Тантăш 17 (4938) № 15.05.2025
Çамрăк журналистсем — «МедиаВзлет» фестивальте
Вĕренӳре е спортра, пултарулăхра е общество тĕрлĕ ĕçĕнче ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне вĕсем шкул хаçачĕ кăларма, çине-çине статья е сăвă хайлама, социаллă сетьсенче канал е ушкăн ертсе пыма, хăйне евĕрлĕ видеороликсем е сăн ӳкерме те мехел çитереççĕ. Сăмах «МедиаВзлет» конкурс-фестивале хутшăннă маттур шкул ачисем пирки пырать. Çамрăк журналистсем, медиа енĕпе кăсăкланакансем кăçал Чăваш Енри «Росинка» кану центрне пухăнчĕç, ăсталăх тĕрлĕ класне хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тарăнлатрĕç.
ÇĔРШЫВ ШАЙĔНЧЕ ТЕ ПĔЛТЕРĔШЛĔ
Ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен «МедиаВзлет» фестивале кăçалхипе виççĕмĕш хутчен йĕркелерĕç. Вăл çу уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче иртрĕ. Унта пирĕн çĕршывăн 20 регионĕнчен шкул медиацентрĕсен хастарĕсем хутшăнса журналистика ăсталăхне аталантарчĕç. Ытти çулхи пекех, пултаруллă яш-кĕрĕмĕн кăçал та кунта кичемленсе ларма вăхăт пулман. Фестиваль виçĕ куна пынă май çамрăк журналистсем валли анлă программа хатĕрленĕ. Хутшăнакансем тĕрлĕ лапама çитсе режиссер тата сценари çырас ĕçсене тишкерчĕç, илемлĕ сăн ӳкерчĕк тумаллин вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç, интереслĕ видеороликсене хатĕрленĕ чухне мĕн асра тытмаллине ăса хыврĕç, чăн-чăн журналистăн пахалăхĕсене пĕлчĕç, çынсен умĕнче илемлĕ, пĕр пăлханмасăр мĕнле калаçмаллине вĕренчĕç тата ытти те. «МедиаВзлет» фестиваль-конкурса хутшăнакансемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та тĕл пулчĕ. «Çак фестиваль пирĕн республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те пĕлтерĕшлĕрех пулса пырать. Вăл культура тата регион пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине анлăлатать, пултаруллă çамрăксене хăйсем çинчен пĕлтерме тата вĕсене медиа индустрийĕнчи профессионал экспертсенчен пулăшу илме май парать», — палăртрĕ Олег Алексеевич. Хутшăнакансене вăл ăнăçу, хавхалану тата çутă аса илӳсем сунчĕ. Çак пулăм кунта килнĕ ачасемшĕн чылайлăха асра юласси пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Медиацентрсен хастарĕсем регион ертӳçипе курнăçнă май хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене те пачĕç.
ХĂЙНЕ ЖУРНАЛИСТИКĂРА КУРАТЬ
«МедиаВзлет» фестиваль шайĕнче кăçал çамрăк журналистсем пурĕ вунă номинацире тупăшнă. Вĕсене Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул, Раççейре Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин, Чăваш Енре Çĕнтерӳ тата патриотлăх çулталăкĕсене халалланă. «Открытие фестиваля» номинацире Улатăр тăрăхĕнчи Чуварлей шкулĕнчи «Пирĕн сасă» медиацентр хастарĕсем — Ксения Кавкайкина тата Светлана Краснова — палăрчĕç, дипломпа асăнмалăх парнене тивĕçрĕç. Хĕрачасем иккĕшĕ те тăххăрмĕш класра вĕренеççĕ. Медиацентр ушкăнĕнче вĕсем тăваттăмĕш çул тăраççĕ, çак фестивале кăçалхипе виççĕмĕш çул хутшăнаççĕ. Сăмах май, Ксения хăйĕн пуласлăхне журналистика профессийĕпе çыхăнтарасшăн. — Çак мероприятие хамăрăн вĕрентекенпе Наталья Логиновăпа килтĕмĕр. Эпир тĕрлĕ лапама хутшăнса хамăрăн ăсталăха аталантартăмăр, нумай çĕннине пĕлтĕмĕр, ытти ачапа паллашрăмăр. Çак форум пирĕншĕн усăллă пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ирттернĕ тĕлпулу питĕ килĕшрĕ. Импровизациленĕ пресс-конференцире Олег Алексеевичран Чуварлей ялĕнче хăçан çĕнĕ шкул çĕклессине ыйтрăмăр. Вăл 2027 çулта уçăласса пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне хутран ăсталанă самолетсем çине пурте ĕмĕтсемпе сĕнӳсене çырса вĕçтерсе ятăмăр, — пĕлтерчĕç хĕрачасем. <...>
Татьяна ФИЛИМОНОВА.
♦ ♦ ♦
Олег Николаев шкул ачисемпе экскурси ирттернĕ
Нумаях пулмасть, Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулĕ умĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Куславкка округĕнчи Куснар ялĕнчи Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал музейĕнче шкул ачисемпе экскурси-урок ирттернĕ. «Экскурси — Пĕлӳпе пĕрле» паттăрлăх урокне «Пĕлӳ. Пĕрремĕшсем» марафонпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ.
Олег Алексеевич мемориалта Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти маттур та пултаруллă вĕренекенсене Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисен паллă вырăнĕсем пирки каласа кăтартнă. «Ывăнса çитнĕ халăх «Çĕнтерӳ» сăмах пур çĕрте те янăрасса питĕ кĕтнĕ. 80 çул каялла вăл пĕрремĕш хут илтĕннĕ. Кашни киле савăнăç çитнĕ, тинех нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă! Паян эпир совет салтакĕсен, тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки нумай кĕнеке çырнă, илемлĕ тата документ фильмĕсем ӳкернĕ. Эпир тылри, заводсенчи паттăрсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен аван пĕлнĕ. Анчах та Сăр, Хусан хӳтĕлев чиккисем пирки вăрах вăхăт уçăмланман. Вĕсене Тутарстан, Мордови, Пенза, Мари Эл, Самар тăрăхĕсенче пурăнакансем тата чăваш халăхĕ çĕкленĕ. Пирĕн мăн асаннесемпе мăн асаттесен хĕлле, 30 градусран та сивĕрех çанталăкра, шăннă çĕре чавма тивнĕ. Выçăлла-тутăлла, ăшă тумтирсĕр, çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартас тесе хăйсене пĕр шеллемесĕр кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ», — палăртса каланă Олег Алексеевич экскурсире. Ачасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ пирки кăсăклансах итленĕ, Олег Алексеевича интереслĕ те усăллă урокшăн тав тунă. Паттăрлăх урокне хутшăннă хастарсемпе те калаçса илме май килчĕ. Ачасем пурте пĕрле харăссăн çакнашкал экскурсиуроксем тăван çĕршыва тата та юратма хистени пирки, Чăваш Ен Пуçлăхĕ интереслĕ каласа кăтартма пĕлни çинчен каларĕç. <...>
Лена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Вун пĕр кун — шывсăр, апатсăр
Раççейре Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен çулталăкĕ пулнă май тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа нумаях пулмасть Шупаш- карти 45-мĕш шкулта Паттăрлăх урокĕ йĕркеленĕ. Ăна Юрий Григорьев полковник, паянхи самана паттăрĕ, ирттернĕ.
Юрий Иванович — Элĕк тăрăхĕнчи Тимĕрчкасси ялĕнчен. Вăл шкул çулĕсенчех спортпа туслă пулнă. Сывлăшпа десант çарĕнче чухне самбăпа, дзюдопа туслашнă. Çарпа вĕренӳ хыççăн вăл милицие службăна вырнаçнă. Çакăнтанах Çурçĕр Кавказа тухса кайнă, 1995-2000 çулсенче спецназ командирĕ пулнă. Мĕн кăна курман-ши вăл, мĕнпе кăна тĕл пултарман-ши ăна шăпа? 1996 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче отрядăн килне таврăнмалла пулнă, анчах та тăхлан «çумăрĕ» айне лекнĕ. Пур енчен те хупăрласа илнĕ хыççăн 11 кун шывсăр, апатсăр пурăннă. Раççей салтакне парăнтарайăн-и? Ăна никам та мĕскĕнлетеймĕ те. Юра ирĕлтерсе шыва çавăрнă, пĕчĕк пăр таткишĕн те тем пек савăннă. Отряд ункăран тухсан командирпа салтаксене Паттăрлăх орденĕпе чысланă. Юрий Ивановичăн 50 ытла награда, анчах та çакă уншăн пуринчен те хакли, пĕлтерĕшли. Ку командировка юлашки пулман, кайран аманнă та, контузи те пулнă ăна. Паттăрлăх орденне икĕ хутчен, II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медале тата ытти наградăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех Юрий Иванович — Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ветерансен Совечĕн председателĕ. Паттăрлăх урокĕнче Юрий Иванович шкул çулĕсене тата спорта епле юратнине аса илнĕ. Кайран вăл спецназра çар тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине, йывăр операцисенче пулнисене каласа кăтартнă ачасене. Кăткăс лару-тăрура хăвăрт епле йышăну тумаллине интересленсех итленĕ шкул ачисем. Уйрăмах паттăрлăха, патриотлăха тата туслăха пысăк тимлĕх уйăрнă. Юрий Григорьев тата çакăн çинче те чарăнса тăнă. «Паттăрлăх вăл — пысăк яваплăх та. Хăвăнтан вăйсăртараххисене яланах хӳтĕлеме пĕлмелле. Пирĕнтен кашниех çак тĕнчене хитререх тума пултарать», — ачасене шухăша каймалли чылай сĕнӳ панă полковник. <...>
Лена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...