Комментари хушас

19 Юпа, 2023

Тантăш 41 (4861) № 19.10.2023

Пиччĕшĕнчен тĕслĕх илнĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче «Хыпар» хаçат Раççейри чи пултаруллă спортсменсене Шупашкарти В. Ярды ячĕллĕ спорт шкулне пухрĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи яш-хĕр аслисенчен тĕслĕх илсе кире пуканĕ йăтрĕ. Пĕтĕм Раççейри турнирта «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрӳ ăмăртрĕç — кире пуканне çӳлелле ывăтрĕç те ывăтрĕç…

ТĔКĔР УМĔНЧЕ ÇĔКЛЕНĔ

Софья Соловьева — Елчĕк округĕнчи Кавал ялĕнчен. Вăл Елчĕк шкулĕнче пĕлӳ пухать. «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен кире пуканĕн ăмăртăвне иккĕмĕш çул хутшăнчĕ кăçал. 13 çулти хĕрача пысăк хавхаланупа çитнĕ турнира. — Кире пуканне пĕчĕкренех йăтатăп. Пичче çак спортпа туслă пулнипе çыхăннă пулĕ ку. Тĕкĕр умне тăраттăм та çĕклеттĕм. Ун чухне 8-9 çулсенче пулнă эпĕ. Мана ырă тĕслĕх кăтартакан Сергей пичче халĕ Барнаулта пурăнать, тренерта тăрăшать. «Хыпар» турнирне пĕрремĕш хут килсен 16 килограмлине йăтса пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Хальхинче 24 килограмлине çĕклерĕм, виççĕмĕш вырăна тухрăм. Паллах, питĕ хĕпĕртерĕм, — каласа кăтартать Софья. Хĕрача эрнере виçĕ хутчен Юрий Федоров тренер патне çӳрет. Вăл вĕсене çирĕп пулма вĕрентет, чăтăмлăха хăнăхтарать. «Техникăна пăхăнса йăтсан йывăр мар. Алла мозоль те тухмасть. Эпĕ хальхинче 24 килограмлине 35 хут йăтрăм. Спорт мастерĕн кандидачĕ пулма ăна 66 хутчен çĕклемелле. Ку хальлĕхе манăн ĕмĕтре, хам тăрăшсан пурнăçланасса шанатăп», — пĕлтерет Софья.

«2023 ÇУЛХИ ЧИ ЛАЙĂХ СПОРТСМЕН»

Спортпа та туслă, шкулта та тăрăшуллă Софья. Вăл «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Унăн юратнă предмечĕсем — физкультура, чăваш чĕлхи. Ытти хулана ăмăртусене тухса çӳрени чăрмантармасть хĕрачана. Вăл хăй тĕллĕн хушма пĕлӳ илет ун пек чухне. Кире пуканĕ йăтнисĕр пуçне волейболла выляма юратать хĕр пĕрчи. Малтан бассейна та ишме çӳренĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет маттурскер. Килте апат пĕçерме, урай çума та, выльăх-чĕрлĕх пăхма та, кĕнеке вулама та вăхăт тупать. Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕреннĕ малтан Софья. Центрти шкула куçсанах йывăртарах пулни пирки калать. Анчах та маттурскер хăвăртах хăнăхнă. <...>

ЕЛЕНА АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Если что-то не получается – идите вперед, несмотря на трудности»

Спорт не только укрепляет здоровье человека, еще одна из важнейших его задач – воспитание. Физическая активность формирует характер, развивает силу воли, учит преодолевать препятствия, достигать целей. Большие успехи и достижения в этой сфере показывает ученик 1-ой школы города Шумерля Сергей Алексеев. Он обучается в 10-ом классе. За плечами юноши хорошая успеваемость в учебе, регулярное участие в общественной деятельности, ежедневный труд в постижении знаний. Большую часть своей жизни молодой человек посвятил королеве спорта – легкой атлетике.

НЕУДАЧИ СИЛЬНЕЕ ЗАКАЛЯЮТ

Легкой атлетикой Сергей занимается десятый год. Стараясь показать наилучшие результаты на соревнованиях, он каждый день выкладывается на тренировках. «В летнее, весенне-осеннее время тренировки проходят на нашем стадионе «Труд», а зимой – в спортивном зале. Вместе с друзьями, близкими для меня людьми, Тимуром Нажмитдиновым и Настей Ушаковой, мы дважды в день, утром до учебных занятий и после них, развиваем свои скорость и выносливость на беговой дорожке», – рассказывает юноша. Спортивная карьера Сергея достаточно успешна. Он чемпион и призер всероссийских, окружных, региональных и муниципальных соревнований. Отдельно хочется отметить Всероссийский турнир «Мемориал В.Г. Надеждина», Всероссийский легкоатлетический турнир памяти заслуженного тренера России Юрия Красильникова, соревнования Приволжского федерального округа в городе Саранск, где Сергей с гордостью стоял на пьедестале почета и защищал честь нашей солнечной республики. «Во время соревнований чувствуется сразу накал борьбы, так как там собираются сильнейшие легкоатлеты из всех регионов России. К сожалению, не всем и не всегда удается преодолеть дистанцию с легкостью, но лидеры проявляются быстро. Всегда волнительно и трепетно присутствовать на награждениях и понимать, что ты победитель и защитил честь своего региона, школы, семьи. Признаться честно, иногда бывают неудачи, но они только сильнее закаляют. Всегда вспоминаю про своего любимого легкоатлета Усейна Болта. Он является единственным спортсменом, которому удалось выиграть спринтерские дистанции на 100 и 200 метров на трех олимпиадах подряд. В этом виде спорта бегуны борются до последнего, и побеждает самый сильный и выносливый легкоатлет», – делится впечатлениями Сергей. <...>

Ангелина ПЫРКИНА.

♦   ♦   ♦


Будем помнить помнить имена героев

«Парта Героя» – ученическая парта с размещенной информацией о заслуженном человеке, имеющем непосредственное отношение к школе. На парте размещены фотография героя, факты о его биографии и информация о заслугах.

На днях в Яльчикской школе Яльчикского округа состоялось торжественное открытие «Парты героя» в память выпускника Яльчикской школы, майора Сергея Миллина, погибшего в ходе выполнения боевого задания на специальной военной операции по защите населения Луганска и Донбасса на территории Украины и награжденного орденом Мужества посмертно. Сергей Борисович родился 8 марта 1988 года в селе Байдеряково Яльчикского района. Он учился в Яльчикской школе, затем в Федеральном государственном казенном военном образовательном учреждении высшего образования «Казанское высшее танковое командное ордена Жукова Краснознаменное училище» Министерства обороны Российской Федерации. После окончания высшей военной школы был назначен на должность командира разведывательного взвода. Службу продолжил в 7-ой танковой отдельной бригаде в городе Чебаркуль Челябинской области. С первых же дней специальной военной операции на Украине отважный солдат был несколько раз ранен. За мужество и героизм, проявленные в боях, майор награжден орденом «За заслуги перед Отечеством II степени с мечом», а также отмечен благодарностью Верховного главнокомандующего Вооруженными силами Российской Федерации В. Путина, медалями «За активную военно-патриотическую работу», «За отличие в военной службе». В открытии «Парты Героя» приняли участие глава Яльчикского муниципального округа Леонард Левый, военный комиссар Комсомольского и Яльчикского округов Чувашской Республики Сергей Данилов, руководитель Союза ветеранов Николай Павлов, мать Сергея Борисовича Людмила Миллина с родственниками, одноклассники и друзья, директор Яльчикской средней школы Лариса Васильева, настоятель храма в селе Лащ-Таяба отец Силуан. <...>

Света ОКРУЖНОВА. Яльчикский округ, Яльчикская школа.

♦   ♦   ♦


Юратăвĕпе тимлĕхĕ вăй параççĕ

Кукаçипе кукамай — маншăн чи юратнă та хаклă çынсем. Мĕн çуралнăранпах эпĕ вĕсемпе ӳснĕ. Кукамайпа кукаçи юнашар ялта пурăнаççĕ. Канмалли кунсенче, каникул вăхăтĕнче эпир вĕсем патне хăнана çӳретпĕр. Эпĕ кукамая пулăшатăп, шăллăм кукаçипе тĕрлĕ техника юсать. Вĕсем пире яланах ырă кăмăлпа, чунтан савăнса кĕтсе илеççĕ. Кукамай эпир килнĕ çĕре тутлă апат-çимĕç, кукăль пĕçерсе хурать. Пурте пĕрле сĕтел хушшине ларатпăр та çывăх çыннăмсем пире хăйсен пурнăçĕнчи интереслĕ самантсене аса илсе каласа кăтартаççĕ. Эпĕ яланах тимлĕн итлесе ларатăп. Малашне çак историсене хамăн ачамсемпе мăнукăмсене каласа парăп.

Манăн кукаçи Юрий Алексеевич кăçал 65 çул тултарчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех вăл колхозра тракторист-комбайнерта ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те кукаçи хăйĕн тракторĕпе тăрăшать. Пахча сухаламалла-и, утă çулса тирпейлемелле-и — никама та хирĕçлемест. Кукаçи кил хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх пăхать, сад пахчинче тăрмашать. Унăн ылтăн алли пур ĕçе те тума ĕлкĕрет. Кукамай Маргарита Ивановна — пултаруллă та хастар хĕрарăм. Вăл яланах тирпейлĕ те хитре çӳрет, хăйне пăхма тăрăшать. Кукамай нимĕнле ĕçрен те хăрамасть. Хăйĕн пурнăçĕнче вăл ăçта кăна вăй хуман пулĕ! Выльăх-чĕрлĕх ферминче бригадирта, шкулта тирпейлӳçĕре тăрăшнă, кайран страхлакан агент пулнă. Маншăн чи тĕлĕнмелли — вăл çамрăк чухне трактористра ĕçлени. Колхозра утă çулнă, купаланă, кайран фермăна турттарнă. Халĕ кукамай ĕçе çӳремест, кукаçипе пĕрле кил хуçалăхĕнче тăрăшать. <...>

Софья СМИРНОВА, 10-мĕш класс. Сĕнтĕрвăрри округĕ, Хуракасси шкулĕ.

♦   ♦   


Сăн-питĕнче йăл кулă çиçнĕ

Манăн кукамай Çĕрпӳ районĕнчи Çуткасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл пĕчĕккĕллех тăлăха юлнă, унăн амăшĕ чире пула çĕре кĕнĕ. Ашшĕ тепре авланнă. Кукамайпа куккана амаçури амăшĕ пачах та кӳрентермен, иккĕшне те лайăх пăхнă.

Кукамай шкултан вĕренсе тухсан çул-йĕр тунă çĕре ĕçлеме кайнă. «Сĕнтĕрвăрри — Çĕрпӳ», «Сĕнтĕрвăрри — Çĕнĕ Шупашкар» çулсене эпир сарнă», — каласа паратчĕ пире. Çав вăхăтра вăл Юрий Ксенофонтовпа паллашнă. Хайхискер водительте ĕçленĕ, çул тунă çĕре хăйăр, чул турттарнă. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне килĕштернĕ, çемье çавăрма тĕв тунă. Кукаçи те çурма тăлăх пулнă, вăл амăшĕпе пĕр пĕчĕк пӳртре пурăннă. 1967 çулта кукамайпа кукаçи пĕрлешеççĕ, яла пурăнма куçаççĕ. Çамрăксене Çĕнĕ Шупашкарта хваттер параççĕ, анчах та кукаçи амăшне пĕччен хăварас темест. Иккĕшĕ ялта çĕнĕ пӳрт хăпартаççĕ. Кукамайпа кукаçи пилĕк ача çуратса ӳстернĕ. Пурте вĕсем аслă пĕлӳллĕ. Ашшĕ-амăшĕ тăрăшнинчен нумай килет çав çемьере. Кукамай совхозра ĕçленĕ, хăмла, кăшман, çĕр улми çитĕнтернĕ, утă хатĕрленĕ. Хĕлле сивве пăхмасăрах ферма валли утă-улăм тиеме çӳренĕ. Совхозра вăл малтисен йышĕнче пулнă. Çăмăл мар пулин те кукамай пуçне усман. «Çак Ира кин темле йывăр чухне те яланах йăл кулать», — тенĕ ун пирки ял çыннисем. <...>

Оля КУЗНЕЦОВА, 10-мĕш класс. Сĕнтĕрвăрри округĕ, Хуракасси шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.