Комментари хушас

22 Кăрлач, 2024

Сунар — чун киленĕçĕ кăна мар

Тунтикунхи канашлура Çул-йĕр фончĕн укçипе усă курнине тишкерчĕç. Республика Пуçлăхĕ ку сферăра ĕçе вăйлатассине Чăвашупрдорпа çыхăнтарать. Олег Николаев çулсем çинчи ĕçсене, укçапа усă курассине шăпах çак учреждени çирĕп тĕрĕслесе тăмалли çинчен каларĕ. Вăл çак полномочипе тухăçлă усă курни ĕçсен пахалăхне те, укçапа типейлĕ усă курассине те тивĕçтерме пулăшĕ.

Канашлу чĕр чунсен тĕнчин объекчĕсене, çав шутра сунар ресурсĕсене сыхлас, вĕсен шутне ӳстерес ыйтăва сӳтсе явнипе вĕçленчĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра сунар лаптăкĕсем 1,6 миллиона яхăн гектар йышăнаççĕ. Çав шутра 33% — пурте усă курма пултаракан лаптăксем, ыттине сунар хуçалăхĕсене панă. Чăваш Енĕн тивĕçлĕ реестрĕнче 24,2 пине яхăн сунарçă шутланать. Сунар чĕр чунĕсене илес тĕк — пăшисен шучĕ 1651-пе танлашать. Çĕпĕр хир качаки — 1121. Вĕсен шучĕ пысăкланнă та — çак чĕр чунсене тытма ирĕк паракан цифрăсем те кăшт хушăннă: 60 пăшипе 32 хир качаки тытмалли лимит палăртнă. Хир сысни халĕ 154 кăна — сыснасен Африка мурĕнчен сыхланса унăн шутне палăрмаллах чакарнă. Хир сыснисене чылай тытнă — амак ернисене палăртман.

2023 çулта саккунсăр сунарăн 5 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Чĕр чунсене вĕлернĕ тĕслĕхсемпе çыхăннă 1,4 миллион ытла тенкĕлĕх сиене шыраса илнĕ. Анчах ку кăтартура браконьерсене тӳлеттернĕ укçа кăна мар. Чĕр чунсем çулсем çине тухнă май машина айне пулса та час-часах вилеççĕ — тимсĕр водительсен çак сиене саплаштарма тивет. Çак сферăри тĕллевсен шутĕнче министр хир сыснисен шутне кирлĕ шайра тытса тăрассине асăнчĕ. Вĕсем ытлашши хунаса кайни хайхи Африка мурĕ тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх кӳрет. Çавăнпа 1 пин гектар пуçне 0,25 пуçран ытла ĕрчемелле мар. Сысна ĕрчетекен комплекссен таврашĕнче вара, 10 километрлă радиусра, çак чĕр чун вуçех пулмалла мар.

www.hypar.ru