Комментари хушас

14 Авăн, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 36 (1315) № 14.09.2023

Кукамай хăна пухрĕ

Вăтăр ытла çул каялла пуканене пĕрремĕш хут алла илнĕ вăл. Тĕрĕсрех, чипер çак теттепе мĕн ачаранах вылянă-ха, анчах профессионал шайĕнче ăна шăпах Чăваш патшалăх пукане театрĕнче калаçтарма, юрлаттарматашлаттарма пуçланă. Çак тапхăрта 130 ытла спектакльте 190 ытла сăнара сцена çине кăларнă. Мĕн пултарнипе чарăнса, çырлахса ларман, малалла ĕçленĕ. Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пукане театрĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин Алина Каликовăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Пукане тени яланах асамлăхпа çыхăнать, пĕчĕккисем валли юмах яма вара кукамай-асанне юратать. Уяв каçне те çаплах «Кукамай арчи яланах тулли» ят панă артистка, хăй те тахçанах кукамай ята тивĕçнĕскер. Сцена çинче лĕпĕш евĕр çăмăллăн вĕçсе çÿресе пухăннисене малтан вăл кукамай арчинчи пурлăхпа паллаштарчĕ. Мĕн кăна çук унта! Йăлтах чăваш хĕрарăмĕн эречĕтевечĕпе çыхăннă. Вĕл вĕçсе çÿренĕ майăнах мăй çыххине те çакрĕ, масмакне те пуçĕ çине тирпейлĕн вырнаçтарчĕ, пиçиххине те çыхрĕ… Куракан умĕнчех чăн-чăн чăваш кукамайне çаврăнчĕ. Алина Каликова Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере тăххăрмĕш, кĕçĕнни, пулса çуралнă. Шкул хыççăн Чăваш культурăпа çут ĕç училищинче хореографа вĕреннĕ. Каярахпа Чăваш патшалăх университетĕнче филологи енĕпе ăс пухнă. Специальноçĕсемпе Етĕрне районĕнчи Лапракасси, Ачак клубĕсенче, Тутарстанри Клемтел шкулĕнче ĕçленĕ. Унăн ĕçĕсем куракан чунĕнче тĕрлĕ туйăм вăратаççĕ. Ахальтен мар 2021 çулта «Юр пике» спектакльти рольшĕн республикăри «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра жюри ятарлă дипломне тивĕçнĕ вăл. 2023 çулта IV Халăхсен хушшинчи Пукане театрĕсен «Юмахсен каруççелĕ» фестивальте ятарлă парнепе хавхалантарнă ăна. <...>

Рита АРТИ

♦   ♦   


Аслă шкул кÿнĕ парне

«Вĕрентекенĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Учителĕн кашни вĕренекен патне çул тупма пĕлмелле. Ачасене юратман çын пĕлÿ çуртĕнче ĕçлеймест, — тет кăçал 49-мĕш вĕренÿ çулне пуçланă Людмила Белова. — Педагогăн ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачаран чăн-чăн этем тумалла вĕт-ха. Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн чăн-чăн ăста пулмалла: ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, культурăллă. Çĕр çинче мĕн пур ырри пĕтĕмпех учительтен тухать: вăл пурне те асăрхать, йăнăш тусан вара тĕрĕс çул çине тăратать». Людмила Белова 1948 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Алманч тăрăхĕнчи Туçи Чуракасси ялĕнче çуралнă. «Ачалăх çулĕсем манăçми, — тет паян иртнине куç умне кăларса пĕлĕшĕм. — Паллах, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи вăхăт пĕртте çăмăл пулман, укçи-тенки те, çимелли те çитмен. Анчах мирлĕ пурнăçа таврăннă кашни çынах савăнăçпа, тулли шанчăкпа пурăннă. Ачасен те вăл çаплах пулнă». Людмилăн амăшĕ, 1919 çулта Кĕçĕн Чуллăра çĕр çине килнĕ Валентина Иванова, Супарта ÿссе çитĕннĕ. «Аннен кун-çулĕ çăмăл килмен, — тет хĕрĕ паян. — Атăл тăрăхĕнче выçлăх хуçаланнă тапхăрта унăн куккăшĕн Василий Павловăн çемйинче çитĕнме тивнĕ. Хĕр çулĕ çитсен Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнче тĕпленнĕ Михаил Васильевпа çемье çавăрнă. Михаил Васильевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă, Çĕнтерĕве тăшманăн йăвинче Берлинта вĕçленĕ». 1947 çулта икĕ çамрăк чĕре — Василипе Валя — пĕр тĕвве пĕрлешнĕ. Çак çемьере пилĕк ача çĕр çине килнĕ: Людмила /Миля/, Зина, Володя, Коля, Люся… Шел, кăкăр ачине Люсьăна вăл вăхăтри вăйсăр медицинăна пула çăлса хăварайман. Паян Людмилăпа Володя таса сывлăхпа пурăнаççĕ. Шăллĕ Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен /халĕ аграри университечĕ/ инженер-механика вĕренсе тухнă, «Красноармейский» хуçалăхра тĕп инженерта вăй хунă. Хĕрĕ пилĕк çул тултарсан çемье Красноармейскине куçса килнĕ. Пурăнмалли пулман. «Красноармейскинче «народ» текен çемьене чылайăшĕ пĕлет, паллать, — аса илет халĕ Людмила Михайловна. — Эпир çавсем патĕнче хÿтлĕх тупрăмăр. Райпон ун чухнехи председателĕ Федор Григорьев пирĕн йывăрлăха чĕри патне илчĕ пулас. Аттене ку тытăма водитель пулса ĕçе йышăнчĕç. Анне лавккара вăй хума тытăнчĕ. Тинех сывлăш çавăрса ятăмăр темелле. Хаклă çыннăм кун-çулĕн пысăк пайне суту-илÿ ĕçĕнче ирттерчĕ. Кунтанах тивĕçлĕ канăва тухрĕ. 2000 çулта çĕре кĕчĕ. Вăл Хĕлеç масарĕ çинче канлĕх тупрĕ. Атте-анне сăнарĕ халĕ те куç умĕнче. Вĕсем вĕрентсе каланисем пуçран тухмаççĕ. «Лаша пуласси тихаран паллă», «Мĕн акатăн çавă шăтать», — тетчĕ куллен Валентина Ивановна». <...>

Юрий БОРИСОВ

♦   ♦   


73 çулти арçын… юрату туянасшăн

Укçи пулсан-пулмасан та, аннене те, аттене те, аппапа пиччене те сутăн илме çук. Çакна чăваш кăна мар, кирек епле халăх ачи те мĕн пĕчĕкрен ăнланса çитĕнет-тĕр. Кунтах савнипе мăшăра та туянаймăн тесе хушса çырас килет те…

Савни кăмăлне, тен, çавăраймăн та пулĕ. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн теççĕ-и? Арăма вара… туянма пулать çав. Хăш-пĕр çĕршывра хĕрсене халĕ те выльăхчĕрлĕхпе е ытти мулпа улăштараççĕ. Чăваш халăхĕн те кунашкал йăла пулман мар. Йĕкĕт нухрат шантарнăран хĕрне ирĕксĕр качча панă ашшĕ-амăшĕ. Ку йăла-йĕрке сĕмĕ паян та упранать-ха. Шурă пĕркенчĕк айне тăракан хĕре тус-тăванĕ паян та сутать. Анчах çакă вăйă шайĕнче пулса иртет. Укçашăн арăм пулма килĕшекенсем те çук мар. «Фиктивлă мăшăрлану» ăнлав пушă вырăнта çуралман. Паян вара сăмахăм юрату çинчен. Хăйсен кĕлеткине пĕр каçлăх сутакансем историн кирек хăш тапхăрĕнчен те пулнă. Халĕ те çавах. Кăмăл-сипет çинчен манса кайсах хăшĕ-пĕри çакна тупăш çăл куçне çавăрать. Аскăнаççĕ, астараççĕ пикесем… Йĕкĕтсемпе арсем чиперуксен умĕнче пуçне çухатни мар, киленÿ шыранă май ултавçăсен серепине çакланакансен йышĕ пысăкланни шухăша ярать. Сутăн илнĕ юрату та шар курмалли сăлтав пулса пырать иккен. Акă кăçалхи 7 уйăхра кăна интернет урлă пĕр каçлăх савни шыранă май 50 арçын укçасăр та юлнă, чиперуксене те хăнана кĕтсе илеймен. Республикăри ШĔМ ĕçченĕсем каланă тăрăх, ку цифра малтанхи çулсемпе танлаштарсан икĕ хутчен ÿснĕ. Хăнана çитме шантарнă «каçхи лĕпĕшсем» укçине уншăн та, куншăн та маларах ыйтса хураççĕ, анчах палăртнă адреспа çитме васкамаççĕ... «Интернетра пĕлтерÿ куртăм. Шăнкăравласан лини тепĕр вĕçĕнче хĕр сасси илтĕнчĕ. Мĕн чухлĕ тÿлемеллине пĕлтерчĕ те тухса пыма хатĕр иккенне систерчĕ», — каласа кăтартнă шар курнисенчен пĕри. Интернетри сăн ÿкерчĕксем тăрăх суйласа илнĕ чиперкке укçана май пур таран хăвăртрах куçарса пама ыйтнă. Арçын хушăва тăхтаса тăмасăр пурнăçланă. 4 пин тенкĕ куçарса ярсанах унăн пуçне «ултавçăсем мар-ши» текен шухăш пырса кĕнĕ. Çапла пулса тухнă та. Тепĕр хутчен шăнкăравланă хайхи — унран каллех укçа ыйтма пуçланă. Калаçăва хальхинче арçын хутшăннă. Татах тÿлемесен сайт тытăмĕ чăхăмласса, ĕçлеме чарăнасса пĕлтернĕ. Куншăн арçын айăплине çирĕплетнĕ. Юрать-ха майра шыраканĕ хăраса ÿкмен, хăйне хÿтĕлесе çирĕппĕн калаçма пултарнă. Анчах та пур чухне те кун пек пулмасть çав… <...>

Татьяна НАУМОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.