья Азарова, Татьяна Грауз, Арсен Мирзаев, Анастасия Новикова, Лариса Березовчук, поэтăн мăшăрĕ Галина Куборская-Айхи, поэтăн ачисем: Алексей, Вероника, Константин. Чикĕ леш енчи хăнасем - Масанори Гото /Япони/, Микаэль Нюдаль /Швеци/, Илья Кутик /АПШ/ тата ыттисем те. Арсен Мирзаев Наци библиотекинче Айхи пирки аса илсе çырнă кĕнекин презентацине ирттернĕ, çавăн пекех кунта «Расположение счастья» кĕнекепе те паллаштарнă, Игорь Макаревичăн сăн ÿкерчĕкĕсен куравĕ уçăлнă. «Манăн Айхи» «çавра сĕтеле» Атнер Хусанкай ертсе пынă. Чăваш халăх поэчĕн тепĕр кĕнекипе - «Мир Сильвии» - кăларăмпа Олег Улангин паллаштарнă. Литература музейĕнче те юбилей мероприятийĕсем малалла ĕçленĕ: «Геннадий Айхин литература çул çÿревĕ» куравпа паллашма май килнĕ, поэтăн çырнисен пуххин 3-мĕш томĕн презентацийĕ иртнĕ. Вырсарни кун каçхине Наци библиотекинче «Юрра - мухтав» музыкăпа поэзи каçĕ иртнĕ. Унта Алексей Айхи хăйĕн ушкăнĕпе хутшăннă.
Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче хăнасем Айхин тăван кĕтесне - Патăрьел районĕнчи Çĕньяла - çитсе килнĕ. Унти масарта яланлăхах канлĕх тупнă сăмах ăстине пуç тайнă.
Ытлари кун Мускавра, Национальноçсен çуртĕнче, Геннадий Айхин пултарулăхне халалланă тепĕр мероприяти пулнă.
Надежда СМИРНОВА