Комментари хушас

13 Çĕртме, 2024

Тантăш 22 (4893) № 13.06.2024

Кану лагерĕнчи кашни самант хаваслă

Урамра хĕвеллĕ те ăшă çĕртме уйăхĕ хуçаланать. Ачасен çулла- хи каникул пуçланчĕ пулин те, шкул вĕсен сассипе, хаваслă куллипе янăраса çеç тăрать. Ытти çулти пекех кăçал та республикăри кашни пĕлӳ çуртĕнчех çуллахи кунсене усăллă та хаваслă ирттерес тĕллевпе сывлăхпа кану лагерĕсем ĕçлеççĕ. Ачасем экскурсисемпе походсене, бассейна шыва кĕме çӳреççĕ, тĕрлĕ вăйă выляççĕ. Эх, кануран лайăххи мĕн пур-ши!?

ÇУЛ ÇŸРЕÇÇĔ, КИНО КУРАÇÇĔ

Комсомольски тăрăхĕнчи Нĕркеç шкулĕнчи вĕренекенсем çак ырлăхпа чунтан киленеççĕ. Пуçламăш класри ачасен лагерĕ «Улыбка» ятлă. Кунта 30 ача канать. Кану лагерĕн программи ытти çулти пекех тĕрлĕ мероприятипе пуян. Вăл уçăлнă кун ачасемпе хăйсене мĕнле тытмалли çинчен инструктаж ирттернĕ, вĕсен йывăрăшĕпе çӳллĕшне виçнĕ. Канакансемшĕн те ку интереслĕ. Ачасене хăйсенче мĕн улшăнни питех те кăсăклă-çке. Шăпăрлансем ирхи сакăр сехетрен пуçласа кăнтăр апачĕ иртичченех шкулта. Кашни кун ирхи зарядкăран пуçланать. Унтан кашни отряд хăйĕн девизне калать, юрă юрлать. Çакăн хыççăн — тутлă апат. «Улыбка» лагерь икĕ отрядран тăрать: «Лучики» тата «Смешарики». Ачасен кашни кунĕ питĕ хаваслă иртет. Акă, нумаях пулмасть Чĕмпĕр хулине кайса килнĕ. Пĕр кунра ăçта кăна пулса курман-ши? Владимир Ленин мемориал центрĕнче чарăннă, самолет историйĕн музейне çитнĕ. Чĕмпĕрти Çĕнтерӳ паркне уйрăмах кăмăлланă ачасем. Атăл хĕрринчи йывăçсен паркне те кайса курнă. Тĕрлĕ республикăн ешĕл тĕмĕпе паллашнă кунта. Нĕркеç шкулĕн ачисем çул çӳреме те, кино курма та кăмăллаççĕ. Çавна май Каçал тăрăхĕнчи Урмаелти кинозала та çӳреме вăхăт тупаççĕ. Тĕслĕхрен, çак кунсенче «Последний дракон» мультфильм курнă. КУНĔПЕХ ФУТБОЛЛА ВЫЛЯМА ХАТĔР — Кашни кун хăйне май иртет. Пирĕн патри хыр вăрманĕ хĕрринче хитре пĕве пур. Пĕр кунхине ачасене пулла илсе кайрăмăр. Хĕрачасем те, арçын ачасем те пĕр-пĕринпе ăмăртсах вăлтапа темĕн чухлĕ пулă тытрĕç. Лагере çӳрекенсем питĕ футболла выляма юратнине калас килет. Ун валли кашни кун вăхăт уйăрма ыйтаççĕ. Хĕрачасем те, арçын ачасем те пĕр тан выляççĕ. Уçă сывлăшра вăхăта ирттернине мĕн çиттĕр? Комсомольскинчи «Кĕтне» спорт комплексне бассейна та çитсе килтĕмĕр. Лагерьте канакансен кашни кунĕ хăйне евĕр иртет. Çут çанталăк экскурсийĕнче ачасем таврари илемпе çеç киленмеççĕ, кашни ӳсентăран, хурт-кăпшанкă ятне аса илме тăрăшаççĕ», — каласа кăтартрĕ Елена Антонова воспитатель. Кулленех — тĕрлĕрен квест, викторина, КВН. Кунта кулмалли-вылямалли самантсемсĕр пуçне пĕлĕве вăйă урлă та тарăнлатаççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене кăтартаççĕ, çулйĕр правилисем тăрăх викторинăсем ирттереççĕ. Çаврăнăçулăха, хăвăртлăха, вăй-хала аталантаракан вăйă та чылай. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Главная опора — моя семья»

Одно из главных достояний нашей страны – ее талантливая молодежь. Достижения и увлечения молодых ученых и спортсменов не могут не радовать. Ученик восьмого класса 63-й школы города Чебоксары Кирилл Зуев в числе юных талантов.

Одно из главных достояний нашей страны – ее талантливая молодежь. Достижения и увлечения молодых ученых и спортсменов не могут не радовать. Ученик восьмого класса 63-й школы города Чебоксары Кирилл Зуев в числе юных талантов.

Активист спортивной, общественной, учебной деятельностей восхищает своими успехами. «Спорт, активная деятельность – неотĕемлемые части моей жизни. Больше всего мне нравится кататься на велосипеде, гулять на свежем воздухе. С малых лет я занимаюсь карате в СОО «Федерация всестилевого карате» Чувашской Республики. Тренировки проходят три раза в неделю. Сейчас у меня оранжевый пояс – 10-9 кю. Он присваивается по итогам первой аттестации», – рассказал юноша. Активист общественной жизни Кирилл любит путешествовать. В рамках культурно-образовательного проекта Чу вашской Республики «Туристический дневник школьника «Книга моих путешествий» он стал победителем. В рамках национального проекта «Туризм и индустрия гостеприимства» Кирилл отправился на два дня в детский культурно-познавательный тур «Постичь, что создано веками» по городам Чувашии с автором проекта «Тревелжурналистика» Татьяной Пустынновой. «Еще одно мое увлечение – путешествие. Я очень любознательный человек. Недавно мне посчастливилось побывать в туре по Чувашии с Татьяной Пустынновой. Началось путешествие с посещения красивого города Алатырь – места с неповторимым колоритом, настоящего православного центра Поволжья и средоточия русской культуры в Чувашии. Обзорная экскурсия по городу Алатырь «История русской провинции» с осмотром ансамбля Свято-Троицкого мужского монастыря поразила всех. В Алатырском краеведческом музее в экспозиции размещены материалы, охватывающие историю Алатыря с момента возникновения до 1950-х годов. Посетители ознакомились с макетом старого города-крепости, подлинными фотографиями алатырских церквей и монастырей на рубеже XIX и XX веков, предметами, продававшимися в купеческих лавках и магазинах дореволюционного Алатыря, с экспозициями раздела археологии, истории с древнейших времен до XIX века и зала Великой Отечественной войны. В музее собраны материалы о выдающихся земляках. Авторские рассказы писателя-историка В.Д. Кочеткова познакомили школьников с историей города Шумерля, села Порецкое и других населенных пунктов», – рассказал юноша. <...>

Ангелина ПЫРКИНА.

♦   ♦   ♦


Çăкалăхсем вăрмантан тухма пĕлмеççĕ

«Çут çанталăка упра — çут çанталăк вăл тупра!» — çак каларăша ахальтен каламан пуль. Этем ĕмĕртен унпа тачă çыхăнура, вăл пурнăç çăл куçĕ пекех. Йĕпреç тăрăхĕнчи Çăкалăх шкулĕн ачисем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Тен, ял вăрман варринче вырнаçнипе те-ши, çут çанталăка питĕ çывăх вĕсем. Ачаран темĕн тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке, пур ӳсентăрана, йывăç-курăка, çырла-кăмпана паллаççĕ. Шкулта та çут çанталăка упрас ыйтăва малти вырăна хураççĕ.

СИПЛĔ КУРĂК, ÇЫРЛА-КĂМПА ПУÇТАРАÇÇĔ

Иртнĕ эрнере Çăкалăх шкулĕнче экологи кунне халалласа мĕн тĕрлĕ кăна мероприяти ирттермен-ши? Чи малтанах ялти вулавăшра ачасем Раççей шайĕнчи экологи викторинине хутшăннă. Вĕренекенсем тест ĕçĕсене пурнăçланă, ребус, кроссворд тупсăмĕсене пĕрле шыранă. Викторина пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, саккăрмĕш класра вĕренекен Вадим Алексеев çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Ирина Кошелевăпа Сергей Протасов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. «Пирĕн шкул вĕренекенĕсем хастар тата çут çанталăкпа çывăх пулни савăнтарать. Викторина ыйтăвĕсене тĕплĕн хуравларĕç, ребус, кроссворд тупсăмĕсене хăвăрт тупрĕç. Кĕнекепе туслă пулнипе те çыхăннă пулĕ çакă. Çулла пулсан пирĕн ял ачисем вăрмантан тухма пĕлмеççĕ. Сиплĕ курăк, карçинкки-карçинккипе çырлакăмпа пуçтараççĕ. Шкул ачи ӳкерчĕк çине пăхса кашни ӳсентăран ятне асăнайни тĕлĕнтерет те, савăнтарать те. Вăрман çумĕнче пурăннин витĕмĕ пурах», — палăртрĕ ялти вулавăш ертӳçи Татьяна Артемьева. КВН, ДИСПУТ… Маллала мероприяти кĕçĕн тата вăтам класс ачисен хушшинче иртнĕ. Ялти культура çурчĕн ертӳçи Надежда Михайлова «Çут çанталăка упрар» ятпа калаçу ирттернĕ. Ачасем тăван тавралăха упрама вĕрентекен юмах-халаппа паллашнă. Тĕрлĕ чĕр чун пурнăçĕ пирки пĕлнĕ. «Çут çанталăк мĕншĕн пулăшу ыйтать?» темăпа йĕркеленĕ диспут уйрăмах интереслĕ пулнă вĕсемшĕн. Вĕренекенсем çут çанталăк, тăван тавралăх таса пултăр тесен мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине, çине тăрсах мĕнпе кĕрешмеллине каланă, хăйсен шухăшĕсене палăртнă. Кайран пурте пĕрле «Мĕнле хитре-çке çут тĕнче!» ятлă видеопа паллашнă. <...>

Лена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Экологи сукмакĕсемпе

Çут çанталăк та питĕ сисĕмлĕ. Вăл та çын пекех хăйне юратнине, упранине тата пĕтĕм ыратăва туять. Тĕслĕхрен, йывăç вуллине кассан, амантсан сĕткенне юхтарать. Куççульленнĕ пекех туйăнать çав самантра. Паллах, вăрманти пĕр ӳсен-тăран та хăйне çӳп-çаппа вараланине юратмасть. Юхан шыв, пĕве-кӳлĕ тавраш та çавах. Шăмăршă округĕнче вырнаçнă «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн ĕçченĕсем чĕр чунсемпе ӳсен-тăран тĕнчи пирки кăна мар, ытларах çак çивĕч ыйту тавра та, тăван тавралăха упрамалли çинчен те ачасемпе час-часах калаçма тăрăшаççĕ, тĕлпулусем ирттереççĕ.

«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнчен çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ачапăча татăлма пĕлмест. Çуллахи тапхăрта уйрăмах. Ку çут çанталăка чунпа туймалли тата лайăхрах пĕлмелли вăхăт та. Ăçтан кăна килмеççĕ-ши ачасем?! Чăваш Енрен кăна мар, Тутарстанран та час-часах хăнана çитеççĕ. Наци паркĕ йăлана кĕнĕ тăрăх, «Экологи çăвĕ» программа тăрăх пысăк ĕç пуçарнă. Унпа килĕшӳллĕн, экскурсие килнĕ ачасемпе кашни кунах усăллă та кăсăклă тĕлпулусем, конкурссем, тематика куравĕсем, фольклор уявĕсем, тĕпчев, биологи экскурсийĕсем, квестсем ирттереççĕ. Ачасене чи илĕртекенни — экологи сукмакĕсем. Вĕсем çут çанталăка лайăхрах пĕлме, туйма тата вăхăта усăллă ирттерме май параççĕ. Кашни сукмак хăйне евĕр илĕртӳллĕ. Акă вĕсенчен пĕри — велосипедпа çул çӳресси. Кăна шăпăрлансем питĕ кăмăллаççĕ. Наци паркĕнче йĕркеленнĕ «Экоцвет» кружока çӳрекенсем парк тăрăх велосипедпа çул çӳреве тухаççĕ. «Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем» пират квестне арçын ачасем ытларах юратаççĕ. Виççĕмĕшĕ — «Çинçе», «Çумăр чӳкĕ» уявсем. Вĕсем чăн чăвашла иртеççĕ, аваллăх тĕнчипе паллаштараççĕ, йăла-йĕркене ламран лама упрама хистеççĕ. Тăваттăмĕшĕ — «Упа патĕнче» интерактивлă лапам. Кунта «Тухатмăш карчăкĕ» ачасемпе тĕрлĕ вăйă ирттерет, юрлать-ташлать, юмах тĕнчине çавăтса кĕрет. «Ку сукмак пирĕн чи хавасли. Кунĕпех ача-пăчан савăнăçлă куллинчен тăрать вăл. Ырă Тухатмăш сăнарĕ шăпăрлансене çав тери килĕшет. Унпа вылянă хыççăн кайран ачасем сăн ӳкерĕнме кăмăллаççĕ», — палăртрĕ «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн директорĕн заместителĕ Наталья Игнатьева. <...>

Лена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.