Комментари хушас

Çавра çилпе ăмăртса, юр пĕрчисене ташлаттарса, урхамахĕсене васкатса килет пирĕн пата Хĕл Мучи. Парне тултарнă кутамккине çуна çине хунă вăл. Уявпа саламлама хыпаланаканскерне ачасем те, аслисем те çав тери кĕтеççĕ. «Хĕл Мучи, ăçта çитнĕ эсĕ? Сассуна пар!» - пĕлес килчĕ манăн. Çил манăн сăмахсене хула, ял, хир урлă вĕçтерсе Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьеле илсе çитернĕ. Çынсем шăпах çав тăрăхра Хĕл Мучине курнă теççĕ. Эх, пĕр вырăнта кĕтсе ларма чăтăм çук. Ăна хирĕç каяс пулать...

 

Юр Пикене хăй суйлать

Асамлăх валеçекенсене ялти культура çуртĕнче шыраса тупрăм. Хĕл Мучипе Юр Пике аслă ăру çыннисене ташлаттарса юрлаттараççĕ, сăвă калаттараççĕ. Тыл, вăрçă ветеранĕсем, салтак арăмĕсем, амăшĕсем капăр чăрăш тавра çаврăнаççĕ. «Ачалăха таврăннăнах туйăнать», - куççульне шăлать хăшĕ-пĕри. Çапах паян кашнин пит-куçĕ кулăпа çуталнă. Вĕсене ЧР салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçи Лариса Егорова уява чĕннĕ. Пĕрле пуçтарăнса калаçма май тупать çаврăнăçуллă çав хĕрарăм. Тивĕçлĕ канурисене «Тевет» ушкăн юрăçисемпе шкул ачисем те саламлама килнĕ. Вĕренекенсем Машăпа упа çинчен юмах каласа кăтартрĕç.

Хĕл Мучипе çывăхрах паллашма май килчĕ. Геннадий Сорокин çак тума 65-мĕш хут тăхăннине пытармарĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ĕçленĕ вăл. Физкультура учителĕ, директор, директор çумĕ пулнă. Халĕ ОБЖ вĕрентет. «Ытти çул уява Юр Пикепе иксĕмĕр ятарласа лаша кÿлсе килеттĕмĕр. Пире курсан ачасем уйрăмах хытă савăнатчĕç», - пуçларĕ калаçăва Геннадий Сергеевич. Кăçал та тĕпренчĕксен кăмăлне çавăрма кая юлман-ха. Сăмах май, Сорокинсем хăйсем те нумай çул лаша усранă. Килте тапăртатса тăракан урхамахсем тавралăха уяв сĕмĕ кĕртме пулăшнă ăна.

...«Кĕлеткÿ тĕреклĕ, калаçма пултаратăн», - Красноармейски районĕнчи шкула физкультура вĕрентекенне ĕçлеме вырнаçсан пĕрремĕш хут Хĕл Мучи тумĕ тыттарчĕç мана. Килĕшрĕм. Çавăнтанпа çак сăнарпа çывăхлантăм. Çи-пуçа улăштарсан та çынсене ырă тăвас килет», - тăсăлать калаçу.

Хĕл Мучи Юр Пикене хăй суйласа илнине палăртрĕ. Çур сăмахран пĕр-пĕрне ăнланни кирек хăш лару-тăрăва шÿте çавăрма пулăшать. Кăçал Светлана Белова библиотекарьпе пырса кĕчĕç вĕсем культура çуртне. Чăрăш тавра пуçтарăннисене 13 çул иккĕшĕ пĕрле саламланине пĕлтĕм. Курăр-ха - хăйĕн тĕпренчĕкĕсем çитĕннĕ пулин те Юр Пике çаплипех хĕр пек илĕртÿллĕ.

«Малтан Çĕнĕ çул вăхăтĕнче 3-шер, 4-шар смена ĕçлеттĕмĕр. Сценарие пионер вожатăйсемпе пĕрле хатĕрлеттĕмĕр. Ун чухне пăхмасăр каламалли нумайччĕ», - тет Геннадий Сергеевич.

Таврана каç сĕмĕ çапсан пĕр ялтан теприне васканă чухне кутамккана хыпашласа пăхакансем те тупăннă. Чим, вăрă-хурах тапăнман-и ăна? Çук, никам та шар кăтартман. Иртен-çÿренĕн пылак çимĕç тутанса пăхас килнĕ. Ырă Хĕл Мучи никама та кÿрентермест. Кутамкка тĕпĕнче канфет-пĕремĕк пурах унăн.

«Çамрăккисем патне туртăнатăн...» - çулсем иртнĕçемĕн кăшт ÿпкелешсе те илнĕ мăшăрĕ Фаина Николаевна. Çук, ятлаçман вăл. Хĕрарăмăн упăшкипе юнашар ытларах пулас килнĕ ахăр.

Уявра Хĕл Мучин хăйне вăрах кĕттерме юрамасть. Унсăр чăрăш тавра пуçтарăннисене кичем. Кам выляттарĕ, юрлаттарĕ, ташлаттарĕ вĕсене? Геннадий Сергеевич сăмах шырамашкăн кÿрше каçма хăнăхман. Кирлех пулсан хăйĕн сăввисене те вуласа парать. Мĕнех, унăн пултарулăхне хак патăр ял-йыш.

«Шкулти елкăна тÿрех кăларса пăрахма шел вĕт. Эпир ăна урама тухса лартаттăмăр. Çапла майпа уява малалла тăсаттăмăр», - ăнлантарать Геннадий Сорокин.

Шкулта лайăх вĕренекенсене кĕнекепе чыслаççĕ. Хĕл Мучине çаврăннă директортан, сăмахран, парне илме мĕнешкел кăмăллă. «Çĕр-çĕр мар, пин-пин кĕнеке панă ачасене», - каласа кăтартать вăл. Чăнах, вĕренекеншĕн çакăнтан кирлĕрех, усăллăрах парне пур-и? «Ачасене юрататăп, учительсене хисеплетĕп, çавăнпа Хĕл Мучи тумне тăхăнса вĕсене савăнтарас килет», - чунне уçать педагог. Çитменнине, кашнин кăмăлне никамран лайăх пĕлет вăл. Апла тăк пурне те ăшă сăмахпа хавхалантарма пултарать. Уявра çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

 

Килте те кĕтеççĕ

Килте Хĕл Мучи хуçаланни - ырă пулăм. Ывăлĕпе хĕрне те хĕрлĕ кĕрĕкпе калпак тăхăнса саламлассине йăлана кĕртнĕ Геннадий Сергеевич. «Парнене мăшăрпа пĕрле лавккаран туянаттăмăр. Хаклине шыраман. Ачасене пĕчĕкренех парнене хаклама, уншăн тав тума вĕрентнĕ», - çирĕплет ашшĕ. Чи çывăх çынни юмахри сăнара çаврăннине ăнкарнă, паллах, вĕсем. Халĕ мăнукĕсене хăнăхнă йĕркепе саламлать. «Сана сасăран палласа илтĕмĕр», - ыталаса илеççĕ вĕсем мана», - тет хаваслă Хĕл Мучи. Çакă пушшех çывăхлатать вĕсене.

Çитес çул Сорокинсен килне те «Чăваш хĕрарăмĕ» килсе тăрĕ. Хаçат вулаканĕсене лаша пекех ывăнмасăр ĕçлеме сунать Хĕл Мучи. Ÿркенменнисем малашне те ытлă-çитлĕ пурăнĕç.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.