Комментари хушас

19 Раштав, 2023

Хыпар 143 (28171) №

Ашшĕ-амăшĕ вĕрентекенсем пулни

тăватă ывăлне ырă витĕм кÿрет

Иртнĕ эрнекун, раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче, «Çулталăк çемйи — 2023» конкурса пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри чи пултаруллă çемьесене чысларĕ.

Асăннă конкурса 2004 çултанпа ирттереççĕ. Унта хутшăнакан çемьесен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Çак тапхăрта хăйсен пултарулăхĕпе, çитĕнĕвĕсемпе, çемье телейĕн вăрттăнлăхĕпе 3100 çемье паллаштарма кăмăл тунă. Олег Николаев çывхарса килекен 2024 çул Раççейре Çемье çулталăкĕ пулассине аса илтерчĕ, çавна май «Çулталăк çемйи» конкурса юбилейлă 20-мĕш хут ирттересси тата пĕлтерĕшлĕрех пулассине палăртрĕ. «Конкурса çулсерен ирттерни ырă йăласене упракан çемье йышлине кăтартма май парать. Унсăр пуçне пĕрле пуçтарăнса пĕр-пĕрин пурнăçĕпе паллашни хавхалану кÿрет, çемье телейĕ нумай ачаллă пулнипе тÿррĕн çыхăннине кăтартать. Манăн çемье телейĕ — юратнă хĕрарăмпа çемьере ÿсекен ачасем. Ку — чи пĕлтерĕшли. Пирĕн пурин те чи кирлине хакламалла, упрамалла, хамăрăн обществăна, çĕршыва çирĕп тытмалла, кашни ачан, кашни çемьен çитĕнĕвĕшĕн савăнса, йывăр лару-тăрура пĕрле çыхăнса малаллах талпăнмалла», — конкурса хутшăнакансене ырă сунса палăртрĕ Олег Алексеевич. Республика шайĕнчи конкурсăн муниципалитет тапхăрĕнче кăçал 90 çемье пултарулăхне кăтартнă, финала 28 çемье тухнă. Кил-йышра аслисемпе кĕçĕннисен çирĕп çыхăну йĕркелеме, ачасене телей парнелеме тимлĕ, юратакан ашшĕ-амăшĕ çеç пултарать. Шăпах çакăн пек çемьесем «Çулталăк çемйи» конкурсра тупăшрĕç те. «Çемье — пирĕн пурнăçра чи пĕлтерĕшли. Тĕнчене юратупа ырăлăх кÿме çемьере вĕренетпĕр. Кашни çемьен телейĕ хăйне евĕрлĕ, анчах пурне те вĕсене юрату, каçарма пĕлни тата чăтăмлăх пĕрлештерет», — терĕ ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова. Пултаруллă çемьесене тĕрлĕ номинацире хакларĕç. Муркаш округĕнчи Борзаевсен çемйи — «Социаллă яваплă çемье», Тăвай тăрăхĕнчи Сормовсем — «Спортпа туслă çемье», Çĕнĕ Шупашкарти Макаровсем «Чи туслă çемье» пулса тăчĕç. «Пултаруллă çемье» — Йĕпреç округĕнчи Степановсем. «Чи ĕçчен çемье» вара — Каçал енчен килнĕ Филипповсем. Кăçал конкурсра Çĕмĕрле хулинче пурăнакан Зайцевсем çĕнтерчĕç. Вĕсен çемйи чăмăртаннăранпа çирĕм çул çитнĕ. Нумай ачаллă çемьере ырă кăмăл, тĕрĕслĕх, яваплăх хуçаланаççĕ. Çемье пуçĕ Алексей Михайлович юрăсем хайлать. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Лашасене каçă çинче улăштармаççĕ

Президентăн çывхаракан суйлавĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейĕн паянхи ертÿçи Владимир Путин майлă пулĕ. Çакăн çинчен вăл эрнекун «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн» партин регионти уйрăмĕн конференцийĕнче пĕлтерчĕ.

Конференцире сăмах илнĕ май Олег Николаев СР лидерĕ Сергей Миронов кăçалхи çу уйăхĕнчех парти суйлавра Владимир Путин енче пуласси çинчен каланине аса илтерчĕ. Олег Алексеевич çак позиципе килĕшет. «Лашасене каçă çинче улăштармаççĕ, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. — Паян эпир пысăк улшăнусен тапхăрĕнче. Раççей хăйĕн позицийĕсене çирĕплеттĕр — Владимир Путин майлă пулса эпир яваплăха унпа пайлатпăр». Унăн çĕршыва малалла кам ертсе каяс тĕлĕшпе иккĕленÿ çук. Раççейĕн аталанăвăн çирĕп траекторийĕ çине тухмалла, хăй аталаннипе пĕрлех тĕнчери çĕнĕ йĕркене çирĕплетмелле. Çĕршывăн паянхи лидерĕ Раççее çак çулпа илсе кайма пултарать. Парти уйрăмĕн канашĕн председателĕ Анатолий Аксаков хăйĕн Думăри ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Пуçарусем финанс хăрушсăрлăхне çирĕплетессипе, укçапа усă курмалли механизмсене ĕçе кĕртессипе çыхăннă. Çав шутра — патшалăхăн мар пенси фончĕсене, страхлакан компанисене граждансен укçине инвестицие хывма ирĕк пани. Ку çав укçа çынсене тупăш кÿрессине тивĕçтерĕ. Парламентари Дума граждансем хăйсене кредит илме чармалли саккуна йышăннине пысăка хурса хакларĕ. Паян граждансене дистанци мелĕпе улталасси анлă сарăлнă: преступниксем вĕсене кредит илтереççĕ, укçана хăйсене куçарттараççĕ. Анатолий Геннадьевич çак кунсенче çĕршыв парламенчĕн аялти палатин депутачĕсенчен пĕри ултавçăсен вăлтине çакланни çинчен пĕлтерчĕ — «хушаматне каламастăп, анчах вăл паллă артист, эсир ăна лайăх пĕлетĕр». Депутатсем те ултавçăсен умĕнче хÿтлĕхсĕр те — ахаль çынсем пирки мĕн калаçмалли. Çавăнпа асăннă саккун нумай çынна çухатуран упранма пулăшĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Лев Толстойпа çыхăну тытнă чăваш

Вăл вырăс халăхĕн аслă çыравçине хура халăхăн йывăр пурнăçĕ çинчен çырса пĕлтернĕ, унăн илемлĕ произведенийĕсемпе публицистика статйисене вулакан патне илсе çитернĕ.

Хресчен элчи

Вĕсенчен пĕри — Оренбург кĕпĕрнинчи ªхальхи вăхăтра Пушкăртстанриº Куюркаçи вулăсĕнчи чăваш ялĕнче — Эмекеçре ª1970 çултанпа Кривлеº — çуралнă Александр Никитин ªпсевдонимĕ Н чăвашº. Александрăн ашшĕ Феофилакт Эмекеçре çуралса ÿснĕ, çар хĕсметĕнче тăнă чухне вырăс хĕрне Анастасийăна качча илнĕ, 1880 çулта вĕсен пĕрремĕш ывăлĕ Александр çуралнă. Салтак аттине хывсан çемье Эмекеçе таврăннă. Унта Саша ачасемпе, ашшĕпе — чăвашла, амăшĕпе вырăсла калаçса ÿснĕ, çавăнпа вырăсла лайăх пĕлнĕ. Александр пĕлÿ патне мĕн пĕчĕкрен туртăннă. Пĕртăванĕ Петр Никитин çырса хăварнă тăрăх, Толстой кĕнекисене вĕсен ашшĕ те вуланă, произведенисемпе ачисене паллаштарнă. Саша чиркÿ прихучĕн шкулне пĕтернĕ хыççăн ачасене вĕрентме тытăннă, Куюркаçи вулăсĕнче темиçе учитель çеç шутланнă. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ Никитина Çĕнĕ Знаменкăра, Космаркăра, Барсуковăра, ытти ялта лайăх пĕлнĕ, хисепленĕ. Вăтам пĕлÿ илес тĕллевпе 1903-1904 çулсенче вăл, 24 çулти каччă, Оренбург лицейне кĕме тăрăшса пăхнă. Анчах ĕçлемесĕр тăранса пурăнайманнине ăнланса библиотекаре вырнаçнă, кĕнекесем вуласа çĕннине нумай пĕлнĕ, ирĕклĕ шухăш-тĕллеве халăхра саракан çамрăксемпе паллашнă. 1905 çул, Пĕрремĕш вырăс революцийĕ. Никитин демонстраци-забастовкăна хастар хутшăннипе палăрса юлман, çапах ăна жандармерие тытса пынă. Çара илнĕрен полици куçĕнчен вĕçерĕннĕ. Пушă вăхăта ахаль ирттермен — вырăс çыравçисемпе историкĕсен кĕнекисемпе, çав шутра патша тытăмĕн çитменлĕхне питлекен Толстой публицистикипе, паллашнă. Салтакран таврăнсан Оренбургра патша влаçне хирĕçле агитаци ĕçне малалла тăснă. Юлташĕсенчен чылайăшне арестлесен Кавказа ĕçлеме куçнă, революци тĕллевĕсене унта пурнăçланă. 1907 çулта пĕр хушă пурăнма амăшĕ патне Эмекеçе таврăннă, шăплăхра хресчен ĕçне кÿлĕнме, пушă вăхăтра пĕлĕвне ÿстерме ĕмĕтленнĕ. Анчах шавлă самана ăна канлĕ пурăнма паман: пушкăрт завочĕсенче те митинг таврашĕ кĕрленĕ, хресченсем хĕл каçмалăх та пулин тырă валеçме, халăха çаратакан казаксене йĕвенлеме ыйтнă, улпутсем ирĕк памасăрах вăрман каснă. Çапах вĕсен çак ыйтусене влаç умне çивĕч лартма паха опыт çитмен, хура халăха политика кĕрешĕвĕнче пиçĕхнĕ Никитин пулăшнă — элчĕ пулса ыйтусене влаç органĕсем патне çитернĕ, татса пама ыйтнă.

Çыравçăпа тĕл пулнă

Шăпах çав вăхăтра вăл, революционерсене каторгăна йышлăн ăсатнине пĕлнĕскер, хăйне те тĕрмене лартассине туйса 1907 çулхи авăн уйăхĕнче Ясная Полянăна çитнĕ, Толстойпа тĕл пулнă, çав курнăçу Никитиншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вăл Эмекеçре çеç мар, кÿршĕ ялсенче те Толстой хресчене хÿтĕлесе çырнă статьясене вуласа панă. Нумайăшĕ вырăсла ăнланман, çавăнпа тĕлпулусенче тÿрех чăвашла е пушкăртла куçарса пынă. Толстой хресчен пурнăçне епле йĕркелеме, тĕрĕсмарлăха мĕнле пĕтерме сĕнни, çĕр харпăрлăхра шутланни, улпут-капиталист ĕçĕ-хĕлĕ пирки хăй мĕн шухăшланине каласа кăтартнă. Вăл ялсенче патшалăх вулама чарнă литературăна халăхра сарни çинчен жандармерие такам пĕлтернĕ, Оренбург тĕрмине ăна кунтан тытса кайнă. Пушкăртстанри «Канаш» организаци ертÿçин çумĕ Анатолий Ефремов «Куюргаза» хаçатра çырнă тăрăх, ентешĕ Толстой патне темиçе çыру янă. «Хăвăр калавăрсене вырăсларан чăвашла ку¬ çарма ирĕк парсан ку ĕçе эпĕ çывăх вăхăтрах пикенесшĕн, — пĕлтернĕ Толстоя Никитин. — Тен, пĕчĕк усă та пулин тăвăп…» Хăйне тĕрмене лартнăран, ссылкăра пурăннăран, 1917 çулхи революци хыççăн ялта ачасене вĕрентнĕрен ĕмĕтне пурнăçлайман. «Толстой Никитин патне икĕ хурав янă, вĕсене çыравçă çырнисен пуххине кĕртнĕ. Толстой пĕрремĕшĕн ª78-мĕш томраº айне — 1907 çулхи ака уйăхĕнче, иккĕмĕшĕн ª77-мĕш томраº айне çав çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче алă пуснă», — çырать Анатолий Ефремов. — Никитин 1880 çулта çуралнă, çыруçă, чăваш, хресчен ыйтăвĕпе Толстойпа пĕр шухăшлă пулнă». Никитина патша тĕрмине мĕншĕн хупнă? Ыйтăва Оренбургра пурăннă Леонид Большаков журналист Чăваш кĕнеке издательстви 1965 çулта пичетлесе кăларнă «Живые нити: Лев Толстой и его чувашские журналисты» кĕнекере хуравланă. Автор аллине облаçри патшалăх архивĕнче жандармери пуçарнă «А.Никитинăн тата ыттисен политика тĕлĕшĕнчи шанчăксăрлăхне тĕпчесе уçăмлатни çинчен» ятлă ĕç лекнĕ. 40 страницăллă папкăра Никитина арестленипе, следствипе çыхăннă документсем упранаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


«Çуклăхпа ирĕклĕх вăхăтĕнче ÿсрĕмĕр»

Ачалăх çинчен чăваш писателĕсем чылай хайлав шăрçаланă. Трубина Мархвин «Ача чухнехи», Уйăп Мишшин «Ачалăх кунĕсем», Александр Галкинăн «Хаваслă ачасем» кĕнекисене вуламан чăваш сайра-тăр, аслăрах ÿсĕмрисен хушшинче — уйрăмах.

Юлашки çулсенче, сăмахран, Валентина Тараватăн «Чăн-чăн туслăх», Николай Ишентейĕн «Ыранхи кун вĕçевĕ», Николай Ларионовăн «Микки мыскарисем» кун çути курчĕç. Тин кăна ку çÿлĕке тепĕр кăларăм пуянлатрĕ – Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кĕнеки тухрĕ. Константин Малышев – Тутарстанра пурăнакан чăваш журналисчĕ, çыравçи, блогерĕ. Вăл 1977 çулта Пăва районне кĕрекен Пÿркел ялĕнче çуралнă. Хусан патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Студент çулĕсенчех «Сувар» хаçатра стажер пулнă, унтан корреспондентра, хаçатăн тĕп редакторĕнче, хаçат сайчĕн редакторĕнче тимленĕ. Константин Малышев – Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕн председателĕн çумĕ, 2023 çултанпа – Раççейри Чăваш наципе культура автономийĕн председателĕн çумĕ. Унăн малтанхи тĕрленчĕкĕсем «Сувар» хаçатра пичетленнĕ. «Ачалăхăм» кĕнекене çирĕм тăхăр хайлав кĕнĕ. Вĕсенче автор хăйĕн ачалăхне таврăнать, çывăх çыннисене, пĕрле ÿснĕ тантăшĕсене аса илет, чунне хускатнă ĕçсем çинчен каласа парать. Калава çыравçă Тăхăрьял тăрăхне сăнланинчен, истори саманчĕсене асăннинчен пуçлать. «Камсем пек тăхăрьялсем? Чăваш йăваш та сăпайлă халăх теççĕ. Ку пирĕн çинчен мар пуль. Чĕлхи вичкĕн, кăмăлĕ кăра. Аслисене хисеплессипе çыхăннă йăласем пĕр-пĕр Кавказ халăхăнне аса илтереççĕ... Кунти халăх ыттисен шухăшĕ çине çаврăнса пăхаканни мар, вăл хăйĕн çулĕпе утать. Хăйĕннисене юратарах парать. Çакнашкал кăмăл-туйăм кунти çынсен чĕрисене ачаранах кĕрсе юлать, çавăнпа вĕсем, тĕнчен кирек мĕнле кĕтесне салансан та, Тăван çĕршывĕпе мăнаçланаççĕ», – тет вăл. Калавсемпе паллашнăçемĕн тимлĕ вулакан çакна хăех сисме пултарать. Пĕрремĕш аса илÿ çинчен те кăсăклă каласа парать автор. Сăмах май, кашни хайлав пуçламăшĕнчех унăн архивĕнчи сăн ÿкерчĕке вырнаçтарнă. Хура-шурă тĕслĕскерсем, вăхăт машини пек, иртнĕлĕхе илсе каяççĕ, сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççĕ. Константин Малышевăн ашшĕн «Зенит» фотоаппарат пулнă. Шăпах вăл тунă сăн ÿкерчĕксем кĕнĕ те ĕнтĕ кĕнекене. «Ачалăха ума кăларма та мана атте тунă сăн ÿкерчĕксем пулăшаççĕ», – тет писатель. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

♦   ♦   


«Ялта кăкăр туллин сывлатăп»

«Ĕмĕрĕм çĕр ĕçĕнчех иртрĕ», — терĕ Вăрнар округĕнчи Кивьял Хапăсри Олег Яковлев. Мĕн ачаран пуласлăхне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ вăл. Ĕмĕте пурнăçа кĕртсе тăван тăрăхĕнче тĕпленнĕ, çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Унтанпа вăхăт самай иртнĕ. Тăрăшуллă çынна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. — Тăван тăрăхра пурăнма килĕшет мана. Ял пурнăçĕ хăратмасть. Чун-чĕре нихăçан та хулана туртман. Ялта хама ирĕклĕ туятăп, уçă сывлăшпа кăкăр туллин сывлатăп. Кунта кашни çын маншăн çывăх, пĕр çемьери пек, — чунне уçрĕ Олег Яковлев. Çартан таврăнсан вăл вырăнти хуçалăхра тракторпа ĕçлеме вырнаçнă. Аслисем каланине, вĕрентнине ăса хывма тăрăшнă. Шел, 2000 çулсен пуçламăшĕнче хуçалăх арканнă. Алă усса ларма хăнăхманскер çывăхри «Санары» агрофирмăна механизатора вырнаçнă. \— Хăнăхнă, пĕлнĕ ĕçе пăрахас килмерĕ. Çемьерен аякра пурăнма та кăмăл çукчĕ. Çитĕнсе пыракан ачасене ашшĕ юнашар пулни кирлĕ, — палăртрĕ вăл. Хуçалăхра ăна МТЗ-82 трактор шанса панă. Каллех çĕр ĕçне хавхаланса пикеннĕ вăл: тырă акнă, хире им-çам турттарнă, лаптăка сÿреленĕ. Лăпкă та сăпайлăскер коллективпа пĕр чĕлхе тÿрех тупнă. Вунă çул ытла ĕнтĕ куллен ĕçе васкать. Хĕрÿ тапхăрта, акасухара иртен пуçласа каçченех хирте вăл. Çумăрлă çанталăкра та лара-тăра пĕлмест: техникăна тĕрĕслет, юсать. Ĕççинче кашни сехечĕ шутра-çке. — Хĕлле те канма пулĕ, — терĕ вăл ĕшеннине сирсе. Анчах хире юр хупласан та кĕрĕк арки йăвалама вăхăт çук унăн. Халĕ акă машинатрактор паркĕшĕн яваплă. Вăхăтлăх пулин те шанса панине тăрăшса пурнăçлать. — Водительсемпе механизаторсен ĕçне йĕркелесе тăратăп. Техникăна çур акине хатĕрленĕ май саппас пайсемпе тивĕçтеретĕп. Хĕрÿ тапхăр пуçланиччен мĕн пур техникăна йĕркене кĕртесшĕн. Хуçалăхăн акмалли лаптăксем 1300 гектар ытла. Ĕççине вăхăтра вĕçлесси агрегатсем юсавлă пулнинчен те килет, — терĕ вăл. Олег Николаевич агрофирмăра парка çулсерен çĕнетсе пынине савăнса пĕлтерчĕ. Хăватлă техникăпа ĕçлекен ытлашши кирлĕ мар, перекетлĕ, хăвăртлăх та ÿсет. — Вунă çул каяллах агрофирмăра тырă акмалли «Джон Дир» комплекс туянсан тĕлĕнсе паллашрăмăр. Кабинăра таса, ăша, тусан кĕмест. Ĕç-хĕле автоматика йĕркелесе пырать. Хăватлă техникăпа мана ĕçлеме шанни савăнтарчĕ, çав хушăрах хăратрĕ те: «Пултараятăп-ши?» Инженерсем кăтартса пынипе пĕр эрнерен вĕренсе çитрĕм. Чаплă агрегатпа ĕç калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, çăмăлланчĕ те, — пĕлтерчĕ хисеплĕ çын. Виçĕ çул каялла хуçалăхра тырă акмалли «Борго» комплекс хушăннă. Хаклăскере опытлă ĕçчене Олег Яковлева шанса панă. Çур акине çĕнĕ агрегатпа тухнăскер кабинăри вун-вун пускăча асăрханса перĕннĕ, йăнăшасран шикленнĕ. Апла пулин те техникăна майĕпен парăнтарнă вăл. Хăватлă комплекспа ака-сухана маларах та вĕçленĕ. Хуçалăх ертÿçисем, çĕр ĕçченĕсем ешĕл калча шăтасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Вĕсене чаплă агрегатпа акнă хирсем уйрăмах кăсăклантарнă. Ют çĕршывра кăларнăскер пирĕн тăрăхра хăйне мĕнле кăтартать-ши? Майĕпен уй-хир симĕс кавирпе витĕннĕ. Çăра та парка шăтса тухнă калчана савăнса сăнанă çынсем. Анчах пĕр лаптăкри сарлака та хура йăрăм специалистсене те тĕлĕнтернĕ. Сăлтавĕ вăрлăхра пулманнине ăнланса илнĕ вĕсем. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Лайăх пăхмасан выльăх чирлет

Хĕлле килти выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке çителĕклĕ апатлантармалла, шăнса пăсăласран, ытти чир-чĕртен асăрханмалла. Тĕплĕнрех Вячеслав Смирнов ветеринар каласа кăтартма килĕшрĕ.

Йывăç вите лайăхрах

Хĕлле выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк витесарайра вăхăта ытларах ирттерет. Çавăнпа ăна çанталăк сивĕтиччен йĕркене кĕртмелле. Юлашки çулсенче хушма хуçалăхсенче витене чулпа блокран хăпартма тытăнчĕç. Манăн шухăшпа, йывăçран тунине нимĕн те çитмест: типĕ, ăшă, «сывлать». Кун пек çĕрте выльăх хăйне лайăхрах туять. Витере апат памалли, выртмалли, утса çÿремелли вырăнсем тумалла. Выртса тăмалли пÿлĕм ăшăрах, тухса кĕмелли сивĕрех пулмалла. Ĕне çăмне çулталăкра икĕ хутчен тăкать: çуркунне тата кĕркунне. Хĕле хирĕç çăмĕ хытать. Нÿрĕклĕх пысăк çĕрте вăл ăшă тытмасть. Çавăнпа витере типĕ кирлĕ, ăна тислĕкрен тасатсах тăмалла. Апат панă вăхăтра алăксене уçмалла. Кунне икĕ-виçĕ хутчен уçăлтарсан та аван. Выльăх-чĕрлĕх тăнă çĕрте вентиляци уйрăмах кирлĕ. Вăл çуртри таса мар, сиенлĕ сывлăшран хăпма пулăшать. Çуртра витĕр вĕрекен çилрен те асăрханмалла. Маччине утă-улăмпа хупласан ăшă лайăх тытать. Хĕл кунĕсенче те выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке картише кăларса уçăлтарсан пăсмасть. Вите-сарая чулпа блокран хăпартнă май хăшĕ-пĕри урая те бетонран тăвать. Выльăха кун пек урай çинче тăратма юрамасть — чирлесе каять. Бетон çине хăма сармалла, ун çине ай сарăмне хумалла: улăм, йывăç кĕрпи… Шартлама сивĕре витерех тытма тивет. Çавăнпа çутă пирки те манмалла мар. Пысăках мар икĕ чÿрече /20х50 см/ пулсан аван. Сивĕ çанталăкра каç енне чÿречине хупламалла. Выльăха ытлашши ăшă пулни те сиенлĕ. Пăчă çĕртен урама тухсан вăл шăнса пăсăлма пултарать.

Талăкра — 20 килограмм утă

Хушма хуçалăхра пĕр витепех çырлахаççĕ. Хĕлле выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке пĕрле тытаççĕ. Ĕнене выртса тăма вăтамран 2 метр вăрăмăш, 1,5 метр сарлакăш вырăн çителĕклĕ. Чăх-чĕпе, хур-кăвакала вара мăйракаллă выльăхран уйрăм тытмалла. Вĕсене витене кĕмелли пÿлĕмре — сарайĕнче — усрасан лайăхрах. Чăх-чĕп, хур-кăвакал каяшĕнче аммиак нумай. Сăмсана çуракан шăршă пĕтĕ выльăхшăн сиенлĕ. Кайăк-кĕшĕке ларма йăва, кашта туса памалла, апат, шыв валли вырăн уйăрмалла. Ĕне выльăха вара сыснапа, сурăх-качакапа пĕр витере тытма юрать. Çапах вĕсене уйрăм кĕтес кирлĕ. Шартлама сивĕре кайăк-кĕшĕке те витене вăхăтлăха куçарма тивет. Вентиляци лайăх ĕçлесен сиенлĕ сывлăш ытлашши сарăлмасть. Çавна май вĕсем ÿпке амакĕпе, ытти чирпе питех чирлемеççĕ. Хĕлле выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке кунне виçĕ хутчен апатлантармалла. Çу кунĕсенче вĕсем ирĕкре çÿренĕ май организма мĕн кирлине хăйсем те тупса çиеççĕ. Хĕл енне рациона микро- тата макроэлементсемпе пуян апат кĕртмелле. Утă, улăм, пахча çимĕç, комбикорм, фураж, тĕш тырă... — йăлтах усă курмалла. Фермерсем сенаж е силос та хатĕрлеççĕ. Хушма хуçалăхра ку енĕпе йывăртарах. 400- 450 килограмм таякан ĕне-вăкăра талăкра утă — 20, комбикорм — 2, улăм — 8-12 килограмм, тăвар 100-120 грамм памалла. Тăвара шыва хушнисĕр пуçне çулламаллине /соль-лизунец/ хуни те лайăх. Пĕтĕ ĕнене комбикорм 100 грамм ытларах хушсан та аван. Унсăр пуçне пахча çимĕç — кăшман, кишĕр, çĕр çулми, кабачок… — вĕтетсе çитермелле. Кишĕрте С витамин нумай, вăл çыншăн кăна мар, выльăхшăн та усăллă. Пăрулас умĕн эрне маларах, хыççăн 2-3 кун пахча çимĕç, çĕр улми пама юрамасть — хырăмлăхĕ пăсăлать. Комбикорм та сахалрах памалла. Анчах утă-улăм, шыв умĕнчен татмалла мар. Шыв пирки уйрăмах манмалла мар, ăна выльăх çителĕклех ĕçме пултартăр. Сĕлĕ, ыраш улăмĕ ĕнешĕн уйрăмах усăллă. Пăруласан пĕр эрнене яхăн ĕнипе пăрăвне пĕрле тăратмалла. Пĕчĕкскере вăй илме ĕне ыррине, сĕтне ĕçтермелле. Уйăрнă хыççăн 5-6 кун талăкра 5-6 хутчен сĕт суса ĕçтермелле. Ун умĕнче яланах таса та лĕп шыв тытмалла. Шыв пăрăвăн хырăмлăхне ĕçлеттерме пулăшать. Рациона майĕпен утă шĕвекне кĕртмелле /вĕри шывра утă ислетмелле, кăштах сивĕтсе ĕçтермелле/. Каярахпа çемçе утă çыхса çакмалла. Иккĕмĕш хут çулнă люцерна, клевер /типĕтни/ вĕсемшĕн усăллă, тутлăхлă апат шутланать. Лайăх пăхсан çулталăкра пăру 300-400 килограма çитмелле. <...>

Лариса НИКИТИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.