Комментари хушас

28 Пуш, 2024

Тантăш 12 (4883) № 28.03.2024

Тĕрлĕ техника пуçтарать

Дима Цыганов Патăрьел округĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт шкулĕнче пĕлӳ пухать. Тăваттăмĕш класс арçын ачи пĕрремĕш класранах пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Акă мĕн калама пулать ун пирки: хастар, ырă кăмăллă, пур ĕçе те тĕплĕ пурнăçлать, класра пурне те пулăшма васкать, вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пырать… Димăпа шкулта тăхтав вăхăтĕнче çыхăнтăмăр.

ШКУЛТАН КИЛЕ ВАСКАМАСТЬ

— Пирĕн çемье Çĕнĕ Ахпӳртре пурăнать. Атте Димитрий Геннадьевич çĕр ĕçĕпе, ытларах вăрлăх сухан çитĕнтерес енĕпе тăрăшать. Эпир ăна пурте пĕрле пулăшатпăр. Анне Вера Валерьевна Патăрьелте страхлакан агентра вăй хурать. Аппа Софья питĕ маттурскер, вăл Патăрьелти 2-мĕш шкулта тăххăрмĕш класра вĕренет. Манăн та унран юлас килмест. Настя пилĕк çулта кăна-ха, юрлама ăста, садике çӳрет. Асанне пирĕнпе пурăнать, вăл та питĕ ĕçченскер, ăна çав тери юрататпăр, — çапла паллаштарчĕ арçын ача хăйĕн çемйипе. Дима шкулта «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пырать. Унăн юратнă предмечĕсем — математикăпа физкультура. Вĕсене арçын ача çăмăллăнах парăнтарать. Спортпа туслăскер хытă чупать. Çуллахи вăхăтра велосипедпа, хĕлле конькипе ярăнма юратать. Шашкăлла, шахматла лайăх вылять. Уроксем хыççăн тăваттăмĕш класс арçын ачи тӳрех киле васкамасть. Дима робототехникăпа кăсăкланать. Мĕн кăна ăсталаман-ши вăл: экскаватор, арман, тĕрлĕ техника. Унăн ĕçĕсем класра упранаççĕ.

ПĔЧĔКРЕН АШШĔ ÇУМĔНЧЕ

Димăна мĕн пĕчĕкрен техника питĕ интереслентерет. Çавăнпах килте ашшĕ çумĕнчен каймапĕлместпулĕ. Сăмахмай, Димитрий Геннадьевич вăрлăх сухан çитĕнтермелли техникăна, тĕрлĕ агрегата пĕтĕмпех хăй тĕллĕн пуçтарать. Дима та ăна пулăшать, вунă çулта кăна пулин те, машина-трактор юсанă çĕрте ашшĕпе пĕрле вăл. Çулла çитсен çăвĕпех уй-хирте тăрăшать. Вăрлăх сухан епле çитĕнтермеллин мĕн пур вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ пире. Епле, ăçта хĕл каçармаллине, управ вырăнĕнче мĕнле температура тытса тăмаллине каласа кăтартрĕ. «Шăрăх кунсенче вăрлăх сухан ани çинче çăмăл мар, ывăнтарать тесен: «Эпир хăнăхнă ĕнтĕ. Ялĕпех, ман тустантăш та çăвĕпех — хирте. Пĕрпĕринчен мĕнле юлăн? Атте-анне те хирте ĕçлесе çитĕннĕ», — терĕ йăл кулса арçын ача. — Хăрушлăх кӳмен тĕрлĕ инструментпа ĕçлеме ăста Дима. Алли çыпăçсах пырать, мĕн тытать — пĕтĕмпех типтерлĕ пулать унăн тата. Вăл ĕçе тиркемест, хушасса та кĕтмелле мар. Дима килте тăк – шанчăклă. Каламасăрах кил-çурта тирпейлет, урай çăвать, картишĕнче ĕçлет, выльăх пăхать. Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче пулнине юратать. Хăнасем килессине пĕлсен сĕтел хатĕрлесе хума та пултарать. Тĕслĕхрен, икерчĕ пĕçерет, чустаран тĕрлĕ çимĕç хатĕрлет. Чей ĕçмешкĕн печени е тата мĕн те пулин янтăлать. Ман пата ĕçе шăнкăравлать те: «Анне, икерчĕ пĕçерем-и?» — тет. Паллах, хирĕçлеместĕп. Эпĕ çитнĕ çĕре апат хатĕр те. Питĕ савăнтарать çакă. Тата питĕ тутлă пĕçерет. Чылай рецепта интернетран илет, — ывăлĕ пирки ăшшăн каласа кăтартрĕ амăшĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


«Хочу творить добро»

Одно из самых активных волонтерских движений в Чувашской Республике – «Волонтеры Победы». Помощники, которые заботятся о ветеранах и памяти о войне, появились не так давно: движение выросло из Всероссийского волонтерского корпуса 70-летия Победы, созданного в 2015 году. На сегодняшний день «Волонтеры Победы» — это более 200 тысяч человек в 89 регионах России.

УЗНАЛА КЛАССНЫЕ ФИШКИ

Софья Шоркина – активист Чувашского регионального отделения Всероссийского общественного движения «Волонтеры Победы». Софья учится в 9-ом профильном классе (филология) 41-ой школы города Чебоксары. «О движении «Волонтеров Победы» я узнала от советника нашей школы, которая по совместительству является координатором направления «Моя Победа». Сначала я участвовала исключительно в мероприятиях, которые проводились на базе нашей школы, а потом мне предложили вступить в региональный штаб и проводить мероприятия не только в городе, но и муниципалитетах нашей республики. Этому я была безмерна рада!» – рассказывает девушка. Волонтеры не только проводят и организовывают мероприятия, но и заботятся о мемориалах и воинских захоронениях. Убирают мусор, обновляют старую краску, очищают от пыли и грязи памятники и плиты, стелы и мемориальные знаки. По словам Софьи, волонтер – это человек, который безвозмездно и добровольно занимается общественно-полезной деятельностью, отдает себя делу, вкладывает в него свои душу и время. Только имея желание помочь людям и творить добро, можно стать волонтером.

«Я хочу помогать людям и творить добро, поэтому и стала волонтером. Самым запоминающимся мероприятием, в котором я принимала участие, стала Школа волонтеров Победы. Школа проходила на базе Чувашского национального музея в городе Чебоксары. Участниками были все активисты нашей республики. Мероприятие длилось три дня. В ее рамках проводились тренинги, интеллектуальные игры, интерактивы. Для обучения начинающих волонтеров были приглашены руководители различных общественных организаций. Именно тогда я открыла для себя новые возможности, узнала классные фишки в работе с людьми и познакомилась с крутыми ребятами», – делится Софья. Позитив – залог успеха. В работе волонтера важно сохранять позитивный настрой, подходить к делу с любовью и хорошим настроением, ведь это повышает шансы на удачно выполненную работу. Самая лучшая награда в волонтерской деятельности – слова благодарности. Они ценнее всех материальных благ. «Наша главная награда – горящие глаза людей, которым мы смогли помочь. Волонтерство не только воспитывает трудолюбие, милосердие, чувство патриотизма, а также открывает новые двери! Эта деятельность дарит множество новых знакомств и уникальных знаний, расширяет кругозор, развивает лидерские качества. А самое главное – учит работать в команде и правильно распределять свои внутренние ресурсы. Но нельзя забывать, что общественная деятельность не должна мешать учебе. Главное, заниматься волонтерством в свободное от занятий время, и тогда все будет замечательно», – говорит активист «Волонтеров Победы». <...>

Ангелина ПЫРКИНА.

♦   ♦   


Маттур, Ксюша!

Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсенчен вун пĕрĕшĕ кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендине илме тивĕçрĕ. Вĕсенчен пĕри манпа пĕрле кадет класĕнче пĕлӳ пухакан — Ксюша Воробьева.

Вăл тăрăшуллă, маттур хĕрача, кĕçĕн класранах мĕн пур «5» паллăпа вĕренет. Кашни çулах округ шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсене хастар хутшăнать. Кăçал та чăваш чĕлхипе тата литературипе призер пулчĕ. Ксюша спортра та маттур. Шкулти ăмăртусенче кăна мар, округ шайĕнче те хастар. Вăл йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать, округ тата республика тапхăрĕнчи «Орленок» çарпа спорт вăййисене кашни çулах хутшăнать. Пушă вăхăтра гитара калама юратать. Пире, çамрăксене, илемлĕ юррисемпе тыткăна илет. Пултаруллă хĕрача хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать. Вăл хитре ӳкерме маçтăр. Алли ăста та çыпăçуллă унăн. Ашшĕпе амăшĕнчен ырă тĕслĕх илет Ксюша. Çывăх çыннисем ăна мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма хăнăхтараççĕ. <...>

Света ОКРУЖНОВА, 11-мĕш класс. Елчĕк округĕ, Елчĕк шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.