Çамрăксен хаçачĕ 8 (6559) № 06.03.2025
«Ялти ĕçсем мана киленӳ кӳреççĕ»
ВĂЛ 21-РЕ КĂНА-ХА. ÇАК ТĔЛЕ ИКĔ АСЛĂ ПĔЛӲ, ВОДИТЕЛЬ ПРАВИНЕ ИЛНĔ. ЧИ ПЫСĂК ÇИТĔНӲСЕНЧЕН ПĔРИ — «РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ» ЯТ. ЧĂВАШ ХАЛĂХĔПЕ ПĔРЛЕ «ИР ПУЛСАН» КĂЛАРĂМПА ÇĔНĔ КУНА ПУÇЛАКАН ТАТЬЯНА МАТРОСОВА, КОМСОМОЛЬСКИ ОКРУГĔНЧИ ТУКАЙ ХĔРĔ, — РЕДАКЦИ ХĂНИ.
Шкулта чухнех — «çăлтăр»
— Татьяна, шкулта вĕреннĕ чухнех эсĕ «çăлтăр» пулнă. Журналист профессине илесси пирки те ачаранах ĕмĕтленнĕ-и?
— Ун чухне такам та пулас килнĕ: балерина, артистка, вĕрентекен… Эпир вĕреннĕ чухне Раççейри шкул ачисен юхăмне кĕтĕмĕр. Пирĕн Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче Валентина Филиппова вĕрентекен çак ĕçе йĕркелесе пычĕ. Аппапа Аньăпа медиа енĕпе аталанма тытăнтăмăр. Шкул ачисемпе сюжетсем ӳкереттĕмĕр, видеосаламсем çыраттăмăр. Шкулта чухнех питĕ нумай конкурса хутшăннă, спортпа туслашнă, пултарулăхра хама туптанă. Эпир шкулпа сыв пуллашнă чухне, 2020 çулта, коронавирус хуçаланатчĕ. Çавна май юлашки шăнкăрав та онлайн иртрĕ. Аньăпа шкулпа йĕркеллĕн сыв пуллашайманшăн хурланса йĕнĕччĕ. Эпĕ физикăпа математика е кĕçĕн классен учителĕ пуласшăнччĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн икĕ факультетне, Аня И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне заявленисем онлайн майпа патăмăр. Аня хыççăн хамăн документсене те унта ятăм. Темиçе кунран ЧПУран Алена Иванова декан шăнкăравларĕ. Манăн хăш-пĕр документ çитмен-мĕн, васкавлăн ярса пама хушрĕ. Кайран Аньăпа килте камера çутса сочинени çыртăмăр. Çапла иксĕмĕр те пĕр çĕре вĕренме кĕтĕмĕр. Университета хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕмĕр.
— Епле вăл — «Раççей чăваш пики» титулĕллĕ пулма?
— Мана конкурса хутшăнтарасси пирки чи малтан аннерен ыйтнă. Эпĕ тӳрех килĕшрĕм. Ку манăн ĕмĕт пулнă. 11-мĕш класраччĕ ун чухне. Питĕ вăйлă хатĕрлентĕм, ыттисенчен мĕнпе те пулин уйрăлса тăрас килчĕ. Тумне, капăрлăхĕсене, тухьяна кӳршĕ ялти клуб заведующийĕ пачĕ. Ĕлĕкхи хура пушмак шыраса тупрăмăр. Атте-аннесĕр çак çитĕнӳ пулмастчĕ. Тепĕр кунхине çав хăюна çакса шкула килтĕм. Раççей шайĕнче çĕнтернинчен паянхи кун та тĕлĕнетĕп.
— Эсĕ — нумай ачаллă туслă çемьерен. Пĕртăванусем те пурте пултаруллă та ĕçчен. Тăван кил çуначĕ айĕнчен тухса кайма йывăр пулчĕ-и?
— Атте Алексей Николаевич «Рассвет» хуçалăхра слесарьте ĕçлет, анне Алина Ильинична Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче чылай çул поварта тăрăшрĕ, халĕ 97-ри инкине пăхать. Вĕсем 24 çул пĕрле пурăнаççĕ. Пирĕн çемьере — 5 ача. Пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса ӳстернĕшĕн атте-аннене тав тăватăп. Вĕсем пирĕнтен çирĕп ыйтнă. Кирек ăçта та хамăра тивĕçлĕ тытмалла, çынлăха çухатмалла мар тесе вĕрентнĕ. Эпир студент пулса тăрсан атте-анне пире общежитире пурăнтармарĕ, Шупашкарта хваттер илчĕ. Шкулта чухне конкурссене хутшăннă май тăтăшах тĕп хулана килме тиветчĕ. Çавăнпа кунти пурнăçа хăнăхма пĕртте йывăр пулмарĕ. Килти мĕн пур ĕçе тума пĕлни те пулăшрĕ.
— Эсир Аньăпа епле майпа пĕр класра вĕреннĕ?
— Аня манран çулталăк та виçĕ уйăх аслăрах. Аппан шкула кайма вăхăт çитрĕ. Манăн тепĕр çултан тин каймаллине пĕлсен питĕ хытă макăртăм. Эпир йĕкĕреш пек ӳснĕ, унран епле юлăп-ха? Диван çине выртса уласа йĕтĕм. Шкула сĕре каяс килетчĕ. Çапла вара иксĕмĕр пĕрле пĕрремĕш класа кайрăмăр. Пирĕн вĕрентекен манăн хреснаннеччĕ. Линейкăра эпĕ ун çумĕнче тăнă. Ывăнса çитнĕ те: «Хреснанне, пулать-и? Каятпăр-и?» — тесе аптăратнă. «Мĕнле вĕренĕ-ши ку ача, ытла пĕчĕк-çке», — тесе анне питĕ куляннă. Чиперех ĕлкĕрсе пытăм, Аньăран юлмарăм.
— Пĕрле ӳснĕ, шкулта, университетра пĕрле вĕреннĕ. Ĕçе мĕншĕн пĕрле вырнаçмарăр?
— Аня 10-11-мĕш классенче çуллахи каникулта чухне «Каçал Ен» райхаçатра ĕçлерĕ. Çавăнпах журналистика уйрăмне вĕренме каяс терĕ. Анчах студент чухне вăл медицина килĕшнине ăнланчĕ. Халĕ медколледжра вĕренет, преподавательте, администраторта тăрăшать. Манран 3 çул кĕçĕн йăмăк Лида та медсестра профессине илет.
— Санăн вара учитель пулас туртăм иртсе кайрĕ-и? — Мана халĕ ытларах пултарулăх кăсăклантарать. 1-мĕш курсра чухне Чăваш наци радиовĕнче «Ирхи кăмăл» ертсе пытăм. Мария Шагаровăпа, Эллада Даниловăпа ĕçлеме тӳр килчĕ. 2023 çулта, 4-мĕш курсра, çулла телевидение «Ир пулсан» кăларăма чĕнчĕç. Телекуравра хитре пулмалла, йăл кулса тӳрĕ лармалла. Телекăларăма Элтиярпа ертсе пыма пуçланăччĕ, халĕ — Иван Ивановпа. Унта пĕтĕмпех — импровизаци. Мĕн калаçатăп-ха тесе ятарласа сценари çырман. Чи кирли — кĕнеке вуламалла, хыпарсемпе кăсăкланмалла. Вара калаçмалли тупăнсах пырать. Ĕçтешсемпе ертсе пыма çăмăл, вĕсем питĕ ăслă каччăсем. Ĕçлеме тытăнсанах хăнасене тупасси йывăр пек туйăнатчĕ. Унта ахаль-махаль çынна илсе килеймĕн. Пĕлĕшсене чĕнтĕм, хыпарсен кăларăмĕ валли сюжет ӳкерме кайсан паллашнă çынсене йыхравларăм. Ирхи кăларăмăн ертӳçи пулма çăмăл мар. Ирхи 6 сехетре ĕçре ĕнтĕ. Сăрланмалла, çӳçе майламалла — эфира тухиччен веçех ĕлкĕрмелле. — Çамку çинчи çĕвĕк мĕнле пулнă? — Ача чухне вылянă май Аня мана турчăкапа лектернĕ. Эпĕ çари! çухăрса ярсан анне чупса кĕнĕ. Пит тăрăх юхакан юна тасатнă хыççăн фельдшер пунктне илсе кайнă. Ыратнине туйма пăрахтаракан укол тумасăрах çамкана çĕленĕ. Аттепе анне мана алă-ураран тытса тăнă. Эпĕ ача чухне çĕвекрен вăтанаттăм, килĕшместчĕ пулсан та çамкана çӳçпе хупласа çӳреттĕм. Ӳссе çитсен хама мĕнле пур çапла йышăнтăм, çӳçе ӳстерсе хыçалалла ятăм. Çĕвекшĕн Аньăна пĕртте кӳренместĕп. — Кĕлеткӳн яштаклăхне епле упратăн? — Ятарласа спортзала çӳреместĕп. Коронавирус вăхăтĕнче килтен вĕреннĕ чухне эпĕ мăнтăрланнăччĕ, 65 килограма çитнĕччĕ. Пит çап-çавракаччĕ. Кайран экзаменсенче стреса пула начарлантăм. Тата Аньăпа водителе вĕренме кайрăмăр. Ку та хăйне май стресс пулчĕ. Пирĕн килте халĕ 4 водитель, анне те çăмăл машинăпа çӳрет. Шкула, садике вăл пире илсе каятчĕ. Çемйипех пуçтарăнса тухса каяттăмăр. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Урăх професси мана нихăçан та илĕртмен»
Алена Ефимова Элĕк тăрăхĕнчи Лупашка ялĕнче ахаль çемьере çуралса ӳснĕ. Вăл ача чухне ашшĕ те, амăшĕ те агрономра ĕçленĕ. Тăванĕсен хушшинче педагог пулман, анчах ăна ку професси мĕн ачаранах илĕртнĕ. Шкулта ăс пухнă чухне те вăл кам пуласси пирки иккĕленмен: вĕрентекен. Паянхи кун Алена Валерьевна Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.
Тăван тăрăхне таврăннă
«Пĕрремĕш класа Крымсарайкă шкулне кайрăм. Эпĕ 6-мĕш класра чухне вăл çунса кĕлленчĕ. Ирхине килтĕмĕр — шкул çук, тĕтĕм кăна йăсăрланать. 7-мĕш класа Элĕкри шкула кайрăм. Пĕр çул вĕрентĕм те анне Шупашкарта Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕ пуррине каларĕ, унта кайса пăхма сĕнчĕ. Экзаменсем тытрăм. Çапла унта чăваш филологийĕн класĕнче вĕренме пуçларăм. 11-мĕш класс хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологийĕн факультечĕн вырăс чĕлхипе литературин уйрăмне кĕтĕм. Документсене ытти çĕре те панăччĕ. Анчах мĕн ачаран учитель пулма ĕмĕтленнĕрен педагогика университетнех суйларăм. Пĕлместĕп мĕншĕнне, анчах мана урăх професси нихăçан та илĕртмен», — педагогика çулĕ çине епле тăнине аса илчĕ Алена Ефимова. Университетра ăс пухнă вăхăтрах вăл каçхи уйрăмра тĕнчери ӳнер культурин учительне вĕреннĕ. Диплом илсен, 2010 çулта, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкула вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме килнĕ. Хулара юлассишĕн çунман вăл. Университет хыççăн хăйсен тăрăхĕнчи каччăпа пĕрлешнĕ. Çамрăк мăшăр Чăваш Сурăмĕнче тĕпленнĕ. «Ача çуратсан виçĕ çул декретра лартăм. Çав хушăрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра кĕçĕн классен учителĕ пулма хатĕрлентĕм. 2014 çулта кĕçĕн классемпе ĕçлеме тытăнтăм. Çав тапхăрта район шайĕнчи «Чи лайăх класс ертӳçи» конкурсра призер пултăм. Кайран муниципалитетра иртнĕ «Çулталăкри вĕрентекен» конкурсра çĕнтерсе республика шайĕнче район чысне икĕ хут хӳтĕлерĕм. 2023 çулта каллех вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçларăм. Тĕрĕссипе, манăн нихăçан та кĕçĕн классен учителĕ пулас килмен. Хамăн шкултах ĕçлес килетчĕ, анчах вырăс чĕлхи учителĕн вакансийĕ çукчĕ. Директора Владислав Константиновича хамăн пĕрремĕш профессипех ĕçлес килнине яланах калаттăмччĕ. Телее, пурăна киле ман валли ваканси тупăнчĕ. Çапла хамăн юратнă професси патнех таврăнтăм. Лицейра филологи класĕнче — 4 çул, университетра ку енĕпе 5 çул ахальтен вĕренмен вĕт. Халĕ эпĕ питĕ кăмăллă, хама хамăн вырăнтах туятăп», — хавхаланса калаçрĕ Алена Валерьевна. Патриотизм воспитанийĕ пĕлтерĕшлĕ Халĕ Алена Ефимова директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи те. Унăн тĕп тивĕçĕ — ачасене патриотизм воспитанийĕ парасси. Вăл — ачасен тусĕ те, вĕсен пурнăçне хаваслăрах, интереслĕрех тума пулăшать. «Эпĕ çуралса ӳснĕ çемьере патриотизм воспитанийĕ яланах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă», — терĕ Алена Валерьевна. Унăн ашшĕ Валерий Николаевич Афган вăрçинче пулнă, халĕ округри афганецсен пĕрлĕхне ертсе пырать. Паянхи кун вăл Элĕк округĕн администрацийĕн хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕнче вăй хурать. Шăллĕ Николай хальхи вăхăтра — ятарлă çар операцийĕнче, вăл унта мĕн пуçланнăранпах хутшăнать. Виçĕ ача ашшĕ — çар çынни, связист, лейтенант званине илнĕ. Вăл çар енĕпе ятарласа пĕлӳ илмен, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче /халĕ аграри университечĕ/ вĕреннĕ. Анчах диплом илсен те унăн чунĕ çар ĕçĕ еннеллех туртăннă. Хĕсметрен таврăнсан вăл пĕр хушă кунтах ĕçлесе пурăннă. Анчах кăмăлĕ пурпĕрех лăпланман, пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтармаллине тата лайăхрах ăнланнă. Николай 2013 çулта Раççей Оборона министерствипе контракт çырнă. Çав хушăрах Мускав патшалăх управленипе право институчĕн Шупашкарти филиалĕнче куçăн мар майпа ăс пухнă. 2014 çулта Николай Крыма тавăрас çĕре хутшăннă. Сирире командировкăра икĕ хутчен, 2014 тата 2019 çулсенче, пулнă. Паянхи кун та вăл ятарлă çар операцийĕнче малти ретре çапăçать. Çарта паттăрлăх кăтартнăшăн чылай наградăна тивĕçнĕ вăл: «Çарти паллă ĕçсемшĕн», «Крыма тавăрнăшăн», I тата II степень «Çарти паттăрлăхшăн» медальсене, Жуков, Суворов медалĕсене. Анчах Николай наградăсем пирки калаçма юратмасть, «Вĕсене мухтанма паман», — тет. Шел те, пĕлтĕр Алена Валерьевнăн амăшĕ Оксана Гурьевна йывăр чире пула çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Лайăх çĕр шыраса… Енисей урлă каçнă
Унта пурăнакан чăвашсем патне çитме çулĕ чăнахах та çывăх мар. Хусанкка — Красноярск тăрăхĕнчи Казачино районĕнчи чи аякри ял. Райцентртан малтан çыран хĕрринчи Галанино ялне çитмелле. Кайран паромпа е пăр тăрăх хывнă çулпа Енисей урлă каçмалла. Унтан тепĕр 52 çухрăм вак чул та сарса хытарман çулпа чăтлăх витĕр каймалла…
Çĕпĕре тарса кайнă
2023 çулччен унта кĕсье телефонĕсемпе те усă курайман — çыхăну, интернет пулман. Çав ялта несĕлĕсен йăлисене, тăван чĕлхене упраса тĕлĕнмелле чăвашсем пурăнаççĕ. 114 çул каялла йăхташăмăрсен пирвайхи ушкăнĕ кайса тĕпленнĕ унта. Хусан кĕпĕрнинчен тухнă Трофим Ермаков Столыпин реформи вăхăтĕнче куçса кайнă чухне юхан шыв хĕрринче хитре вырăн асăрханă. Çулташсене тулăх çĕрсем, пуян вăрман илĕртнĕ. Нимĕн шухăшласа тăмасăрах вĕсем çавăнта ял пуçарнă. Ермаков хăйĕн тăванĕсем патне унта куçса пыма чĕнсе çыру янă. Йыш пысăкланса пынă. Малтанах яла юхан шыв ятне кура Усть Таловка тенĕ. Анчах ку ят çынсене килĕшмен. Хăйсен тăван тăрăхĕн ячĕпе Хусанкка теме тытăннă. Çĕпĕрти çак вырăна халăхпа пĕрле чăвашсен хăйне евĕр культури те килнĕ. Красноярск тăрăхĕнчи чăвашсен автономийĕн ертӳçи Геннадий Храмов сĕннипе эпĕ çав ялта пурăнакан Ольга Васильевăпа çыхăнтăм. Пирĕн тата вĕсен вăхăт уйрăмлăхĕ — 4 сехет. Ольга Владимировна ĕçрен таврăнса каçхи апат çиме ĕлкĕрнĕччĕ. Пирĕн патра кăнтăрла иртни 2 сехет кăначчĕ. Шупашкартан шăнкăравласа унпа кăсăкланнăшăн вăл питĕ савăнчĕ, тĕлĕнчĕ. Хăйĕн пурнăçĕпе хаваспах паллаштарчĕ. «Ялти библиотекăра ĕçлеме тытăннăранпа кăçал çу уйăхĕнче 35 çул çитĕ. Ман умĕнхи библиотекарь декрет отпускне кайсан вăхăтлăх тесе кăна вырнаçнăччĕ. Халĕ 56-ра — тивĕçлĕ канăва та кунтанах тухатăп ĕнтĕ», — терĕ вăл. Ольга çав ялтах çуралса ӳснĕ. Унăн амăшĕ те унтах çут тĕнчене килнĕ. Анчах, шел те, 16 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ Владимир Иванович вара — Чăваш Енрен, Калинино районĕнчен /халĕ Вăрнар районне кĕрет/. Вăл 89-та, ялти арçынсенчен — чи асли. Мăшăрне пытарнă хыççăн пĕчченех кун кунласа çĕр çĕрлет. Хĕрĕ Ольга ун патне кунне темиçе те пырса каять. Апат пĕçерсе çитерет, кил-çурта тасатса тăрать, вутă хутса пӳрте ăшăтать. Çĕпĕре куçса кайнă чухне Владимир 5-ри ача пулнă. Унăн ашшĕ Иван Иванов учительте ĕçленĕ. Килĕнче вăл Турă кĕнеки упрать тесе çăхавланă хыççăн НКВД çыннисем ун патне ухтарма пынă, анчах нимĕн те тупайман. Вара Иван Герасимович çемйине пуçтарса çĕрле килтен тухса кайнă. Арăмĕпе Евдокия Петровнăпа иккĕшĕн виçĕ ача пулнă, тепри Çĕпĕрте çуралнă. Иван Герасимович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унтан аманса таврăннă. Хăрах урине кассан вăл тек вăрçа кайман, Хусанккара учительте ĕçленĕ, чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. Шкул директорĕ те пулнă. Ялта 7 класс вĕренмелли шкул уçтарни — унăн тивĕçĕ. Вăл 1963 çулта вилнĕ. Иван Герасимовичăн кун кĕнекине, унăн пĕртăванĕсем вăрçă хирĕнчен янă çырăвĕсене Ольга Владимировна тирпейлĕ упрать. Вĕсене пĕтĕмпех чăвашла çырнă. «Ĕлĕкхи çынсем темшĕн питĕ хитре пулнăн туйăнать. Атте çамрăк чухне кăтра çӳçлĕ чипер каччă пулнă. Аннепе пĕр ялта ӳснĕ, çамрăк чухне урама вăййа тухнă. Атте каланă тăрăх, çавăн чухне вăл ăна килĕштернĕ, хăйĕнчен 6 çул кĕçĕнскере кайран качча илнĕ. Анне — дояркăра, атте шоферта ĕçлесе ĕмĕрленĕ», — каласа кăтартрĕ аякри чăваш хĕрарăмĕ. Тăван ялтах Ольга Владимировна шкул хыççăн бухгалтера вĕреннĕ, хулара ĕçленĕ. Вăл унтах пурăнма ĕмĕтленнĕ, анчах шăпа урăхла çаврăнса тухнă. Качча кайсан тăван ялнех таврăннă. Унăн мăшăрĕ Юрий Васильевич хăйсен ялĕн яшĕ пулнă. Вĕсем пĕрлешнĕренпе кăçал 35 çул çитет. Туй хыççăн вăхăт нумай та иртмен — Юрăна салтака илсе кайнă. Вăл ун чухне 26-ра пулнă. Çара каймалли вăхăт иртнĕ тесех авланнă-ха вăл. Повестка килесси пирки шухăшламан. Ăна салтака ăсатнă чухне арăмĕ Ольга ача кĕтнĕ ĕнтĕ. Вăл хунямăшĕ-хуняшшĕпе икĕ çул пурăннă. Сăмах май, вĕсем Чăваш Енри Вăрмар районĕнчи Карак Çырминчен куçса кайнăскерсем пулнă. Килте çавăн пекех Юрăн шăллĕпе арăмĕ те пурăннă. Пĕр килти икĕ кин вăрçăнман, хунямăшне итленĕ, хисепленĕ. Хуняшшĕ ăста алăллăскер пулнă. Ку пултарулăх ачисене те куçнă. Юрăпа Ольăн уйрăлса тухмалли çуртне ашшĕ ывăлĕ салтакран киличчен пурăнма юрăхлă туса çитернĕ. Çапла майпа ăна çĕнĕ пӳртре ачапа кĕтсе илнĕ. Вĕсен пӳрчĕ — Юрăн тĕп килĕпе хирĕç. Унта шăллĕпе Валерăпа унăн арăмĕ Таня пурăнаççĕ. Çемьесем ĕмĕрĕпех туслăн хутшăнаççĕ, уявсенче пĕрле ĕçсе çиеççĕ, ĕçсене те пĕрле пурнăçлаççĕ. Халĕ ĕнтĕ пурин те ачисем ӳссе çитсе ашшĕамăшĕн килĕнчен тухса кайнă. Хусанккапа видеосемпе сăн ӳкерчĕксем урлă паллашрăм. Йывăç пӳртсем, асфальтсăр çул, хитре çут çанталăк… аваллăха илсе çитерчĕç. Кунта пӳртсене вутă хутса ăшăтаççĕ. Йĕри-тавра вăрман та — вутă хатĕрлесси чăрмавлă мар. Кĕпе-йĕм чӳхеме çырмана анаççĕ. Шыва çăлтан йăтаççĕ. «Пирĕн патра юр та куçа шартмалла шапшурă», — терĕ аякри чăваш. Яла автобус эрнере виçĕ хутчен килет. Енисей шăниччен ун урлă паромпа каçаççĕ. Пăр ларсан кам — çуран, кам — юр тăрăх шăвакан кимĕпе. Путса вилекен ĕлĕкрех чухне çуркунне уйрăмах нумай пулнă-мĕн. Халĕ аплах мар. Ялта пурĕ 75 кил, 249 çын пурăнать, 98% — чăвашсем. Çулла ялта çын нумайрах. Хуçисем пушаннă çурчĕсене таврăнаççĕ, пахча çимĕç лартса ӳстереççĕ. Аслă ӳсĕмрисем тăван чĕлхепе калаçаççĕ, ачасем сăмах вакласах каймаççĕ-мĕн. «Камсен килĕнче ватă çын пур, çавсен мăнукĕсем чăвашла пĕлеççĕ, — терĕ Ольга Владимировна. — Эпĕ хам 1975 çулта шкула кайиччен вырăсла пĕр сăмах та пĕлмен. Учитель урока малтан — вырăсла, кайран ман пеккисем валли чăвашла ăнлантаратчĕ. Эпĕ кукамайпа, ватă кукамайпа ӳснĕ. Вĕсем вырăсла пĕлмен. Ватă кукамай 101 çулччен пурăнчĕ. Вăл çут тĕнчерен уйрăлнă чухне эпĕ 14-раччĕ». Ялта 9 класс вĕренмелли шкул пур. 10-11-мĕш классене çӳрес текенсем 53 çухрăмра вырнаçнă яла каяççĕ, интернатра пурăнаççĕ. «Яла пĕтерес килмест, анчах пӳртсем пушанса пыраççĕ. Çамрăксем шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ялта юлмаççĕ. Ĕç çук пирĕн кунта», — пăшăрханарах калаçрĕ Ольга Васильева. Чăнах та, «Большевик» колхоз кĕрлесе тăнă вăхăтра кунта пурнăç та хаваслăрах иртнĕ, халăх та йышлăрах пулнă. Халĕ çав вăхăтсене кивĕ сăн ӳкерчĕксем кăна аса илтереççĕ. Çывăхра ĕç вырăнĕ çуккине кура çынсем выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Вăрманта çырла-кăмпа пуçтарса сутаççĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...