Комментари хушас

21 Чÿк, 2023

Хыпар 131 (28159) № 21.11.2023

Эпир ют çĕршывсене качака сĕчĕпе те, ытти ĕçме-çимепе те сăйлама хатĕр

«Китай лавккисенче чăваш продукцийĕ пулĕ», – массăллă информаци хатĕрĕсем çак кунсенче çапла пĕлтерсе савăнтарчĕç. Апла пулин те тĕнчене тĕлĕнтермелли хыпар теме чĕлхе çаврăнмасть. Тем тесен те сенсаци мар-çке — Чăваш Енрен Китая хальччен те ял хуçалăх, тирпейлекен промышленноç продукцине сахал мар ăсатнă, ăсатаççĕ — кондитер изделийĕсемпе мороженăйран пуçласа чăх урисем таранах. Çапах — ĕçме-çиме экспорчĕн калăпăшĕ пысăкланса пыни пурпĕр кăмăллă хыпар.

Китай Чăваш Республикин тулашри суту-илÿри тĕп ĕçтешĕ шутланать — тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕпе пĕрремĕш вырăнта. Чăн та, çакăнта импорт тÿпи курăмлăрах — Чăваш Ене килекен таварсен калăпăшĕпе çак çĕршыв пĕрремĕш вырăнта, анчах экспорт та пысăк — унăн виçипе виççĕмĕш вырăнта. Чăваш Енĕн Китайпа çыхăннă тулашри суту-илÿ калăпăшĕ кăçалхи 8 уйăхра 54% яхăн хушăннă. Республика Китайпа тытакан çыхăнусене тĕрлĕ сферăра вăй парса пыма хатĕр. Чăваш Ен ертÿлĕхĕ Атăлçи округĕнчи регионсен представителĕсен делегацийĕн йышĕнче Китайра визитпа пулнă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та çакна уççăн çирĕплетнĕччĕ. Олег Алексеевич шучĕпе, хими, электротехника отраслĕсенче, ытти енĕпе алла-аллăн ĕçлемелли майсем анлă. Çав шутра — ял хуçалăхĕнче те. Республикăра хăмла çитĕнтерес ĕçе çĕнĕрен чĕртсе аталантарас тĕлĕшпе тимлĕх пысăк — регион ертÿçи çак ĕçе Китай бизнесĕ те хутшăнни вырăнлă пулассине курать. Кÿршĕ çĕршыв предпринимателĕсен Чăваш Енри АПКра ĕçлессипе çыхăннă опычĕ кăмăллах мар — хăй вăхăтĕнче «Сычуань — Чăваш Ен» компани халăха чылай шавлаттарчĕ. Анчах Олег Николаев çак компани те хăмлапа çыхăннă проекта хутшăнни тухăçлă пулмалла тесе шутлать. Кунашкал ĕçтешлĕхе халăх та хирĕç пулассăн туйăнмасть. Пирĕн таварсене ют çĕршывсенче никам та кĕтмест текен шухăш пурри вăрттăнлăх мар. Çак кунсенче республикăри машиностроени предприятийĕсенчен пĕрин ертÿçипе калаçма тÿр килчĕ те — завод техники паха, чикĕ леш енче туса кăларакан аналогсенчен самай йÿнĕрех пулнине пăхмасăр ăна чылай çĕршыв хăйсен территорине кĕртесшĕн мар-мĕн. Çакнашкал позицие сивлеме те аптрамалла: çапла хăтланса вĕсем хăйсен рынокне хÿтĕлеççĕ — хăйсен гражданĕсем ĕçлесе шалу илччĕр теççĕ. Санкцисен саманинче Китай Раççей тĕлĕшпе çакнашкал позици йышăнманнине палăртма кăмăллă. Çыхăнусем вăй илни куçкĕрет. Çакна чÿк уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче Шанхайра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «China 2023» апат-çимĕç куравĕн кăтартăвĕсем тепĕр хут çирĕплетрĕç. Унта виçĕ теçетке ытла çĕршыври 2,5 пин компани, предприяти, хуçалăх представителĕсем пухăннă. Профессионалсен сумлă форумне Чăваш Ен бизнесĕ те хутшăннă — тăватă компани хăйсен продукцийĕпе паллаштарнă. Инçе çул çÿрев усăсăр иртмен — Чăваш Ен Китая ăсатакан продукци списокĕ анлăланас шанăç пур. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


«Атте çуртне пăрахмарăм»

Ăçта çуралнă, çавăнта юрăхлă пулнă. Çак сăмахсене шăпах ун çинчен каланăн туйăнать. Çавăн пек çынсем çинче тытăнса тăраççĕ хальхи вăхăтра чăваш ялĕсем. Сăмахăм Красноармейски округĕнчи Шупуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Кондратьев çинчен. Алексей Петрович харăсах виçĕ ял — Шупуç, Вăрманкас тата Туканаш — старостин тивĕçĕсене пурнăçлать.

Шыв пăрăхĕсене улăштарнă «Старостăна кăçалхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче суйларĕç. Маларах çак тивĕçе Вăрманкасри Геннадий Ильин пурнăçланă. «Çамрăксене çул паратăп», — терĕ Геннадий Петрович. Ялта ĕçе йĕркелесе, ертсе пыракан çын кирлех. Халĕ пуçаруллă бюджет программипе ĕçлеме майсем пур. Тĕрлĕ проектпа усă курса юлмалла. Çакăн пек кăмăл манăн тахçанах пулнă. Шупуç, Вăрманкас тата Туканаш ялĕсенче нимĕнле предприяти те, колхоз та çук. Çĕр лаптăкĕсене тара парса пĕтернĕ. Çамрăксем яла юлмаççĕ. Ача сахал çуралать. Пурнăçа улăштармаллах терĕм», — çапла пуçларĕ калаçăва Алексей Кондратьев. Алексей Петровичăн пуçарăвĕпе Вăрманкассемпе Шупуçсем тата Туканашсем пуçаруллă бюджет программине хутшăнса ялта шыв пăрăхĕсене улăштарнă. Çак ĕçе пĕлтĕр пуçланă, кăçал вĕçленĕ. «Пĕрремĕш пухура йăлтах сÿтсе яврăмăр. Тепĕр пухура мана ĕçе йĕркелесе пыма ыйтрĕç. Унтан укçа-тенкĕ пуçтарма тытăнтăмăр. Нухрачĕ çитсе пытăр, йăлтах йĕркеллĕ пултăр тесе палăртнă 10 процентран ытларах пуçтартăмăр, мĕншĕн тесен малтанах миçе çын хутшăнассине пĕлмерĕмĕр. Александр Филиппов инженер смета хатĕрлерĕ. Унпа виçĕ яла пăхса çаврăнтăмăр. Çавăнтан ĕç пуçланчĕ. Халăхран вуншар пин тенкĕ пухма сĕнчĕ вăл. Пирĕн шыв ыйтăвĕ тахçантанпах çивĕч тăратчĕ. Шыв башни те, пăрăхĕсем те кивелсе çитнĕччĕ. Икĕ çул каялла, Валерий Фомин Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ вăхăтра, шыв башнине улăштарчĕç. Анчах ăна йĕркеллĕ ĕçлеттерме май çукчĕ. Пĕр вĕçĕм çĕмĕрĕлетчĕ. Эпĕ çак башньăна староста тивĕçне хам çине иличченех пăхса тăнă. Халĕ те яваплă уншăн. Çивĕч çав ыйту мана йăлăхтарса, ывăнтарса çитернĕччĕ. Юрать, çак проект пулчĕ»,— ăнлантарчĕ староста. Çапла Вăрманкасран — 47, Шупуçпа Туканаш ялĕсенчен 53 çын килĕсене шыв кĕртме килĕшнĕ. Красноармейски райповĕ çак ĕçсене пурнăçлама 30 пин тенкĕ панă. «Пирĕн 1 миллион та 20 пин тенкĕ пуçтарăнчĕ. Смета — 623 пин тенкĕ. Çапла тĕрлĕ тăкак хыççăн 383 пин тенкĕ юлчĕ. Ял халăхĕпе пуçтарăнса канашларăмăр, шыв пăрăхĕсемпе çыхăннă ĕçе пĕтерсен башньăна хĕлле шăнасран витсе хăварас терĕмĕр. Мĕншĕн тесен пĕлтĕр шартлама сивĕре тавралли ялсенчи башньăсем шăннăччĕ. Расхутсем хыççăн тата 200 пин тенкĕ юлчĕ. Каллех пухăва пуçтарăнтăмăр. Шупуçри пĕвен гидросооружени шахти — авариллĕ лару-тăрура. Çиелти тĕпренет, икĕ хутчен татăлса кайрĕ. Ăна хамăр вăйпа икĕ хутчен юсарăмăр. Юлнă укçана тĕплĕ юсав ирттерме ярас терĕмĕр. Тепĕр проект, смета хатĕрлерĕмĕр. Пĕвене кăçал йĕркене кĕртесшĕн. Красноармейски округĕн пуçлăхĕн Павел Семеновăн йышăнăвне кĕтетпĕр. Хăй килсе пăхрĕ. Сăмах май, манăн Александр Филиппова пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ калас килет. Эпир пĕлтĕр «Раççей шывĕ» программăна хутшăнса Вăрманкас ялĕнче пĕве тасатма проект хатĕрлерĕмĕр. Çак проектпа пăхнă укçан 10 процентне Николай Угаслов депутат пачĕ. Пĕвене тирпей-илем кĕртес тесе субботник йĕркелерĕмĕр. Йывăçсене, типĕ курăка тасатрăмăр. Урам çуталса кайнăн туйăнчĕ. Çавăн пекех Туканаш пĕвине тасатма та проект хатĕрлерĕмĕр. Шупуçра пуçаруллă бюджет программипе ял хапхине тăвасшăн. Картисем йăлт ишĕлнĕ. Кунта мĕн ĕлĕкрен хапха пулнă. Шупуç çăви çинче сивĕре кĕрсе ăшăнма пÿрт те лартасшăнха эпир. Сметине те хатĕрлерĕмĕр. Темĕн те тăвас килет, плансем пысăк. Анчах пурне те пĕр харăс тума çук. Ку ыйтусемпе Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов патне кĕрсе тухрăм. «Пуçаруллă бюджет программине хутшăнакан йышлă. Кăçал гидротехника сооруженине тумалли ĕçе кĕртсе яма тăрăшăп, ыттине тепĕр çула хăварма тивет», – ăнлантарчĕ Павел Юрьевич», — пĕлтерчĕ Алексей Петрович. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Чувашовсемпе Чувашевсем Руçа, Раççее хÿтĕлессишĕн пайтах çапăçнă

Удмурт Республикинчи Кез районĕнчи Чепца ялĕнчи Александр Чувашов ятарлă çар операцийĕнче Раççее хÿтĕлесе пуç хунă, ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.

Тăван çĕршыва сахал мар чăваш хÿтĕлет. Пирĕн салтаксенчен хăшĕ-пĕри «Чуваш» хушма ятлă, пĕрисем танкĕ çине — «Чуваш», теприсем «Хамăр ял» тесе çыраççĕ. Ятарлă çар операцине «чуваш» сăмахран пуçланса кайнă хушаматлă офицерсемпе салтаксем те /сăмахран, Чувашовсем, Чувашевсем/ хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем Руçăн, Раççейĕн, Совет Союзĕн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕлессишĕн те пайтах çапăçнă. Дмитрий Нарбеков-Чюваш 1572 çулта Эстляндире пуç хунă. Вăл II Василий аслă кнеç саманинче Ылтăн Урта патшалăхĕнчен Мускав кнеçлĕхне куçса килнĕ чăваш мăрси Багрим йăхĕнчен тухнă. Христос тĕнне йышăнсан Руç патши Хаяр Иван Багрима Илья ят панă. Унăн ывăлĕ Дмитрий 1552 çулта Хусан хулине парăнтарма хутшăннă. Çакна Нарбековсен йăхне халалласа çырнă эпиграммăран пĕлме пулать ªвăл 1686 çултанпа Йăх-несĕл тымарĕсен ĕçĕсен палатинче упранатьº. Унпа истори наукисен докторĕн Маргарита Бычковăн «Первый русский дворянский герб» кĕнекинче те паллашма май пур. Эпиграммăра Дмитрий Чюваш çинчен çапла çырнă: «Çак çар çынни чăн Турăпа пĕрле çичĕ юта çĕнтеретех, сăннипе ăна çĕлен сиксе сăхнă пек хăюллăн тивертет, çирĕппĕн тăрăнтарса ут çинчен çĕр çине вăркăнтарать, Турра мухтаса унăн сăмахне тĕпе хывакан патшана чапа кăларать. Çав çар çынни Иван Дмитриевич ªэпиграммăра йăнăшпа çапла çырнă. — Авт.º Нарбеков, «Чюваш» ятпа çÿрекенскер, хăйĕн патшишĕн, Христос тĕнĕшĕн Хусан хули патĕнче пăсăрмансемпе паттăррăн, хăюллăн тата пултаруллăн çапăçнă. Турăран хăраса, хăйĕн патшине хисеп туса хĕсметре тăнă, ăна пур енĕпе те шанчăклăн парăнса пурăннă. Вăл Христос тăшманĕсене — пăсăрмансене — хăюлăхĕпе сехĕрлентернĕ». Нарбековсен гербĕ те упранса юлнă, унта Дмитрий Чюваша сăнланă. Сăмах май, вырăссен паллă поэчĕ Гавриил Державин та — Багрим йăхĕнчен. Хусана штрумланă чухне Дмитрий Чюваш куçне сăнă тăрăннăран, йĕтре хăрах аллине татнăран Хаяр Иван ăна çар хĕсметĕнчен хăтарнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Марафонка пуканесем ăсталать

Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Наталья Пучкова вун-вун çухрăм чупса темиçе марафона парăнтарнă. Вăл Японире, Германире иртнĕ тĕнче турнирĕсенчен çĕнтерÿпе таврăннă, Лос-Анджелесри марафонра иккĕмĕш пулнă. Шел те, çав вăхăтсем хыçа юлнă. Раççей спортсменĕсене ăмăртусене хутшăнма чарни, сурансем нушалантарни ăна спортран пăрăнма хистенĕ. Виçĕ ача амăшĕ стартсемшĕн тунсăхланине палăртрĕ.

— Наталья, спорт çулĕ çине хăçан тăтăн, малтанхи тапхăрта кам пулăшса пычĕ? — Пирĕн шкулта çăмăл атлетика секцийĕ пурччĕ, физкультура учителĕ Валерьян Владимиров тренировкăсем ирттеретчĕ. Вăл мана темиçе хут та чĕнчĕ, эпĕ лайăх чупнине сăнанă ахăртнех. Анчах унта чун туртмастчĕ. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне юлташ хĕрача чĕннипе çав секцие çÿреме пуçларăм. Манăн пиччесем дзюдопа тата самбăпа туслăччĕ. «Пулмасть кунран, пĕр-икĕ уйăхранах пăрахать», — тăрăхлатчĕç пĕртăвансем. Вĕсене эпĕ çитĕнÿ тума пултарассине ĕнентерес килнипех тренировкăран тренировкăна васкарăм. Тĕлĕнмелле те, вĕсем иккĕшĕ те шкул хыççăн спорт енĕпе каймарĕç. Тренер спорт мелĕпе утма та хăнăхтаратчĕ, анчах ку енĕпе манăн пулсах каймастчĕ. Чылайăшĕ старта тухатчĕ, анчах эпĕ утассипе пĕр ăмăртăва та хутшăнман. Вăл пире районти, республикăри турнирсене илсе çÿретчĕ. Çав тапхăрти чи ăнăçлă стартсенчен пĕри В.Надеждин парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăрту пулчĕ. Унта эпĕ чупас енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Çак çĕнтерÿ мана малалла талпăнма хавхалантарчĕ. Валерьян Андреевич сĕннипех пĕр класра вĕреннĕ Анастасия Васильевăпа пĕрле Олимп резервĕсен училищине вĕренме кайрăмăр, общежитире те пĕрле пурăнтăмăр. Пĕрпĕрне пулăшса пынипе пысăк хулара пурăнма çăмăлрахчĕ. Сăмах май, вăл та çĕршыври тĕрлĕ ăмăртура палăрчĕ. 14-ра кăначчĕ эпĕ ун чухне. Атте-анне мана çамрăк тесе Шупашкара ярасшăн марччĕ, вĕсене ÿкĕте кĕртрĕмех. — Эсĕ мĕнле дистанцисене чупнă? — Малтанах вăрăм дистанцисене кăмăллаттăм, кĕскисем ман валли марччĕ. Шупашкара килсен Анатолий Петров тренерпа ĕçлеме пуçларăм. Вăл сĕннипе 3000 метрлă дистанцисене чупма тытăнтăм. Кайран 5000-е куçрăм, юниорсен ушкăнĕнче — 10 километр. Ăсталăх ÿснĕçемĕн дистанцисем те ÿссех пычĕç. Кросс та чупнă — 6 километр. Сăмах май, 2006 çулта Раççей тулашĕнчи турнира пĕрремĕш хут хутшăнтăм, ун чухне Японире тĕнче чемпионачĕ иртнĕччĕ. — Эсĕ чи йывăр дистанцие те парăнтарнă. Марафон стартне миçе хут тухрăн? — Маларах эпĕ çурма марафонсенче ăсталăха аталантартăм. Марафона пĕрремĕш хут 2011 çулта хутшăнтăм. Ăмăрту Стамбулта иртнĕччĕ. Турцие Лидия Григорьевăпа пĕрле кайрăмăр. Унта эпĕ 6-мĕш вырăн кăна йышăнтăм пулин те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнтăм. Çавăн чухне çумăрлă- çиллĕ çанталăк пулин те 42 çухрăмлă дистанцие çăмăллăнах чупса тухнăччĕ. Эпĕ шăрăхра та чупса курнă, пĕр ăмăрту вăхăтĕнче юр та çунăччĕ. Паллах, çанталăк епле пулни результата витĕм кÿрет. Иккĕмĕш марафон Ганноверта /Германи/ чупрăм. Ку ăмăрту маншăн чи телейли пулчĕ — ылтăн медаль. Эпĕ унта пĕрремĕш пуласса никам та шанман. Тупăшу питĕ хĕрÿ иртрĕ. Эфиопи, Кени спортсменĕсем вăйлă чупаççĕ. Эпĕ малтанах вĕсемпе пĕрле пытăм. Иккĕмĕш вырăна йышăннă атлетпа эпир пĕр вăхăталлах финиша çитрĕмĕр. Лос-Анджелесра иртнĕ марафон чи йывăрри пулчĕ маншăн. Ун чухне питĕ шăрăх çанталăкчĕ, халь-халь кайса ÿкессĕн туйăннăччĕ. Пурне те çăмăл марччĕ, чылайăшĕ кая юлчĕ. Эпир иккĕн кăна малта пынине пĕлсен темĕнле вăй хушăнчĕ, иккĕмĕш чупса тухрăм. Марафонра чи пĕлтерĕшли — финиша çитесси. Чупса тухайманни — спортсменшăн чи йывăрри. Ун пекки те пулнăччĕ манăн. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


«Сысна сăмси мĕншĕн йĕпе?»

2020 çулта Чăваш кĕнеке издательстви чăвашла вулама юратакансем валли ятарлă ярăм пуçарчĕ. «Алран алла» ятпа çулсеренех пĕрер кăларăм тухса пырать. Хальччен тăваттăшĕ кун çути курчĕ: «Инкеклĕ телей» ª2020º, «Йăкăнат авланать» ª2021º, «Виççе пайланнă ĕмĕр» ª2022º, «Сухви сехмечĕсем» ª2023º. Тăваттăшне те Галина Антонова пухса хатĕрленĕ. Вĕсене хĕрсемпе хĕрарăмсем уйрăмах килĕштерекен калавсемпе повеçсем кĕнĕ тесен те йăнăш мар. Хайлавсенчи тĕп темăсем, паллах, — çемье, юратупа туслăх, ултавпа кĕвĕçÿ, кăмăл-сипет туртăмĕсем. Самана палăрăмĕсем те уççăнах сисĕнсе тăраççĕ, тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансене илĕртеççĕ.

Асăннă ярăмри çĕнĕ кĕнеке çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. «Сухви сехмечĕсем» нумаях пулмасть кăна пичетленсе тухрĕ пулин те хастар вулакансем унпа паллашма та ĕлкĕрчĕç. Коллективлă сборника Григорий Лучăн, Виталий Енĕшĕн, Петĕр Львовăн, Микиш Павăлĕн, Геннадий Мальцевăн, Юлия Силэмăн, Нелли Петровскаян, Николай Мартыновăн калавĕсем тата Александр Угольниковăн повеçĕ кĕнĕ. Кăларăм Григорий Лучăн «Кăркка тукмакĕпе» пуçланать. Çыравçă сатирăпа кулăш ăсти те пулни çак хайлавра аванах сисĕнет. Калу пĕрремĕш сăпатран пырать. Калуçă пире кÿршĕ-аршăпа епле сăйланса пурăнни çинчен юптарса парать. Пĕрре пăхсан кунта мĕн калаçмалли пурха теме пулать, анчах Иван Иванч Борисов арăмĕпе пĕрле пĕрре кÿрше каçса апатланать те, ку йăла мăшăра килĕшсе каять пулас – пускил патне кунĕн-çĕрĕн хутлаççĕ. Вĕсемсĕр сĕтел хушшине те ларма çук вĕт. Апат шăрши сарăлсанах таçтан персе çитеççĕ. «Çуркунне кăркка туянасшăн-ха. Чĕпписем тухсан кĕркуннеччен пысăк пулĕç. Ун чухне кăркка тукмакĕ çиме чĕнĕпĕр…» – шантарать Борисов. Хăйсем патне хăнана вара пĕртте йыхравламасть. Çапла уйăх хыççăн уйăх иртет. Иван Иванчăн кăрккисем ÿссе çитĕнеççĕ, тукмакĕ курăнмасть. Пĕр ирхине арçын килти кайăксене пасара сутма илсе кайма шухăшлать. «Тен, пĕрерĕшне туянас?» – тет калуçăн арăмĕ. Шухăшĕ аван, паллах, анчах çемье вăл тукмака кÿршĕсемсĕр ларса çиейĕ-ши? Виталий Енĕш те «Сысна сăмси» калавĕнче кулăш урлă этем çитменлĕхĕсене питлет. Семен Петров сысна фермин заведующийĕнче тăрăшать. Хăй тавра вăл йăпăлтисене, хăйне юрама пĕлекенсене çеç пухать. «Сысна сăмси мĕншĕн йĕпе?» – ыйтăва тĕрĕс хуравлама кăна пултармалла. Петĕр Львовăн «Аншарли шарлас пулсан…» хайлавĕнчи Ярăнтарайкин Ваççапа ăнсăртран кĕмсĕрт çĕр улмисем пуплеме пуçлаççĕ. «Çыншене яшка-шаркку, тутлă кукăль ăшĕ пулша шавăнтараш теше ÿшетпĕр-хунатпăр та, эш пур… шăмакун хуранне перше чикен пире…» – кăмăлсăрланать пĕркеленчĕк пĕр улма. Унпа калаçса татăлма шут тытать арçын. Ĕçкĕç мĕн сĕнме пултартăр ĕнтĕ? Паллах, черкке. Çĕр улмине пушшех уртарса ярать ку. Пуçланать вара ахăр самана… <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.