Стадион пысăкăш ялав, Инди ташши…
Тата мĕнпе асра юлĕ Раççей кунĕ?
Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен те пĕтĕм çĕршывпа пĕрле Раççей кунне сумлăн паллă турĕ. «Хыпар» чи кăсăклă самантсемпе паллашма сĕнет.
Пирĕн пĕрлĕхĕн сăнарĕ
Раççей кунне уявласси ирхине Шупашкарти «Энергия» стадионта Раççейĕн çĕршыври чи пысăк ялавне сарнинчен пуçланчĕ. Ялава сарма 700 ытла çын хутшăнчĕ. Ăна хатĕрлеме республикăри çамрăксем икĕ çул ĕçленĕ. Пĕлтĕр 1500 метр тăваткал метр пысăкăш ялав хатĕрленĕччĕ, кăçалхи вара икĕ ытла хут пысăкрах — 3750 тăваткал метр. Уяв умĕн 50х75 метр пысăкăш триколор Чулхулара, Хусанта, Çыр Чаллăра, Самарта, Пермьре, Пензăра пулнă. Юнкун вара ăна Шупашкарсем те курса хаклама пултарчĕç.
Стадиона пухăннă çамрăксене уяв ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. Вăл Раççей кунĕ пирĕншĕн пысăк, символ шайĕнчи пĕлтерĕшлине палăртрĕ. «Çын ăçта — Инçет Çурçĕрте е çĕршывăн Европăри пайĕнче, ялта е хулара — пурăнни, мĕнле чĕлхепе калаçни, хăш тĕне ĕненни пĕлтерĕшлĕ мар, çак кун кашниех Тăван çĕршыв, пирĕн аслă цивилизаци историне калăпланă çынсем, вĕсем тунă çĕнтерӳсем çинчен шухăшлать. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, истори, хамăрăн ырă йăласем çине таянса малалла шанчăклăн пăхатпăр», — терĕ Олег Алексеевич. Пусăм туса çирĕплетрĕ: «Ялав — пирĕн патшалăхăн тĕп символĕсенчен пĕри. Эпир ун умĕнче пуç таятпăр, ăна хисеплетпĕр, хамăрăн мĕн пур символа тимлĕ упратпăр, кирлĕ тĕк вĕсене мĕн пур меслетпе усă курса хӳтĕлĕпĕр».
Пухăннисене çавăн пекех Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов саламларĕ. Вăл ялав сарнипе çыхăннă акцие наци пĕрлĕхĕн символĕ, çакă эпир çирĕп те хăватлă патшалăх пулнине сăнарланине палăртрĕ, мероприяти йĕркелӳçисене — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Çамрăк гвардине — тав турĕ. Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Доброхотов тĕп хулара пурăнакансене уявпа саламланă май Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшас ĕçре ăнăçусем суннă. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри — Шупашкарпа Луганск телекĕпер йĕркеленинче. Çак мелпе çыхăнăва тухнисем Раççей гимнне тата юратнă çĕршывăмăр çинчен хайланă паллă юрăсене шăрантарнă. Шупашкар хула администрацийĕн Мускав районĕнчи управин ертӳçи Елена Романова пĕр уйăх каялла кăна Луганск халăх республикине яваплă миссипе çитсе килнине аса илнĕ. «Çемье вăрманĕ» акципе килĕшӳллĕн пирĕн ентешсем унта Шупашкартан илсе кайнă кедр, тирек, юман, çăка хунавĕсене тата тĕрлĕ чечек лартнă.
Паспорт — Пуçлăх аллинчен
Пĕрремĕш документа — паспорта — чун-чĕрере мăнаçлăх çуратакан уявра алла илни чăннипех кăмăллă мар-и? Кăçал çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăри муниципалитетсенче 14 çул тултарнă ачасене савăнăçлă лару-тăрура саламланă. Паспорта вĕсене округ пуçлăхĕсем панă. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 12 ачана уйрăмах ăннă: вĕсем Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетекен документа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен илнĕ. Çак чыса «5»-пе кăна вĕренекенсем, ыр кăмăллăх ĕçне хастар хутшăнакансем, Пĕтĕм Раççейри тата халăхсен хушшинчи конкурссенче çĕнтернисемпе лауреатсем, предмет олимпиадисенче палăрнисем тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕрисем — Çĕрпӳ округĕнчи Даниил Кирилловпа Шупашкарти Елена Степанова. Вĕсем «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» хастарĕсем.
«Туслăх кĕперĕ»
Çак ятпа Шупашкарта иртнĕ наци культурисен фестивалĕ çĕр-çĕр çынна пухнă. Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче йĕркеленĕ мероприятире Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăх представителĕсем Раççей кунне паллă тунă. «Чăваш Енре тĕрлĕ наци çынни туслă пурăнать, хăйĕн культурипе йăли-йĕркине упрать. Эпир тĕрлĕ чĕлхепе калаçатпăр, çапах пире пĕрлештерекенни — мăнаçлă Раççей», — палăртнă Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова фестивале пухăннисене саламланă май. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Леонид Черкесов асăннă фестиваль халăхсене пĕрлештернине палăртнă. Вăл уява килнĕ пултарулăх ушкăнĕсене тав тунă. Фестивале пынисем чăваш, вырăс, Кавказ, Инди, Китай тата ытти халăх ташшине курса киленнĕ, тĕрлĕ чĕлхепе шăрантарнă юрăсене итленĕ. Уява муниципалитетсенчи, Шупашкарти аслă шкулсенче йĕркеленнĕ тата республикăри наципе культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх коллективĕсем, пурĕ 15 ушкăн, илем кӳнĕ. Çав шутра çемье ансамблĕсем те пулнă. Вĕсенчен пĕри — чикансен «Лулуди» коллективĕ. «Пирĕн ташă ансамблĕ кунашкал фестивальтен айккинче юлма пултараймарĕ. Уйрăмах — Раççейри Çемье çулталăкĕнче. Çак мероприятие унчченех хатĕрленме тытăнтăмăр, çавнашкал уява хутшăнни — пысăк пулăм», — палăртнă Чăваш Енри чикансен «Лулуди» культура центрĕ» общество организацийĕн председателĕ Григорий Маркович.
Салтаксене чысланă
РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енри икĕ салтака Мухтав орденĕпе чысланă. Вĕсем наградăна Раççей кунне халалланă мероприятире, Хĕрлĕ тӳремре, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен тивĕçнĕ.
Алексей Адикин — 1253-мĕш полкăн инженерпа сапер ротин саперĕ. Руслан Валиуллин — 1251-мĕш мотострелоксен полкĕн командирĕн пĕрремĕш заместителĕ. Пирĕн ентешсем Мухтав орденне ятарлă çар операцийĕнче ума лартнă тĕллевсене пурнăçланă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ. «Раççей кунĕнче эпир тĕрлĕ халăха пĕрлештерекен çĕршывăмăршăн мăнаçланатпăр. Çак вăхăтра пирĕн ентешсем ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршывăмăра хӳтĕлес тесе тăрăшаççĕ. Тылра та пысăк ĕç йĕркелеççĕ: наукăра, производствăра ӳсĕмсем тăваççĕ. Çамрăксем те çĕнĕ çитĕнӳсем патне ăнтăлаççĕ», — палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Раççей триколорĕ — пăкăсенчен
Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче те Раççей кунне анлăн уявланă: шăпăрлансем валли пуян программа хатĕрленĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен патриот пулса ӳстерни, Тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма вĕрентни питех те пĕлтерĕшлĕ.
Уяв ачасене «Озорной Петрушка» спектакле кăтартнинчен пуçланнă. Вырăс драма артисчĕсем пĕчĕккисене савăнтарас тесе парка пынă. «Народная ИгроМания» проектпа килĕшӳллĕн ачасем тĕрлĕ халăх вăййисене вылянă. Парка пуçтарăннисене «Сарпике» халăх ансамблĕ тĕрлĕ халăх ташшисемпе савăнтарнă, Мускаври конкурссенче палăрнă, Иосиф Кобзон премине тивĕçнĕ тата Олег Газмановăн «Родники. Дети» проект çĕнтерӳçи Илья Павлов патриот юррисем шăрантарнă. Пĕтĕм Раççейри «Добрые крышечки» экологи ыр кăмăллăх проекчĕн хастарĕсем пĕчĕккисене тетте ăсталама вĕрентнĕ, унсăр пуçне шурă, кăвак, хĕрлĕ тĕслĕ пăкăсенчен Раççей триколорне хатĕрленĕ.
ТОПа Николай КОНОВАЛОВ, Ирина КОШКИНА хатĕрленĕ.